Кайăк тусĕ :: 30. Пурнăçпа вилĕм хушшинче
Викторăн куçĕ тĕтреленчĕ, чĕри хăвăрт тапма пуçларĕ.
— Мĕн пулнă? — хыпăнса ӳкрĕ Капитонов. Хуравлас вырăнне Виктор ăна Ирена çырăвне тыттарчĕ, хăй коленкор хуплашкаллă кĕнекене уçрĕ те çак сăмахсене вуларĕ: «Кандидат биологических наук Я.С. Тертицкий. Роль и значение кормовых ремиз в изменении ареала полезных зверей и птиц». Титул листин тӳнтер енне петитпа çапла çырнă: «Настоящая работа представляет собой сокращенный вариант кандидатской диссертации Я.С. Тертицкого. Автор в ней поднимает ряд актуальных вопросов, имеющих большое научное и практическое значение. Все фотоиллюстрации принадлежат автору книги и без его разрешения не могут быть воспроизведены в других изданиях. Издательство просит читателей присылать свои отзывы об этой книге с указанием возраста и профессии по следующему адресу...»
Çакă кĕнекене кам çырнине Тараев кăшт уçкаласа пăхсах пĕлчĕ. «Эпĕ çырнă диссертаци ятне улăштарма та ăс çитереймен эсĕ, Тертицкий! — шухăшларĕ вăл. — Мана ал çырăвне çул çинче вăрларĕç тесе пĕлтертĕн, ху ăна редакцие кайса панă. Ну, тăхта, тусăм! Паянтан пуçласа санăн кĕççе питӳ çине сурасси маншăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăрĕ. Сыхлан, йĕрĕнчĕк, сана хирĕç вăрçăпа тухатăп! Туса улталанине нихçан та каçармаççĕ. Эпĕ те сана намăс кăтартмасăр лăпланас çук!»
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...