Хĕн-хур айĕнче :: Тытăçу
Ак çак самантра Текей йăпшăнса,
Сехри хăпнăскер, пикенет тарма.
Пуху, пур ял-йыш, тĕлĕннĕ енне,
Кулать те мухтать Чакка вăй-халне.
Куштан Алапит сикме те хăрать:
— Эй, халăх... чарăр! Чарăр упана!
Эх, пĕтрĕ ывăл!.. Тытсамăр çавна...
Ну, çитĕ, Чакка! — тет вăл, макăрать.
Анчах та пуху халĕ Чакка май:
— Эс ху пуçларăн! — илтĕнчĕç сассем.
— Çитет-çке, Чакка, ăс патăн самай, —
Кулаççĕ хуллен унтах теприсем.
Хытах исленсе лăштăр кайсан çех
Чакка Итрене тивмерĕ текех.
— Ах, ман Яратав ма пулмарĕ-ши?
Вăл пулнă пулсан парăнаттăм-и?!
Мĕнпур халăхне сиреттĕм чăл-пар!
Ак ку упи хăй — вăл нимех те мар...
Ял-йыш Чакка май... Эсрел илтĕрех! —
Вăрçать Алапит, тарăхса йĕрсех.
— Эс мĕн кӳлешен?! Мĕн эс халăхпа?!
Ятлаçрĕç ăна хăшĕ тарăхпа.
Алапит шăпăрт. Тытать Итренне,
Ăна çавăтса утать кил енне.
Антранă Итрен аран сулланса
Каять ашшĕпе, темскер ылханса...
Çуйхашнă сасса Тайпи те çитет,
Хаяр Чаккине килне сĕтĕрет.
Тевенеш мучи тинех чылайччен
Калать пухăва Алапит çинчен.
Каç пулнă чух тин пуху саланать.
Тĕлĕннĕ ял-йыш пĕççе шарт! çапать.
* * *
Те ял халăхĕ Чакка майлăран,
Те, чăн та вара, ӳкĕнес енне —
Çак вăрçă иртсен тепĕр ик кунтан
Пырать Алапит Тевенеш патне.
— Тевенеш пичче, каçар турăшăн!
Ак ĕнтĕ ик кун çунать ман ăш-чик...
Ăсран тухсах çав, ухмах, тем муршăн
Эп çапрăм сана... Эх, ăссăр тăрлик!..
Эс кирлĕ мара тапратса яни
Пăлхатрĕ пулас питех те мана...
Хамран аслă çын çине ал хуни
Ытла та çылăх! Эх, ку пуç-тăна!..
Каçарччĕ, тур пул, Тевенеш пичче! —
Ирлет Алапит ват çын умĕнче.
— Мĕскер кирлĕ мар? Кирлине анчах,
Ху кутăн пирки тапратрăм ăна...
Сан вăрттăн ĕçне пĕлетĕп йăлтах.
Чакка хăй пачах айăпсăр кунта! —
Каларĕ старик, сивлеккĕн пăхса.
Нимскер пытарма май çукне курса,
Ларать Алапит чĕркуççи çине,
Йăвашшăн пăхса тăсать сăмахне:
— Тевенеш пичче, чăн, ман айăп пур.
Чаккана сутса кăтартрăм хĕн-хур,
Халь хăй те çампах пуль, çакна пĕлнипех,
Хупларĕ мана, — кăтартрĕ инкек!
Çавах эпĕ хам каçарăп ăна.
Анчах эсĕ те каçарччĕ мана.
Эс ватă, ыр çын, — хисеплĕ этем,
Эп сан çиллӳне епле-ха тӳсем?!
— Тин ан йăпăлтат... Тăр, апла ан лар!
Хама тивнĕшĕн — сана ним те мар;
Чакка тӳснĕ çын, — татах тăрăнан.
Асту, ун пирки хăвнах ак хуплан! —
Питлет Тевенеш чунтан çилленсех.
Куштан Алапит çĕкленчĕ каллех,
Каллех йăлăнать: — Тевенеш пичче!
Итле, ак эпĕ — турă умĕнче...
Текех Чаккана тивме тăрас çук,
Анчах çапах та ăна ырлас çук...
Пурмис хăй килсен, «йăнăшрăм» тесе,
Мĕнле те пулин сӳнтерĕп ĕçе.
Çапла тунипе мана эс каçар.
Леш — хăй сăмахне хунтах тыт, ан сар...
Старик Тевенеш, кăшт сиввĕн кулса,
Витӳллĕн, хыттăн хурать каласа:
— Каçар тетĕн эс?! Мĕнле каçару?!.
Итле-ха. Ак мĕн... Çакна эс асту:
Пурмис-тиекпе, выçтах пупсемпе —
Чараймăп, — явăç. Анчах чĕрӳпе
Нихçан та ан пул вĕсемшĕн чăн тус.
Тăван ял-йыша тăшманшăн ан пус!..
Ял-йыш çынни те вĕсем май пулсан,
Пĕтес пулать çех! Мĕнле пурăнан?!.
Ак халь те вĕсенчен тӳсетпĕр нумай.
Эсир те пăвсан, тӳсмешкĕн, ай-ай!..
Алапит
Ара, шухăшла, хаяр пуçлăха
Мĕнле-ха хăяс хуса кăларма?
Пырать те кĕрет — ыйтать вăл ĕçме.
Пĕлес пать вара унпа килĕшме...
Тевенеш
Ак ĕнтĕ хăвах чухла, Алапит:
Эс пĕр хăвна çеç хĕрхенетĕн пит!
Чаккан та çавах. Пахом утаман
Пырать те кĕрет... Ăна мĕн тăван?
Вăл пуçлăхунтан кăшт та кая мар:
Мĕскер вăл хушать — туртăнса ан лар!
Атту çавăнтах касать те хурать.
Хусах та хаяр, сан пĕлес пулать.
Алапит
Апли вăл апла... анчах та вăл ма
Хĕтĕртнĕ ăна мана çаратма?
Тевенеш
Юрать-ха сана çаратнă анчах.
Вĕлернĕ пулсан — пĕтеттĕн пачах.
Алапит (шăлăнса)
Ну, юрĕ унпа... тĕп пултăр ку ĕç!
Ял-йышăм усал, — пуçа та сутĕç...
Айта-ха, пичей, каяр ман пата,
Пăртакçă «тутли» юлсаччĕ унта.
Е, кăмăл пулсан, кунтах кӳртерем:
Ĕçер те пĕрре — пĕтчĕр сăмахсем..,
Хе-хе-хе!.. Итле, Тевенеш пичче...
Эй, тем курăн ĕмĕр тăршшĕнче!
Тевенеш
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...