Юманлăхра çапла пулнă :: 41-мĕш сыпăк
— Юлашки хут калатăп — чарăн! Унсăрăн эпĕ халех кустăрмасене персе шăтаратăп! Е хăвна персе пăрахатăп!..
Вăрă хăйне çапла асăрхаттарнине те хăлхана чикмерĕ. Вăл епле пулсан та вăрмана çитсе ӳкесшĕн пулчĕ пулмалла, — грузовика малаллах ыткăнтарчĕ. Анчах мотоцикл юлмарĕ унран — юнашарах пычĕ. Çав самантра вăрă хăй аллинчи машинăна тăрук сылтăмалла пăрас пулсанах мотоциклистсем аяккалла вăркăнса кайма пултарнă, анчах вăрри хăрани-мĕнĕпе ун пек-кун пек шухăшлама пĕлмерĕ курăнать, вăл машинине малалла хăваларĕ.
Паллах, вĕçĕмсĕр кун пек пулса пыма пултараймасть ĕнтĕ. Вăрман та çывхарсах килет. Унта тата кансĕртерех пулать — грузовикпа юнашар пыма та май çук, тӳрех канавалла тĕшĕрĕлсе анатăн. Вăрри тăрук тухса ӳксе чăтлăхалла та тапса сикме пултарать... Çакна асра тытса пулас çав Светлов майор мотоцикла грузовик çумне тата çывăхарах, сĕртĕнмелле илсе пыма хушрĕ те ларкăч çинчен çĕкленсе малтан пĕр аллипе, унтан тепринпе те борт хĕрринчен ярса тытса машина çунатти çине сикрĕ.
Вăрă шофер майор еннелле капкăна лекнĕ кашкăр пек çаврăнса пăхрĕ. Унăн куçĕ юнпа тулнă — хĕп-хĕрлĕ, çамки çине шултра тар тапса тухнă, хăй хаш та хаш сывлать. Пăхма хăрушă! Майор кабина алăкне хăвăрт кăна уçса ячĕ те часрах пистолетне кăларса вăрра тӳрех пуçĕнчен тĕллерĕ:
— Перетĕп, халех чарăн! Ну?..
Вăрă чĕнмерĕ, вăл майор çине тата тепĕр хут çисе ярасла пăхса илчĕ, унтан тăрук сылтăм аллине рультен уйăрса аялалла усрĕ те атă кунчинчен çап-çутă вăрăм çĕçĕ туртса кăларса майора чикме сулса ячĕ. Анчах майор çав самантрах аяккалла пăрăнчĕ, çĕçĕн бритва пек çивĕч вĕçĕ унăн кителĕн çаннине çеç çурса тухрĕ. Вăрă тепĕр хут сулса ярсан майор ăна пĕррех ал тунинчен тытса пăчăртаса лартрĕ те тарласа кайнă шакла пуçĕнчен пистолетпа питĕ хытă çапрĕ. Вăрă аллисем лĕнчĕрех кайрĕç, çĕççи тухса ӳкрĕ, руле тытманнипе машина тăрук сулахаялла пăрăнса чутах çул хĕрринчи канава сикетчĕ, анчах майор хăрах аллипе руле питĕ хăвăрт тытма, пĕр урипе вăрă урине аяккалла сирсе тормоз педалĕ çине пусса лартма ĕлкĕрчĕ. Малти кустăрмисемпе кĕç-вĕç канава шуса анмалли машина тинех тăп! чарăнса тăчĕ...
Грузовик моторĕ шăпланса ларсанах мотоцикл та чарăнчĕ. Квасов лейтенант часрах çĕре сиксе анса грузовикăн сулахай енчи алăкĕ патне ыткăнчĕ те ăна пĕрре туртсах уçса ячĕ. Пуçран çапнипе анкă-минкĕ пулнă вăрă шофер çак алăк çинелле тайăнса ларнă-мĕн те Квасов алăка уçса ярсанах ун çинелле ӳкрĕ. Квасов тытма ĕлкĕреймен пулсан вăл çул çинех тĕшĕрĕлсе анатчĕ ĕнтĕ.
— Пуçне çыхас пулать, — терĕ майор Квасов вăрă кĕлеткине кабинăран туртса кăларнă хыççăн çĕре анса.
Вăрăн тăнлавĕ тĕлĕнчен юн сăрхăнать. Ăна майорпа Квасов пĕри хул айĕнчен, тепри урисенчен тытса канав урлă каçарса хурсанах Квасов сăмса тутрине çурса ун пуçне туртса çыхрĕ. Вăрри çаплах тăна кĕреймерĕ-ха, — кăн-кăвак кăвакарса кайнăскер, куçĕсене хупса йывăррăн сывласа выртрĕ.
— Сив шыв кирлĕччĕ, шывпа уçăлать вăл, — терĕ майор. Вăл унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ. Унтан хăйпе юнашарах вăрă çине çиллессĕн пăхса тăракан Илюка: — Ивуков, ав çавăнта, вăрмана кĕрсессĕнех, сылтăм енче, валак пур пек астăватăп. Чуп-ха, кузовран витре илсе шыв ăсса кил! — терĕ.
— Юрать, халех! — терĕ Илюк ăна хирĕç, вара йăпăр-япăр грузовик çинчен лапчăнса пĕтнĕ витре илсе анчĕ те вăрманалла чупрĕ.
Çав вăхăтра хыçалта, çул çинче, тусан мăкăрланни курăнса кайрĕ — темле машина кунталла питĕ хăвăрт ыткăнса килет иккен. Шăп Илюк валакран шыв ăсса таврăннă самантра çав машина милицисем тĕлне çитсе тăчĕ. Кабинăран хайхи лавкка умĕнче хăй машинине вăрлаттарса янă шоферпа тепĕр çын сиксе тухрĕç...
— А-а, лекрĕн-и, ирсĕр! — хаяррăн кăшкăрса ячĕ шар курнă шофер çĕрте выртакан ал туйи пек сулăмлă патака çĕклесе. — Вĕрентĕп эп сана ют машинăсене епле вăрламаллине! Вĕлеретĕп çакăнтах!.. — Тен, çапатчех пулĕ те, анчах та майор ăна хулĕнчен çавăрса тытма ĕлкĕрчĕ.
— Ан хăтлан, юрамасть ун пек тума! — терĕ вăл. — Выртакан çынна çапмаççĕ — ку пĕрре, иккĕмĕшĕнчен — самосуд тума пире никам та право паман.
— Анчах ăна çын машинисене вăрласа тарма право кам панă? Вăл мана хама тĕрмене хупмалла туса хуратчĕ вĕт, йытă! — кăшкăрчĕ шофер.
— Ăна уншăн судпа айăплаççĕ. Сан машинуна вăрланăшăн кăна мар, ăна айăпламалли сăлтавсем татах та нумай-ха, пуç тӳпи таранах. Хăйне мĕн тивĕçлĕ пулнине пĕтĕмпех параççĕ халь ăна, кулянма кирлĕ мар уншăн, — терĕ те майор Илюк аллинчи витрене илсе вăрă пуçĕ çине, унтан пĕтĕм кĕлетки тăрăхах чашлаттарчĕ.
Лешĕ вара темиçе самантранах куçне уçрĕ.
Тăхтаса тăмасăрах ăна машина кузовĕ çине хăпартса, çурăмĕпе кабина çумне тайăнтарса лартрĕç. Руле халь ĕнтĕ çăлса хăварнă машинăн чăн-чăн хуçи тытса пычĕ. Квасов лейтенант каллех милици мртоциклĕпе вĕçтерчĕ, майорпа Илюк — хăйсем тытнă вăрăпа пĕрле кузовра. Малтанах нихăшĕ те чĕнмерĕ, унтан майор сăмах хушрĕ:
— Ну, мĕнле, Кажиков? Каллех тĕл пултăмăр-и? — терĕ те вăрра ун çывăхнерех куçса ларчĕ. — Пĕр-пĕрне эпир миçе çул курманччĕ-ха çав?
— Сакăр çул... — хăрăлтатса илчĕ лешĕ.
— Палларăн-и мана?
— Ăçтан манатăн-ха сан пеккисене? Эсир хăвăрăн çинчен аса илтерсех тăратăр вĕт! Сирĕн йăх нихçан та пĕтес çук...
— Тĕрĕс калатăн, Кажиков. Пирĕн йăх нихçан та пĕтес çук, анчах сирĕн йăх пĕтсех пырать. Акă эсĕ те каллех лекрĕн ĕнтĕ, хăçан ирĕке тухса киле таврăнасси те паллă мар. Çапла, эсир пĕчченшерĕн-пĕчченшерĕнех пурнăçран тухса ӳксе пыратăр! Тытса пĕтеретпĕрех сире, халăх ĕнси çинче усал сăвăссем пек ларса пурăнма, халăха кӳрентерме памастпăр.
— Ытлашши ан мухтан, начальник! Сирĕн аллăрсем кĕскерех-ха пире пуçĕпех пĕтерме, — сайра шăлĕсем витĕр сăмахĕсене сăрхăнтарса кăларчĕ Кажиков.
— Эпир мар, халăх тĕп тăвать сире. Халăхăн пин-пин алă, Кажиков! Çĕр айне пытансан та туртса кăларать, халăхран çăлăнаймастăн. Халăх хăйĕнчен мăшкăллама та памасть... Ак сана та паян эпир мар, çак ача тытрĕ. — Майор пуçĕпе Илюк еннелле сулса кăтартрĕ. — Сăмах май каласан, эсĕ ку ачана паллама тивĕç. Юманлăхри лавккана çаратнă каçхине эсĕ унран илнĕ хуçмалла çĕççе çухатса хăварнă. Тирпейсĕр ĕçленĕ, ытлашширех васканă курăнать... Ватăлатăн, Кажиков! Сакăр çул каялла эсĕ конвойран вĕçерĕнсе тарма та пултарнăччĕ, астăватăн-и? Чăн та, эпир сана тарнă хыççăн часах шыраса тупрăмăр, анчах çапах та малтан тарнăччĕ эсĕ... Паян акă машинăпа та тарса ӳкеймерĕн, мăнтарăн... Шеллетĕп сана, Кажиков! Тепре ирĕке тухсассăн профессие улăштарма тивет пуль санăн, вăрра çӳресе тăранса пурăнаймастăн эсĕ малашне... — тăрăхларах калаçса пычĕ майор.
Унтан вăл кĕсйинчен пирус кăларса чĕртрĕ те çав хушăрах Кажиковран ыйтрĕ:
— Туртассу килет-и?
— Тем пекчĕ, — терĕ лешĕ майор çине çаплах куç харшисем айĕн шăтарасла пăхса.
Арестленĕ çынна та пирус чĕрттерсен майор каллех сăмах пуçларĕ. Хальхинче вăл вăрă çине пăхмасăрах, хăй тĕллĕн сăмахланă пек кăна калаçрĕ:
— Йĕри-тавралла лайăхрах пăх-ха эсĕ, еплерех вĕресе тăрать пирĕн пурнăç, епле лайăхланса, илемленсе пырать вăл. Çынсем çине пăхсан та чун савăнать... Пурте ĕçлеççĕ, ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасшăн тăрăшаççĕ. Пурин те чĕрисенче çутă ĕмĕт... Анчах санăн мĕн пур? Эх, Кажиков, Кажиков! Шутла-ха: кам эсĕ, мĕн эсĕ?.. Никама кирлĕ мар тĕпренчĕк. Кивĕ тĕнче тĕпренчĕкĕ! Чĕрӳ те шăтăк чĕрес пекех пуш-пушă санăн, пуçунта та пĕр шухăш та çук. Кашкăр çеç пулнă эс ку таранччен. Çынсене кӳрентернĕ те хăвăн карланкуна тултарнă, унтан ăçта та пулин пытанса выртнă... Этем пурнăçĕпе пурăнса курман вĕт эсĕ, пурнăç сан тĕлпе йӳçĕ тĕтĕм пек шуса иртсе кайнă. Çынсем пурнăç тунă вăхăтра эсĕ вĕсене чăрмантарса тарăхтарнă кăна, çынсен тăшманĕ пулса тăнă, пурте чĕререн курайман тăшман. Анчах пирĕн халăх тăшманĕсене хăйĕн çулĕ çинчен ним хĕрхенмесĕр шăлса ывăтать. Çӳппе шăлса тăкнă пек. Эсĕ те çав çӳпĕ шутĕнче... Анчах этем ретлĕ пулса халăхпа пĕр кăмăллăн пурăнма шутлакансене эпир пĕтерсе хумастпăр, вĕсене хамăрах çын пулма пулăшатпăр. Ăна пĕлетĕн эсĕ. Анчах так çавăн çинчен эсĕ хăçан та пулин шухăшласа пăхнă-и хăвăн пуçупа? Питĕ, питĕ шухăшламалла пулнă санăн! Халь те кая мар-ха... Пĕтĕмпех хăвăнтан килет!
Вăрă нимĕн те чĕнмерĕ. Тăпра тĕслĕ пулса кайнăскер, шăлĕсене çыртса вăл пĕрмай çĕрелле пăхса пычĕ. Кам пĕлет, тен, чăнах та, кун пек пурăнма юраманни çинчен шухăшларĕ-ши?..
Çав кунах, малтанхи допросрах, Кажиков хăйсем Юманлăхри лавккана мĕнле çаратни çинчен пĕтĕмĕшпех каласа панă. Вăрланă япаласене ăçта чикнине, хăйĕн çав «ĕçре» пĕрле пулнă тусĕсем çак вăхăтра ăçта пулма пултарнине те каланă. Вăраха ямасăрах Светлов майорпа Квасов лейтенант ăна Шупашкара министерствăна илсе кайнă. Кунта çĕнĕрен допрос тунă чухне вара Кажиков çапла каланă пулать:
— Маншăн халĕ пурĕ пĕр. Лекнĕ тĕк — лекнĕ. Çавăнпа та йăлт тĕрĕссине калатăп. Анчах малашне «тĕвĕлесе лартатăп», хуть ватлăхра та пулин çынсем пек пурăнса курас...
Çав кунах, каçхине, Илюкпа кӳршĕ хĕрачи Натали урамри пĕренесем çинче питĕ кăмăллăн шăкăлтатса калаçса ларчĕç. Вĕсене никам та кансĕрлемерĕ. Мĕн çинчен калаçрĕç-ши вĕсем?
Паллах, пурнăç çинчен пулĕ. Иртни çинчен те, малашнехи çинчен те. Вĕсем халь пĕчĕк ачасем мар ĕнтĕ.
Иккĕшĕн те чĕрисенче пысăк ĕмĕтсем...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...