Кайăк тусĕ :: 14. Элек
Паян тăвас ĕçе ырана ан хăвар тенипе килĕшнĕ пулсан та Тараев Урнашкинпа Антонова ĕçрен кăларма кирли çинчен сунарçăсен советне вăхăтра пĕлтереймерĕ. Малтанах ăна Осип Осипч браконьерсем хĕненĕ хыççăн ура çине тăрайманни чарса тăчĕ. (Чирлĕ çынна ăçтан ĕçрен кăларма хăяс?) Кайран кĕтмен çĕртен çанталăк пăсăлни хупларĕ.
Чăнах та, пуш уйăхĕн малтанхи эрнинче çил-тăман калама çук ахăрчĕ. Уйри мăяна, чĕкеç курăкне, хыт хурана, хура эрĕме кăна мар, çырма-çатрана та хăйăр пек юр пĕтĕмпех шăлса кайрĕ. Тăман çума чарăнсан шартлама сивĕ шăнтса пăрахрĕ. Ку ĕнтĕ хавша пуçланă сивĕ хĕл ăшă çуркуннене парăнма вăхăт çывхарса çитнишĕн тарăхса юлашки хут урни пулчĕ пулмалла. Çапах та вăл кайăк-кĕшĕкшĕн чи йывăр вăхăт. Пуринчен ытла çум курăк вăррипе тăранса хĕл каçакан хир чăххисем аптăраса çитрĕç. Пĕр ирхине Максим Максимч Сарпи уйĕнчен ĕнтĕркесе çитнĕ вун ултă хир чăххи тытса килчĕ. Сивĕре ытти чĕр чунсене те пурăнма йывăр. Çавăнпа Тараев егерьсене пурне те пухса карсаксене тăрантарма çырма-çатрана- клевер ути пăрахтарса çӳрерĕ, вăрмана та хир сыснисемпе хир качакисем валли апат ытларах турттармалла пулчĕ. Кунсăр пуçне, Алтуховпа килĕшсе шур мулкачсем пурăннă вырăнсене ăвăс тураттисем касса пăрахса сӳрерĕç. Выçса хăрăннă мулкачсемпе пăшисем кашни каçах çав ăвăс хупписене шуратса пычĕç. Ĕçе чирлĕ выртакан Урнашкин çеç хутшăнмарĕ.
Тискер кайăксене тăрантарас тĕлĕшпе ĕçленĕ вăхăтрах Виктор вĕсен пурнăçне сăнаса вĕренессине те манмарĕ. Юлашки эрнере кăнтăр çутипе те, каçхи тĕттĕмреçутă çиçтерсе те фотоӳкерчĕксем нумай турĕ, вăрмансемпе уй-хирте мĕн курнине дневник çине пайтах çырчĕ. Çапла хĕрсе тăрмашнă вăхăтра Тараева сунарçăсен советне чĕннине пĕлтерекен телеграмма килчĕ.
Ĕçе кĕнĕ чухнех Тараев сунарçăсен советĕнче секретарьте ĕçлекен Галя ятлă хĕрпе паллашнăччĕ. Хулана çитсенех ăнсăртран çав хĕре хирĕç пулчĕ.
— Виктор Николаевич, — хаваслансах саламларĕ Галя, — мĕнле пурăнатăр?
— Чиперех-ха. Хăвăр мĕнле пурăнни çинчен ыйтмастăп та. Сăнран пăхсах паллă — тин çеç çурăлнă мăкăнь чечекĕ пек илемленсе кайнă, ытарма çук, — ăшшăн кулса каларĕ Тараев.
— Кулăрах манран, мĕскĕнрен. Анчах эпĕ çилленместĕп. Ĕненместĕр-и? Ĕненĕр çав, сире эпĕ хисеплесе пĕр хыпар пĕлтерем. Тип мунча кĕме хатĕрленсех тăрăр.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Тараев. — Эпĕ нимле айăпа та кĕменччĕ-çке.
— Урнашкин кунта килнине пĕлнĕ-и? Çавă сире пылчăк айне тăвасшăн икĕ кун çунса çӳрерĕ. Тĕрĕс ĕçленĕшĕн браконьерсем хĕненине пĕлсен те эсир ун хутне кĕмен тет. Хăйĕн заявленийĕнче темле Чĕкеç ятлă браконьера аса илчĕ. Çав хĕрпе эсир явăçнă пирки браконьерсемпе кĕрешес ĕçе тĕп тунă тет. Тата урăх киревсĕрлĕхсене те асăнать, совет çуртне çитсен хăвăрах курăр-ха. Çак хыпара хăвăр манран пĕлнине никама та ан калăр.
Тараев хăйне Урнашкин айăплама тăрăшнинчен ытлах тĕлĕнмерĕ. Ун пек çынран тем те кĕтме пулать. Çапах та сыхланма кирлине туйрĕ.
— Пуçлăхсĕм Урнашкин сăмахне ĕненеççĕ-и? — ыйтрĕ вăл.
— Роман Романч ĕненчĕ, Иван Константинович хăй шухăшне никама та каламарĕ. Усал хыпар пĕлтернĕшĕн айăп ан тăвăр, çĕнĕ çын тесе сире систерес килчĕ, — каччă çине хĕрхеннĕ пек пăхса каларĕ хĕр.
Сунарçăсен советне пырса кĕрсенех, Тараева Кипринский аслă охотовед патне чĕнчĕç. Çав вăрăм сăмсаллă, пуклак куçлă çынпа Виктор сунар хуçалăхĕнче ĕçле пуçличченех паллашнăччĕ. Çирĕм çул каярах Кипринский «Кашкăрпа тилĕ чăваш çĕршывĕнче» ятлă кĕнеке çырнă. Ун çинчен авторсăр пуçне пурте тахçанах маннă, анчах Роман Романович кирек хăçан та хăйĕн пĕчĕк кĕнеки çинчен асăнмасăр чăтаймасть. Виктор ун кабинетне кĕрсен халĕ те çав кĕнеке сĕтел çинче выртнине курчĕ. Ĕмĕре канцеляринче ларса ирттерекен ытти çынсем пекех, Кипринский хăй патне кĕнĕ çынна асăрхамăш пулчĕ. Ку ĕнтĕ аслă пуçлăх пĕччен, пурне те курас тесен унăн ĕç çинчен манмалла та пĕрмаях алăк çине пăхса лармалла тенине пĕлтерчĕ пулас. Вăл шăпах çак вăхăтра питĕ кирлĕ темле хута шыранçи туса куçлăхлă пуçне сĕтел сунтăхне чикнĕ те кирлĕ япалана сăмсипе шăршласа тупас тенĕ пек мăшăлтатать. Çыру сĕтелĕ хушшинче ларакан бюрократ çапла хăтланнине курсан кабинета кĕрсе тăнă çын ирĕксĕрех хăйне хăй ĕçлĕ çынна чăрмантармалла пулнăшăн айăпа кĕнĕ пек туйма пуçлать.
— Сывă-и, Роман Романович? — алă тăсрĕ Тараев сĕтел айĕнчен пуçне чалăштарса пăхакан пуçлăха.
Кипринский тӳрленсе лармасăрах пуçне пăрчĕ те, хăйне çав тери кирлĕ ĕç тума чăрмантарнă çынна хыпса çăтас тенĕ пек, икĕ рет хурçă шăлĕсене йĕрчĕ, чармак куçне куçлăх кĕленчине перĕнтерес пек пăркаларĕ, шыраса тупнă хута сĕтел çине васкамасăр сарса хучĕ те хăйне саламлама тăснă алла тирпейсĕр тытса чăмăртанçи пулчĕ. Аслă охотовед вăхăчĕ-вăхăчĕпе сунар хуçалăхĕнчи аслă егерьсене хăй патне чĕнсе пăсăрлантарать тенине Тараев унчченех илткеленĕччĕ. «Сунар хуçалăх начальникĕсем ăна пăхăнса тăмаççĕ-çке, вĕсене те ятлама тытăнас темест-ши ку?» — шухăшларĕ Виктор.
— Сана кадрсемпе сысналла выляма пуçланăшăн тăна кĕртме чĕнмелле пулчĕ, — терĕ Кипринский. — Мĕн пулса тухрĕ-ха сунар хуçалăхĕнче? Начальник ятне илтнĕ-илтмен тахçантанпа ĕçре палăрнă çынсене вырăнтан кăларатăн, браконьерсемпе кĕрешме пăрахрăн,вĕсем егерьсене тапăннине пĕлсен те хăнк та тумастăн. Юбкăллă браконьер тупăнсан унпа юратуллă вылянма тытăнатăн. Мĕне пĕлтерет ку? Эсĕ хăш патшалăхра ĕçлетĕн? Совет Союзĕнче апла хăтланмаççĕ, ĕлĕкхи саманара улпут-хуçа çапла тунă. Кам эсĕ? Эсĕ Пуришкевич мар-çке, Ехрем хуçа та мар, никам илтмен, ниçта та палăрман Тараев çеç. Мĕншĕн питĕ иртĕхетен? Мĕншĕн ырă çынсене тислĕк шывĕпе сапатăн? Мĕн-шĕн?.. Мĕншĕн?..
Пуçланчĕ тамаша. Кипринский самантсерен хĕрсе пырать. Унăн сасси кашни сăмах хыççăн хытăран та хытă янăрать. Чармак куçĕсем куç шăтăкĕсенчен сик-се тухса сывлăшра çакăнса тăнă пек курăнакан пул-чĕç. Пичĕ малтан хĕремесленсе, унтан кăвакарса кайрĕ. Вăл сурчăк сирпĕтсе ыйтать те хăех хуравлать, унтан татах ыйтать, татах хуравлать... вĕçĕ-хĕррисĕр. Ятла пуçланă чух вăл сăмахне суйлакалатчĕ, каярахран чĕлхе çине мĕн килнĕ, çавна персе яма тытăнчĕ. Паллах, ун пек чух чараксăр çăвартан хут çине çырма юрăхсăр сăмахсем те тухаççĕ. Атăл çинче ĕлĕк ĕçленĕ грузчиксем те çавăн йышши сăмахсене Роман Романович пек эрешлесе калама пĕлмен пулĕ.
Иртĕне пуçланă çын шавлама тытăнсанах кабинет алăкне такам тул енчен уçрĕ. Тараев куç хӳрипе пăхсах коридорта çынсем пухăнса тăнине асăрхарĕ. Вĕсем хушшинче ик-виçĕ хĕрарăмпа Урнашкин та пур. Кăшт тăрсан совет председателĕ Коннотяжный юлташ та унта пырса тăчĕ. Кипринский вĕсем çине çаврăнса та пăхмарĕ.
«Хама хам çак намăссăр умĕнче ĕне пăрушĕ пек йăваш тытсан малашне вăл мана кун кăтартас çук, ытти çынсем те хисеплеме пăрахĕç. Хăй вырăнне кăтартмалла манăн ăна, унсăрăн пуçăм пĕтет», — шухăшларĕ Виктор. Вара пуçлăх хушмасăрах пукан çине ларчĕ те урамалла пăхрĕ.
Çур сехете яхăн çуйхашсан Кипринский йывăррăн сывласа тарланă çамкине тахçанах супăнь шывĕ курман тутăрпа шăлса типĕтрĕ те хыçлă пукан çине тайăнса Тараев енне темĕскер калас пек шухăшлăн пăхрĕ. Унтан вăл çапла сăмах хушрĕ:
— Ăнлантăн-и? — ыйтрĕ вăл.
Виктор шăпăрт та шарламарĕ.
— Ăнлантăн-и тетĕп? — иккĕмĕш хут ыйтрĕ пуçлăх.Чӳречерен пăхса ларакан Тараев татах ним те чĕнмерĕ.
— Тараев юлташ, эпĕ санран ыйтатăп! — чунран тарăхса кăшкăрчĕ тепĕр хут вĕреме тытăннă пуçлăх.
Виктор ун еннелле васкамасăр çаврăнса ларчĕ.
— Мĕн терĕр эсир? — ыйтрĕ вăл сăпайлă çын сассипе.
Роман Романович куçĕсем сиксе тухас пек чарăлса кайрĕç.
— Эпĕ каланине ăнлантăн-и тетĕп.
— Каçарăр, эсир каланине пĕр сăмах та илтмерĕм, илтнĕ пулсан та ăнланаяс çук.
— Мĕнле ăнланаяс çук? — ыйтрĕ анкă-минкĕлене пуçланă Кипринский.
— Эпĕ чăвашла та вырăсла каланине çеç ăнланатăп, эсир ӳсĕрĕлсе урамра выртса-йăванса çӳрекенсен чĕлхипе калаçрăр. Çав чĕлхене мана атте-анне те, ытти йĕркеллĕ çынсем те вĕрентмен. Çитменнине, эсир хăвăра пăхăнса тăракан çынпа калаçнă чухнехи пек кĕрлерĕр, эпĕ, хăвăрах пĕлетĕр, сунарçăсен советĕнче Коннотяжный юлташа çеç пăхăнса тăратăп. Çавăнпа эсир манпа мар, урăх çынпа калаçатăр пулĕ тесе сире итлеме ăс çитереймерĕм. Тепре каламăр-ши, вара ăнланма тăрăшăп, — мăшкăлланине пытармарĕ Тараев.
Кипринский çăварне карчĕ те тип çĕре кăларса пăрахнă пулă евĕр пашкама тытăнчĕ. Сылтăм аллипе вăл чĕрине тытрĕ, сулахай аллине пушă стакан илчĕ. Виктор стакана шыв тултарчĕ.
— Ĕçĕр, Роман Романович, ун пек чухне сивĕ шывран пахи ним те çук, — терĕ вăл шăппăн.
Çак вăхăтра коридорта тăракан çынсем ахăлтатса ячĕç. Урса кайнă Кипринский алăри стакана алăк патне вăркăнтарчĕ. Вара кабинета совет председателĕ кĕчĕ.
— Сывă-и, Виктор Николаевич? — Тараева алă парса каларĕ вăл.
— Сывах-ха, Иван Константинович, хăвăр епле пурăнатăр? — ура çине тăрса саламларĕ Виктор. — Сывлăхăрсем мĕнле-ха?
— Тавтапуç, йĕркеллех-ха. Сире эпĕ чĕннĕччĕ, ма кунта кĕтĕр? Тӳрех ман патăма пымаллаччĕ.
— Роман Романч хăй мĕнле çын иккенне пĕлтересшĕн пулчĕ, ăна кăсăклансах итлесе лартăм.
Çапла калаçкаласа Тараевпа Коннотяжный юнашар кабинета пырса кĕчĕç. Унта икĕ сĕтеле «Т» сас палли пек туса лартнă. Вăл тӳрех Виктора хăйпе юнашар лартрĕ.
— Малтанах тискер кайăксем епле хĕл каçнине каласа парăр, — терĕ вăл.
Виктор сумкăран пысăк пакет туртса кăларчĕ те сĕтел çине ирĕкри чĕр чунсене ӳкерсе тултарнă фотоӳкерчĕксем сарса хучĕ. Кунта хурăн кăчки çисе ларакан ăсансем, таса уйра тунă ӳпле патне чупса пыра-кан хир чăххисем, йывăç çумне çакнă милĕксене çисе тăракан хир качакисем, çĕр улми купи патĕнче чакаланакан хир сыснисем, тăвар çулакан пăшисем, касса ӳкернĕ ăвăс хуппи кăшлакан шур мулкачсем тата ытти чĕр чунсем те тем чухлех.
— Хир сыснисене каçхине çутă çиçтерсе ӳкертĕм, çавăнпа тĕксĕмрех тухрĕç. Объектива мĕнпурĕ тăхăр сысна çеç шăнăçнă, хуçалăхра пурĕ вун ултă сысна, хам куçпах темиçе хутчен курса шутласа тухнă. Юлашки уйăхра çителĕклĕ тăрантарнă пирки вăрман тăрăх йывăр танксем пек çĕмĕрттерсе çӳрекен пулчĕç. Чир-чĕр аптăратмасан çитес кĕркунне вĕсен шучĕ хĕрĕхе çитессĕн туйăнать. Ватă сыснасем кăна, амасем пурте çăвăрламалла. Хĕле кĕрсен пилĕк сыснине сунарçăсене тыттарма пулать. Хир качакисем халĕ сахал-ха, вĕсене виç-тăватă çул хушши пăшал персе шуйхатма юрамасть. Пăшисем, юр тарăн пулин те, кăçал питех аптăрамарĕç. Сунар хуçалăхĕнче мĕнпурĕ те пĕр кашкăр кăна юлчĕ, вăл та пулин Сăр шывĕн леш енчи сĕм вăрмантан хутран-ситрен çеç килкелесе каять.
— Çапах та ăна тытма тăрăшас пулать. Вĕçен кайăксем мĕнле хĕл каçаççĕ?
— Ăсансемпе пăчăрсем чип-чиперех, хир чăххисем юлашки çил-тăманпа шартлама сивĕре нумай пĕтрĕç пулмалла. Вĕсене тăрантарма килес çул ӳплесем ытларах тăвас пулать. Аслă егерь сунар станцине ĕнтĕркенĕ хир чăххисене тытса килчĕ, халĕ кăвакалсем патĕнче «хăнара» пурăнаççĕ, тепрер эрнерен ирĕке яма пулать, сывалса çитеççĕ. Кӳлхĕрри Улкаш çынни, Журавлев Иван текенскер, хăй анкартинче утмăл хир чăххи тăрантарса хĕл каçарнă. Акă вĕсем, — терĕ Та-раев, пĕр фотоӳкерчĕке кăтартса. — Малтанах вăл вĕсене тĕрлĕ çум курăксен вăррипе тăрантарнă, юлашки вăхăтра ăна вирпе кантăр вăрри патăм.
— Кайăксене мĕн тума тăрантарать-ха вăл? Тытма мар-и?
— Çук, тытма мар. Вĕсен ăрачĕ ĕлĕкренпех ирĕкри кайăксене юратнă. Хушаматне те аманнă тăрнана хĕл каçма пулăшнăшăн хисеплесе панă Иван аслашшĕне.
Кайăксем çинчен сăмах пĕтсен Виктор кăвакал пĕвинче тĕкĕр пулăпа хура карас ĕрчетме шутланине тата Вăрăм хăртна вăрман ухлĕмĕпе топинамбур лартса ремиза тăвассине пĕлтерчĕ.
— Вăрлăх пур-и? — ыйтрĕ Коннотяжный. — Укçа-тенкĕ сметăра кăтартнинчен ытла пĕр пус та пама пултараймастăп.
— Вăрлăхне тупнă. Пулă лăккипе апачĕ туянма тата Вăрăм хăртнăра çерем уçмашкăн трактор тара тытма вун пилĕк пин тенкĕ кăна кирлĕ пулать. Кĕркунне пулă сутсан вăл ытлашшипех таврăнĕ.
— Ун чул илме пултаратăр, счетсене бухгалтерине парăр. Халĕ кадрсем çинчен ик-виç сăмах калăр. Наяновпа Антонова ĕçрен тахçанах кăлармалла пулнă. Унпа сăмахсăрах килĕшетĕп. Анчах Урнашкина мĕншĕн тапăнтăр эсир?
Тараев Урнашкин Шатра Михалапа пĕрле вăрттăн сунар туса пурăнни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
— Авă мĕнле çын иккен вăл Урнашкин. Тĕрĕссипе каласан, унăн куçĕ тахçанах вăрăнни пек выляннине асăрханă эпĕ, — тарăхса каларĕ Коннотяжный шăнкăрав кнопки çине пусса. Кабинета Галя кĕчĕ. — Урнашкина чĕнĕр!
Урнашкин пӳлĕме сыхланса кĕчĕ. Вăл Виктор çине пăхма именчĕ пулмалла, куçне çĕклемесĕрех хăйне кăтартнă пукан çине ларчĕ.
— Эсир панă жалобăна пăхса тухрăмăр. Президиум членĕсемпе калаçнă хыççăн сире объездчикран кăларас терĕмĕр. Барановсемпе епле çыхăннине пĕр пытармасăр каласан сире егерьте хăварма пултаратпăр, суйсан — паянах Улкашри сунар хуçалăхĕнчен кăларсаçаптаратпăр. Хăçантанпа Шатра Михалапа вăрттăн сунар туса пурăнтăр? — ыйтрĕ вăл.
— Мана вăрттăн сунара тухнине кам курнă? Тараев калани пĕтĕмпех суя. Тытман вăрă — вăрă та мар. — тунчĕ Урнашкин. — Саккун тăрăх эсир мана вырăнтан кăларма та, шалу сахалтарах тӳлекен вырăна та куçарма пултараймастăр. Объездчикран кăларсан сирĕн çинчен жалоба паратăп.
— Саккун тăрăх сире браконьерсемпе пĕр пулса ĕçленĕшĕн суда памалла. Çак самантран пуçласа хăвăр сунар хуçалăхĕнче ĕçлесси çинчен манăр! — терĕ председатель Урнашкина алăк çине кăтартса. Лешĕ ним шарламасăрах тухса кайрĕ. — Ĕçе кама илес тетĕр?
— Капитоновпа иксĕмĕр Патмарова объездчик тăвас тетпĕр. Антонов вырăнне егере кĕртме Çĕнкĕл ялĕнче пурăнакан Скворцов Степан ятлă чаплă сунарçа сĕнчĕç. Унăн докуменчĕсене эпĕ хампа пĕрле илсе килтĕм. Кӳлхĕрри Улкашра егерь çеç хăварас терĕмĕр. Унтаĕçлеме Тăрна Иванне илме пулать.
Коннотяжный Тараев панă документсемпе паллашрĕ.
— Килĕшетĕп, — терĕ вăл. — Виктор Николаевич, каçхине çичĕ сехетре хам хваттере чей ĕçме чĕнетĕп. Малашне пĕрле ĕçлемелле, лайăхрах паллашни кансĕрлемĕ. Калаçкаласа ларăпăр.
— Тавтапуç. Эпĕ паянах сунар станцине таврăнасшăнччĕ.
— Ан васкăр. Ыран сирĕн пата кĕрпе тиенĕ автомашина пымалла, çула май сире те лартса кайĕ. Халĕ тепĕр пĕчĕк ĕç. — Коннотяжный кнопки çине икĕ хутчен пусрĕ. Тепĕр самантран пӳлĕме Кипринский кĕчĕ.
— Роман Романч, Тараев юлташран сăлтавсăр кӳрентернĕшĕн халех каçару ыйтăр. Малашне сунар хуçалăх начальникĕсемпе кăна мар, егерьсемпе те йĕркеллĕрех пулма тăрăшăр. Анлантăр-и? — аслă охотоведа куçран сиввĕн пăхса ыйтрĕ Коннотяжный.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...