Хĕн-хур айĕнче :: Çапăçу
Тевенеш
Киле халь каймастăп... Эп тӳснĕ... тӳсем!
Ватса арпаштарнă тĕрме ăшĕнчен
Эшкерĕпе тухрĕç хăтăлнă çынсем, —
Чакка патне пычĕç, кашни хăйĕнчен
Тав турĕç, ал пачĕç, ыр сунчĕç вĕсем.
Тĕрме пушанать ак. Вилçурт ăшĕнчен
Çăра хура тĕтĕм тухать палкаса,
Усал хĕсĕк куç пек чӳречесенчен
Чĕлхе пек хĕлхем-вут сикет ялкăшса.
Ик кун иртсе кайрĕ. Пăлхав çыннисем
Тустарчĕç мĕнпур пек приказ-кантура,
Вĕсен пур ĕç хучĕ, ĕç кĕнекисем
Çĕклемĕ-çĕклемпе кĕлленчĕç вутра.
Нумай тупса уçрĕç эрех нӳхрепне,
Пайтах тупрĕç çимĕç, —пĕр пăшал складне.
Ĕçе-ĕçе çирĕç, тумланчĕç хăшсем, —
Ик кун иртнине те сисмерĕç вĕсем.
Пĕр-пĕр пуçлăхне хуть тупасчĕ тесе,
Хулипе ухтарчĕç, юлмарĕ пĕр кил...
Çар пуçĕн кил-çурчĕ выртать ишĕлсе,
Тĕк-çӳç вĕçтерет çеç унта сивĕ çил.
Анчах «çĕлен йышĕ» лекмерĕ алла.
Вĕсем тарса пĕтнĕ килтен вăхăтра.
Пĕр-икĕ тиек çеç, шĕшлек пулăлла,
Типпе тăрса юлнă трактирлĕ çуртра.
Çак икĕ çынтан ак пĕри — шырани,
Сала-ял тиекĕ, ĕçпе килнĕскер.
Кушлавăш этемĕ ăна, кам курни,
Пыра-пыра тапрĕ. Вăл пĕтрĕ имшер.
Пăлхавçăсен çарĕ хулана илсен,
Кунти вырăссем те çĕкленчĕç хастар.
Ремис-алăстаçă, пур чухăн мещен
Пăлхавçăсемпе пулчĕç пĕр кавар.
Хула патĕнчи улпут ялĕсем
Помещиксене тăкрĕç аркатса.
Пĕр харăс, çиллĕн хусканса вĕсем, —
Хула хушшине те пычĕç шавласа.
— Чăваш-и е вырăс — пирĕн пĕр тăшман:
Усал пуçлăхран тек тӳсетпĕр хĕн-хур...
Чиновник, улпут, чунилли-кантур
Тĕп пулччăр! — терĕç вĕсем пĕр чунтан.
Хула çыннисем те пĕр отряд туса,
Ăна валли пухрĕç тĕрлĕ хĕç-пăшал.
Бобров ятлă çивĕч, паттăр вырăса
Асли пек туса, — сунчĕç вăй-хавал...
Анчах та кунтах хăш-пĕр выçă куç —
Пĕлесшĕн пулмарĕç пăлхав сăлтавне.
«Купца ампарне çех çапса-ватса уç!
Çарат лайăх!» — терĕç вĕсем хăйсене.
Хăш-пĕр ĕçке ернĕ мещен-хĕсметсем
Текех ватма пăхрĕç эрех нӳхрепне.
Ăс-тăнлă та паттăр, маттур хусахсем
Тăтăш хуса ячĕç çав сĕлĕхсене.
Ирпе те, çĕрле те,
Сасартăк, темле те —
Пахомпа Чакка тек хăйсем пуçарса
Чул мăнастире пăхрĕç штурмласа,
Штурмпа ĕç ăнмарĕ —
Стена тайăлмарĕ...
Тĕреклĕ те çӳллĕ стена хыçĕнчен
Çĕршер кирпĕч, чул, вĕри сăмала,
Тăхлан, тимĕр — тем те вăрчĕç кашнинче
Пăлхавçăсен килчĕ ялан чакмалла.
Тăваттăмĕш кун вăл, Пахом — утаман
Канаш тума пухрĕ хăй тусĕсене.
Вĕсен кăмăл-шухăш сумне хакласан,
Каларĕ вăл хăйĕн тату сăмахне:
— Пĕчикçĕ пушарăн хăвачĕ сахал.
Ăна пур енне те вĕрсе сармалла.
Пăлхавăр вăйлантăр, вăл ӳстĕр кал-кал...
Ĕçе тума хăвăрт çынсем ямалла.
Йĕри-тавраллах та — уес тăрăхне
Халех тухса кайччăр хастарлă çынсем.
Хускатчăр унта хĕн-хур тĕнчине.
Çĕкленччĕр, пăлханччăр хĕнри чурасем!..
Пахом кăшт тăхтарĕ. Шутларĕ самант.
Чакка çинелле вăл пăхать тинкерсе:
— Чакка, эс пулатăн кунта утаман.
Пĕр пин çын ытла эс юлатăн илсе.
Ку «çар» сана халлĕх çитет сыхланма.
Вăл йыш ӳсмелле тек... ӳссех пымалла.
Анчах та ăна ан пар саланма...
Хисте çынсене тек, — çĕкле, хавхала.
Леш чул картишри çăхан ушкăнне
Сыхла куç илмесĕр, пĕр çын ан кăлар.
Çими вĕсен пулĕ... Шыв пĕтнĕ енне —
Часах парăнаççĕ. Унччен хураллар...
Вĕсем Хусанах, тен, çын янă пулсан,
Çапах пулăшу-мĕн халех çитес çук.
Пăлхавăр хăватлă ӳссе сарăлсан
Эпир, çар килсен те, пĕтместпĕр ун чух...
Эп хам халь каятăп пĕр çирĕм çынпа
Çавал çырми тăрăх, Хусан еннелле.
Лавруш та, Иваш та, Алтын та манпа
Тухса саланаççĕ тĕрлĕ çĕрелле... —
Чакка хирĕçмерĕ хăйне хушнипе.
Хĕрӳ сăмах пачĕ тĕреклĕн тăма.
Чиперрĕн тумланчĕ хула тумĕпе,
Урам тăрăх кайрĕ «çарне» астума.
Çӳрерĕ чылай вăл. Кашни эшкерте
Хăй уйăрса лартрĕ «есаулсене»1.
Арлан, Ухваниç, Бобров, Сементей —
Пулаççĕ ун хăйĕн алли вырăнне.
Ĕçрен пушансассăн Чакка, ырнăскер,
Çул май кĕрсе ларчĕ пĕр ват çын патне.
Çынни ку — Вершинин, тӳре пулнăскер.
Халь лăпкăн вĕçленĕ ватă кун-çулне.
Хăй тĕрĕс пирки вăл, тӳр чунлă пирки,
Питех килĕшмен-тĕр уес пуçлăхне, —
Ун пĕлĕш-таврашĕ, ĕçки-кĕреки
Нихçан йышăнман çак ват судьяна.
Кайран уес пуçĕ хăй савман çынна
Ĕçрен те кăларнă пĕр кăлтăк тупса;
Халь ĕçсĕр вăл ларнă. Çак тарăхăва
Вершинин ăшра çеç усранă тытса.
Кӳреннĕ Вершинин пăлхавçă ĕçне
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...