Кайăк тусĕ :: 19. Аслă егерь телей тупать
Савина çăла ярса вĕлернĕшĕн тытса кайнă хыççăн Наянов киле урăх таврăнмарĕ: ăна районти милици пайĕнчен тӳрех тĕрмене хупнă терĕç. Çак хыпар Улюн инке пуçĕнче кăвакарнă çӳç пĕрчисен шутне тата ытларах йышлантарчĕ. Амăшĕн чĕри çапла мар-и: ачи сакай шапи пек нĕрсĕр пулсан та вăл ăна кăвак кăвакарчăн пек илемлĕн курăнать. Улюн инке те ывăлне мĕн ачаранах юратнă, халĕ, пысăк инкек сиксе тухсан, ăна тем пекех хĕрхенчĕ. Тек Валентин ĕмĕрте те киле таврăнассăн туйăнмарĕ ăна.
Пиччĕшне хупни Ленăна та хуйхăртрĕ, анчах пиччĕш урăх киле таврăнас çуккишĕн мар, усал ĕç туса ял халăхĕ умĕнче намăс кăтартнăшăн. Валентин тесенех унăн куçĕ умне хăй пилĕк çул асапланса пурăнни сиксе тухать. Тискер тĕлĕк пек иртсе кайрĕç çав хĕн-хурлă çулсем. Пиччĕшĕ вĕсене, амăшĕпе иккĕшне, хĕнесе килтен çĕр хута хăваласа ярса намăслантарни, иккĕн ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тыр-пула ĕçкĕшĕн пĕтерсе пыни тата ытти киревсĕр ĕçсем çутă шанчăка кăшт кăна пĕтереймерĕç. Çав этемле тумланнă кашкăртан хăтăлни Лена чĕринче çĕнĕ туйăм çуратрĕ. Халĕ харам пыршăн мар, амăшĕпе иккĕшĕн пурнăçне юсассишĕн вăй хурса ĕçлеме пулать. Ĕмĕр иртмен-ха, телей ытти хĕрсемшĕн кăна мар, уншăн та хĕвел пек çиçсе тухма пултарать. Çавна сиссе вăл ача чухнехи пек тепĕр хут пуçне çĕклерĕ.
Лена улшăннине Тараев асăрхарĕ. Хĕр куçĕ Капитонов çине кашни кунах ăшшăнрах пăхни те унран пытанса юлмарĕ. Вĕсем иккĕн çеç чухне ăшри шухăшсенчен аякра тăракан япаласем çинчен кăна калаçаççĕ пулин те, пĕрне-пĕри куçĕсемпе вĕçĕмсĕрех ачашлаççĕ. Ун пек чух арçыннăн хăюллăрах пулмалла ĕнтĕ, анчах Максим Максимч Ленăпа юлсан çухалса каять, час-часах вырăнсăр сăмахсем персе ярать. Пĕр сăмахпа каласан вĕсем иккĕшĕ те ăшра хыпнă юратăва пĕр-пĕринчен пытараççĕ. Ленăна Капитонов арăмĕ пулма хăй юрăхсăр пек туйăнать, Максим Максимч хĕре качча илме вăхăт иртрĕ пулĕ тесе шутлать. Çав иккĕленӳллĕ шухăша аякран пырса çапăннă вăй кăра çил çăра тĕтрене сирсе янă пек сирмесен, кам пĕлет, тен вĕсем нихçан та хăйсен ăшĕнче мĕн пулса иртнине пĕр-пĕрне кăтартаймĕç. Çавăнпа Тараев вĕсене пулăшма шухăшларĕ. Институтра вĕреннĕ чухне вăл вылямалли картпа фокуссем кăтартма юрататчĕ. Пĕр фокусĕнче, картсене маларах майлаштарса хурса, арçынсем валли тăватă майра, хĕрарăмсем валли тăватă салтак умлă-хыçлă кăларса хуратчĕ. Виктор çак фокуса Ленăна кăтартма шухăшларĕ. Вара вăл ирĕк вăхăтра Улюн инкепе хĕрне хăй пӳлĕмне чĕнчĕ.
— Лена, — терĕ вăл ăна диван çине лартса, — сана темле шухăш канăç паман пек туйăнать. Манăн ăна юмăç ярса пĕлес килет.
Хĕр йăл кулчĕ, амăшĕ Виктор çине тĕлĕнсе те шухăшлăн пăхрĕ.
— Тем калатăр эсир, темскер, Виктор Николаевич, — мăкăртатрĕ Лена. — Юмăç суеçтернине хăвăр манран та лайăхрах пĕлетĕр-çке.
— Эпĕ яракан юмăç суеçтермест те, улталамасть те. Ĕненместĕн-и? Апла пулсан халех ярса кăтартатăп.
— Хĕрĕм, ятăр-ха, ятăр! Виктор Николаевич суеçĕ çын мар. Картсем сана мĕн калĕç? — терĕ Тараева юлашки вăхăтра турă вырăннех хума пуçланă Улюн инке.
Виктор сĕтел сунтăхĕнчен вĕр çĕнĕ карт колоди туртса кăларчĕ те Ленăна тыттарчĕ.
— Çак картсене тăватă пая ху аллупа уйăрса хур, — терĕ Виктор. Лена картсене куçпа шайласа тăватă пая валеçсе хучĕ. — Халĕ сана кам канăç паманнине пĕлме тăрăшăпăр. Уç-ха малтанхи купари çиелти карта.
Лена червă валет уçрĕ.
— Эпĕ шухăшланă пекех пулчĕ, — юриех кулмасăр каларĕ юмăç. — Сарă хĕр сарă каччă çинчен шухăшлатех ĕнтĕ. Кам-ха вăл? Ах, палларăм. Колхоз счетовочĕ. Капаев-çке ку. Анчах вăл çăмăлттайрах çын, эсĕ ăна питех кăмăлламастăн. Уç-ха тепĕр купара выртакан çиелти карта.
Лена бубновăй валета илчĕ.
— Тĕрĕс, татах сарă каччă тухрĕ. Кам-ха ку? Тевенешев мар-и? Çавă-çке.
— Мĕншĕн Тевенешев тесе шутлатăр? — икĕ хут умлă-хыçлăнах валетсем тухнинчен тĕлĕнсе ыйтрĕ хĕр.
— Сăнаса пăх-ха, ку салтак пĕр куçлă вĕт? Ун пек сарă каччă Тевенешевсĕр пуçне урăх пĕлместĕп эпĕ.
Лена бубновăй валетăн айккинчен ӳкернĕ пирки пĕр куçĕ кăна курăннине асăрхарĕ те сасăпах кулса ячĕ.
— Паллах хăрах куçлă каччă сан ĕмĕтӳ мар. Ан хĕрел, эпĕ ун çинчен пурпĕрех Кирилл Кирилча пĕлтерес çук. Уç-ха виççĕмĕш купари çиелти карта.
Хĕр чĕтрекен аллипе тепĕр карта илчĕ те, вăл та валет пулнине курса шартах сикрĕ.
— Пиковăй валет — йăм хура каччă. Ку кам иккенĕ каламасăрах паллă — таврара хура каччă эпĕ çеç. Хура тĕс хуйха пĕлтерет, эсĕ ĕлĕкрех те хуйхăрнă, санăн халĕ савăнас килет. Çавăнпа эсĕ хура качча тиркетĕн. Мĕн тăвас? Тĕнчере урăх каччăсем те пур. Уç-ха юлашки купари çиелти карта, тен, шăпах сан кăмăлна каяканни тухĕ.
— Эпĕ хăратăп, — çурма шикленсе каларĕ хĕр.
— Ил теççĕ сана, ил! — чăтса тăраймарĕ Улюн инке.Лена крестовăй валета уçрĕ.
— Ку тата кам? — имшер сасăпа ыйтрĕ вăл.
— Çырă каччă. Кам-ха ку? Тăхта-ха, мĕншĕн унăн куçĕсем салхуллă? Ах пĕлтĕм. Ăна темле хĕрарăм хытă кӳрентернĕ. Малтанхи арăмĕ пулмалла. Палларăм, ку пирĕн хисеплĕ Максим Максимч-çке. Епле юратать вăл сана? Пăх-ха, пăх унăн тĕксĕмрех ăшă куçĕсене. Эсĕ ху та ăна юрататăн, çав юрату санăн ыйхуна вĕçтернĕ ĕнтĕ.
Лена питне аллисемпе хупăрласа чĕтре пуçларĕ, пĕлме çук, те йĕрет вăл, те вĕттĕн тĕпрентерсе кулать.
— Чăн каларĕ Виктор Николаевич. Ан тун, хĕрĕм, ан тун! Ĕнер çеç ăна пĕтĕм чунтан-вартан юрататăп терĕн, — хĕрĕ патне пырса каларĕ амăшĕ.
— Эпĕ юрататăп та-ха, вăл темле, — питне уçмасăрах пăшăлтатрĕ Лена.
— Ун пирки ан иккĕлен, вăл сана тахçантанпах арăм тума ĕмĕтленет. Хăвăртрах уяв чухнехи пек капăр тумлан, эпĕ ăна кунта илсе килетĕп. Кĕтсех тăрăр! — терĕ те Виктор тумланмасăрах аслă егерь патне тухса чупрĕ.
Лена пуçне çавăрасси йывăр пулмарĕ, анчах Капитонова нумай ӳкĕтлеме лекрĕ. «Эпĕ ватă, тинех ăна телейлĕ тăваймăп, кăшт пурăнсанах, малтанхи арăм пек пăрахса кайĕ, иккĕмĕш хут çапла намăс куриччен ĕмĕр пĕччен пурăнам», — терĕ вăл. Çапах та Тараев унăн кăмăлне уçрĕ-уçрех. Тепĕр сехетрен вăл çĕнĕ костюм тăхăннă Максим Максимча сунар станцине илсе пычĕ.
Улюн инкепе Лена вĕсене пысăк пӳлĕмре кĕтсе илчĕç. Виçĕ лампа çунать. Ĕмĕртен пыракан йăлапа çураçас хĕр шап-шурă кĕпе тăхăннă. Вăтăр çул ĕлĕкрех Улюн инке хăй çав кĕпепе венчете кайнăччĕ, халĕ арча тĕпĕнчен ăна хĕрне качча пама туртса кăларнă. Лена пичĕ те вăтанса, те савăнса, пиçнĕ çырла пек хĕрелсе кайнă. Максим Максимч та сиксе вĕрекен хурантан тин çеç туртса кăларнă рак евĕрлех хĕп-хĕрлĕ. Вăл кунĕпе Ленăпа Улюн инкерен уйрăлмасăр пĕрле ĕçленĕ пулсан та пӳрте кĕрсен вĕсене алă тытса саламларĕ. Унтан пĕр-пĕрин çине пăхмасăр Ленăпа иккĕшĕ те шăпланса ларчĕç. Тĕрĕссипех каламалла, Тараев та евчĕ пулса курман пирки мĕн тумаллине тĕшмĕртеймерĕ. Лена чĕтрекен аллисемпе сĕтел çине сарнă çивитти çӳçисене пĕтĕркелесе ларнине курсан тин вăл унăн амăшĕ патне пырса пуç тайрĕ.
— Хисеплĕ Улюн инке, — терĕ вăл темле кĕнеке çинче хĕр çураçнине çырса кăтартнине аса илсе, — Максим Максимч тилмĕрнипе паян сирĕн патăра евчĕ пулса килтĕм. Сирĕн çурхи хĕвел пек илемлĕ хĕрĕре вăл тахçантанпа юратса пурăннă, унсăр пурнăç тăваймастăп тет. Вăл сире хăвăра та чĕререн хисеплет. Çавăнпа эпĕ Ленăна качча парса хамăн тусăма чыс тума ыйтатăп.
— Пиçнĕ çырлана вăхăтра татни кирлĕ теççĕ. Лена ӳснĕ хĕр ĕнтĕ, качча тухма вăхăт çитнĕ. Каччине хăй кăмăллать пулсан манран чару çук, — куçне шăлкаласа каларĕ Улюн инке.
Тараев каччăпа хĕр çине пăхрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пуçĕсене усса тăраççĕ.
— Максим Максимч, пырса тыт хăвăн телейна, ăна тек нихçан та ан вĕçерт, — терĕ вăл аслă егере хавхалантарас тесе. Капитонов Лена патне пырса пуç тайрĕ.
— Савнă тусăм, — мăкăртатрĕ вăл, — пар аллуна. Иксĕмĕр ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле, алран-ал тытăнса утăпăр. Телей илсе пырсамччĕ манăн тăлăх кил-çуртăма.
Лена сăмах хушма вăй çитереймерĕ, хытканрах та илемлĕ аллисене Капитонов хулпуççийĕ çине хучĕ те пуçне ун кăкри çине пĕксе сасăпах йĕрсе ячĕ.
— Ĕмĕрлĕхех, тупăка кĕричченех санăн, — мăкăртатрĕ унăн çӳхе тути...
Тепĕр кунне Тараев Коннотяжный патне Капитонов авланасси çинчен çырса пĕлтерчĕ. Çав çырурах вăл Улюн инкепе Ленăна валли тупра туянма пулăшу ыйтрĕ. Шăпах туй пулас умĕн сунарçăсен совечĕ Улюн инкене нумай вăхăт лайăх ĕçлесе пурăннăшăн пĕр уйăх шалăвĕ парса премилерĕ. Вара çимĕк умĕн сунар станцийĕнче туй турĕç. Кам кăна савăнмарĕ-ши çав чаплă туйра? Ватă çынсем каланине ĕненсен ун пек кăмăллă мăшăр курманни нумай пулать-мĕн...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...