Юманлăхра çапла пулнă :: 41-мĕш сыпăк
...Тепĕр темиçе кунтан вара акă мĕн пулса иртрĕ. Кĕтмен-туман çĕртенех, сасартăк, Илюкăн пĕчĕк йăмăкĕ Раис чирлесе ӳкрĕ. Йывăрланнă çемĕн йывăрланса пычĕ. Ялти медсестра ачан ӳпки ик енчен те шыçнă, часрах больницăна илсе кайăр тесе хут çырса пачĕ. Вара Илюк бригадиртан ыйтса лаша кӳлсе килчĕ те амăшĕпе йăмăкне лартса районалла чуптарчĕ. Улт-çич километр кайса çӳллĕ сăрт çинчи пĕр яла пырса кĕнĕ чух хĕрринчи виççĕмĕш пӳртрен купăс сасси, çынсем тĕпĕртетсе ташлани, юрлани илтĕнсе кайрĕ. Тем пирки ĕçкĕ тăваççĕ пулмалла.
Тăвалла хăпармалла пулнă пирки Илюк урапа çинчен анса юнашар утса пычĕ. Юрă-ташă илтĕнекен пӳртĕн сарлака чӳречисене яриех уçса янă иккен — шалти çынсем те тем чухлех курăнаççĕ. Пĕрисем чӳречесем умĕнче лараççĕ, теприсем ташлаççĕ. Ун пек чух иртен-çӳрен те пăхмасăр иртмест ĕнтĕ. Илюк та пăхрĕ. Пăхрĕ те — самантранах пат! чарăнса тăчĕ, унăн пĕтĕм çан-çурăмĕ сӳ! туса кайрĕ.
Чӳрече витĕр вăл хайхи тӳпеттейлĕ вăрра курчĕ... Темле хĕрарăма çупăрласа тытнă та ташша тĕвет кăна. Хăй кăркка пек хĕрелсе кайнă, шакла пуçĕ те хĕп-хĕрлех. Нимĕн иккĕленмелли те çук, çавах! Мĕнле килсе лекнĕ-ши вăл кунта? Анчах та, тен... вăл мар? Тепĕр чух пĕр пек сăнлă çынсем те пулаççĕ вĕт-ха... Çук, çук, ăна патĕнчерехрен пăхса лайăхрах, ним улталанмалла мар палласа илес пулать!
Илюк лашана çав пӳртрен маларах уттарса ирттерчĕ те васкасах тилхепине амăшне тыттарчĕ.
— Йăпăрт тăхта-ха, эп пĕр самантлăха çакăнта кĕрсе тухам...
— Мĕн тума? — тĕлĕнсе ыйтрĕ амăшĕ.
Анчах Илюк ăна хирĕç нимĕн те каламарĕ, калинккене шăлт-шалт уçса хупса кил хушшине кĕчĕ. Хăнасем кил хушшинче те, çенĕкре те нумай иккен, пурте тенĕ пекех ӳсĕр, çавăнпа та Илюк çине никам та çаврăнса пăхмарĕ. Вăл пӳрт алăкĕ умĕнче чарăнса тăчĕ, çынсен пуçĕсем урлă кармашса шалалла пăхма тытăнчĕ. Шакла пуçлă вăрă çаплах сикет-ха, ураран ӳкиччен ташлама тара кĕрĕшнĕ тейĕн!
— Çав... шакла пуçли, кам вăл? Ăçтисем? — тытăнчăклă сасăпа ыйтрĕ Илюк хăйĕн умĕнче тăракан хĕрарăмран.
— Атăлкассисем тет пулас. Çак кил хуçисен инçетри хурăнташĕ тет-и...
Илюкăн иккĕленесси пĕтрĕ. Çавах ку, урăх никам та мар! Халех, епле те пулсан хăвăртрах милицие çитсе пĕлтерес пулать кун çинчен! Пĕрине çаклатсан ыттисем тупăнаççех!..
Вăл урама каялла чупса тухрĕ те урапа ӳречи çине сиксе ларнă-ларман тилхепене амăшĕн аллинчен илсе лашана пĕррех çурăмĕ тăрăх пушăпа кастарса илчĕ. Вăйлă лаша вырăнтанах сиккипе тапранса кайрĕ. Вара тăватă километр хушши, мĕн района çитичченех, Илюк ăна вĕçĕмсĕр, пĕр чарăнмасăр хăваларĕ.
— Лашине ма ун пекех чупатаратăн? Лăш парсам ара кăштах, пӳлĕнсе ӳкĕ тата! — терĕ амăшĕ темиçе хут та.
— Васкамалла-ха, анне, шутсăр васкамалли ĕç сиксе тухрĕ! — кăшкăрчĕ ăна хирĕç Илюк.
— Мĕн пулчĕ тата ун пек тăруках?
— Кайран калăп, анне, кайран! Халь часрах района çитес пулать!
Амăшĕ ним шухăшлама, ним калама аптăрарĕ...
Больница тĕлне çитсе тăрсан Илюк амăшне: «Эсĕ тухтăр патне кĕме çырăн, эп халех килетĕп», — терĕ те çавăнтах милици уйрăмĕ еннелле чупрĕ. Амăшĕ ун хыççăн çав тери тĕлĕнсе, ним ăнланмасăр пăхса юлчĕ...
Çакăн хыççăн пилĕк минут та иртмерĕ пулĕ — милици уйрăмĕн кил хушшинчен «сăпкаллă» мотоцикл шатăртатса тухрĕ. Рульне Квасов лейтенант тытнă, ун хыçĕнче Светлов майор ларать. «Сăпкана» Илюк вырнаçнă. — Хăвала хытăрах! — кăшкăрчĕ майор. Анчах Квасова кун çинчен калама кирлĕ те мар ĕнтĕ. Мĕн тумаллине вăл хăех пĕлет. Халь кăна вĕсене Илья Ивуков Улхашри пĕр ĕçкĕре хăрушă преступника ăнсăртран курни çинчен пĕлтерчĕ. Йăнăшмастăп, пит лайăх палларăм тет. Çавăнпа та халь вĕсем ытти пур ĕçсене те пăрахса çавна тытма каяççĕ. Паллах — васкас пулать, питĕ васкамалла!
Урам варринчи чул сарнă шоссе çине тухсанах Квасов газ хушрĕ. Мотоцикл тăрук кăн-кăвак çăра тĕтĕм кăларса хыттăн персе янă чул пекех малалла ыткăнчĕ. Спидометр стрелки унталла-кунталла чĕтренсе илчĕ те майĕпе çӳлелле хăпарма тапратрĕ. Урамăн ик енĕпе лартса тухнă шур туналлă хитре çамрăк хурăнсем вĕлт те вĕлт туса кăна юлчĕç, çанталăкĕ лăпкă, сывлăш ним хускалман пулин те питрен çил кастарма тытăнчĕ. Илюка шоссе çулĕ мотоцикл кустăрмисем айнелле çав тери хăвăрт юхса кĕнĕ пек туйăнчĕ. Çул хирĕç шуса килет, виçĕ çын ларнă мотоцикл малтан мала ыткăнать...
Мăн шоссепе улт-çич минут кайсанах вĕсем сылтăмалла, ансăр урапа çулĕ çине, пăрăнчĕç. Мотоцикл хыçĕнчен çумăр пĕлĕчĕ пек хура тусан йăсăрланчĕ. Ак ĕнтĕ Улхаш уй хапхи патне те çитсе тăчĕç вĕсем. Хапхине уçма майор хăй сиксе анчĕ.
— Килĕ хăш енче? — хăвăрт ыйтрĕ вăл Илюк патне пĕшкĕнсе.
— Кунтан кайнă чух сулахайра...
— Лавккаран çӳлерех-и е аяларах?
— Кăштах иртсе каяс пулать. Тăват-пилĕк кил урлă.
— Эппин, патнерех çитеспе эс мана хулран туртса систер.
— Юрать! — пуçĕпе сулчĕ Илюк.
Мотоцикл каллех мĕкĕрсе ячĕ. Пӳртсем кинори пек кăна курăнса иртрĕç. Урамри тусан ăшĕнче чаваланакан чăхсем вилесле хăраса, çухрашса мечĕксем пек унталла та кунталла сирпĕнчĕç. Авă хĕрлĕ кирпĕчрен тунă лавкка та курăнса кайрĕ. Ун умĕнче темле грузовик тăрать, крыльца çинче темиçе çын чĕлĕм туртать.
Вăр-р!.. иртсе кайрĕ мотоцикл лавкка тĕлĕпе анаталла. Çынсем тĕлĕнсе кăна пăхса юлчĕç: «Ăçта мурне васкаççĕ кусем çав тери?..»
Илюк майора çаннинчен туртрĕ.
— Чарăн! — Квасов хăлхинчен кăшкăрчĕ вара майор. Мотоцикл чарăнса тăрук чăх! чăх! турĕ те шăпланса ларчĕ.
— Чупрăмăр! — терĕ майор нихăшĕнчен малтан сиксе анса. — Машини кунтах тăтăр. Ертсе кай, Ивуков! Хăш килте?
Илюк малта курăнакан симĕс решеткеллĕ пӳрт çине тĕллесе кăтартрĕ:
— Ав çав, тимĕр витни...
Вĕсем хӳмесем çумĕпе анаталла чупрĕç. Кĕçех ĕçкĕ шавĕ илтĕнсе кайрĕ — тахăшĕ юрлать, тахăшĕ кăшкăрать, антăхса каясла купăс çухăрать, пӳртре тĕпĕр-тĕпĕр, кĕрс! кĕрс! сикеççĕ. Калама йывăр, тен, Илюк хальхи пек нихçан та пăлханман пулĕ. Сиксе тапакан чĕри пырĕ патнелле çĕкленсе пынăн туйăнчĕ. Халех акă вĕсем çав киле çитеççĕ те, вара... Мĕн пулать-ши вара? Илюк леш шакла пуç çине кăтартать, майорпа лейтенант пистолечĕсене кăларса ун çине тĕллеççĕ:
— Руки вверх!
Лешĕн ирĕксĕрех аллисене çĕклесе парăнмалла пулать — хăв çине тĕлленĕ икĕ пистолетран хăтăлаймăн!
Чупнă çĕртех çапла шухăшласа пычĕ Илюк. Хăй мĕн шухăшланисене куç умĕнчи пекех курчĕ. Анчах ĕçсем пĕртте вăл шухăшланă пек пулмарĕç. Вĕсем виççĕшĕ — майор малта, Квасовпа Илюк ун хыççăн — çынсем юрлакан-ташлакан пӳрте хăвăрт кăна чупса кĕчĕç те алăк патĕнчех чарăнса тăчĕç. Милицисене курсан пӳртрисем пурте тăруках шăп пулчĕç. Хăшĕсем хытă хăрарĕç пулмалла, мĕншĕн тесен сĕтел çинче сăра витрисемпе юнашар ячĕшĕн кăшт çеç çырла шывĕпе пĕветнĕ сăмакун четверчĕсем иккĕ тан каçăрăлса лараççĕ.
— Тытма килчĕç...
— Пĕтрĕмĕр хайхи, апăрша! — пăшăлтатса илчĕç тахăшĕсем.
Пĕр авăк никам та чĕнмерĕ. Унтан майор икĕ утăм малалла ярса пусрĕ те аллине çĕклесе пурне те илтĕнмелле хушса каларĕ:
— Халех саксем çине ларма ыйтатăп. Пурне те. Ларăр вырнаçса!
Çынсем — урăраххисем те, ӳсĕррисем те — ним ăнланмасăр ун-кун пăхкаласа илсе, пĕрин хыççăн тепри тĕрткелешсе хăйсем валли вырăнсем тупса ларчĕç. Каллех шăп пулчĕ.
— Лайăхрах пăх, хăшĕ? — Илюк хăлхи патне пĕшкĕнсе шăппăн хушрĕ майор. Илюк васкасах çынсене йĕркипе пăхса кайрĕ. Пĕри, тепри, виççĕмĕш, тăваттăмĕш... хĕрарăмĕ, арçынĕ... Анчах леш çын — шакла пуçли — ĕçкĕ халăхĕ хушшинче курăнмарĕ.
— Çук вăл... — майор пекех шăппăн пĕлтерчĕ Илюк.
— Тепĕр хут пăхса тух... Тимлĕрех!
— Чăнах та çук ара...
Çав самантра сĕтел пуçĕнчи хыçсăр пукан çинче чейник тытса ларакан кил хуçи, шĕвĕр сухаллă кукша çын, ура çине тăчĕ те милицисем çине питĕ шиклĕн пăхса чĕтрекен сасăпа сăмах хушрĕ:
— Начальник юлташ, эсир кунта такама шырамастăр пуль те? Анчах та ман патра пĕр ытлашши çын та çук... Веçех тантăш-пĕлĕшсемпе хурăнташсем. Тавăрна халăхĕ...
— Тĕрĕс, пире санăн хăнусенчен пĕри кирлĕччĕ, — терĕ ăна хирĕç майор. — Кажиков ятлă çын... Кажиков Прохор. Хăй самăртарах вăл, шакла пуçлă, тӳпеттейпе çӳрет. Пулнă-и вăл паян сирĕн патра?
— Прохор кум-и? Пулмасăр ара, пулнă!
— Ăçта вăл халь? Кунта çук-çке...
— Вăл... вăл пурччĕ-ха, анчахрах кунтаччĕ... — çынсем хушшинелле унталла та кунталла пăхса илчĕ шĕвĕр сухал. — Ак эсир киличчен кăна ташларĕ...
— Тăруках ăçта çухалчĕ эппин вăл? Тен, пытанчĕ ăçта та пулин?
Майор тата пĕр-икĕ утăм туса пурне те пăхса çаврăнчĕ.
— Никам та курмарĕ-и вăл тухса кайнине? Çынсем пĕр-пĕрин çине пăхса хускалкалама, йăшаланма тытăнчĕç.
— Э-э, астурăм, вăл лавккана каятăп, кум валли хамран пĕр литр очищĕнни илсе килетĕп терĕ! — сас пачĕ кĕрекере ларакан сар сухаллă пĕчĕкçеç старик. — Килти эрехне ĕçесшĕнех мар та-ха вăл, тиркет те...
— Ăна эп те илтрĕм, лавкка çинчен пуплерĕ, — хушса хучĕ тепĕр хăни.
— Хăçан кайрĕ? Паçăрах-и?
— Халь кăна-ха, пилĕк минут та иртмерĕ пуль... Майор хăйпе юнашар тăракан Квасов лейтенанта хулĕнчен тĕртсе пуçĕпе алăк еннелле сулчĕ:
— Кайрăмăр! Ивуков, эсĕ те!
Вĕсем виççĕшĕ те кил хушшинчен тухса урам еннелле чупрĕç. Унтан майор калинккене уçрĕ кăна — вĕсен тĕлĕпе, урам тăрăх анаталла, паçăр ялпо лавкки умĕнче тăракан грузовик ним майсăр кĕмсĕртетсе, шăтăк-путăксем тĕлĕнче хăлтти-халтти сиккелесе иртсе кайрĕ. Урампа тусан мăкăрланса юлчĕ çеç. Унччен те пулмарĕ — туран тахăшĕ калама çук хытă кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Сто-ой! Сто-ой!.. Вĕлере-еп!..
Майорпа Квасов та, Илюк та пĕр харăсах çав сасă илтĕннĕ çĕрелле пăхрĕç те урампа кăвак комбинезон тăхăннă çамрăкрах çын чупса аннине курчĕç.
— Сто-ой! — çаплах кăшкăрчĕ вăл курăнми пулнă машина еннелле чышкипе юнаса.
Майор ун патнелле ыткăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ, юлташ? — хăвăрт ыйтрĕ вăл. — Кам эсĕ, мĕншĕн кăшкăратăн?
— Шофер эпĕ, — терĕ лешĕ аран сывласа. — Пĕр шуйттанĕ хам куç умĕнчех ман машинăна вăрларĕ! Куртăр та пулĕ — халь кăна çак урампа анаталла вăркăнса анса кайрĕ!
— Епле пулчĕ-ха вăл?
— Эп йăпăртлăха лавккана кĕтĕм çула май ачасем валли пĕремĕк илес тесе. Моторне те выключат тумарăм... Куртăм, лавккара пĕр жулик майлăрах этем, шакла пуçлăскер, хĕрлĕ эрех пехлесе тăратчĕ. Унпа пĕрле тата икĕ çын пурччĕ, вĕсене вăл тем каласа ахăртатчĕ. Пĕремĕк илнĕ çĕрте черет пулнипе мана ытла часах параймарĕç те, кĕтмелле пулчĕ. Унтан сасартăк машнна моторĕ кĕрлесе кайни илтĕнчĕ. Эп çаврăнса та пăхмарăм, тата кам та пулин машинăпа пырса тăчĕ пуль терĕм. Унтан пĕри мана айăкран кăт! тĕкрĕ. «Сан лашуна çавăтса кайрĕç!» — тет. Эп çавăнтах тула сиксе тухрăм, анчах машинăн хӳрине çеç курса юлтăм. Чорт пĕлнĕ-и ăна! Кăнтăр кунĕнче, пĕтĕм халăх умĕнче вĕт-ха! Тытас пулать ăна мĕнле те пулсан, майор юлташ! Çакăнта тепĕр машина пулнă пулсанах хуса çитеттĕм-ха та эп ăна... Эсир — влаç çынни, калăр-ха, хушăр, çак колхозран машина паччăр! Эй, шуйттан, шуйтта-ан, ма кĕтĕм пуль ку эсремет лавккине! — Ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ шофер.
— Тытатпăр, — терĕ майор ăна куçĕнчен пăхса, — ан пăшăрхан!
Çавăнтах Квасова хушрĕ:
— Хуса кил часрах машинăна!
— Есть! — Лейтенант тăвалла, хăйсен мотоциклне тăратса хăварнă çĕрелле, чупрĕ те тепĕр минутранах каялла кĕрлеттерсе çитрĕ. Майорпа Илюк хăйсен малтанхи вырăнĕсене йышăнчĕç.
— Манăн та пырасчĕ сирĕнпе пĕрле! Машинине манăнне вăрларĕç вĕт-ха! — йăлăнчĕ шофер. — Ачине кунта хăварăр, ун вырăнне эп пырам!
— Юлмастăп, — терĕ Илюк. — Манăн вăл вăрра санран та ытларах тытас килет-и тен!
— Ачине хăвармастпăр, а эсĕ пире кунта кĕтсе тăр, — терĕ майор ăшталанса тăракан шофера. — Питех кĕтес килмест пулсан колхозран машина ыйт, тен, парĕç...
Çак калаçу питĕ, питĕ хăвăрт пулса иртрĕ. Темиçе самантранах милици мотоциклĕ малалла вăркăнчĕ, спидометр йĕппи каллех çӳлелле хăпарса кайрĕ. Малтан мотоцикл çырманалла чăмрĕ, унта шултăркаса кайнă кĕпер хăмисене кĕмсĕртеттерсе илчĕ те сăрталла ухă йĕппи пек ывтăнса тухрĕ. Умра халĕ тӳрем те анлă хир сарăлса выртать, ун урлă урапа çулĕ кукăр-макăррăн тăсăлса каять. Ялтан вăрласа тарнă грузовик курăнмарĕ, вăл çак çулпа кайнине инçетре йăсăрланакан тусан пĕлĕчĕ çеç палăртса тăчĕ. Паллах, руле хăй аллине ярса илнĕ вăрă тарса хăтăлас тесе машинăна хĕрхенсе тăмасть ĕнтĕ, мĕн май килнĕ таран хăвалать ăна. Ку машина çине вăл лавккара эрех ĕçсе тăнă вăхăтра яла милицисем пырса кĕнине асăрхасан сиксе ларнă вĕт. Паллах, милици ăна тытма пынă... Тахăшĕ кайса «шакканă» ĕнтĕ! Машини хуть те çунса кайтăр та, анчах унăн хăрушлăхран епле те пулин аяккарах тарса ӳкес пулать...
— Хăвала, лейтенант, вăл вăрмана кĕрсе кайиччен ĕлкĕрес пулать! — Квасов хăлхинчен кăшкăрчĕ майор. — Вăрманта çул ансăр, иртсе каяймастпăр!
Мотоцикл чи пысăк хăвăртлăхпа пычĕ, спидометр йĕппи пĕрмай 120—130 çинче чĕтренчĕ. Лакăм — лакăм мар, тĕмеске — тĕмеске мар, хăш чухне Илюк «сăпкаран» тухса вăркăнас пекех сике-сике илчĕ. Анчах та ку ăна пăшăрхантармарĕ-ха, вăл пĕрмай, пĕрре куç хупмасăр тенĕ пек, малалла пăхса пычĕ: грузовик час курăнакан пулать-ши, ăна хăвăртрах хуса çитме пултарăпăр-ши? Урăх çĕрелле каяйман-ха вăл, кунта çак пĕртен-пĕр çул кăна, анчах çитсе тытасси темлерех пулать?
Çапах та тепĕртак кайсан малти грузовик курăнма пуçларĕ. Илюка ку тем пекех савăнтарса ячĕ: «Çитетпĕр, тытатпăр!» Чăн та, хальлĕхе инçеччĕ-ха, анчах грузовикпа мотоцикл хушши пĕчĕкленсех, кĕскелсех пычĕ. Паллах, ют машинăпа таракан вăрă пĕрре кăна мар каялла çаврăнса пăхнă ĕнтĕ, халĕ хăйне мотоцикл хăваласа çитме пуçланине те курнă вăл, çавăнпа та моторăн пĕтĕм вăйне кăларма тăрăшнă, ним çине пăхмасăр, хăрушла хăвăртлăхпа ыткăнса пынă. Анчах мотоциклран нимĕнле машина та тарса ӳкеймест çав...
Акă грузовик патне çитесси пĕр çур километртан ытла та мар юлчĕ. Унтан виççĕр метр, икçĕр... Грузовикăн кайри йĕкĕр кустăрмисем урнă пек çаврăнни, вĕсен айĕнчен тусан палкаса тухни çывăхрах курăнать ĕнтĕ. Малти тĕксĕмрех симĕс вăрман та мотоцикла хирĕç питĕ хăвăрт çывхарса килет. Илюк майор сăмахĕсене асаилчĕ: «Вăл вăрмана кĕрсе кайиччен ĕлкĕрес пулать...» Ĕлкĕрĕпĕр-ши?..
Грузовика хуса çитсе пынă май мотоцикл рульне пӳрнисем шуралса кайичченех пăчăртаса тытнă лейтенант урăххи çинчен шухăшларĕ: «Енчен те ку бандит тăрук тормоз парса машинăна чарса лартсан эпир ун çине çав тери хытă пырса çапăнатпăр, вара мотоцикл та арканать, хамăра та пысăк инкек пулма пултарать: е вилетпĕр, е ним майсăр аманса пĕтетпĕр. Ун пек пулсан вăрă та тарса хăтăлать...»
Светлов майор та çавăн çинченех шухăшланă пулмалла.
— Сылтăмалла тыт! — кăшкăрчĕ вăл Квасова. — Сылтăм енĕпе пăрăнса кабинăпа пĕр тан пыр! Иртсе те ан кай, кая та ан юл!
Майор çапла майпа мĕн тăвасшăн пулнине Илюк малтанах ăнланмарĕ, анчах тепĕртакран ăна хăй куçĕпе хăй курчĕ... Мотоцикл çулăн сылтăм енĕперех пырса грузовика хуса çитрĕ, унăн кузовĕнчен иртсе кабинипе танлашрĕ.
— Чарăн! Халех машинăна чар! — кăшкăрчĕ майор кабинăн сылтăм енчи уçă чӳречерен. — Илтрĕн-и? Чарăн!..
Руль çумне кăкăрĕпе çыпăçса ларнă пекех пыракан вăрă шофер вăл кăшкăрнине те илтмерĕ, те юри çавăрăнса та пăхмарĕ. Майор хушнине итлесе грузовика чарса лартас вырăнне вăл ăна тата хытăрах ячĕ пулмалла — пĕр вăхăтлăха мотоцикл унран вунă-вун пилĕк метр кая татăлса юлчĕ. Унтан, грузовик кабинипе каллех танлашсан, майор малтанхинчен те хытăрах, хаяррăн кăшкăрчĕ:
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...