Кайăк тусĕ :: 29. Пысăк сунар
Хĕл пуçлансанах уяр çут çанталăклă кунсем сахал пулаканччĕ, хир сысни тытма тухнă кун апла пулмарĕ. Тăп-тăрă кăвак тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те курăнмасть. Таса юр çине ылтăн шевлесене сапакан хĕвел асамлă куна уяври пек савăнăçлă сăн кĕртет. Хыр вăрманĕнчи чĕрĕ сухăр шăршипе тулнă уçă сывлăш кăкăра кантарать, хул-çурăма вăй-хăват парать.
Сунарçăсем хур карти пек карталанса утаççĕ. Хир сыснисем çывăхрах канса выртнине пĕлнипе вĕсем калаçмаççĕ, утасса та ура сасси тухмалла мар йăпшăнса утаççĕ. Этем сассинчен пур тискер кайăк та шикленет. Хир сыснисем те хăйсем патне çын çывхарнине сиссен тăрса тармалла. Çавăнпа Тараев кайăкçăсене сасă кăларма, чĕлĕм туртма чарчĕ. Çапла шăппăн сехет çурă утнă хыççăн вĕсем пĕр пĕчĕк хăртнă патне тухрĕç. Кунта егерьсем кĕтсе тăраççĕ.
— Ăçта? — кĕскен ыйтрĕ Тараев аслă егерьтен.
— Çавăнта, — вĕтлĕх вăрман çине кăтартса каларĕ Капитонов. — Хăш енчен хăваласан лайăхрах-ши? Паян çил ĕнерхи пек мар, хĕвел тухăç енчен вĕрет.
— Çиле майлă хăвалăр, сунарçăсен çиле хирĕç пăхса тăмалла пултăр, — канаш пачĕ Кипринский.
— Апла тăвас тесен сунарçăсене тарăн çырма хĕррипе тăратса тухас пулать. Хир сыснисем çырма патне тем тусан та пырас çук. Вĕсен хăйсен хăнăхнă сукмакĕпе кăнтăр енчи чăрăшлăха тарса ӳкме тăрăшмалла. Çурçĕр енчен килсе çиле урлă кăнтăр еннелле хăваламалла вĕсене. Капла туни теорипе питех çураçуллă мар пулин те паянлăха пирĕншĕн вырăнлă пулĕ. Эсир мĕнлешухăшлатăр, Иван Константинович? — ыйтрĕ Виктор.
— Çак вăрмана эсир пирĕнтен аванрах пĕлетĕр. Çанăнпа хăвăр пĕлнĕ пек тăвăр, — ирĕк пачĕ Коннотяжиый.
— Кайăк хăвансем миçе çын?
— Мансăр пуçне тăватă егерьпе çичĕ комсомолец.
— Çителĕклĕ. Пăшал пенине илтсен вĕсене тата хытăрах шавлама хуш, унсăрăн ватă сысна аçи кайăк хăвансен хушшипе каялла тухса тарма пултарать. Унăн йăли çапла-çке. Сунарçăсене эпĕ чăрăшлăх чиккипе тăсăлса выртакан çул çине тăратса тухам, эсĕ шăпах тепĕр сехетрен хăвалама пуçлаттар.
Сунар хуçалăхĕн пуçлăхĕпе аслă егерь сехечĕсене тĕрĕслесе пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç: пĕри кайăк хăвансене хыр вĕтлĕхĕ хĕррипе çурçĕр енне ертсе кайрĕ, тепри сунарçăсене кăнтăр енне кăларчĕ. Тараев хуларан килнĕ çынсене чăрăшлăх хĕррипе вырнаçтарса тухрĕ. Çапла тунипе вĕтлĕхре выртакан хир сыснисене кăнтăр енчен çур ункă пек çавăрса илчĕç, çурçĕр енчен вĕсене кайăк хăвансем хупăрламалла. Пĕр самантлăха пĕтĕм вăрман шăпланчĕ. Хăрăк чăрăш тăрринче çеç кану мĕн иккенне пĕлмен ула такка татти-сыпписĕр шаккаса ларать.
Тараев сунарçăсене номерсем йышăнтарса тухнă хыççăн Элемов патне пычĕ.
— Мур илесшĕ, пуç тăрринчех таклаттарать, — куçĕпе ула такка çине кăтартса шăппăн каларĕ генерал.
— Вăл пысăк чăрмавах тумĕ, тискер кайăксем çав сасса кам кăларнине питĕ аван пĕлеççĕ. Сирĕн номер телейлĕ пулма кирлĕ, куратăр-и, юр çинче сысна йĕрри мĕн чухлĕ? Ку вĕсен тĕп çулĕ. Паян та çакăнтанах иртсе каймалла пек туйăнать. Эпĕ тахçанах сунарçă хир сысни тытнине ӳкерес тенĕччĕ, паян çав ĕмĕте пурнăçлатăп ĕнтĕ, — тесе Тараев лапсăркка чăрăш
айне тăчĕ.
Сунарçăсем хытнă пек тăраççĕ, аллинчи пăшалсене пӳрнисем ыратичченех пăчăртаççĕ. Вĕсен куçĕсем умри уçă вырăнсене сăнаса пăхаççĕ. Элемов пысăк сунарта нумай пулса курнă пулсан та самăнтсерен хытăран хытă хумханма пуçларĕ. Чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапнине те аванах туять. Çак самантра ăна кăшт лăплантарас тенĕ пек ула такка, сехри хăпнă милиционер евĕр шăхăртса, таçта вĕçсе кайрĕ. Вара пĕтĕм тĕнче вилнĕ пек шăпланчĕ.
Сасартăк çурçĕр енче ĕне мăйракинчен тунă какăр сасси янраса кайрĕ: аслă егерь сунар пуçлама паллă пачĕ ĕнтĕ. Çав самантрах вĕтлĕх леш енчен çынсем ĕрлешни, патаксемпе шаккани, шăхăрни, ихĕрни темиçе çĕртен пĕр харăсах илтĕне пуçларĕ.
— Арри-я-а-ах! — ĕрлешет пĕри çинçе сасăпа.
— Ату! Ату! Ату! — тет тепри хулăн сасăпа.
— И-и-их-ма-а! И-и-их-ма-а! — ихĕрет виççĕмĕшĕ.
— У-ух-ух-у-ух! — татти-сыпписĕр ухлатать тăваттăмĕшĕ.
Сунарçăсем сывлама чарăннă темелле. Вĕсен хăлхисемпе куçĕсем кăна ĕçлеççĕ, ытти сисĕм органĕсем пурри çинчен маннă вĕсем. Пăхаççĕ те итлеççĕ, пăхаççĕ те итлеççĕ. Вăрман кĕрлет, улать, ахлатать. Кайăк хăвансем кам мĕнле сасă кăларма пĕлет, çав сасса кăлараççĕ. Сасăсем çывхарсах килеççĕ, çур çухрăм та юлмарĕ пулĕ вĕсем çитесси. Сасартăк сылтăм енчен икĕ хут пăшал пени илтĕнсе кайрĕ. Кăшт тăрсан тата тепре печĕç.
«Епле вара, йăнăшрăм-ши эпĕ? Çакăнтанах чупса иртмеллеччĕ-çке сыснасем?» — шухăшларĕ Тараев.
Кĕçех Элемов пăшалне тĕлле пуçларĕ. Виктор пăшал кĕпçине кăнтарнă еннелле пăхрĕ те çамрăк хыр речĕсем хушшипе хура, хăмăр мĕлкесем вĕлтлетнине курчĕ. Хир сыснисем! Малта, вăл каланă пекех, ватă сысна ами сывлăша шăршласа час-часах чарăна-чарăна итлесе, малалла тинкерсе пăхса пырать. Ун хыççăн шĕвĕр сăмсаллă хăмăр çурасем чупса пыраççĕ. Акă вĕсем çул çине тухас умĕн пурте пĕр кутăрмис хыр айне кĕпĕрленчĕç. Элемовран вăтăр утăмран инçе мар. Вăл тискер кайăксем уçă вырăна тухасса кĕтет пулмалла. Паллах, тăватă çураран хăшĕ те пулин ун пăшалĕн чĕми тĕлĕнче тăрать ĕнтĕ. Тараев сунарçăпа хир сыснисене фотоаппарат объективĕнчен кăлармасăр кĕтсе тăрать.
Ик-виçĕ минут итленĕ хыççăн сысна ами вăрман çулĕ çине сыхланса тухрĕ те тăрук темиçе метр сикрĕ. Ун хыççăн хăмăр çурасем те çул урлă сикме тапратрĕç. Çав самантра Элемов аллинчи пăшал икĕ хутчен кĕрслетрĕ. Пĕр сысна çури тӳрех çĕре персе анчĕ, тепри кайри урисене сĕтĕрсе çул тăрăх хырăмпа шума тапратрĕ, ыттисем çул урлă каçса чăрăш чăтлăхне чăмрĕç. Элемов пăшалне хăвăрт авăрласа хырăмпа шăвакан сысна çурине тепре печĕ. Вара вăл та юр çине чыхăнса лăпланса выртрĕ.
— Иккĕ тытрăм! — хавасланса кăшкăрчĕ генерал.Кайăк хăвансем аснă пек çуйхашма тапратрĕç.
Юмахри арçури те çавсем пек хăватлă шăв-шав кăларайман пулĕ. Вĕсем инçех те мар, ик çĕр-виç çĕр утăмра кăна.
— Сулахай енчисем, тытăр! Унта сысна аçи пăрăнчĕ! Ĕрлешĕр хытăрах! — кăшкăрчĕ Капитонов.
Тепĕр виçĕ минутран умлă-хыçлă виçĕ хутчен пăшал пени илтĕнчĕ. «Ку Коннотяжный ĕнтĕ, çавăн çеç пăшалĕ виçĕ кĕпçеллĕ. Анчах мĕншĕн вăл «Тытрăм!» тесе кăшкăрмасть?» — шухăшларĕ Виктор. Тăрук тата икĕ хутчен пăшал печĕç. Вара тин Коннотяжный тытрăм! тесе пурне те илтĕнмелле кăшкăрчĕ.
Кайăк хăвансем пĕр чарăнмасăр ĕрлешеççĕ-ха. Сунарçăсем тăракан çул çине тухсан тин вĕсем пĕрин хыççăн тепри шăпланса пычĕç. Элемов умне Патмаров тухрĕ.
— Эсир петĕр-и? — ыйтрĕ вăл çамкине тутăрпа шăлса.
— Виçĕ хутчен петĕм, — лăпкăн хуравларĕ летчик.
— Сыснисем ăçта?
— Чĕррисем тарса хăтăлчĕç, вилнисем авă унта выртаççĕ, — çул çинче выртакан сысна çурисем çине кăтартса каларĕ сунарçă.
Капитонов сунара пĕтерме паллă пачĕ. Çур сехете яхăн шăпăрт тăнă çынсем тăруках шавлăн калаçма тытăнчĕç. Сылтăмра темиçе çын хĕрсе тавлашать.
Тараевпа Коннотяжный пĕр харăсах икĕ енчен унта чупса пычĕç.
— Мĕн пулнă? — сиввĕн ыйтрĕ Коннотяжный.
— Сысна амине вĕлернĕ, — терĕ пĕр çамрăк сунарçă.
— Кам?
— Роман Романч икĕ хут персе амантрĕ, эпĕ хам патран юн юхтарса иртекен сыснана куртăм та персе антартăм. Акă вăл, — терĕ сухаллă инженер.
— Çук, эпĕ пени сысна аçиччĕ. Унăн çăварĕнчен тухнă асав шăлĕсене лайăхах куртăм. Сысна амин асав шăлĕсем курăнмаççĕ, — тӳрре тухма пăхрĕ Роман Романович.
— Хăравçăн хăрах куçĕ те çиччĕ курать теççĕ. Эсĕ те сысна аминчен хăранипе кăна «асав шăлсем» курнă ĕнтĕ. Акă унăн йĕрĕ. Вăл сан патна тăватă çура ертсе тухнă. Эсĕ пенĕ хыççăн вăл юн юхтарса инженер патнелле виçĕ уран чупса кайнă. Çурисем хăвăнтан вунă утăмран чупса тарнă. Ан тун ĕнтĕ, эсĕ çеç айăплă. Санăн правлени ларăвĕнче уншăн ответ тытма лекет, — терĕ совет председателĕ йĕре тĕрĕсленĕ хыççăн.
Егерьсем вилнĕ сыснасене пĕр çĕре пуçтарса хучĕç. Пурте Коннотяжный персе ӳкернĕ ватă сысна ами умне тăрса сăн ӳкерттерчĕç. Сыснийĕ пысăк, вунă пăтран кая таяс çук. Асав шăлĕсем те çамрăк качака таки мăйракисем пекех. Фотопленка пĕтсен тин сыснасене лав çине тиерĕç те сунар станцине таврăнчĕç. Çынсем хытă ывăннă пулин те савăнăçлă. Кашни хăй мĕн курни-илтнине каласа пама тăрăшать. Çавăнпа пĕр-пĕрне час-часах пӳлеççĕ, юлташĕ мĕн каланине итлемесĕр сăмах çаптаракансем те пур.
Тараев Улюн инкене сысна пĕверне ăшалама хушса пӳрте кĕчĕ. Унăн пĕччен тунсăхласа ларакан савнине хăвăртрах йăпатас килнĕччĕ. Анчах пӳртре Ирена курăнмарĕ. Пăшăрханма пуçланă Виктор Улюн инкерен хĕр ăçтине ыйтрĕ.
— Эсир вăрмана тухса кайсанах вăл Ленăна лаша кӳлтерчĕ те станцине леçме хушрĕ. «Кăнтăрлахи пуйăс çине ларма шăпах ĕлкĕрĕп», — терĕ вăл. Сĕтел çине сире валли çыру хăварчĕ, — каччă çине пăхмасăр каларĕ техничка.
«Вик! Астăватăн-и, эсĕ мана тискер кайăксем икĕ тĕрлĕ пулни çинчен каласа патăн? Пĕрисем вăрманта пурăнаççĕ, теприсем — уйра терĕн. Вăрмантисене уйра пурăнма вĕрентме çук, уйрисене — вăрманта пурăнма терĕн. Эпĕ ун çинчен нумай шухăшларăм. Çынсем те çаплах иккен: пĕрисем хулара, теприсем ялта çеç пурăнма цултараççĕ. Эпĕ малтанхисен шутне кĕретĕп, çавăнпа та халех хулана таврăнас терĕм. Эсĕ мана чăнах юрататăн, мансăр пурăнма пултараймастăн пулсан ман хыççăнах Мускава пыр. Сана эпĕ пĕр эрне кĕтетĕп. Çав хушăра ман пата пымасан ĕмĕрлĕхех сывă пул! Хальлĕхе санăн Ирена», — тесе çырнине вуласан Тараевăн куçĕ хуралса килчĕ. Темле шăнăр татăлчĕ унăн ăшĕнче. Вăл чĕрине ярса тытрĕ те сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Унăн ылмашма пуçланă куçĕсем йӳнĕ шпалер çыпăçтарнă стена çинчен сăрлă урай çине ним ăнланмасăр куçкаларĕç. Унтан такам мăйран пăвнă пек туйăнчĕ ăна. Вăл кĕпе тӳмисене татрĕ те ахлатса илчĕ.
— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ юнашар пӳлĕмрен кĕнĕ Капитонов.
— Питĕ пысăк инкек, пуçăма пĕтерекен инкек. Эпĕ ыран ирех кунтан тухса каятăп. Эсĕ ман вырăна юлатăн...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...