Кайăк тусĕ :: 10. Кулленхи ĕçсем
Çĕнĕ вырăнти пурнăçа хăнăхса çите пуçларĕ ĕнтĕ Тараев. Пуринчен ытла ăна сунара çӳремелли вырăнсем кăсăклантарчĕç: Улкаш вăрманĕнче усăллă чĕр чунсем питĕ йышли куç умне аванах тухса тăчĕ. Ку — калама çук пысăк пуянлăх, анчах ăна никам та тĕплĕн шута илеймен-ха. Хир сыснисене шыраса çӳренĕ чух Виктор кашни кварталта тенĕ пекех йĕкĕр чĕрнеллĕ пысăк чĕр чунсем хăварнă йĕрсем тем чул та курнăччĕ. Такам вăрман тăрăх унталла та кунталла ĕне кĕтĕвĕ хăваласа çӳренĕ пекех. Ку — пăши утти. Унта та кунта шăрçа ярăмĕ пек тăрăхла ура йĕррисем курăнаççĕ. Вĕсене шăши шыраса çӳрекен тилĕсем тунă ĕнтĕ. Çапă куписем хушшипе пăсарапа юс çулĕсем арăш та пирĕш эрешленсе выртаççĕ. Ватă чăрăшсем айĕнче шĕкĕлченĕ йĕкел çӳпписем купи-купипе хĕрелсе выртаççĕ. Пакшасем апатланнă вырăн ĕнтĕ ку. Унтах вĕсен хăрушă тăшманĕсем — сăсарсем чупса çӳренĕ. Ăвăслăха пур енчен те шур мулкачсем каллĕ-маллĕ сиккелесе такăрлатнă сукмаксем хĕвел урисем пек ярăмланса пырса кĕреççĕ. Хурăнлăх патне çывхарсан кăчкă çиекен ăсансем ушкăнĕ-ушкăнĕпех сывлăша çĕкленеççĕ. Виçĕ кун хушшинче карăксемпе пăчăрсем те темĕн чухлех курнăччĕ. Çапла вара, Улкаш вăрманĕнче сунарçăсене мĕн кирли пурте çителĕклĕ темелле.
Анчах Тараев апла шутламан. Ирĕкри чĕр чунсен пурнăçне ĕçе пĕлекен çын йĕркеле пуçласан çав тутлă аш-какайпа тĕк-мамăк тата вырăссем «çемçе ылтăн» текен хаклă йышши тир паракан чĕр чунсен шутне темиçе хут ӳстерме пулать-çке. Сĕм вăрманта кайăк-кĕшĕкпе тискер чĕр чунсем валли вырăн çителĕклĕ, апат-çимĕç те хĕл варринчи виçĕ уйăхра пулакан шартлама сивĕ вăхăтра кăна хĕсĕкрех. Декабрь-февраль уйăхĕсенче кăна юр ытла та тарăн пулнă çулсенче вĕсем выçăпа аптăраççĕ, начарланаççĕ, вăйсăрланаççĕ. Çавăнпа нумайăшĕ кашкăрсемпе çӳлевĕçсен тата ытти çăткăн чĕр чунсен апачĕ пулса тăраççĕ. Хĕл каçнисем те хавшаса çитнипе ăнăçлă çăвăрлаймаççĕ, йăва çавăрса чĕп кăлараймаççĕ. Выçă хĕл ирĕкри чĕр чунсене инкек-синкек ан кăтарттăр тесен мĕн тумалла-ха?
Виктор шухăша кайрĕ. Институтра вĕреннĕ чух лекцисенче çак ыйтупа мĕн каланине аса илчĕ, хăйне кирек хăçан та ăс пама хатĕр тăракан кĕнекесене уçса вуларĕ. Вĕсем пурте ирĕкри чĕр чунсене хĕлле ик-виçĕ уйăх хушши апат парса пулăшма хушаççĕ. Çулталăкра виçĕ уйăх çеç тăрантармалла вĕсене, ытти тăхăр уйăх тăршшĕпех чăваш вăрманĕсенче вĕсем валли кăна мар тата темиçе хут ытларах ĕрченисем валли те апат-çимĕç çителĕклĕ.
«Анчах ятарласа хатĕрленĕ выльăх апатне пăшисемпе хир качакисене е хир сыснисене парас вырăнне килти ĕнесене, сурăх-качакана, сыснасене, чăх-чĕпе пани усăллăрах пулмĕ-ши?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Тараев.
Вăл хăйĕн юратнă вĕрентекенĕн, Лосев профессорăн, лекцине аса илчĕ. «Çитĕнсе çитнĕ ĕнене пуссан вунă пăта яхăн аш тухать. Анчах пăруран ĕне тăвас тесен ăна темиçе çул тăрантармалла. Çитĕнсе çитнĕ пăши 18-20 пăт аш парать. Ăна мĕнпурĕ те тăхăр уйăх çеç тăрантармалла. Тата килти выльăха усрама хаклă тăракан çурт таврашĕ тумалла, тискер кайăксем вăрман хӳтлĕхĕнче ыр курса пурăнаççĕ. Çавăнпа пăши ашĕ ĕне ашĕнчен темиçе хут йӳнĕрех ларать. Ытти тискер кайăк ашĕ те, выльăх ашĕпе танлаштарсан, нумай йӳнĕрех. Çавăнпа ирĕкри чĕр чунсемпе усă курас ĕçе наука хушнă пек тума пуçлама вăхăт çитрĕ ĕнтĕ», — тенĕччĕ профессор.
Çак сăмахсене аса илсен Виктор сĕтел хушшинчен тухрĕ те пӳлĕм тăрăх кĕтесрен кĕтесе утса çӳре пуçларĕ. «Эпир ура айĕнче выртакан пуянлăхпа усă курма пĕлместпĕр. Электроникăпа атом ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулсан та алла вĕрентнĕ чĕр чунсем кăна çителĕклĕ тупăш параççĕ. Çĕр çинче темиçе пин тĕслĕ кайăк-кĕшĕкпе тискер кайăк пурăнать. Вĕсенчен хĕрĕхĕшне çеç алла вĕрентнĕ. Епле вара ыттисене халăх хуçалăхне усă тăвассинчен те «ирĕкре» хăвармалла-ши? Çук, çут тĕнче пуянлăхĕпе туллин усă курма вăхăт çитрĕ. Этем çĕр айĕнчен тимĕр-тăмăр, нефть, çĕр кăмрăкĕ кăларать, çĕр çинчи пурлăха та тивĕçлипе алла илмелле. Ĕçе пĕлсе тусан, ирĕкри чĕр чунсем алла вĕрентнĕ тăванĕсенчен кая мар усă памалла. Вăрман халĕ çынна вут-шанкăпа пӳрт-çурт тумалли материал кăна парать пулсан, çитес кунсенче аш-какай çителĕклĕ пама пултарать. Паллах, ăна халĕ çынсем ĕненес çук-ха. Пирĕн, сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсен, çавна ĕнентерме тăрăшмалла...»
Виктор папка ăшĕнче сунарçăсен совечĕ ярса панă сметăна «Биотехника ĕçĕсем» тесе çырнă тĕле уçрĕ. Ку тĕлĕшпе вăтăр пин тенкĕ пĕтерме палăртнă. Хир сыснисене тăрантарма туяннă çĕр улмишĕн пилĕк пин тенкĕ тӳленĕ. Ытти укçапа мĕн тумалла-ха? Вăл шур хут тытрĕ те унта нумай ункăллă цифрăсем шăрçалана пуçларĕç. Ирĕкри чĕр чунсене тăранса пурăнма тумалли ремизăсем, кайăк кăвакалĕсем валли йăва çавăрмалли вырăнсем, ăсансемпе пăчăрсене «çăвăнма» кĕллĕ тăпра сарнă вырăнсем хатĕрлесси, «подсадной» текен кăвакал ĕрчетесси, мулкачсемпе пăшисем валли тăвар суланчи тăвасси тата ытти нумай ĕçсем палăртса хучĕ. Ку ĕнтĕ Улкашри сунар хуçалăхĕн планĕ пулчĕ. Ăна егерьсемпе пĕрле сӳтсе явмалла та часрах ĕçе тытăнмалла.
Егерьсем сунар станцине эрне кун пухăнчĕç. Тараев малтанах кашнинпе уйрăммăн калаçрĕ. Капитонов Упакассине епле кайса килнине каласа пачĕ. Патмаровпа Антонов вăрманта упа шăтăкĕ тупнă пулнă. Петр Ефимович çав савăнăçлă хыпара хăвăртрах Тараева пĕлтерес тенĕ, анчах Антонов ĕçе пăснă. Хăйне упа шăтăкĕ патне çывхарма чарнине пăхмасăр, вăл тепĕр куннех пăшал çакнă та лайкине ертсе вăрмана кайнă. Упа шăтăкĕ патне çитсен лайка хĕрсе вĕрме пуçланă. Йытă сасси туйми çывăракан тискер кайăка ăшă ыйхăран вăратнă. Ку — пĕлтĕр кăна амăшĕнчен уйрăлнă çамрăк упа пулнă. Вăл тĕттĕм шăтăкран сиксе тухнă та — пĕр самантрах сунарçă, йытă тата вĕсене нихçан курман упа сехĕрленсе ӳкнĕ. Вара виççĕшĕ те виçĕ еннелле каялла çаврăнса пăхмасăр тарнă. Патмаров çакна пĕлсен упа йĕрĕпе икĕ кун çӳренĕ, анчах ăна тытайман. Тарăхнипе вăл Тăкакассине пынă та Антонова «тăн кĕртме» тытăннă.
— Эпĕ ун патне пынă чух вăл вырăн çинче ахлатса выртатчĕ, — тесе пĕтерчĕ хăйĕн калавне аслă егерь.
— Эх, ăнман этем! — чăтса тăраймасăр каларĕ Тараев. — Вăл пăсман пулсан епле чаплă сунар ирттерме пулатчĕ! Упа тытасси куллен пулакан ĕç мар вĕт. Йĕрке çукки пĕтерет пире. Паян канашлура ун çинчен те калаçăпăр. Егерьсем пирки эсĕ мĕн шухăшлатăн?
— Урнашкина объездчикран кăларас пулать. Антонова та тек шанма çук.
— Обеъздчика кама илес тетĕн?
— Тевенешев пирки мĕн шухăшлатăн эсĕ?
— Вăл аван çын ĕнтĕ. Анчах пĕрремĕш обходра пуçлăхсем ытла йышлă пек туйăнмасть-и сана? Сунар хуçалăх начальникĕ, аслă егерь, объездчик...
— Ĕлĕкрех ун çинчен эпĕ Лупашкина каланăччĕ, вăл килĕшмерĕ. Объездчик Упакассинче пулни вырăнлăрах ĕнтĕ. Вара виççĕмĕш обходра та йĕрке пулнă пулĕччĕ.
— Эпĕ те çаплах шухăшлатăп. Апла пулсан объездчика Патмарова кĕртĕпĕр. Урнашкин вырăнне ĕçе кама илес тетĕн?
— Юрăхлă çын тупма пулать. Улкаш таврашĕнче ăста сунарçăсем пур, вĕсемпе калаçса пăхăпăр...
Вунă сехетре пурте сунар станцине пырса çитрĕç. Урнашкинпа Антонов çеç курăнмарĕç.
— Мĕн тăвăпăр? Тата кĕтĕпĕр-и вĕсене е пухăва уçăпăр?
— Уçас, уçас! — терĕç егерьсем.
Шăпах çак вăхăтра урамра темле çынсем янрашни илтĕнчĕ. Малтанах такам ятлаçнă пек туйăнчĕ, анчах лайăхрах итлесен унта ӳсĕр çынсем юрланине тавçăрса илсе егерьсем чӳрече патне кĕпĕрленчĕç. Çул тăрăх Наяновпа Антонов ыталашса пыраççĕ-мĕн. Иккĕшĕ те тайкаланса утнă май темле вĕçĕ-хĕррисĕр юрă юрлаççĕ.
— Ну, малалла пĕччен кай! — терĕ Валентин сунар станцийĕ патне çитсен. — Мана унта кĕртмеççĕ.
— Камсем кĕртмеççĕ? — чăркăшланса ыйтрĕ Антонов. — Эсĕ манпа чух никамран та ан хăра! Таçта та кĕме пултаратăн. Ниçта та чару çук. Не имеют полного права! Айта, ут малалла! Эпĕ вĕсене кăтартăп! Кам пире хирĕç кайма пултарать? Кам тетĕп? Эпĕ кам? Эпĕ - егерь охотохозяйства! Вот кто эпĕ! Пĕлетĕн-и?
— Сурап егерӳ çине! — кăшкăрчĕ Наянов. — Тупнă мухтанмалли. Мана вĕренпе туртсан та егере кĕртеймĕн. Эпĕ ирĕклĕ çын. Егерь вăл - чура, тарçă! Ĕнер Лупашкин тарçи пулнă, паян Тараевăн. Айта луччĕ ĕçме каяр!
— Тăхта-ха, кам çине суратăп терĕн эсĕ?
— Егерь çине.
— Ах, вот как! Тогда на, получай! — терĕ те пĕчĕк Антонов пысăк Наянова кармашса хăлха чикки пачĕ.
Тепĕр самантра вĕсем иккĕшĕ те тытăçса çĕре ӳкрĕç.
— Чарас пулать вĕсене, — терĕ те Патмаров тула чупса тухрĕ. Ун хыççăн ытти егерьсем те урама тухрĕç. Патмаров Антонова пиншак çухинчен тытса çĕклерĕ те пӳрте илсе кĕчĕ, Капитонов Валентина кил еннелле çул кăтартрĕ.
— Эпĕ анчăк çури мар-çке, эсĕ мĕншĕн мана çилхерен çĕклетĕн? Халех çĕре антар! Эпĕ егерь чысне защищать тăватăп, эсĕ мана çилхерен. Антар урайне!
Патмаров ăна çĕре антарса тăратрĕ те çурăмĕнчен тĕкрĕ.
— Каçару ыйт пуçлăхран, тăм писмен!
Антонов сулăнса кайса Тараев умне пырса чĕркуçленчĕ.
— Виктор Николаевич! Эпĕ охотохозяйствăшăн вута кĕме те хатĕр. Эпĕ кам? Сирĕн пек каласан, я кто? Эпĕ — я, вот кто эпĕ! — икĕ чĕлхене пăтраштарса каларĕ ӳсĕр егерь. — Эпĕ сирĕншĕн тем тума та хатĕр. Ман сумкăра кучченеç пур, арăм специально сире пама хушрĕ. Илĕр, акă вăл!
Çак сăмахсемпе Антонов çур литр кĕленчи кăларчĕ. Малтанах ăна вăл тавралла çавăркаларĕ, унтан çутта хирĕç тытса пăхрĕ.
— Куратăн-и, епле чаплă эрех! Сывлăм шывĕ пек тăрă. Савăтринчен те лайăхрах. Слеза невинного младенца текенни. Мейĕр, тутанса пăхăр, Виктор Николаевич!
— Э-эх! Чăн-чăн пиçмен пашалу-çке эсĕ, Элекçи, — терĕ Патмаров урайĕнче ларакан çын çине тăрăхласа пăхса. — Кĕленчӳ пушăран тăп-тăрă курăнать.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Антонов кĕленчине кутăн-пуçăн çавăркаласа пăхрĕ. Унта пĕр тумлам та çуккине курсан унăн пичĕ-куçĕ чалăшса пĕркеленчĕ.
— Валентин кӳпсе янă! — кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек каларĕ вăл. — Ах, шампа! Кăтартăп-ха эпĕ ăна çын эрехне вăрттăн ĕçни мĕне тăнине! Эпĕ ăна... Я ему, сирĕн пек каласан...
Ăна кирлĕ сăмах тупма памарĕç. Патмаровпа Капи-тонов иккĕн икĕ аллинчен тытрĕç те кухньăна кайса хучĕç.
— Пĕрремĕш пухура пирĕн икĕ çын пулмаççĕ: Урнашкин ĕнер хăйĕн тахçанхи тусĕсемпе çапăçнă хыççăн вырăн çинчен тăраймасăр выртать, тата Антонов, хăвăрах куртăр, пичке пăкки пекех тăн пĕлми пулнă. Ку пирĕн коллективра ĕç дисциплини уксахлани çинчен калать. Çав ыйтăва сӳтсе явнинчен пуçлăпăр хамăр канашлăва. Анчах техничкăпа конюх ăçта?
— Вĕсем юнашар пӳлĕмреччĕ пулас, эпĕ халех чĕнсе килĕп, — терĕ Капитонов.
Улюн инкепе Лена канашлăва именсе пырса кĕчĕç.
— Пирĕн те пымалла-и? — куланçи пулса хăюсăррăн ыйтрĕ техничка.
— Производство канашлăвĕнче пурин те пулмалла, сĕтел хушшине вырнаçса ларăр. Ĕç дисциплини çинчен калама аслă егере сăмах паратăп. Максим Максимч, пуçлăр! — терĕ Тараев.
Капитонов сунар хуçалăхĕнче виçĕ çул хушши сутăнчăк çын объездчикра ĕçлени ирĕкри чĕр чунсене ĕрчетес ĕçре те, браконьерсемпе кĕрешессине те хытă чăрмантарса пыни çинчен, Урнашкин канашлăва килме килĕшменни, ăна браконьерсем йăнăшпа хĕнени тата Антонов ĕçке ернипе хăй егерьте ĕçленине мансах сунар хуçалăхне сăтăр туса çеç пурăнни çинчен каларĕ.
— Эпир, Виктор Николаевичпа иксĕмĕр, объездчика Патмаров юлташа кĕртес терĕмĕр. Антоновпа Урнашкина мĕн тумалли пирки Тараев юлташ сунар советĕнче калаçса татăлĕ. Çакăн пирки хăвăр мĕн шухăшланине каласа парăр, юлташсем, — тесе пĕлтерчĕ Капитонов хăйĕн сăмахне.
Çакăнпа пурте хаваслансах килĕшрĕç. Ĕçке ернисемпе ним хĕрхенмесĕр кĕрешме кирли çинчен Патмаровсăр пуçне Улюн инке хĕрӳллĕн тухса каларĕ.
— Иккĕмĕш ыйту, — терĕ Тараев, — ĕç планĕ йышăнасси. Çак кунсенчех таксаци туса ирттермелле, анчах эпир хатĕрленме те тытăнман-ха. Ку ĕçе пирĕн ялти комсомолецсене хутшăнтарни питĕ вырăнлă пулĕччĕ. Унсăр пуçне çуркуннене епле кĕтсе илесси пирки те тĕплĕнрех калаçса татăлас пулать. Кăçалхи çуркунне ытти çулсенчи пек мар, эпĕ сире пĕр савăнăçлă хыпар пĕлтерес тетĕп. Кăçал патшалăх çурхи сунара чарнă. Вĕçен кайăксене йăва çавăрса чĕп кăларма чăрмантаракан çурхи сунар тинех тĕп пулчĕ ĕнтĕ. Çак йышăнăва çут çанталăка юратакансем тахçантанпах кĕтсе пурăннă. Кăçал чăн-чăн кайăк тусĕсен ĕмĕчĕ çитрĕ темелле.
— Ку питĕ аван! — чăтса тăраймарĕ Патмаров. — Çакна пĕлсен чĕп кăларма хатĕрленекен кайăксем тем пекех савăнса юрлĕç.
— Ун çинчен пирĕн пурне те пĕлтермелле, анчах кайăксене мар, вырăнти сунарçăсене. Хуларан шултра сас паллисемпе пичетленĕ плакатсем ярса пачĕç, пирĕн вĕсене клубсене, шкулсене, колхоз правленийĕсемпе ял Совет çурчĕсене тата ытти пурне те курăнмалла вырăнсене çакас пулать. Нумайăшĕ ĕлĕкхи йăлапа вăрмана тухас тейĕ, вĕсене çурхи сунара чарни çут çанталăк пуянлăхне хăвăрт ӳстерме пултаракан мелсенчен пĕри иккенне ăнлантарса памалла. Шкулта вĕренекен ачасемпе ытти кайăк-кĕшĕк тусĕсем хушшинче калаçусем ирттерес пулать. Район хаçачĕн редакторĕпе эпĕ çурхи сунара чарни çинчен тухнă приказа хаçатракăларма калаçса татăлтăм. Хамăра шанса панă сунар хуçалăхне кĕрекен вăрмансемпе уй-хирсенче ниçта та пăшал сасси ан илтĕнтĕр, кайăксене йăва çавăрма никам та ан чăрмантартăр. Ку çур ĕç кăна-ха. Вĕçен кайăксене пăшаллă браконьерсемсĕр пуçне çăткăн кайăксем те пысăк сăтăр тăваççĕ. Ула кураксемпе чакаксем ырă кайăксен йăвисенчен çăмарта вăрланипе пире тем пекех пысăк инкек кăтартаççĕ. Пуринчен ытла вĕсем хăйсен йăвисем çывăхĕнче иртĕнеççĕ. Çавна шута илсе кăçал çăткăн кайăк йăвисене тустаракансене преми памалла турĕç. Кашни чакакпа ула курак çăмартишĕн пĕрер тенкĕ, хурчкапа ӳхĕ çăмартишĕн вуншар тенкĕ тӳлетпĕр. Çавăн çинчен шкул ачисене пĕлтермелле. Пĕр çăткăн кайăк йăви те ан юлтăр хамăр-хуçалăхра, — терĕ Тараев.
Егерьсем харăсах шавлама тытăнчĕç.
— Сунар хуçалăх çывăхĕнчи вăрмансемпе ялсенче те çăткăн кайăк йăвисене пĕтермелле, — терĕ Патмаров. — Вĕсем пурпĕрех пирĕн обходсене сăтăр тăваççĕ.
— Юлташсем, çăткăн кайăксене пĕтернипе браконьерсене чарни ирĕкри чĕр чунсене ĕрчеме аван пулăшасси паллах, анчах ырă кайăксене пулăшас тĕлĕшпе пирĕн тата тепĕр ĕç тăвас пулать. Хăвăрах пĕлетĕр, Улкаш кӳлли тавра ӳсекен хăмăша нумай çулса çаратнă.Ку ĕнтĕ кайăк кăвакалĕсемпе шыв-шурта пурăнакан ытти ырă кайăксен йăва çавăрма юрăхлă вырăнĕсене пĕтерни пулать. Çавăнпа ĕлĕк кунта чĕп кăларнă кайăксем те урăх çĕре вĕçсе кайма пултараççĕ. Апла ан пултăр тесен пирĕн вĕсем валли хамăр алăпа йăвасемтуса хатĕрлемелле.
— Виçĕм çул эпир çирĕм йăва тунăччĕ, вĕсене пĕр кайăк та йышăнмарĕ. Кăçал та ахаль муталанни çеç пулмĕ-ши? — пӳлчĕ Тараева Тевенешев.
Ытти егерьсем те çаплах шутланă-мĕн, вĕсем пĕрне пĕри пӳле-пӳле алăпа тунă йăвасене ирĕкри вĕçен кайăксем юратманни çинчен калаçрĕç.
— Шăнкăрчпа хăш-пĕр юрлакан кайăксем кăна этем тунă йăвасене явăçаççĕ, сунар кайăкĕсем этемрен шикленеççĕ, çавăнпа йăвисене те çын курмалла мар çĕре тума тăрăшаççĕ, — терĕ аслă егерь те ыттисемпе килĕшсе.
Малтанах Виктор виçĕм çул йăвасене епле туни çинчен ыйтса пĕлчĕ, унтан Дарвин ячĕпе хисепленекен усравра кайăк кăвакалĕсем валли йăвасем мĕнле ăсталани çинчен хăй каласа пачĕ. Егерьсем хăйсем йăнăшнине сисрĕç. Вара шурлăхсем ирĕлсе уçăличчен кăвакалсем валли ик çĕр йăва тума йышăнчĕç.
— Вĕçен кайăксене пулăшас тĕлĕшпе ĕçленĕ хушăрах пирĕн усăллă тискер кайăксем çинчен те манма юрамасть. Мулкачсемпе хир качакисене, пăшисемпе хир сыснисене хĕл каçма çăмăл мар. Кăçал эпир вĕсене кăштах тăрантаркаларăмăр, анчах ку ырă чĕр чунсене халтан каяссинчен хăтарни çеç. Пирĕн вĕсене хĕлле кăна мар, çулталăк тăршшĕпех тутă пурăнмалла тăвас пулать. Апатне ăçтан тупас тейĕр. Ана пире вăрман туса парĕ. Вăрманти уçланкăсемпе хăртнăсенче сĕлĕ, клевер, урпа, тулă, вир акмалла, топинамбурпа çĕр улми лартмалла. Чĕр чунсем валли тыр-пул акнă вырăнсене апат ремизисем теççĕ. Вăрлăх хатĕрлесе çитертĕмĕр, ремизăсене хăш вырăнта тумаллине те Максим Максимчпа палăртса хутăмăр. Çак кунсенчех эпĕ вăрманхоза кайса çав вырăнсене сунар хуçалăхне парасси пирки калаçса татăлма тăрăшăп. Егерьсен пурин те çак ĕçе хастарлăн хутшăнмалла. Эсир епле шухăшлатăр? — ыйтрĕ Виктор.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...