Кайăк тусĕ :: 26. Хаклă хăнасем
Тул çутăлас умĕн пĕр ăстрăм çумăр чашлаттарчĕ. Ку ĕнтĕ иртее каякан çупа килсе çитекен ылтăн кĕркунне вырăншăн тавлашма тытăннине кăтартакан, сентябрь уйăхĕнче никама савăнтарман, никама кирлĕ мар вĕтĕ çумăр. Вăл октябрь уйăхĕнчи татти-сыпписĕрпĕрĕхекен çумăр пек пурне те йăлăхтарса çитериччен çумарĕ, хĕвел тухсанах йăвашланчĕ. «Хальлĕхе çитĕха, анчах эпĕ кĕçех таврăнăп, кĕтсех тăрăр!» — тенĕ пек иртсе кайрĕ. Вара: «Мана кунта те йышăнĕç, те йышăнмĕç», — тесе иккĕленсе тăракан хăюсăр хĕвел çĕтĕк-çатăк пĕлĕтсем хушшипе çу иртсе пынишĕн хуйха ӳкнĕ тĕнчине çутатма тытăнчĕ.
Çакнашкал ирсенчен пĕринче сунар станцийĕ патне çăмăл автомашина пырса чарăнчĕ. Тараев ăна номерне пăхмасăрах палларĕ: ку — райком секретарĕ ларса çӳрекен «Победа». «Мĕн çăмăлпа килчĕ-ши ман патăма Яснов юлташ?» — шухăшларĕ Виктор. Анчах автомобиль ăшĕнчен Александр Алексеевич мар, юлашки вăхăтра тата ытларах шӳсе кайнă Лупашкинпа темле чикан евĕрлĕрех хуп-хура кăтра çӳçлĕ çын тухрĕç.
— Салам! — Тараев çине пăхмасăр мăкăртатрĕ Лупашкин. — Паллашăр, райком инструкторĕ — чаплă Муссатов пулăçă.
— Килĕрех, пӳрте кĕрсе ларăр, — сипетлĕ сăмахларĕ Виктор, — темле сăлтавпа кирлĕ пултăм ĕнтĕ сире?
— Ха-ха-ха! — кулас килмен çĕртенех ахăлтатрĕ Лупашкин. — Кирлĕ пултăн? Ха-ха-ха! Çук, эсĕ пире кирлĕ пулнăшăн мар, хамăр мĕн тума килни çинчен сана евитлесе чыс тума çеç чарăнтăмăр кунта. Пирĕн ик-виç пăт пулă тытмалла. Яснов юлташ хăй çуралнă кунне уявлама хăнасем чĕннĕ. Унта обком секретарĕ те пулмалла. Хăна сĕтелĕ çине чĕрĕ пулă кирлĕ. Кимĕсене çăрапа питĕрмен-и?
— Çăра уççине тупасси йывăр пулмĕ, вăл хам çумра та пур. Мĕнле майпа çавăн чухлĕ пулă тытас тетĕр? Çавна пĕлме юрать-и?
— Вăлтапа мар ĕнтĕ, пире чапак пулă кирлĕ мар. Сĕрекепе сĕреес çук — шывĕ сивĕ. Тол шашкипе глушить тăвасси кăна юлчĕ. Ан шиклен, эпир кӳлĕ тăршшĕпех глушить тăвас çук, пирĕн мĕнпурĕ те пилĕк шашка кăна. Пулă çителĕклĕ лексен санăн телей: райком секретарĕ тав тăвĕ, çителĕклĕ пулмасан эс айăплă мар. Пар-ха çăраççи, çак вăхăтра шултра пулăсем хăш вырăна пухăнса тăнине хамах пĕлетĕп, пӳртрен тухмасан та юрĕ, — ханкăрма пек ханкăртатрĕ Лупашкин.
— Хаклă тусăмсем, килсе евитленĕшĕн тавтапуç! Сире браконьерта тытни çинчен протокол çырмăпăр. Çапах та хăвăра милицие ăсатасса ан кĕтсе тăрăр, ăçтан килнĕ çавăнта хăвăртрах вĕçтерĕр! — татăклăн каларĕ Тараев.
— Ан ухмахлан-ха, Тараев! — тĕлĕнсе каларĕ Лупашкин. — Районти пуçлăхсене юрама пĕлменни хăвна хакла ларассине сисетĕн ĕнтĕ эсĕ. Йĕркеллĕ пул!
— Браконьерсемпе сӳпĕлтетсе тăма манăн вăхăт çук, тасалăр хăвăртрах сунар хуçалăхĕнчен.
— Ну, Тараев, асăрхан! — юнаса каларĕ Лупашкин. — Çапла чăркăшланнăшăн сана нихçан та каçармĕç.
Тарăхнă пуçлăхсем Викторпа сывпуллашмасăрах каялла вĕçтерчĕç.
Кăнтăрла иртсен çав автомобиль сунар станцийĕ патне тепре пырса чарăнчĕ. Халĕ ун ăшĕнчен малтан Яснов, унтан темле вăтам çулхи çутă сăнлă кĕрнеклĕ арçынпа капăр тумланнă çамрăк хĕр тухрĕç.
— Сывă-и, Виктор Николаевич, — алă пачĕ райком секретарĕ. — Эпир сирĕн пата каçару ыйтма килтĕмĕр. Николай Николаевич та, унăн Мускавра журналистсен институтĕнче вĕренекен хĕрĕ Вера та — виçсĕмĕр те каçару ыйтатпăр.
Тараев килнĕ хăнасем çине сăнаса пăхрĕ те вĕсем чпннипех каçару ыйтнине курса ним калама аптăрарĕ.
— Эсир ман умра айăпа кĕмен-çке, мĕнле каçару çинчен калатăр? — тĕлĕнчĕ вăл палăрмаллах хĕрелсе.
— Паян кунта Муссатовпа Лупашкин килсе каймарĕç-и?
— Ирхине килнĕччĕ.
— Вĕсем мĕн çăмăлпа сире ирех чăрмантарса çӳренине пĕлетпĕр эпир. Çав этемсемшĕн хамăра айăплă тесе шутланипе каçару ыйтрăмăр та. Вĕсем «пуçлăхсем» умĕнче йăпăлтатасшăн пирĕн ята çĕртсе çӳреççĕ. Хăвăр çав пуçсăр çынсене браконьерла меслетпепулă тытма чарман пулсан халăх пирĕн çинчен мĕн каласси паллах! Намăса ăçта чикес? — тарăхса каларĕ Яснов.
— Вăл çапла та-ха, райком секретарĕ пур ухмахшăн та явап тытма пултараймасть ĕнтĕ.
- Иксĕмĕр çапла шухăшлăпăр, анчах халăх урăхла шухăшлĕ. «Ответлă работниксемшĕн саккун çырман, пире тетелпе тытма чараççĕ, хăйсем кӳпес килсен кӳлĕри пулăсене тĕппипе пĕтерме хатĕр», — тейĕç. Çавăнпа та тепĕр хут каçару ыйтатăп.
— Александр Алекссевич, мана чăнахах кăмăл тăвас тетĕр пулсан сире сунар станцине хăнана кĕме чĕнетĕп, — кăшт тайăлса каларĕ Виктор.
Яснов хăйпе пĕрле килнĕ юлташĕсем çине ыйтуллăн пăхрĕ.
— Вера сунарçăсем мĕнле çынсем иккенне тахçанах курасшăнччĕ, çавăнпа хаваслансах кĕрĕпĕр, — терĕ обком секретарĕ. — Çапла-и, хĕрĕм?
— Çапла пулмасан эпĕ кунта килес те çукчĕ, — янравлă сасăпа каларĕ хĕр.
Тараев хăнасене хăй умĕнчен ирттерсе пӳрте илсе кĕчĕ.
Арçынсем тӳрех малти стена çумĕнче çакăнса тăракан район картти патне пырса чарăнчĕç. Карттă çинчи вăрмансемпе уйсене тĕрлĕ вĕçен кайăк, тискер кайăк кĕлеткисемпе ӳкерсе тултарнă, шыв-шурсенче кайăк кăвакалсемсĕр пуçне пулăсем пур.
— Ку тата мĕне пĕлтерет? — ыйтрĕ обком секретарĕ.
— Тĕрлĕ чĕр чунсем хамăр районта хăш вырăнта пурăннине кăтартакан карттă. Акă Ăтăр çырми таврашне илер. Шывĕнче кăртăш, карас, хура карас, шампа, ыраш пăтри, çăрттан, уланкă, юман партас, çупах, çĕлен пулă ӳкерчĕкĕсене тунă. Унта çав йышши пулă пуррине кăтартаççĕ вĕсем. Сылтăм çыранти вăрмана пăши, хир сысни, хир качаки, шур мулкач, карăк, ăсан, пăчăр, шурă уй чăххи тата ытти чĕр чунсене ӳкернĕ. Вĕсем, чăнах та, унта пурăнаççĕ, — ăнлантарчĕ Тараев.
— Цифрăсем тата мĕне пĕлтереççĕ?
— Çав чĕр чунсен шутне.Обком секретарĕ сасăсăр кулчĕ.
— Ку ĕнтĕ çыртакан пăрçана таканланă тенĕ пекех. Эпир колхозсенчи выльăх-чĕрлĕхе те тĕрĕс шутласа кăлараймастпăр, сунарçăсем вăрманти кайăксене шутласа кăларнă. Тĕлĕнмелле!
— Пирĕн хуçалăха хула çывăхĕнче ларакан заводри сунарçăсем тытнине пĕлетĕр ĕнтĕ эсир, — терĕ Тараев сĕтел сунтăхĕнчен марля çине çыпăçтарнă пысăк фотоӳкерчĕксем кăларса. — Эпĕ ыйтнипе летчиксем хĕлле, вăрман çара чухне, пирĕн района вĕçсе çаврăнчĕç, унти чĕр чунсене шутларĕç. Куратăр пулĕ, çаралса юлнă йывăçсем хушшинче пăшисем тăраççĕ, вĕтлĕх тăрăх сехĕрленнĕ хир качакисем чупса пыраççĕ, мăклă тылла пуççисем çинче хир сыснисем выртаççĕ. Вĕсене шутласа тухма йывăр мар. Мулкачсемпе тилĕсене йĕр тăрăх шутласа тухнă. Кайăксене — куçпа курса. Çапла вара колхоз председателĕсем паракан сводкăсенчен пĕртте кая мар.
Николай Николаевич хут листи çинчи цифрăсем çине нумайччен пăхса тăчĕ.
— Тискер кайăксем хăш облаçра миçе пуç пур тенине тахçанах илтнĕччĕ, анчах ăна ĕненсех çитереймен. Ирĕкри чĕр чунсене те шутласа кăларма май пур иккен, — хăй тĕллĕн сăмахланă пек каларĕ вăл. — Александр Алексеевич, пĕр-ик кун хушши ирĕкри чĕрчунсен пурнăçĕпе паллашас мар-ши?
— Эпĕ ун çинчен тахçанах шухăшланăччĕ, вăхăт пулман пирки кăна çакăнта пĕрремĕш хут килсе тухрăм. Виктор Николаевич, пире хăвăр хуçалăхпа паллаштарма вăхăт тупăр-ши? — ыйтрĕ Яснов.
— Хаваслансах килĕшетĕп. Района ертсе пыракансем хамăр пата пĕрре те килменни пире пайтах кӳрентернĕ, халĕ ĕнтĕ эпир кунта мĕн туса пурăннине пĕтĕмпех кăтартса тухăп.
— Çак япаласем тата мĕн тума кирлĕскерсем? — ыйтрĕ Вера кĕленче алăклă шкапра тăракан купчашкаллă бамбук хулăсем çине кăтартса.
— Спиннинг вăл — пулă тытмалли хатĕр. «Сатурн» çиппине купчашка çине чĕркенĕ. Çип вĕçĕнче хура тăхлан татăкĕпе çекĕллĕ йăлтăркка пур. Хуллине сулса ярсан çав йăлтăркка инçете кайса ӳкет. Пулăçă купчашкине çавăрма пуçласан йăлтăркки шыв айĕн хăвăртшуçма тытăнать. Çăткăн пулă ăна курать те хăваласа çитсе çăварне хыпать. Вара вăлта çекĕлĕнчен çакăнать, — ăнлантарчĕ Тараев шкапран пĕр спиннингне кăларса.
— Эсир манран кулмаллипех кулатăр пулĕ, — ĕненмерĕ хĕр. — Çак çиме юрăхсăр йĕс татăкне пулă мĕн тума хыптăр-ха?
— Йĕс татăкĕ çиме юрăхли-юрăхсăррине пулă çăвара хыпсан тин пĕлет. Çавăнпа вăл çывăхран шăвăнса иртекен япаласене яланах хыпса пăхма тăрăшать.
— Ан та калăр, пур пĕрех ĕненместĕп.
— Апла пулсан, кӳлĕ хĕрне каясси кăна юлчĕ пирĕн, унта эп калани тĕрĕсси курăнĕ.
— Вунă çул каярах эпĕ те спиннингпа пулă тытса пăхнăччĕ, — терĕ Яснов. — Астăватăп, пĕр çăрттан вĕçерĕнсе тарчĕ, икĕ уланкă чип-чиперех туртса кăларнăччĕ. Тепре хăтланса пăхас мар-ши?
— Вăхăт пур, кайăпăр эппин пулă тытма, — килĕшрĕ Николай Николаевич.
Вара икĕ спиннинг илсе пурте кӳлĕ хĕрне тухрĕç. Вера кимĕ çине Тараевпа пĕрле вырнаçрĕ, ашшĕ Ясновпа пĕрле тепĕр кимĕ çине кĕсмен тытса ларчĕ. Вунă минут та иртмерĕ, Яснов пĕчĕк ача пек хĕпĕртесе кăшкăрса ячĕ.
— Çакланчĕ!
— Пысăк çăрттан. Купчашкине хăвăртрах çавăр! — чăтса тăраймарĕ обком секретарĕ те.
— Кимĕ çине пакурпа çаклатса туртса кăларăр! — канаш пачĕ Тараев. Çав самантрах ун аллинчи спиннинг çиппи те кăрт туртăнчĕ. — Вера Николаевна, пакур хатĕрлĕр. Пилĕк килоран кая пулас çук, питĕ хытă туртăнать.
Тĕксĕм çурăмлă çăрттан ик-виçĕ хут шыв çине тухса çынсене курчĕ те тапратрĕ енчен енне туртăнма. Ун вăйне пĕтерес тесе Виктор ăна пĕрре кимĕ патнех туртса çитерет, тепре купчашка çине чĕркеннĕ «Сатурн» çиппине пушатать. Юлашкинчен çăрттан хавшаса çитрĕ те турткалашми пулчĕ. Вара Вера ăна пакурпа хырăмран çаклатса кимĕ çине туртса кăларчĕ.
— Атте, пăх-ха, епле пысăк пулă тытрăмăр эпир, — савăнăçлăн кăшкăрчĕ Вера çăрттана çӳле çĕклесе.
— Аллăра ун çăварне ан чикĕр, çыртса татать, — асăрхаттарчĕ Тараев.
— Ан калаçăр, пулă та çыртать-и? — тĕлĕнчĕ хĕр.Виктор пулла сухисенчен тытса çăварне картарчĕ. Унта пысăк йĕп вĕçĕ евĕрлĕ шăлсем курсан Вера сехĕрленсе ӳкрĕ.
— Пулă çав тери тискер пуласси аса та килмен, — терĕ вăл.
Çăткăн пулăсем кăнтăрла каннă хыççăн сунара тухнă пирки спиннинг йăлтăрккине тăтăшах хыпаççĕ. Икĕ сехет хушшинче Тараев вун икĕ çăрттанпа ултă уланкă тытрĕ. Ясновпа Николай Николаевич та час-часах çуйхашса пулă лекнине пĕлтерсе пычĕç.
— Сире пулă тытса халĕ те йăлăхтармарĕ-и? — ыйтрĕ Виктор.
— Çук! Манăн хамăн тытса курас килет, юрать-и? Тараев хĕре спиннинг тыттарчĕ те мĕнле ывăтмаллине тĕплĕн тăнлантарчĕ. Вера тата икĕ сехет хушши хĕрсе ĕçлерĕ. Викторăн темиçе хут арпашса кайнă спиннинг çиппине сӳтмелле пулчĕ. Юлашкинчен, хĕре савăнтарас тенĕ пекех, пысăк çăрттан хыпрĕ. Каччă пулăшнипе хĕр ăна чиперех кимĕ çине туртса кăларчĕ. Çавăн хыççăн Вера хĕвел аниччен те тип çĕр çине тухма килĕшмерĕ.
Каçа хирĕç çăткăн пулăсем ытла та хытă хыпнине пулăçсем аван пĕлеççĕ. Çитменнине, çав кун шăпах уйăх тулли пулнăччĕ. Çăрттансем уйăхра пĕрре шăл улăштараççĕ. Уйăх тулли чухне вĕсен çăварĕнчи çĕнĕ шăлсем çитĕнсе çитеççĕ те çăрттансем пурте вĕт-шакăр пулăсене тытма пикенеççĕ. Çавна пула пĕрремĕш хут спиннинг алла илнĕ хĕр виçĕ сехет хушшинче çичĕ пулă тытрĕ.
Хытă ĕщеннĕ пулăçсем тĕттĕм пулсан тин сунар станцине таврăнчĕç.
— Питĕ кăсăк ĕç иккен ку спиннингпа пулă тытасси, вăхăт -иртни сисĕнмерĕ, — шухăшлăн каларĕ обком секретарĕ. — Эпир, ответлă ĕç çыннисем, канма пĕлместпĕр. Хырăмсем çулсерен пысăкланса пынине кура тăркачах канмалли çуртсемпе санаторисене каятпăр. Пире чăннипе кирлĕ санатори Крымра мар иккен, хамăр республикăрах, сунар станцийĕнче!
— Эпĕ те çаплах шухăшлатăп. Питĕ усăллă спорт. Ал-урана та вăй кĕрет, канăçа маннă пуçа та тĕрлĕ шухăш аптăратмасть. Ерçӳллĕ вăхăт тупăнсанах сирĕн пата килетĕп. Эсир хирĕç мар-и? — Виктор енне çаврăнса ыйтрĕ Яснов.,
— Кĕтсех тăратăп, халĕ ĕнтĕ çулне пĕлетĕр, кирек хăçан та килме пултаратăр, — килĕшрĕ Тараев.
Капитоновпа Улюн инке пулăсене тарасапа виçсе пăхрĕç. Мĕнпурĕ виçĕ пăта яхăн пулчĕ.
— Хам куçпа курман пулсан нимпе те ĕненес çукчĕ, — терĕ Николай Николаевич. — Сунарçăсемпе пулăçсене суеçтерме юратакан çынсем теме хăнăхнă ĕнтĕ, халĕ Шупашкарта хам мĕн курнине каласа парсан мана та халап çаптарать тейĕç.
Пурте кулса ячĕç. Çак вăхăтра тулта мотор кĕрлени илтĕнчĕ.
— Ку пирĕн шофер мар-и, ăçта кайрĕ вăл? — терĕ Яснов.
— Пирĕн нӳхрепре пăр ирĕлсе пĕтнĕ пирки пулă усрама çук. Сирĕн килте холодильник пур терĕ вăл, çавăнпа пулăсене хăвăр пата кайса хума хушрăм.
— Ак тата, çавăн чухлĕ пулăпа мĕн тăвас пирĕн? — хыпаланса ӳкрĕ Яснов.
— Хĕрарăмсем ăна пиртен аванрах пĕлеççĕ, — кулса каларĕ Виктор. — Улюн инке ак пулă шӳрпи пĕçерме çакнă.
— Хытă ĕшеннĕ хыççăн çĕршер грамм сыпмаллаччĕ, шофера илсе килме хушмарăр-и? — ыйтрĕ Капитонов.
— Килте те тупăнĕ, — тесе Тараев шкапран коньяк туртса кăларчĕ.
— Пилĕк çăлтăрли. Ăçтан тупрăр ăна? — тĕлĕнчĕ Яснов.
— Хĕлле Мускавран илсе килнĕччĕ. Хаклă хăнасем килессе кĕтсе усрарăм, — кулса каларĕ Тараев.
Çак самантра Улюн инке шӳрпе антарни çинчен пĕлтерчĕ. Вара пурте сĕтел хушшине ларчĕç.
Тепĕр кунне Тараев тул çутăличченех хăнасене Паланов лесник патне автомашинăпа илсе пычĕ. Унта вĕсене Ленăпа Капитонов икĕ лавпа кĕтсе тăнă.
— Кунта чарăнса тăма юрамасть, вăхăт сахал, — терĕ Виктор. — Урапа çине ларăпăр та Вăрăм хăртнă патне вĕçтерĕпĕр. Унта пирĕн тул çутăличчен çитес пулать.
Хăнасем унпа килĕшрĕç. Чăнах та, шуçăм кăвакарнă чух вĕсем пурте Вăрăм хăртнă вĕçĕнчи сĕвек сăрт çинче ӳсекен чăрăш айне пырса тăчĕç.
— Тискер кайăкусене кăтартмасан эпĕ сире çилленетĕп, — юриех юнтарнă пек пулса каларĕ Вера.
— Панă сăмаха яланах тытатăп, кĕçех тискер кайăксен парачĕ пуçланĕ. Халĕ урăх пĕр сăмах та ан хушăр, вăрманта çын пăшăлтатса калаçнине те ирĕкри чĕр чунсем инçетренех илтеççĕ. Сирĕн пурсăрăн та пĕр сехет хушши мана пăхăнмалла. Эпĕ мĕн тума хушнине пурне те тумалла. Килĕшетĕр-и? — ыйтрĕ Виктор.
— Килĕшетпĕр, — пуриншĕн те хуравларĕ Вера.
— Апла пулсан, малтанлăха шăп тăма ыйтатăп... «Парад» тул çутăлма тытăнсан тапранчĕ. Хăртнăра кашласа ларакан вăрман ухлĕмĕ патне малтан икĕ путеклĕ хир качаки утса пычĕ, ун хыççăнах мăйракаллă ватă качака таки хăйĕн кĕтĕвне ертсе кайрĕ. Кăшт тăрсан ухлĕм чăтлăхĕнчен пĕр харăсах икĕ çатăрмас мăйракаллă пăши курăнчĕ. Инçех те мар топинамбур ани çинче хир сыснисем темскер чаплаттарса çиме пуçларĕç. Хĕвел хĕмленсе тухсан сĕлĕ ани çине пур енчен те ăсансем вĕçсе анма тапратрĕç. Çывăхрах егерьсем ятарласа кĕлпе тип хăйăр сарнă вырăнта пăчăрсем тусан вĕçтерсе «çăвăнаççĕ».
— Аскания-Новари утраври пекех, — пăшăлтатрĕ Николай Николаевич. — Тĕлĕнмелле!
— Çак хăртнăшăн тавлашрăр-и эсир хĕлле судьяпа? — ыйтрĕ Ясной.
— Çавăншăн çав. Хăртнине эсир хута кĕнипе илтĕмĕр, анчах Сутягина юлташ мана çĕр тенкĕ штраф тӳлеттерчĕ.
— Мĕнле майпа? — ыйтрĕ райком секретарĕ.Виктор йĕркипе каласа пачĕ.
— Вера, илтрĕн-и? — кулса ячĕ обком секретарĕ. — Эсĕ дипломлă ĕç валли фельетон çырмалла теттĕнччĕ, акă сан валли материал. Питĕ интереслĕ фельетон тухмалла.
— Баранова тытнă комсомолецсемпе мана паллаштарма пултаратăр-и? — ыйтрĕ хĕр. — Вĕсем çак ĕç çинчен çаплах каласа парсан халех фельетон çырма тытăнатăп.
— Вĕсене яла таврăнсанах сунар станцине чĕнĕп, — терĕ Виктор сехечĕ çине пăхса. — Халĕ пĕр сăмах та ан чĕнĕр.
Хăнасем шăпланса тăма ĕлкĕрчĕç кăна, Атăр çырми енчен çын шăхăрни илтĕнчĕ. Яланах сыхланма хăнăхнă пăшисем пуçĕсене çĕклерĕç те хытса кайнă пек пĕр хускалмасăр тăчĕç. Сĕлĕ ани çинчен ăсансем сывлăша çĕкленчĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...