Кайăк тусĕ :: Эпилог
Çуркунне. Çанталăк тĕлĕнмелле аван. Тĕпсĕр тинĕс евĕр кăн-кăвак тӳпе тăрăх сарă хĕвел ылтăн карап пек ишет. Куç куракан тавралăх пур çĕрте те тин çеç тапса тухнă ӳсен-тăранпа витĕнсе капăрланнă. Кайăк-кĕшĕк савăнса юрлать. Пĕтĕм сывлăш чечеке ларма хатĕрленнĕ йывăç-курăкран сарăлакан ырă шăршăпа тулнă. Сывлама çăмăл. Кăкăр кашни хăпарса анмассерен ăша çĕнĕ вăй-хăват пырса кĕрет.
Çавнашкал ырă кунсенчен пĕринче, хĕвел каçалла сулăннă вăхăтра, Улкашри сунар станцийĕн кӳлĕ енне тухакан терраси çине вăтам пӳллĕ кĕрнеклĕ арçынпа капăр тумланнă ытарма çук илемлĕ çамрăк хĕрарăм пырса тăчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те иксĕлми пуянлăх çуратма хатĕрленнĕ çурхи тĕнче çине савăнса пăхаççĕ.
— Виктор, куратăн-и, епле илемлĕ пирĕн кӳлĕ! Вĕттĕн чĕтресе тăракан пĕчĕк хумсем шӳлкеме çинчи кĕмĕл тенкĕсем пек ялтăртатаççĕ. Шыв ĕçекен кайăк кăвакалĕсем хăйсен лаптак сăмсисемпе çав тенкĕсене хыпаççĕ тейĕн. Хамăр таврара çавăн чухлĕ шыв кайăкĕсем пуррине нихçан та курманччĕ, — чĕвĕлтетрĕ хĕрарăм.
Арçын ăна хулпуççинчен ыталаса хăйĕн анлă кăкăрĕ çумне çепĕççĕн пăчăртарĕ.
— Чĕкеç, эсĕ кӳлле юхса кĕрекен Пилеш варĕ ятлă çеремлĕ çырмана пăх-ха, мĕн куратăн? — ыйтрĕ вăл.
— Виçĕ пĕве куратăп. Тăрă шыв симĕс пустав çинче выртакан тĕкĕр татăкĕ пек ялтăртатать.
— Пĕве çинче мĕнле çынсем тăраççĕ?
— Пĕри, çӳллĕреххи, Максим Максимч Капитонов. Вăл пулă ĕрчетме уйăрнă колхозниксене тĕкĕр пулăсене епле пăхса усрамалли çинчен каласа парать.
— Тепĕр еннелле пăх-ха, унти хăмăшлăхра мĕн курăнать? — ыйтрĕ арçын.
Хĕрарăм бинокльне унталла тĕллерĕ.
— Журавлев егере куратăп. Вăл хамăр алăпа тунă йăвасене кайăк кăвакалĕсем мĕнле йышăннине тĕрĕслет.
— Маттур, савнă арăмăм, — ырларĕ ăна упăшки. — Эсĕ пурне те пĕлетĕн, пурне те куратăн. Ик-виçĕ çулта çут çанталăк тăшманĕнчен кайăк тусĕ пулса тăтăн.
— Кайăк тусĕн арăмĕ пулас тесен ăна хăйне кăна мар, кайăксене те юратмалла çав.
Вĕсем пĕр-пĕрне тулли кăмăлпа савса пăхаççĕ те этем пурнăçĕнче ирĕкри чĕр чунсем, тăван çĕршывăн ытарайми илемĕпе иксĕлми пуянлăхĕ мĕнле вырăн йышăнни çинчен тарăн шухăша каяççĕ. Вăхăт сисĕнмесĕр малалла шăвăнать. Кунĕпех пархатарлă ĕçсем тунă хĕвел куç аран-аран куракан кăвак инçетри вăрмана чăмать. Ăшă сывлăш хăвăрт сĕвĕрĕлме тытăнать. Кунĕпе юрла-юрла ĕçленĕ кайăк-кĕшĕк канма вăхăт çитнине туйса шăпланать. Йăх ĕрчетесшĕн çунакан кăвакал амисем çеç нартлатса хăйсене шыраса урлă-пирлĕ вĕçсе çӳрекен кăвакал аçисене чĕнеççĕ.
Çак вăхăтра упăшки çумне лăпчăнса тăракан çамрăк арăм картах сикрĕ.
— Илтетĕн-и? — шăппăн ыйтрĕ вăл.
— Илтетĕп, — ун пекех шăппăн хуравларĕ арçын.
— Мĕн илтетĕн?
— Санăн чĕрӳ тапнине.
— Çук, эсĕ кӳлĕ леш енчи тĕксĕмленнĕ тӳпе çĕрпе пĕрлешнĕ пек курăннă тĕлелле пăхса итле-ха.
Арçын каланă çĕрелле пăхса итлерĕ. Ка-ка-как! ка-ка-ка-ак! какалаççĕ кайăксем.
Кĕçех вĕсен çĕлен пек авкаланакан вăрăм карти хăвăрт çывхарса килни курăнчĕ. Пысăк кайăксем хăватлă çуначĕсене сулласа нӳрелнĕ сывлăша вашлаттараççĕ. Миçен вĕсем? Пĕрре, иккĕ... вуннă... çирĕм... вăтăр... хĕрĕх... — шутласа кăларма çук. Пурте мăйĕсене малалла тăсса шыва анса ларма васкаса вĕçеççĕ. Аялта уйăх çутипе ялтăртатса выртакан кӳлĕ шывне курсан хăйсем тата хытăрах какалама тытăнчĕç. Карта пуçĕ вĕсем тилмĕрнине тивĕçтерес терĕ пулмалла, кӳлĕ тавра вĕçсе çаврăннă тăванĕсене шыва анма чармарĕ. Вара кунĕпе вĕçсе ывăннă хурсем шыв ĕçме, чăма-чăма çăвăнма, çунат çапса шампăртатма тапратрĕç. Çапла ырă курма никам та чăрмантармарĕ ывăннă кайăксене. Вара вĕсем кӳлĕ варринче ишсе тăракан сулăсем патне пычĕç те унта апатланакан кăвакалсене хуса ярса елпешке таканасене сырса илчĕç. Ка-ка-как! ка-ка-ка-а! кăшкăраççĕ сулă çинчи хурсем.
— Пĕр-пĕринпе калаçнă пекех, — пăшăлтатрĕ хĕрарăм. — Ах, пĕлесчĕ, мĕн теççĕ-ши вĕсем?!
— «Тавтапуç сире, ырă çынсем! Пире, вĕçен кайăксене, тăшмансенчен хӳтĕленĕшĕн, тăван çĕршыва таврăннă чух тăрантарнăшăн сире пысăкран та пысăк тав!» — теççĕ пулĕ, — хуравларĕ арçын. — Çапла тав тăваççĕ ĕнтĕ вĕсем пире, егерьсене, сунарçăсене, çут тĕнче илемне юратакан ытти çынсене. Халăх çĕршыв пуянлăхне ӳстересси çинчен манмасть. Пире, сунарçăсене, çав пархатарлă ĕçе тимлĕ туса пыма хушнă. Эпир пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕпĕр. Уншăн пире пулас ăрусем, çак илемлĕ кайăксем пек савса, тулли кăмăлпа пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...