Хĕн-хур айĕнче :: Тытăçу
Пулмасть пуль, тиллĕм... Мĕнех сан ĕçкӳ?!
Шăлса, ĕçтерсе мана çаврас çук.
Ăнлан эс: ман çук çиллес-кĕвĕçӳ,
Çавах эп санпа туслă пулас çук...
Пĕлетĕн: мана пур ял хисеплет.
Ял ман сăмахран тухмасть те иртмест.
Пĕр çав хисепе, ĕçкĕ ĕçтерсе,
Çаврасшăн эс халь, ху май илĕртсе.
Каях, кирлĕ мар пылак шерпетӳ!
Пулинччĕ пĕрре ултавсăр чĕлхӳ.
Алапит (урса)
Мĕнле вăл хисеп?! Пĕлместĕп ăна...
Питех хирĕçсен, палла эс мана:
Эс мар ял хуçи; хуçи ак вăл — ку!
Чакку-мĕнĕпех ăсатăп, асту! —
Лăс-лăс вăл силлерĕ хура çӳç-пуçне,
Сасартăк хăйне кăкăртан чышса,
Çаврайчĕ мăкăльт! пысăк куçсене, —
Хăвăрт тухса кайрĕ алăка тапса.
— Каях!.. Кай! — терĕ шур пуçлă старик,
Сикмерĕ пулас ун çирĕп чĕри.
Ачин ачисем çеç, шикленнĕ енне,
Тăраççĕ кайса тĕпел кĕтесне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...