Кайăк тусĕ :: 36. Шалчи тулчĕ
Хĕрĕ тăван килĕнчен ылханса тухса кайнине курсан Шатра Михала хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут чунĕ ыратнипе ахлатса ячĕ. Мĕнле пулса тухрĕ-ха ку пĕртен-пĕр ача ашшĕ-амăшне пăрахса кайни? Уншăн тăрăшнипе çеç çӳремен-и-ха ашшĕ сĕм вăрман тăрăх хĕлĕн-çăвĕн? Ĕмĕртенпе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пурлăха Михала хăйпе пĕрле шăтăка илсе кĕрес çук-çке, пур пĕрех Чĕкеçпе унăн мăшăрне юлмаллаччĕ. Акă ăна халĕ тупра та кирлĕ пулмарĕ, хăйне çуратса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕ çине те вăл алă сулса хăварчĕ. Кăçалччен хĕрĕ хăйне хирĕç пырасса аса та илменччĕ Баранов, ăçтан муртан сиксе тухрĕ-ха çак йывăр инкек?
Ку таранччен хыçа юлнă кун-çул çинчен шухăшлама юратман Михала ирĕксĕрех иртнĕ пурнăçне аса илчĕ. Тĕрĕссипе каласан, камăн аса илес килĕ çав тĕссĕр кунсене? Вĕсем Шатра Михалана савăнăç кӳмен, телей те паман. Хĕпĕртес-тăвас пулсан та вăл кама та пулин ăнăçлă улталасан кăна хĕпĕртенĕ, савăнасса та — курайман çынсене пуç устармалăх сăтăр тума май килсен çеç вăрттăн савăннă. Вăл çапла хăтланни хура çĕлен савăнни евĕрлĕ пулса тухнă: çĕлен тăшманне сăхать те шăтăкне кĕрсе пытанать. Баранов та пускилсене сăтăр тусан çӳллĕ хӳме тытса çаврăннă килĕнчен темиçе кун тухмасăр пурăннă. Паллах, унăн кил-çуртĕнче инкек пулсан та кӳршĕ-аршă хуйхăрса тăман, ăшă сăмах каласа та йăпатман, çапах та ял-йыш Барановсем хуйхăрнине курса хĕпĕртенĕ теме çук. Ку ĕнтĕ Барановсем ытти çынсенчен усалраххи çинчен каланă.
Михала куçĕ умне хĕр чухнехи Çинук сăнарĕ тухса тăрать. Таврари пур каччăсем ăмсанатчĕç, вăл пайтах вĕсен ăшне çунтарнăччĕ. Кĕтмен çĕртен çав чаплă хĕр ун аллине лекрĕ. Унтанпа çирĕм ултă çул иртрĕ. Халĕ çав тĕпел кукринче кĕпе-йĕм пухса тăракан карчăка виçĕ Улкашри чи чипер хĕр пулнă тесе кам калатăр? Мĕншĕн вăхăтсăр ватăлчĕ-ха вăл? Унпа тантăш хĕрарăмсем халĕ те хĕр чухнехи сăнĕсене ытлах çухатман-çке? Баранов çăварĕнчен кунĕн-çĕрĕн сирпĕннĕ тӳрккес сăмахсене итлесе пурăннипе, вĕçĕмсĕр патак çисе асапланнипе хăвăрт ватăлмарĕ-ши Çинук?
Пĕрле çитĕннĕ тантăшсене аса илет Шатра Михала. Акă çичĕ çула çитсенех кĕтӳ кĕтме пуçланă Хура Макарах илер. Вăл та Баранов пекех тăлăхчĕ, ăна та асламăшĕ пăхса ӳстернĕччĕ. Ялта колхоз тунăранпах вăл брагидирта ĕçлет, вăрçăран уксах таврăнсан та хăй ĕçне пăрахмарĕ. Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ пулсан та вăл Михаларан аванрах пурăнать. Унăн пӳрчĕ те лайăхрах, ачисем те çын пулса çитрĕç: аслă ывăлĕ колхозсем тăрăх электростанцисем туса çӳрекен инженер, вăталăххи — офицер, кĕçĕн хĕрĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсанах колхоз ĕнисене сума кĕчĕ те халĕ ферма пуçлăхĕнче тăрать. Арлан Ваçлийĕ пирки каламалли те çук. Çамрăклах çара кайрĕ те халĕ полковник пулса тăчĕ. Унăн та ачисем кирлĕ çын пулма ĕлкĕрнĕ: пĕри летчик, тепри ют патшалăхра ĕçлет, кĕçĕнни университетра вĕренет теççĕ. Тимĕрç Микихверĕн Петĕрĕ композитор пулчĕ, вăл çырнă юрăсене пĕтĕм чăваш çамрăкĕсем савăнса юрлаççĕ. Ытти тантăшĕсем те Михаларан пĕртте кая мар. Чăнах та, хăшĕ-пĕри вăрçăран таврăнаймарĕ ĕнтĕ, анчах вĕсен ачисем ӳссе çитрĕç те ялта е хулара йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнаççĕ. Шатра Михалапа унăн тантăшĕсем хушшинче пĕр уйрăмлăх питĕ аван курăнса тăрать: унăн тантăшĕсене пĕтĕм халăх хисеплет, ăна вара никам сума сумасть. Мĕншĕн пурнăç çапла пулса тухрĕ-ха? Телее ытти çынсене телейсĕр тунипе тупма тăрăшнăран мар-и? Ĕçпе мар, çыннăнне, çут çанталăкăнне, патшалăхăнне вăрланипе пуйма ĕмĕтленнĕрен мар-и? Акă вăл пурлăх та пуçтарчĕ, укçа та турĕ, çапах ăна никам та хисеплемест, никам та ырă сунмасть. Апла пулсан, Баранов мĕн ĕмĕр тăршшĕпех йăнăш çулпа утнă мар-и? Çапла пулчĕ пулĕ. Çиле хирĕç пыр та халăха хирĕç ан пул тенине ма асра тытман-ши вăл?
Юлашкинчен Баранов куçĕ умне паян çеç вăрманта пулса иртнĕ тискер ĕç тухса тăчĕ. «Тараева вĕлернĕшĕн тытса каяççех, — шухăшларĕ вăл. — Хăмла Хĕритунĕ — пĕччен çын, вăл таçта та тарса пытанĕ. Ответне кунта юлнисен тытма лекĕ. Мишерпе Урнашкин тарман пулсан Хмельнова тытса çыхмаллаччĕ те суд аллине памаллаччĕ. Халĕ вăл тарса хăтăлĕ, пире тĕрмене хупĕç. Мăшкăл мар-и ку? Таçти хăяматран килнĕ ăçтиçукшăн пуçа пĕтермелле пулса тухрĕ, Тараевĕ чĕрĕ юлнă пулсан хăйне кам пăшалпа пени çинчен каланă пулĕччĕ. Вара пирĕн икĕ пăши тытнăшăн çеç штраф тӳлемелле пулатчĕ. Çак инкекрен ăнăçлă хăтăлсан урăх ĕмĕрне те вăрттăн сунара тухас çукчĕ. Çук, çăлăнăç тупăнмĕ пирĕншĕн, тĕрмене ларасси çеç юлчĕ... Ĕмĕр тĕрмерех иртĕ, вилсен те йытта пытарнă пек çеç ăшăх шăтăка кайса чикĕç».
Çак вăхăтра çенĕк алăкне такам пырса шаккарĕ. Ана илтсен Шатра Михала пĕтĕм шăм-шакĕпе çӳçенсе кайрĕ.
— Карчăк, — терĕ вăл чĕтрекен сасăпа. — Мана тытма килчĕç пулĕ, тухса уç, эпĕ тĕпсакайне сикем.
Çинук малти кĕтесре тусанланса ларакан турăш çине пăхса сăхсăхрĕ те алăка уçрĕ. Баранов тĕпсакайне пытанчĕ. Пӳрте шăнса пăрланнă çăмачĕсемпе каптăртаттарса пăшал çакнă Пракух кĕрсе тăчĕ.
— Ыттисем ăçта? — ыйтрĕ çамрăк çын.
— Чĕкеç таçта тухса кайрĕ, ашшĕ киле таврăнман-ха. Сана вĕсем мĕн тума кирлĕ пулчĕç? — сехĕрленсе ыйтрĕ Çинук.
— Виктор Николаевич çак пăшала хуçине тавăрса пама хушрĕ. Çавăнпа ыйтсаттăм.
— Мĕнле Виктор Николаевич! Участковăйне Виктор Иванчă тесе чĕнместчĕç-и? — ăнланаймарĕ хĕрарăм.
— Участковăй мар, пăшалне Тараев тавăрса пама хушрĕ.
— Ан лĕпĕртет! — хăтăрса илчĕ Çинук. — Вилнĕ çын çинчен суйма юрать-и? Çылăхран хăрамастăр...
— Вилмен вăл. Пуля аяк тирне çеç чĕре тĕлĕнчен шăйăрса кайнă. Тин çеç сунар станцине таврăнчĕ. Сирĕн Чĕкеç те унпа пĕрлех. Пĕрне-пĕри хытă юратаççĕ пулмалла, ыталашсах ларса юлчĕç. Кĕтсех тăрăр: ыран-паянах евчĕ персе çитĕ.
Хытă тĕлĕннипе Çинук çăварне карса пăрахрĕ те çаплипех сакай алăкне пырса виçĕ хутчен тапрĕ.
— Тухах, тух, ватсупнă! — чĕнчĕ вăл упăшкине. — Тăшману вилмен, чĕрĕ юлнă. Тек никамран пытанмасăр пурăнма пултаратăн.
Сакай алăкĕ уçăлчĕ те, Баранов пуçĕ курăнчĕ. Çӳçĕ тăрмаланса пĕтнĕ, сухалĕ çумне тĕрлĕ çӳп-çап çыпçăннă.
— Тепре кала-ха, мĕн терĕн эсĕ? — ыйтрĕ вăл Пракух çине иккĕленчĕклĕн пăхса.
Лешĕ Тараев чĕрĕ юлни çинчен тепре каласа пачĕ.
— Хмельновĕ ăçта?
— Участковăй патĕнче. Тараев тытса пырса панă.
— Ан лĕпĕртет! Хĕритун хăй ирĕкĕпе нихçан та парăнас çук, ирĕксĕр милици аллине тытса парас пулсан вара Тараев пеккисем сахалран та виççĕн пулмалла.
— Йăнăшатăн! — терĕ Пракух. — Хăвăр васкаса тарман пулсан Виктор Николаевич сире тăватсăра та пĕчченех участковăй патне тытса пымаллаччĕ. Вăрттăн сунар тăвасси пĕтрĕ ĕнтĕ сирĕн. Тек Тараевран ыйтмасăр пăшал çакса килтен те тухаймăр!
Çак сăмахсемпе вăл сывпуллашмасăрах пӳртрен тухса кайрĕ.
Тараев чĕрĕ тени малтанах Баранова савăнтарчĕ, унтан шухăша ячĕ. «Тĕрмерен хăтăлтăмăр ĕнтĕ, — терĕ вăл ăшра. — Чĕкеç ăна качча тухсан, тен, пăшисене вĕлернĕшĕн те штраф тӳлеттермĕ. Вара хăйне хамăр майлă çавăрма пулмĕ-ши? Вăт чун килениччен сунара çӳрĕттĕм.. Вара татах шăрттан çиме те, укçа тума та пулĕччĕ».
Шатра Михала кантăкран пырса пăхрĕ. Инçетре курăнакан сунар станцийĕн çурчĕн мăрйинчен тĕтĕм мăкăрланса тухать. Ку ĕнтĕ браконьерсемпе кĕрешекенсем хăйсен вырăнĕнче иккеннине кăтартса тăнă пекех туйăнчĕ Баранова. Вара пуçĕнчи шухăшсем улшăнчĕç.
«Темле çав, — пăшăлтатрĕ вăл. — Тараев йышшисене хамăр майлă çавăрасси пулмĕ пирĕн. Парăнас вырăнне вăл хăй хамăра пĕтерĕ. Чĕкеçе алла çаклатрĕ ĕнтĕ, унпа пĕрле мĕнпур пурлăха та туртса илĕ. Саккун хушнă пек хут уйăрттарса мăшăрланнă хыççăн кунта килсе кĕрĕç те хуçа пулса тăрĕç. Вара эпĕ укçасăр, кил-çуртсăр тăрса юлăп. Ара, ял кулли мар-и ку? Çук, унашкал мăшкăла тӳсиччен хам килтен тухса каям».
Çак шухăш ăна уртарса ячĕ. Пичĕ сасартăк хĕремесленсе кайрĕ, куçĕсем вут-хĕм сирпĕтес пек ялтăртатрĕç. Ним тума пĕлмесĕр вăл пĕр тапхăр читлĕхе хупнă упа евĕр кĕтесрен кĕтесе хытă таплаттарса утса çӳрерĕ, унтан арчине уçрĕ те укçа пачкисене кĕсйине чикме тытăнчĕ.
Çинук ун çине сехĕрленсе пăхса тăчĕ. Сăмах хушма хăяймарĕ вăл. Упăшкин турти кĕскине аван пĕлет-çке, урлă сăмах каласанах вĕлерес пек хĕнет те тăн пĕлми пуличчен сăмакун ĕçет.
— Ним тума та çук, тухса кайма лекетех, — мăкăртатать Михала пур кĕсйисене те укçа пачкисемпе тултарнă май. — Çут тĕнче аслă, ăçта та пулин лăпкă вырăн тупатăпах. Вара татах саккунран хăрамасăр, егерьсемпе харкашмасăр телейлĕ пурăнăп. Çумра укçа çителĕклĕ тата пăшал пур чух Тараев йышшисене куçран пăхмăпăр-ха.
Арчине пушатсан Михала кĕрĕкĕпе çĕлĕкне тăхăнчĕ, унтан пăшалне авăрларĕ.
— Эсĕ тата ăçта кайма хатĕрленетĕн? — ыйтмасăр тӳссе тăраймарĕ арăмĕ.
— Сана мĕн ĕç? — йытă пек хăрлатрĕ упăшки. — Кил-çуртăма сан аллуна шанса парса хăваратăп. Асту, пурлăха ан юхăнтар. Эпĕ хушмасăр никама пĕр шăрпăк ан панă пултăр. Ăнлантăн-и?
— Ăнланасса ăнлантăм та-ха, анчах хăçанччен манăн сан пурлăхна йытă пек хуралламалла? Çавна кала хуть, — тарăхнипе упăшки çине пăхмасăр ыйтрĕ Çинук.
— Хăçанччен? Эпĕ сасă париччен. Тен, хĕрӳ Тарай Викторне кунта илсе килес тейĕ. Асту, алăк урлă та ан каçар! Вĕсем ман пӳртре пурăннине пĕлсенех пĕр-пĕр тĕттĕм каç таврăнатăп та пурне те вут тĕртсе çунтарса яратăп. Илтрĕн-и? Пурне те тетĕп, хăвăра та, кил-çурта та, унти пурлăха та.
— Ыран ирччен те пулин тăхтамаллаччĕ. Каçа хирĕç ăçта каян? Вăрăсем тапăнсан укçуна та пĕр пус хăвармиччен çаратĕç, хăвна та вĕлерĕç.
— Тапратрĕ çăхан пек кранклатма! — тарăхса кайрĕ Баранов. — Тахçанах ман пуçăм пĕтессе кĕтетĕн, анчах кăлăхах. Шатра Михалана часах пĕтереймĕç! Эпир авса та авăнмастпăр, авăнсан та часах тӳрленетпĕр.
Çак сăмахсемпе вăл пăшалне çанă вĕçĕпе шăлчĕ те çурăм хыçне çакма хатĕрленчĕ, сасартăк ун пуçне урăх шухăш пырса кĕчĕ.
«Кирлĕ пулĕ-ши вăл? — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Михала. — Тараев йышшисем таçта та тислĕк кăмпи пекех йышланса кайрĕç вĕт. Ырă кăтартас вырăнне инкек-синкек тумĕ-ши вăл мана? Паян тĕрмерен çăлăнса юлтăм, тепĕр чух апла пулмĕ. Çук, пăшалпа мар, урăх майпа тулăх пурнăç тумалла. Ку хатĕр вара урăхла вăхăт çитессе кĕтсе вырттăр».
Çак сăмахсемпе Баранов шăлса тасатнă пăшалне тепĕр хут çу сĕрчĕ те мачча тăррине хăпарса шанчăклă вырăна пытарчĕ, унтан пӳрте кĕрсе шарф çыхрĕ.
— Ну, карчăк, уйрăлăпăр, — терĕ Баранов. — Сывă пул! Пурлăха ан салат. Тепре куриччен...
Хăй ĕмĕрĕнче вăл арăмĕ çине пĕрремĕш хут хĕрхенсе пăхрĕ, ыталас тесе аллине те тăснăччĕ, анчах çынна нихçан ачашласа курманскер, варт çаврăнса тухса кайрĕ. Урам вĕçĕнчи çул юппинче пĕр вăхăт ăçта каяс-ши тесе чарăнса тăчĕ. Сулахайри çулпа кайсан чугун çул станцине çитме пулать, варринчи вăрмана илсе каять, сылтăмрипе уй енчи чăвашсем патне çӳреççĕ. Малтанхи иккĕшĕ самаях такăр, виççĕмĕш çулĕпе ĕнерхи çил-тăман хыççăн никам та иртсе çӳремен пулмалла — нимле йĕр те çук. Шатра Михала çак çулпа утрĕ. Çемçе юра ашса утма йывăртан вăл тата ытларах пĕкĕрĕлчĕ.
Çинук нумайччен куç сиктермесĕр пăхса тăчĕ кантăкран. Упăшки инçетелле кайса пынипе пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пычĕ те хăвăрт тĕттĕмленекен уйра курăнми пулчĕ. Арăмĕ çаплах кантăкран пăхма чарăнмарĕ. Упăшки курăнми пулсан та çул çинче унăн йĕрĕ палăратчĕ, анчах çил вăйланчĕ те çĕр çийĕн юхакан юр ăна та часах шăлса кайрĕ.
— Пĕтрĕ, — пăшăлтатрĕ Çинук кантăка карса. — Йĕрĕ те юлмарĕ. Ĕмĕрлĕхех пăрахса кайрĕ пулмалла. Чунăм сисет, тек нихçан та пĕр-пĕринпе пĕрле пурăнас çук. Эх, Михала, Михала! Ху та ырă курса пурăнаймарăн, ман пурнăçа та пĕтертĕн. Çыннăнне хапсăнни, халăхăнне çаратса пуйни, пурне те сăтăр туса пурăнни этеме ăçтан ырă тутăр? Кӳршĕ-аршăпа вĕçĕмсĕрех харкашмалла марччĕ, пĕтĕм ял-йышпа килĕштерсе, хуйхă-суйхă тупăнсан пĕрне-пĕри шеллесе, пĕрле ĕçлесе, уявсенче ĕçсе-çисе савăнса пурăннине ним те çитмест. Эсĕ ваттисене хисеплемерĕн, аслисене хирĕç пытăн, саккуна пăхăнмасăр йĕркене пăсса пурăнтăн. Анчах темле вăрăм вĕренĕн те вĕçĕ пурах теççĕ çав...
Сивĕ çил тата ытларах вăйланчĕ пулмалла, мăрьере выçă кашкăр пек ӳлеме пуçларĕ, пӳрт тăррине витнĕ хĕç тимĕре тискеррĕн хантăртаттарать, кантăка пыра-пыра шаккать, ватă йăмра тăррисене ава-ава кашлать. Каç пулчĕ. Сĕм тĕттĕм пĕтĕм тĕнчене хура чаршав пек карса илчĕ. Çинук нумайччен вырăнтан хускалмасăр çил ачисем макăрнине итлесе ларчĕ, унтан лампа çутрĕ те вут хутса ячĕ...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...