Кайăк тусĕ :: 9. Ребус
Егерьсемпе браконьерсем хушшинче пулса иртнĕ çапăçу çинчен калакан хыпар тепĕр куннех виçĕ Улкаша кăна мар, çывăхри ялсене те хăвăрт сарăлчĕ. Çынсем хир сысни тытма кам кайнине пĕлесшĕн. Нумайăшĕ Тараевран, Капитоновран е Тевенешевран ыйтса пăхрĕç, анчах лешсем ытарлă кулкаласа тата ниме пĕлтермен шӳтлĕ сăмахсем каласа çеç ирттерсе ячĕç.
Максим Максимович сунар станцине каç кӳлĕм тин пырса кĕчĕ. Унăн куç хупаххисем хĕрелнипе çӳç-пуçĕ тăрмаланнинчен Тараев вăл çĕрĕпех путлĕ çывăрайманнине сисрĕ.
— Виктор Николаевич, пĕр ыйту канăç паманни кĕçех талăк çитет ĕнтĕ. Темле ребуспа пĕрех. Тем чул тăрăшсан та çав ребус тупсăмне тупаймарăм. Санран пулăшу ыйтасси çеç юлчĕ, — терĕ аслă егерь сывлăш çавăрнă хыççăн.
— Ребус таврашне нихçан та шутласа курман, çавăнпа манран пулăшу ан кĕт, — кулса каларĕ ăна Виктор.
— Ребусăн авторĕ эсĕ-çке, çавăнпа санран ыйтас терĕм. Эсĕ мана çеç мар, Шатра Михалана та шалтах тĕлĕнтертĕн. Пĕлес килет-и унпа иксĕмĕр çĕркаç мĕн калаçнине?
— Унпа ăçта тĕл пултăн?
— Эсĕ кăтартнă çĕрте. Тевенешевпа иксĕртен уйрăлсан эпĕ Сĕреткассипе Аслă Улкаш хушшинчи мăн çул çине тухса тăтăм кăна, вăрман енчен лаша тулхăрни илтĕнчĕ. Кĕçех ман пата çара çуна кӳлнĕ лаша лĕпĕететсе çывхарни курăнчĕ. Пăхатăп, çуна çинче иккĕн лараççĕ, тепĕр çынни çуна тĕпне сарнă улăм çинче выртать. Манпа танлашсан лаша картах сикрĕ те тăп чарăнса тăчĕ. «Кам унта?» — шикленсе ыйтрĕ пĕри. Ку Баранов пулчĕ. Тепри, тилхепе тытса лараканĕ, Мишер. Çуна тĕпне тăсăлса выртни пит-куçне кăтартмарĕ пулин те тумтирĕнчен ăна та палларăм, вăл Чĕкеç иккен.
«Тĕттĕм паттăрĕсене мухтав! — терĕм çуна патне пырса. — Сунар ăнăçлă пулмарĕ-им? Хир сыснисем асавĕсене кăтартрĕç-и е пĕтĕрсе хунă хӳрисемпе çеç сулса хăварчĕç? »
«Эпир сунара кайнă тесе кам каларĕ сана?» — сиввĕн ыйтрĕ Баранов.
«Чипер калаç-ха, Михал Трофимч, виçĕ сехет те иртмерĕ пулĕ уйрăлнăранпа. Тунас тетĕн-им? — тетĕп эпĕ. — Пăх-ха, пăшалун кĕпçинчен халĕ те тĕтĕм тухать. Пире пенĕ хыççăн ĕнтĕ вăл».
Шатра Михала Чĕкеçпе юнашар выртакан виçĕ пăшал çине тинкерсе пăхрĕ.
«Ну, юрĕ, унта эпĕр пулнă тейĕпĕр, — килĕшнĕ пек пулчĕ вăл. — Кала-ха, кĕçĕр унта сунарçăсем пырассине сире кам пĕлтерчĕ? Çакна каласан, сăмах паратăп, тек нихçан та вăрттăн сунара тухмастăп».
«Тараев пĕлтерчĕ, — тетĕп хам. — Тек вăрттăн сунара тухасси пĕтрĕ ĕнтĕ сирĕн. Пире систермесĕр ура та ярса пусаймăн, санăн кашни утăму пирĕн куç умĕнче пулĕ».
Шатра Михала усал сăмахсемпе ятлаçса лачлаттарса сурчĕ.
«Тухатмăш мар пулĕ-çке вăл, сирĕн пурне те пĕлекен Тараев? Халĕ ăçта тата вăл?»
«Ăçта пултăр — Урнашкин патĕнче сăра ĕçсе ларать. Ăшăнас килет пулсан, кайăпăр вĕсем патне. Мишер, эсĕ те атя, сăра ĕçесси егерьсенчен тарасси мар, никам та пăшалпа пемест», — хăнана чĕнтĕм вĕсене.
«Ша! — терĕ Мишер. — Максим Максимч, мана тепре вăрманта пăшал йăтса çӳренине курсан пĕр сăмахсăрах персе пăрахма пултаратăн. Тупата турăшăн, тек нихçан та вăрттăн сунар тумастăп. Паян Чĕкеçе персе амантрăр, ыран черет мана çитĕ. Халĕ вăрçă вăхăчĕ мар, çапла пуçа пĕтерсе намăс курас мар».
«Йывăр аманнă-и Чĕкеç? Эсир ăна мĕншĕн Сĕреткассинчи больницăра хăвармарăр?» — ыйтрăм эпĕ.
«Ятне туни çеç. Мишер арăмĕ больницăра ĕçлет, вăл пăхрĕ. Купарчине çеç вĕт йĕтресем пырса тивнĕ, вĕсем те пулин тирне çеç шăтарса кĕнĕ», — мухтаннă пек каларĕ Баранов.
Çак сăмахсене илтсен Чĕкеç улăм çине тăрса ларчĕ.
«Мĕн лĕпĕртететĕр, никам та амантман мана!» — терĕ те вăл лашана пушăпа çунтарма тытăнчĕ. Лешĕ сиккипе чупса Аслă Улкаш еннелле кайса çухалчĕ, эпĕ уй урлă киле таврăнтăм та ку таранччен те куç хупмарăм. Анчах тем чул шухăшласан та Шатра Михаласем ĕнер сунара тухассине эсĕ ăçтан пĕлнине тавçăрса илеймерĕм. Каласа пар ĕнтĕ, унсăр канăç пулмасть мана, — тилмĕрчĕ Максим Максимч.
Çак вăхăтра пӳрте Лена чупса кĕчĕ:
— Хăвăртрах! Турикасра Урнашкина хĕнеççĕ. Часрах! Чӳречисене çĕмĕрсе пĕтернĕ, урамалла япаласем вăркăнаççĕ, пĕрре Уçăп пичче питне кăтартрĕ — чĕп-чĕр юн, — терĕ вăл.
— Камсем хĕнеççĕ? — Тараевпа Капитонов харăсах ыйтрĕç.
— Шатра Михалапа темле палламан çын. Анна Васильевна сире чĕнсе килме хушрĕ, хăвăртрах çăлăр ăна.
— Так, — терĕ Капитонов, тумланма пуçласа. — Браконьерсем егерьсене киле пырсах хĕнеме тытăнчĕç. Каяр хăвăртрах, пулăшас пулать юлташа.
— Ан чăрман, — Капитонова тумланма чарса каларĕ Виктор. — Чĕкеçпе чĕкеç савăшаççĕ, шăнкăрч чĕппин мĕн ĕç пур тенине илтмен-им эсĕ? Эпĕ халех участковăй патне телефонпа шăнкăртаттаратăп, вăл çапăçакансене часах тăна кĕртĕ.
— Эпĕ сана тăнлансах çитерейместĕп, Тараев юлташ, — вĕчĕрхенсе каларĕ аслă егерь. — Пирĕн юлташа тăшмансем хĕнеççĕ, эсĕ ăна пулăшассинчен пăрăнасшăн. Мĕне пĕлтерет ку?
— Тăхта, пĕтĕмпех каласа парăп. Ку санăн ребус тупсăмне тупма та пулăшĕ, — терĕ Виктор телефонпа шăнкăртаттарса. — Эсир ку таранччен браконьерсĕмпе кĕрешни ăнăçлах пулса пыман. Мĕншĕнне пĕлетĕн-и? Çав Урнашкин чăрмантарнипе.
— Ан калаç! — хытă тĕлĕнчĕ Максим Максимч.
— Вăл хăй браконьерсен шайккинче тăнă. Ун çинчен эпĕ кунта ĕçе кĕме килнĕ чухнех пĕлтĕм. Хама станцăран Шатра Михала лартса килни çинчен каланăччĕ. Вăл эпĕ сунар хуçалăхне килнине пĕлмесĕр хăйне кайăк тытма чăрмантаракан çынсем çинчен калаçса пычĕ. Ун чух вăл Урнашкина «хамăр çын» терĕ. Вара эпĕ вĕсем мĕн тунине сăнаса çӳрерĕм. — Виктор Чĕкеçе Сĕреткассине лартса кайнă чух калаçнине, хир сыснисене тăрантарма пуçласанах унта палламан çын йĕлтĕрпе çӳреме пуçланине, вăл кам иккенне йĕлтĕр йĕррипе кайса пĕлнине йĕркипе каласа пачĕ. — Эпир хир сыснисене Атăр çырми патĕнче тупнине Баранов ăçтан тепĕр куннех пĕлме пултарнă? Паллах, ăна егерьсенчен хăшĕ те пулин каласа панă. Эсир çĕр улми Урнашкинпа кайса хутăр. Ун çинчен урăх никам та пĕлмен. Тепĕр куннех унта Шатра Михала çитсе пăхнă. Камран пĕлнĕ-ха вăл хир сыснисене ăçта тăрантарма пуçланине? Урнашкинпа санран çеç пĕлме пултарнă. Вăл унта кашни кунах çӳреме пуçланинчен вĕсемвăрттăн сунара тухма хатĕрленнине сисрĕм. Çавăн хыççăн манăн вĕсем хăш каç сунара тухассине пĕлесси çеç юлчĕ. Эрне кун пире иксĕмĕре Урнашкин тепĕр кунне клуба кино курма кайма чĕнчĕ. Эпĕ хаваслансах килĕшнĕ пек пултăм. Иксĕмĕр клубра ларнă вăхăтра браконьерсене хăйсен ирсĕр ĕçне тума питĕ аванччĕ ĕнтĕ. Кун çинчен Урнашкинăн çав каçах Баранова пĕлтермелле пулнă. Çавна тĕрĕслес тесе эпĕ сана Урнашкин патне укçа пама сăлтав тупса ятăм. Эсĕ ун патĕнче нумайччен ларнă пулин те ăна çав каç кĕтсе илеймен. Паллах, вăл Шатра Михала патĕнче ларнă ĕнтĕ. Браконьерсен планĕ тăрăх Урнашкинăн пире шăмат кун вăрмана кайма чарса тăмалла пулнă. Çавăнпа вăл пире хăнана чĕнчĕ. Шăмат кун эпĕ кунĕпех Аслă Улкаш енне бинокльпе пăхса лартăм. Ирхине Чĕкеçпе амăшĕ Сĕреткассине тухса кайрĕç, кăнтăр апачĕ хыççăн Баранов та анкарти хыçĕпе вăрмана вĕçтерчĕ. Вара эпĕ сире чĕнтĕм те Ăтăр çырми патне илсе кайрăм. Шатра Михалапа Мишер хăйсем вăрттăн сунара тухассине эпир ăçтан сиснине пĕлмеççĕ терĕн. Эпĕ каçхине перкелешнĕ хыççăн ăçта кайнине ыйтсан, эсĕ вĕсене Урнашкин патĕнче сăра ĕçнине пĕлтернĕ. Çавăн чух ĕнтĕ вĕсем Осип Осипч хăйсене сутнă тесе шутла пуçланă. Вăрăсем хушшинче сутăнчăксене тавăрас йăла ĕлĕкренпех пырать. Акă вĕсем халĕ Урнашкина çав йăлапа хĕнеççĕ те ĕнтĕ. Анлантăн-и?
— Вăт мĕнле çын иккен вăл Урнашкин. Эпир пĕлмен те. Çавăнпа браконьерсемпе кĕрешес ĕç ку таранччен ăнăçлă пулса пыман пирĕн. Чăнах та, штабра тăшман агенчĕ пытанса пурăнать пулсан çар ăçтан çапăçура çĕнтертĕр? Çынна хытă шаннипех пĕтетпĕр çав, — шухăшлăн каларĕ аслă егерь.
— Çынна шанни вăл аван ĕнтĕ, анчах çав вăхăтрах хамăрăн та асăрханма манас пулмасть. Урнашкин йышшисем ушкăнра пĕччен-иккĕн çеç пулаççĕ, шанчăклисем вара пинĕ-пинĕпех. Усал этеме ырă çынсенчен вăхăтра уйăрса илме пĕлни çеç кирлĕ. Паллах, тепĕр чухне эпир йăнăшма та пултаратпăр, анчах ку пур çын çине те шикленсе пăхма кирлине пĕлтермест. Çапла-и, Максимч?
— Çапла пулмасăр. Тӳрĕ çынсем яланах йышлăрах ĕнтĕ. Ана пурте пĕлеççĕ... Халĕ эсĕ мĕн тăвас тетĕн?
— Ман шутпа, пирĕн пĕрле пухăнса канашламалла. Пĕр пуç каска çине хума, çĕр пуç канашлама аван теççĕ. Малашне мĕнле ĕçлесси пирки егерьсем мĕн каланине илтес килет. Пĕр-ик кунлăха иккĕмĕшпе виççĕмĕш обходсене тухса вĕçтер-ха. Унти ĕçсемпе тĕплĕнрех паллаш та Антоновпа Патмарова чĕнсе кил. Ун чух мĕн тумаллине пĕрле сӳтсе явăпăр...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...