Кайăк тусĕ :: 12. Çĕнĕ тĕлпулусем
Карăк тытнине курсанах Антонова ĕçрен кăларасшăнччĕ Тараев, пӳрт тулли кĕшĕлтетекен ачисене хĕрхеннипе çав шухăша пурнăçламарĕ. Халĕ, пухăва вил ӳсĕр пырса кĕнĕ хыççăн, ăна вăл тек тытса тăма май çуккине аванах туйрĕ.
Тӳрех каламалла, пĕрле ĕçлекен çынсене ĕçрен кăлармалла пулни ăна хытă пăшăрхантарчĕ. Çынсемпе килĕштерсе пурăнма пĕлменнинчен килмест-ши вăл? Пĕчĕк ушкăнра та йĕрке тума ăс çитерейменнине кăтартмасть-ши ку? Малтанах Наянова вырăнтан кăларма лекрĕ, халĕ тата икĕ çын черетре тăраççĕ. «Çĕнĕ директор хăйне шанса панă заводран 35 процент рабочисене ĕçрен кăларсан, ăна влаçпа тĕрĕс усă курма пĕлменшĕн суда памалла. Эпĕ çав директортан мĕнпе уйрăлса тăратăп-ха? Хама пăхăнса тăракан çынсем сахаллипе кăна мар-и?» — шухăшларĕ вăл. Ку чуна хытă хумхантарчĕ. Пӳртре пăчă пек туйăннăран Виктор йĕлтĕрпе ярăнса уçăлса çӳрес терĕ.
Уя тухсанах вăл виçĕ çухрăмри совхоз поселокĕ енне тепĕр йĕлтĕрçĕ ыткăннине курчĕ. Хăйсен хушши çур çухрăмран кая мар пулсан та палламан йĕлтĕрçĕ хĕр иккенне тĕшмĕртрĕ вăл. Темшĕн çав хĕре хăваласа çитес килчĕ унăн, çавăнпа вăл ăмăртури спортсмен пекех вăшкăнма тытăнчĕ. Çав вăхăтрах хĕр те хăйне хăваласа çитме тăрăшакан çын пуррине сисрĕ пулмалла, малалла ӳпĕнчĕ те, патакĕсемпе хăвăрт туяласа кайăк пек вĕçтерме тытăнчĕ. Çапла кĕтмен çĕртен ăмăрту пуçланса кайрĕ. Темле вĕçленмеллеччĕ вăл, анчах хĕре хăй вăйĕпе тĕрĕс усă курма пĕлменни хупларĕ: вунă минут та иртмерĕ — вăл пӳлĕне-пӳлĕне йывăррăн сывлама тытăнчĕ те, хăйне хуса çитекене тин çеç асăрханă пек пулса, чарăнса тăчĕ.
— Чĕкеç. Эсĕ-çке ку? Сывă-и! — саламларĕ Виктор пашкаса тăракан хĕре. — Çав тери хăвăрт çиçкĕнекен йĕлтĕрçĕ пирĕн таврара ăçтан тупăннă-ши тесе тĕлĕннĕччĕ. Акă мĕнле маттур спортсмен иккен эсĕ!
— Эсир мана сăлтавсăрах хăваламарăр пулĕ-ха. Çавăнпа хăвăр васкаса чупма пуçланине курсанах чарăнса тăтăм. Калăр ĕнтĕ, мĕнле хыпар пĕлтерес тетĕр? — ыйтрĕ Чĕкеç.
Хăй каччă енне сăнаса пăхрĕ. Лешĕн куçĕсем унăн сăмахĕсене илтсен тăруках сӳнчĕç, чĕлхе вĕçне тухнă сăмахĕсем тепĕр хут ăша кайрĕç. Вара вăл, хĕр вăтаннипе хĕрелсе кайнине курас мар тенĕ пек, пуçне аяккалла пăрчĕ.
— Ĕненместĕр-и? — ыйтрĕ хĕр улшăннă сасăпа. — Ан ĕненĕр. Эпĕ чăнахах суйрăм. Йăли манăн çапла: сăлтавсăрах тытатăп та суятăп. Халĕ те ак хам ирĕкпе мар, пӳлĕнсе çитнипе чарăнса тăтăм...
«Тĕлĕнмелле этем, — шухăшларĕ Тараев ун çине пăхса. — Пĕр вăхăтрах таса чĕреллĕ те çав тери киревсĕр. Унашкал çынран тем те кĕтме пулать: ыррине те, усаллине те...»
— Ма ним те чĕнместĕр? — татах ыйтрĕ хĕр. — Ман çинчен ырă мар шухăшлатăр ĕнтĕ. Калăр, мĕн шухăшларăр? Уяса ан тăрăр, чăннине каланăшăн пĕртте çилленессĕм çук.
— Эсĕ мана пурпĕрех ăнланас çук. Эпир иксĕмĕр ытла та урăхла çынсем, — терĕ те Виктор малалла утрĕ.
Чĕкеç унран юлмарĕ. Пĕр тапхăр вĕсем çăвара шыв сыпнă пек ним чĕнмесĕр пычĕç. Тараев хĕр ăшĕнче мĕнле туйăм-сисĕм хускалнине пĕлме тăрăшрĕ, хĕр ун çине тĕмсĕлсе пăхрĕ. «Эсир, ялти хĕрсем, пирĕн, хула çыннисен ăслă шухăшĕсене нихçан та ăнланас çук тени пулмарĕ-ши ку? — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕн-че. — Çук пулĕ, Виктор хăйне çав тери мăнна хуни çинчен илтменччĕ».
— Пĕлсе çитереймерĕм, — терĕ вăл сасăпа, — çак сăмахсемшен манăн те кӳренмелле, те çиленмелле. Мĕншĕн эсир çапла каларăр?
— Сăлтав пуртан. Сĕреткассине кайнă чух каланă сăмахсене астăватăн ĕнтĕ. Эпĕ ун чух сана хам çул çине усал шухăшпа тухса тăрассинчен сыхланма ыйтрăм. Ху килĕшнĕ пек пултăн. Пĕр эрне те иртмерĕ, эсĕ усал шухăшпа кăна мар, киревсĕр ĕç тума хатĕрленсе ман çул çине тухрăн. Мĕне пĕлтерет ку? Ман сăмахсене ăнланманнине мар-и?
Хĕрĕн чĕри йывăр япала айне пулнă пек пусарăнса ыратрĕ. Унăн Тараева иккĕшĕ паллашнăранпа хăй ăшĕнче мĕн пулса иртнине йĕркипе каласа парас килчĕ. Темле куçа курăнман алă ун çăварне хупларĕ. Ним тума аптăраса вăл сăмаха çавăрса яма шухăшларĕ.
— Мĕншĕн ман çине усламçă чикан хăй туянма палăртнă лаша çине пăхнă пек куç сиктермесĕр пăхатăр? — ыйтрĕ вăл кулкаласа. — Епле вара, эпĕ чăнахах лаша евĕрлĕ-ши?
Вăл хăй ыйтнине хирĕç нимле хурав та пулас мартан кăна çапла каланăччĕ. Виктор ун сăмахĕсем вырăнсăррине кăтартма шухăшларĕ.
— Çӳçĕм-пуçăм хураран мана чикан вырăнне хутăн ĕнтĕ, — хурланнă пек пулса каларĕ вăл. — Çуралас умĕн хама мĕнле çӳç кирли çинчен ыйтнă пулсан санăнни пек ылтăн ука тĕслине ыйтмаллаччĕ. Халĕ ак хура пулнăшăн ĕмĕр хурланма лекет...
Çак сăмахсене илтсен Чĕкеçĕн кăн-кăвак куçĕ тĕтреленчĕ. Вăл каччă çине каçару ыйтнă пек йăвашшăн пăхрĕ, унтан ассăн сывларĕ те, куçĕнчен кĕç-вĕç куççуль тумламĕсем тăкăна пуçлассине кăтартас мар тесе, ура тĕпне шăнса çыпçăннă юр муклашкине катанçи пулса хыçа юлчĕ.
— Сире кӳрентерес теменччĕ, чĕлхе-çăварăм тӳрккес пулнăран çеç персе ятăм пулĕ çав вырăнсăр сăмаха, тархасшăн, ан çилленĕр! Çӳçĕ вăл хури те, сарри те пĕрех; этемĕн пуçĕ çинчи мар, ăшĕнчи килĕшет теççĕ. Эпĕ хам хура çынна ытларах кăмăллатăп, — тату тумаĕмĕтленсе каларĕ Чĕкеç.
— Ăшă сăмахпа йăпатнăшăн та тавтапуç! Ырă çынна качча каймалла пултăрччĕ санăн, — шӳт тăванçи пулса каларĕ Тараев.
Совхоза çитиччен вĕсем урăх калаçмарĕç. Хĕç тимĕр витнĕ çуртсем патне çитсен тин Чĕкеç тепре ыйтрĕ:
— Виктор Николаевич, хир сыснисене тытма кам тухнине эсир пĕлнĕ ĕнтĕ, анчах мĕншĕн вĕсене халĕ те суда памарăр?
— Суда парасси кая пулмĕ-ха. Манăн браконьерсем хăйсемех ирсĕр ĕç тума пăрахнине курас килет.
— Вĕсем пăрахмасан?
— Апла пулас çук. Кунти браконьерсене пĕлетĕп, вĕсем ухмах çынсем мар, саккуна хирĕç пыни хакла ларассине хăйсемех туйĕç. Эпир кĕтме пĕлетпĕр, тӳрлетме шанчăк пĕтсен те суда пама ĕлкĕрĕпĕр-ха...
Магазинран тухсан Чĕкеç совхозра ĕçлекен тусĕсемпе калаçмалла тесе киле Тараевпа пĕрле таврăнмарĕ.
— Пĕркун ху Сĕреткассине анса юлнă чух çуна çинче хĕрлĕ тутăрпа чĕркенĕ япалусене манса хăварнă. Вĕсем халĕ те сунар станцийĕнче выртаççĕ. Çула май кĕрсе ил, — терĕ Виктор.
Чĕкеç ним те шарламарĕ. Кĕме килĕшнине çеç пуçĕпе сулса кăтартрĕ...
Сунар станцине Тараев ял хушшипе мар, анкарти хыçĕпе таврăнма шутларĕ. Çатан карта çумне купаланнă юр тĕмескинчен пăрăннă чух вăл кĕтмен çĕртен пĕчĕк хĕрес пек йĕрсене курсан тăпах чарăнса тăчĕ. Хир чăххисен йĕрĕ ĕнтĕ ку. Тараев тавралла пăхса çаврăнчĕ те илемлĕ кайăксен йĕрĕсем питĕ нумаййине асăрхаса тĕлĕнчĕ. Ăçтан çавăн чухлĕ пухăннă-ха вĕсем анкарти хыçне? Çавна пĕлес тесе, вăл карта урлă каçрĕ те анкартинчи юр айĕнчен курăнса ларакан ӳпле патнелле утрĕ. Кунта хир чăххи йĕрĕсем пур енчен те сукмакланса килнĕ. Лупас патне çитесси çирĕм утăм юлсан уçă алăкран хир чăххисем вĕçсе тухрĕç. Ӳпле урайне такам мăянпа çул курăк вăрри сапнă. Пур çĕрте те кайăк каяшĕ купаланса выртнинчен Тараев çак ӳплере хир чăххисем апатланнисĕр пуçне çил-тăман ахăрнă чух пытанса пурăннине сисрĕ. Çывăхра тетел-серепе çук пирки кайăксене тытас шутпа мар, ырă кăмăлпа кăна тăрантарни каламасăрах паллă. Çакна сиссе Тараев ӳпле хуçипе паллашма шухăшларĕ, вара анкарти алăкне уçса юман юпасем лартса тунă аслă сарайне кĕчĕ. Унта пăру тирĕнчен тӳнтерле тавăрса çĕлетнĕ пиншак тăхăннă яш ачапа кăвак сухаллă старик вут татаççĕ.
— Вăй патăр, мучи! — терĕ Виктор.
— Тавтапуç, ывăлăм, — кăшт палăрмалла çĕтнĕ сасăпа каларĕ старик. — Эсĕ сунар пуçлăхĕ пулмарăн-и?
— Çавă. Хам кунта пурăна пуçланăранпа уйăх иртрĕ ĕнтĕ, çапах ял çыннисене пурне те палласах çитеймерĕм. Сире те пĕрремĕш хут куратăп ак.
— Çапла пулмасăр. Пурне те ăçтан паллан. Пире Тăрна таврашĕ, сирĕн пек каласан, Журавлев тесе чĕнеççĕ. Пӳрте кĕрер, çанталăкĕ сивĕ — ăшăнăпăр.
— Шăнасса шăнман-ха. Эпĕ сирĕн анкартинчи ӳплере кайăксем апатланнине куртăм, çавăн çинчен ыйтса пĕлес килчĕ. Мĕнле кайăксем вĕсем? Хăçантанпа иленнĕ сирĕн ӳплене?
— Кунти çынсем вĕсене хир чăххи теççĕ. Йăван мурĕ кашни çулах явăçтарать. Лупашкин пуçлăх пулса пурăннă чух темиçе хут та килсе ятлаçрĕ, вăл пур — вăрттăн та пулин апат кайса сапать. Тем тумалла ĕнтĕ, шалт аптăрарăм. Ашшĕ çук та, аслисен сăмахне хăлхана та чикмест, — чĕлĕмне паклаттара-паклаттара сарăпланчĕ ватă Журавлев.
— Кам вăл Иван? Хир чăххисене мĕн тума явăçтарнă-ха вăл?
— Çак ăш çунтармăш, манăн кĕçĕн мăнукăм, — яш ачана айăкĕнчен тĕксе каларĕ старик. — Вăтам шкултан тухсан вăл хулана вĕренме каймарĕ, сулахай ури кĕске тесе ăна салтака та илмерĕç. Ялтах кайăксемпе айкашса пурăнать, тем тăвас ĕнтĕ.
Виктор пăчкă тытса тăракан çамрăк çын çине сăнаса пăхрĕ. Унăн пичĕ кук тĕрриллĕ. Сăмси каçăр та лаптак. Хĕрлĕ кăтрисем çĕлĕк айĕнчен сарлака çамки çине тухса усăннă. Вăрăм та пысăк аллисем чĕркуççи таранах пек курăннăран ирĕксĕрех этем упăтерен пулса кайнă тенине аса илетĕн. Виктор хăй çине пăхсан пăтранчăк шыв тĕслĕ куçне пытарас тенĕ пек ун-кун пăхкаларĕ те сăмах вĕçĕсене çăтса калаçа пуçларĕ. Сасси унăн пушă пичкерен тухнă пек илтĕнчĕ.
— Кайăксем хĕлле выçăпа аптăраççĕ. Эпĕ вĕсене тăрантарма кашни çулах тĕрлĕ курăк вăррисем хатĕрлесе хуратăп. Ĕлĕкрех пур кайăка та пулăшма тăрăшаттăмччĕ, каярахпа ула куракпа чакак ытти кайăксене сăтăр тунине куртăм та вĕсене тăрантарма пăрахрăм. Халĕ юрлакан кайăксемпе кăвакарчăнсене тата хир чăххисене çеç тăрантаратăп, — терĕ Иван.
— Ку питĕ усăллă ĕç. Кашни çын кайăк-кĕшĕке сан пек юратсан вĕсем пирĕн тавра тем чухлех кĕшĕлтетмелле. Эсĕ ман патăма пыр-ха, калаçмаллисем пур. Хир чăххисене тăрантарма та сана кантăр вăррипе вир парăп. Пыратăн-и?
— Кĕçĕрех пыратăп, — тесе юлчĕ Иван.
«Çут çанталăк тепĕр чух пирĕнтен çав териех мăшкăллать, — шухăшларĕ Тараев киле таврăннă чух. — Çак Иванах илер. Сăн-пуçĕнчен пăхсан — каснă лартнă орангутанг, ăшĕнче унăн чи ырă кăмăллă çын чĕри тапать. Питĕ шел, çапах та ырă кăмăллă çыннăн сăнĕ илемлĕ пулнине курас килет».
Капитонов Иван Журавлев çинчен унчченех асăннăччĕ. Халĕ Тараев унран çав тĕлĕнмелле яш ача çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме шухăшларĕ. Иванăн ватă аслашшĕ чаплă сунарçă пулнă-мĕн. Пĕрре вăл кĕркунне аманнă тăрна тытса килнĕ. Çав тăрнана хĕл каçиччен килте пăхса усранă та çуркунне ирĕке янă. Алла вĕреннĕ пысăк кайăк çавăн хыççăн кашни кĕркунне кĕске вăхăтлăха та пулин хăйне çăлнă çын патне ана-ана ларнă. Вара ял çыннисем кайăкпа туслашнă çынна Тăрна Трахвинĕ тесе чĕнме тапратнă.
Тăрна Иванĕн аслашшĕпе ашшĕ те сунарçăсем пулнă. Вăхăтра вĕсем ирĕкри чĕр чунсене тытнă, вăхăт иртсен нихçан та вĕсене хĕсĕрлемен, инкеке лекнисене пулăшма та яланах хатĕр пулнă. Иван ашшĕ пĕрре çуркунне вăрмантан тин çеç çут тĕнче курнă пăши пăрушне киле илсе килнĕ. Пăши ĕни иккĕмĕш пăрушне пăрулаймасăр вилсе выртнă пулнă. Çав пĕчĕк пăрăва вилĕмрен çăлма ĕне ырри кирлĕ пулнă. Иван ашшĕ ĕне ырри тупасшăн темиçе яла çитсе çаврăннă. Çынсем сунарçăран мăшкăласа кулнă. Амăш сĕтне тутанса пăхман пăши пăрушĕ ура çине тăрасса никам та шанман. Анчах Тăрна Иванĕ (ăна та Иван тесе чĕннĕ) тăрăшни сая кайман. Пăши пăрушĕ кĕркунне килти ватă ĕнесенчен те пысăкрах пулса тăнă. Сунарçă ăна яланах килте усрасшăн пулнă. Шупашкарти сунар инспекторĕ хушнипе çав илемлĕ чĕр чуна зооцентра паман пулсан, тен, вăл халĕ те Тăрна Иванĕ патĕнче пурăннă пулĕччĕ-и?
Журавлевсен йăхĕ ĕлĕкренпех тĕрлĕ чĕр чунсене юратнине пĕлсен Тараевăн упăте евĕрлĕ яш ачапа çывăхрах паллашас килекен пулчĕ. Çавăнпа каçхине Виктор унпа нумайччен калаçса ларчĕ. Çур çĕр автанĕсем авăта пуçласан тин Тăрна Иванĕ килне кантăр вăррипе вир тултарнă хутаç çĕклесе таврăнчĕ.
«Егерь пулмах çуралнă пулĕ ку çын, — шухăшларĕ Виктор çамрăк хăнана ăсатсан. — Браконьерсемпе çыхăннă Урнашкина хăвăртрах вырăнтан кăларас та çак чăн-чăн кайăк тусне егере кĕртес. Сунарçăсен гарнизонри советне хăвăртрах кайса килмелле. Хамăр ĕçе пăсса пыракансенчен тасалмалла, ĕçе юратакансене пĕр ушкăна пĕтĕçтермелле. Вара нимле тăшман та пире сăтăр тума хăяймĕ».
Тепĕр кунне Тăрна Иванĕ Тараевпа Капитонова хир чăххисем, ăсансемпе карăксем, тилĕсемпе мулкачсем ăçта кун каçнине кăтартса çӳрерĕ. Ирĕкре пурăнакан чĕр чунсем хăш вырăнсене юратнине вăл хăй килне пĕлнĕ пекех пĕр йăнăшмасăр тупса пычĕ.
— Ак сак хăмăш тĕми ăшне яланах пĕр карсак кĕрсе выртать, — терĕ вăл кӳлĕ патĕнчен иртсе пынă чух.
Вăрăм хăлхалли çамрăк çын калани тĕрĕссине кăтартас тенĕ пекех сарăхса кайнă хăмăш ăшĕнчен сиксе тухрĕ те уялла чавтарчĕ.
Кӳлĕ хыçĕнче ларакан ăвăслăхра пĕр симĕс утрав пек чăрăшлăх пур. Çавăнта ситсен Иван пуçлăхсене шăп тăма хушрĕ, хăй, йĕлтĕрпе сахалтарах сас кăларма тăрăшса чăрăшлăх утравĕн леш енне тавра çаврăнса кайрĕ те темиçе хутчен шăхăрчĕ. Тепĕр самантран лапсăркка чăрăшсем хушшинчен тилĕ сиксе тухрĕ.
— Каçхине вăл ыраш пуссинче юлнă улăм куписем хушшинче шăши тытса çӳрет, тул çутăлсан çакăнта килсе пытанать, — терĕ тилĕ хыççăн килнĕ Иван...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...