Кайăк тусĕ :: 3. Ерçнĕ вăхăтра
— Мана Хыçалкас Улкашра пурăнакан йăмăк хăнана чĕнчĕ, виçĕ кунлăха кайма юрать-и? — ыйтрĕ Улюн инке пĕр каçхине. — Хам хăнара чух кунта Лена ĕçлĕ вара.
Тараев техничка çине пăхрĕ. Хытă хумханнăран пулас, вăхăтсăр ватăлнă хĕрарăм пĕр вырăнта тапăртатса тăрать. Хăй айăпа кĕнĕ çын пек хĕрелсе кайнă, çĕрелле пăхнă, калаçма чарăнсан та тути пăшăлтатнă чухнехи евĕр уçăла-уçăла хупăнать.
— Юрĕ. Ленăна мĕн тумаллисене каласа хăварăр та кайма пултаратăр. Лаша кирлĕ мар-и?
— Тавтапуç сире, инçех мар, çуран та çитĕп. Лена ман вырăна час-часах юлкалать, мĕн тумаллине вăлаванах пĕлет. Апла эпĕ каям-ха, сывă пулăр!
— Сывă пулăр, чипер çитмелле, савăнса хăналанмалла пултăр! — тесе Виктор техничкăна алă пачĕ.
Улюн инке кушăрканă аллипе çамрăк çын аллине чăмăртама хăяймасăр ăна кăшт çеç сĕртĕнчĕ. Ĕлĕкхи пуçлăх нихçан та сăпайлă калаçманран Тараев сăмахĕсем ун чĕри патнех çитрĕç. Ытла хумханнипе вăл алăк урлă каçнă чух кăшт çеç такăнса ӳкмерĕ.
Çур сехетрен Лена çитрĕ. Ку — çирĕмрен иртнĕ вăтам пӳллĕ хĕр. Пичĕ шурмак та типшĕм. Хăрах куçĕ айĕнче юн кăвакарса тăрать. Çийĕ-пуçĕ ытти хĕрсенни пек шукăль мар: кĕскелсе юлнă кивĕ сăхман, çитсă тутăр тата çĕтĕк кунчаллă темиçе хут тĕплеттернĕ çăматă.
— Эпĕ анне вырăнне ĕçлеме килтĕм, — терĕ вăл алăк патне çурăмĕпе таянса тăрса. — Сире мĕн те пулин кирлĕ мар-и?
— Нимех те кирлĕ мар. Йытă питомникне кĕме хăрамастăр-и?
— Йытăсем мана юратаççĕ, эпĕ вĕсене аннерен те ытларах пăхнă пулĕ.
— Нормăсене астăватăр ĕнтĕ, каласа парăр-ха, мĕн çитермелле йытăсене?
Лена сассăр кулчĕ. «Шкулта экзамен тытнă пек», — шухăшларĕ пулас вăл.
— Кашни кун 300 грамм аш-какай, 400 грамм сĕлĕ кĕрпи тата çур кило çĕр улми пĕçерсе памалла.
— Йăнăшрăн, Лена тусăм, — шӳт тăванçи пулса каларĕ Виктор. — Сĕлĕ кĕрпине çур кило, ашне 400 грамм парас пулать.
— Апла пулсан эпĕ мар, Тарас Макарч йăнăшнă. Вăл çапла тăрантарма хушатчĕ.
— Малашне эпĕ каланă пек тăвăр. Чĕр чунсен те, пирĕн пекех, çиес килет. Хырăм выçсан эпир апат ыйтатпăр, памасан — жалоба çыратпăр. Йытăсем сăмахпа ыйтма пултараймаççĕ, жалоба та çыраймаççĕ, çапах вĕсене те мĕн кирлине пĕтĕмпех памалла. Улайка чирленĕ пулмалла, ирхи апата астивсе те пăхман. Ăна сĕт парса пăхăр. Малтанлăха çур литр, ăна çисен тата çавăнчухлĕ ярса парăр.
— Ăнлантăм. Çаплах тăвăп.
Çак вăхăтра Урнашкин алăка уçрĕ те пуçлăх пĕччен маррине курса каялла кайма хăтланчĕ.
— Тăхта-ха, мĕн вĕри шывпа сапнă пек каялла тапатăн эс? — чарчĕ Тараев.
Урнашкинпа Лена хĕрелсе кайрĕç: арçын пичĕ кирпĕч тĕсĕ, хĕрĕн — тин çеç пиçме пуçланă çĕр çырли тĕсĕ йышăнчĕç.
— Сире чăрмантартăм пулĕ, — мăкăртатрĕ Осип Осипч.
— Мĕн чăрмантарни? Ĕçех тумастпăр, — пукан çине ларма сĕнчĕ Виктор ура çинче тăракан Урнашкина. — Лена, эсĕ Улайка сĕт çимесен мана килсе пĕлтер, тен, ветеринара чĕнмелле пулĕ.
Хĕр «юрĕ» тесе тухса кайрĕ.
— Йытă чирленĕ-им? Улайка пек лайăх ĕçлекенни урăх çук темелле кунта, питĕ тулккăллă йытă. Мĕн пулнă-ха вара ăна?
— Чирлесси темле те, апат çимен. Чăнах та, йытă амисен хăш-пĕр чух апат тиркесси пулкалать ĕнтĕ.
Тараев татах Лупашкина аса илчĕ. «Чунсăр этем, хăй çеç кӳпнĕ, выльăх-чĕрлĕхе выçса вилесрен кăна тăрантарса пурăннă. Йытăсен тӳпине те чакарнă. Сунарçă мар ĕнтĕ çав çын, сунарçă юлашки çăкăр чĕллине йыттине çитерет», — шухăшларĕ вăл.
— Виктор Николаевич, эсир кĕçĕр ерçӳллĕ-и?
— Нимех те тумастăп, ĕç пурччĕ-им?
— Ĕçĕ качки, ĕçех те мар. Çăварни ячĕпе сăра тунăччĕ, пичке пуçланă çĕре чĕнес терĕмĕр. Пырса пире кăмăл тумăр-ши?
«Ак тамаша, — çиçсе иртрĕ Тараев пуçĕнче. — Каймасан кӳренме пултараççĕ, кайсан вырăна кĕнĕ-кĕмен хăйне пăхăнакансенчен хулăм пухать тесе шутлĕç. Мĕн тăвас-ши?»
Объездчик вăл иккĕленнине сисрĕ. Çавăнпа ăна лăплантарма тăрăшрĕ.
— Хăнасем нумай мар. Сирĕнсĕр пуçне Капитоновпа Тевенешев тата арăмăн тусĕ — библиотекăра ĕçлекен хĕр, Лариса. Сире питĕ хытă кĕтеççĕ вĕсем.
— Лариса та-и? — кулчĕ Виктор.
— Вăл ыттисенчен те хытăрах кĕтет. Яла çĕнĕрен килнĕ çынпа паллашаймасан унăн апат анми пулать теççĕ.
— Апла пулсан ним тума та çук, пырас пулĕ, выçса вилессинчен хăтарас ăна...
Урнашкинсем иртнĕ çура çеç çĕнĕ пӳрте кĕнĕ. Çурчĕ пысăк, маччи çӳллĕ, урам енне тăватă чӳрече кăларнă. Алăкран кĕрсенех ирĕлнĕ сухăр, ăшаланă аш тата хăмла шăршипе хутшăннă вĕри сывлăш питрен пырса çапăнчĕ. Тулти пӳлĕмре никам та курăнмарĕ, хăнасем шалти пӳлĕмре иккен.
— Паллашăр, ку манăн арăм — Анна Васильевна, лешĕ, юриех урамалла пăханçи пулса лараканĕ, кĕнеке хуçи — Лариса, — терĕ Урнашкин.
— Анна Васильевна, ĕçе кĕнĕ-кĕмен пуçсăрланса çӳрет тесе айăп ан тăвăр, — çамрăклах самăрланма тытăннă çӳçке пуçлă хĕрарăм енне тайăлса каларĕ Тараев. — Осип Осипч илĕртсе килчĕ.
— Мĕнпе илĕртрĕ-ши вăл сире? — сăпăланса ыйтрĕ Лариса.
— Таврари чи хитре хĕрпе паллаштаратăп терĕ.
— Ах, çав Уçăп пичче, яланах манран кулать. Урăх ним те каламарĕ-и?
Тараев кил хуçи енне ыйтуллăн пăхрĕ. Лешĕ хăйĕн футбол пӳски пек çаврака пуçне темиçе хутчен енчен енне суллакаларĕ.
— Çук, Виктор Николаевич, пытарса ан тăрăр, хăлхаран пăшăлтатса та пулин каласамăр, — çĕнĕ хăнана хулĕнчен тытса йăлăнчĕ Лариса, те пӳртре ытла ăшăран, те вăтаннипе хăмач пек хĕрелнĕскер.
— Ăшă сăра ĕçтеретĕп терĕ, — хĕр хăлхинчен юриех йĕкĕлтес тенĕ пек пăшăлтатса каларĕ Тараев. Лешĕ кӳреннипе кăшт çеç йĕрсе ямарĕ...
— Виктор Николаевич, сире чăрмантарас тесе мар, пĕччен тунсăхласа ларассинчен хăтарас кăмăлпа чĕнтĕмĕр, килĕр-ха, çĕнĕ пичкерен ăснине пĕр курка ĕçсе парăр, — алтăр тыттарса каларĕ кил хуçи арăмĕ. — Авалхи чăваш йăлипе кĕрекене ларсах ĕçĕр!
Виçĕ литр кĕрекен çăка алтăр сĕтел тавра çаврăнчĕ. Пыллă сăра пуçа кайрĕ, часах çынсем шавла пуçларĕç.
— Хăнара та ĕç çинчен сӳпĕлтетет тесе ан айăплăр.
Чĕлхе хама пăхăнми пуличчен егерьсене виç сăмах каласшăнччĕ эпĕ, — терĕ Виктор. Пурте шăпланчĕç.
— Калăр, калăр! Манăн арçынсем ĕç çинчен епле калаçнине илтес килет, — пĕчĕк ача пек селĕпленсе каларĕ Лариса.
— Çитĕ сана хуçкаланма, ак хулă илĕп те пуçлăп çунтарма! — терĕ Тевенешев ачине хăтăрнă пек туса.
— Чи малтанах, ман шутпа, хамăр хушăра пирĕн «эсир» тес вырăнне «эсĕ» темелле. Чăвашла калаçнă чух «эсир» тени хăлхана çурать. Ку пĕрре. Тепри — ыран ирех мĕн тăвасси. Лупашкин хир качакисемпе хир сыснисем сунар хуçалăхĕнче пурри-çуккине никам та пĕлмест терĕ. Ыран пирĕн вĕсене шырама пуçлас пулать. Çавăнпа ырă хуçасенчен хамăра ураран ӳкичченех ан ĕçтерĕр тесе ыйтасшăнччĕ эпĕ. Килĕшетĕр-и манпа?
— Килĕшетпĕр, — пуриншĕн те хуравларĕ Лариса. — Усĕр арçын вăл çĕрĕк вут сыппи пек: тăратсантăра пĕлмест, çунтарсан ăшă памасть.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç, анчах Тараев каланипе хаваслансах килĕшрĕç.
Тепĕр сехетрен хăнасем самаях хĕрсе кайрĕç. Урнашкин таçтан икĕ пăт туртакан кире пуканĕ туртса кăларчĕ те хул вăйĕпе мухтанма тытăнчĕ. Вăл ăна хăрах алăпа çĕклесшĕнччĕ, анчах тем чул тăрăшсан та пуçĕнчен çӳлерех çĕклеймерĕ. Ун хыççăн Тевенешев хăтланса пăхрĕ. Хăвăрт туртса вăл кире пуканне çĕклессе çĕклет, анчах тăснă аллипе çӳлте тытса тăраймасть. Капитонов сылтăм аллипе аванах çĕклерĕ, сулахай алли лăштăрах хуçланчĕ.
— Виктор Николаевич, эсĕ çĕклесе пăх-ха? — терĕ Лариса.
— Çĕклеймесен мĕн пулать? — кулса ыйтрĕ каччă.
— Çĕклеймесен ним те пулмасть, çĕклесессĕн... каламастăп.
— Кала!
— Кала! — терĕç арçынсем.
Çак вăхăтра Ларисăн пĕчĕк пушмаклă ури Виктор урине сĕтел айĕнче шыраса тупрĕ те ыраттарсах пусрĕ.
—Юрĕ, вăл каламасăрах килĕшетĕп. Кирек епле япалана çĕклес пулсан та вăйран ытла тренировка кирлĕ. Кунти арçынсем, паллах, манран вăйлăрах ĕнтĕ, çапах та икĕ пăт пуканне аран-аран çĕклерĕç. Эпĕ вĕреннĕ чух час-часах спортзала çӳренĕ, унта пăт пуканĕсемпе те аппаланса пăхнăччĕ. Манман пулсан çĕклейĕп, тен, — тесе Тараев кире пуканне малтан сылтăмаллипе тытса темиçе хут çăмăллăн çĕклерĕ, унтан сулахай аллипе.
Ку пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çиелтен пăхсан егерьсем пурте Тараевран паркарах, çавăнпа вĕсен вăйĕсем те ытларах темелле. «Мĕнле-ха ку?» — шухăшларĕç арçынсем.
— Ман асатте, Вăрнар чăвашĕ, хул вăйĕпе такамран та ирттеретчĕ. Утмăл çулта чух та вăл икĕ пăт пуканĕпе сăхсăхатчĕ.
— Мĕнле сăхсăхатчĕ? — нимĕн те ăнланаймасăр ыйтрĕ Лариса.
— Çапла, — терĕ те Тараев кире пуканне тытса турра кĕл тăвакан çынсем пек васкамасăр хĕрес хурса кăтартрĕ.
— Эпĕ те вĕренсен çапла тума пултаратăп-и? — тĕлĕнчĕ хĕр.
— Пăт пуканĕсĕр, — терĕ Урнашкин.
— Эсĕ темле, анчах егерьсем кашни кун темиçешер хут тренировка тусан çăмăллăнах, ним тертленмесĕрех çĕклеме пултараççĕ.
— Э-э! Мĕн каламалли пур. Шыва тем чул вĕретсен те кĕрпесĕр пăтă пĕçереймĕн теççĕ. Ман Уçăп виçĕ çул çĕклесшĕн хăтланать ăна, анчах вăй çитереймест. Хăçан та пулин пăт пуканĕ шакла пуçĕ çине ӳксе шăтарать-ха, — упашкине шакла пуçĕнчен ачашшăн шăлса каларĕ Анна Васильевна.
Тараев сăмаха улăштарас тесе Шатра Михала камне ыйтрĕ.
—Ун пек сĕмсĕр браконьер тĕнчере урăх çук та пулĕ, — тарăхса каларĕ Капитонов. — Сăмса тăрне тухнă çăпан пекех канăç памасть. Мĕн чул сăтăр тумарĕ пуль вăл пирĕн сунар хуçалăхне!
— Хĕрĕ ашшĕнчен те ирттерет. Тем туса та пăхнă ăна, нимпе те ӳкĕте кĕртме пулмарĕ. Сунар станцине чĕнсе те темиçе хут ятланă. Айăпа кĕнĕ çын пек пуçне чиксе тăрать. Тепĕр куннех вăрмана тухать те тытма чарнă кайăка персе вĕлерет. Куçа кĕнĕ хылчăкран та усал, — хушса хучĕ Тевенешев.
— Йĕпрен лум тăватăр, тусăмсем. Сирĕн сăмахсене ĕненсе Виктор Николаевич кунта чăнах хăрушă тăшман пур тесе шутлĕ. Пăшалĕ пур ĕнтĕ вĕсен, сунара та час-часах çӳреççĕ, çапах та саккуна пăсма хăраса тăраççĕ. Юлашки çулсенче вĕсене пĕр протокол çине те алă пустараймарăмăр, çавăнпа штраф та тӳлеттермен. Ун пек çынсене браконьерсем теме май çук, — тăнлантарса пачĕ Урнашкин.
— Калаçах, чĕлхе шăмăсăр теççĕ. Шатра Михалапа унăн мухтавлă хĕрĕ сунар саккунĕсене пăхăна пуçласан хĕвел те кутăн çаврăнĕ, çăмартасене те чăхсем мар, автансем тума тытăнĕç. Штраф тӳлеттерменни вăл браконьерсем çуккине мар, эпир начар ĕçленине пĕлтерет, — парăнасшăн пулмарĕ Тевенешев.
— Кирилл Кириллович, браконьерсене саккуна хисеплеме вĕрентеймĕн тенипе килĕшес килмест манăн. Вăл пиртен килет. Ман шутпа, вĕсене йĕркене кĕртес тесен ушкăнпа сунар ирттернĕ çĕре чĕнсе пăхмалла. Авăнман йывăç çук теççĕ, тӳрленмен преступник та çук пек туйăнать çĕр çинче. Хамăр куç умĕнче чух вĕсем мĕн тунине тĕрĕслеме пулать, пиртен вăрттăн çӳресен хăйсене хăйсем ирĕклĕрех туйĕç. Егерьсем ун пирки мĕн шухăшлаççĕ? — ыйтрĕ Тараев.
Урнашкин пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Капитоновпа Тевенешев хирĕç пулмарĕç пулин те, килĕшнине те палăртмарĕç.
— Браконьер тесе кама калаççĕ? — ыйхă аптăратнипе куçне ирĕксĕр уçкаласа ыйтрĕ Лариса.
— Çут çанталăка чухăнлатса пуйма тăрăшакана çапла калаççĕ, — ăнлантарчĕ Капитонов. — Вăл сунар йĕркине пăхăнасшăн мар.
— Эпĕ те çав йĕркесене нихçан та пăхăнман. Апла эпĕ те браконьер-и?
— Çук, браконьер ирĕкри чĕр чунсене пăшалпа персе тытать, эсĕ — хăвăн илемлĕ куçусемпе кăна, — шӳт турĕ Тараев...
Киле кайнă чух Капитоновпа Тевенешев Виктора сунар станцине çитичченех ăсатса ячĕç.
— Эсĕ Шатра Михалана чăнах сунара чĕнес тетĕн-и? — ыйтрĕ аслă егерь уйрăлас умĕн.
— Тепĕр чух пăсăлнă çынна юсас килет. Тен, Баранова та юсама май килĕ. Аппаланса пăхма юрать, — тавăрчĕ Виктор. — Унсăр пуçне манăн егерьсем Шатра Михала çине епле пăхнине пĕлес килнĕччĕ, — терĕ те Тараев юлташĕсенчен алă парса уйрăлчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...