Хĕн-хур айĕнче :: Çапăçу
Чакка канаш уçрĕ васкав ыйтупа.
Кунта — тусĕсем ун пĕрле.
Шăв-шавлă хĕрӳ сасăпа
Вĕсем шут тăваççĕ
Юр-вар, çăкăр-çимĕç çинчен;
Вĕсем канашлаççĕ
Хĕç-пăшал тупассийĕ çинчен...
Умри ыйтусем татăлман-ха,
Пыраççĕ вĕсем сарăлса.
Çаплах ахăрать çил-тăман та,
Кĕрлет тип юра çавăрса...
Шап-шур йăсăрланчăк, лутра
урампа,
Тĕл-тĕл юр тултарнă, кĕрт хӳнĕ
çулпа
Çĕмрен йĕппи евĕр вĕçсе ту енчен
Пĕччен юланут килсе çитрĕ.
Чăнккас çурт умне çитейсен,
Яш çын ут çинчен çĕре сикрĕ.
Утне юпаран кăкарса,
Чупсах вăл кĕрет хапхаран.
Хуралçă-мужик кăшкăрса
Ăна чарма тăчĕ хыçран.
Яш çын тем каларĕ, — васкарĕ,
Чупсах кĕрсе кайрĕ пӳрте...
Чакка ăна час асăрхарĕ
Çынсем йышлăн ларнă çĕртех.
Пăхать сăнаса вăл —
Иваш хыпăнса кĕнине,
Курать ун пит-куçĕ çунса тăнине.
Темле тимĕр савăл
Çапăннă пек пулчĕ Иваш курăнни, —
Вăл хыттăн, васкавлăн, кĕскен
калани.
Иваш
Илемсĕр хыпар:
Хусан çулĕпе çывхарать утлă çар!..
Чакка
Хăвах-и эс куртăн? Ăçта, хăш тĕлте?..
Иваш
Инçе эпĕ пултăм — Пăлханнă çĕрте...
Эпир Пахомпа-çке... пулсаччĕ пĕрлех
Çак Хурăнлă çул — мăн çул хĕрринчех.
Кунтан хĕрĕх çухрăм кайсан, — пысăк ял.
Эпир çавăнтаччĕ... Çитрĕ утлă çар...
Отряд пысăк мар та... анчах хĕç-пăшал!
Ик-виç çĕр çын пулĕ, — унтан кая мар...
Çитейрĕç, — пуçланчĕ кĕç юнлă мунча!
Тапратрĕç — кам лекнĕ ăна хĕнеме.
Хăват çитеймерĕ тăрса çапăçма.
Аван-ха, май килчĕ ялтан сирпĕнме.
Чакка
Пахом хăй ăçта?
Иваш
Лерех... вăрманта...
Чакка
Килмест-им эппин?
Иваш
Хыçран вăл çапасшăн мĕнле те пулин...
Чакка
Мĕскер тума хушрĕ мана утаман?
Иваш
Вăю çитмесессĕн — тухан хуларан.
Çитес пек пулсан — хатĕрлен çапăçма.
Анчах вăхăт çук сӳтĕлме, çывăрма!
Чакка
Эх-хе, хĕç-нăшалччĕ! Пĕр-ик çĕр пăшал!
Пăшал — юрăхли ман питех те сахал...
Çавах, тăвансемĕр, хăрамалла мар.
Чăн ирĕк кун-çулшăн хастарлăн тăрар!
Ан манăр пĕри те: вĕри чун-чĕре
Темле пăшала та çĕнет тĕнчере!..
Иртет тавлашуллă кĕске калаçу.
Канаш татăлать: «Пĕчик хулара
Чипер çапăçма та, çĕнме те май çук.
Лекетпĕр таппа çеç, пĕтетпĕр вара!
Халех çывăхри вăрмана куçмалла.
Унта ак куратпăр: мĕскер тумалла?»
Хуларан хĕвеланăç енче
Çавал тăрăх ларнă юманлăх ращи.
Ращийĕ ку пысăк. Çырмалăхсенче
Хĕлле кунта çул та пулман ытлашши.
Пĕртен ансăр çул çеç раща варрипе
Кунтан иртсе тухнă Кушлавăш енне.
Хĕлле, хулăм кĕрĕт хĕвсе лартнипе,
Çав çулсăр ниçтан та йĕр çук ращине.
Пăлхавçăсен çарĕ, пин çурлă эшкер,
Кунта килсе çитрĕ çĕр аллă лавпа...
Ку çар, пĕр таттисĕр юхса тăнăскер,
Халь ĕнтĕ ӳсмен вăл, тек хухнă майпа...
Хресчен, ĕç чăвашĕ, хăйне хĕснине
Тӳсми тарăхса хыт пăлханнă часах;
Хаяррăн çĕкленнĕ вăл пусмăр çине.
Анчах çапăçмашкăн кайман аякках.
Паха пулнă уншăн çĕршывĕн чĕрçи;
Анчах тăван килĕ — пушшех пахарах.
Çемйи, хăй ял-йышĕ, кил-çурчĕ, пахчи
Ăна çыхса лартнă пин çыхăпалах.
Çав çыхă кăкарнă хресчен çыннисем
Нумай кайса пĕтрĕç пăлхав ĕçĕнчен.
Анчах халь кунта тăрса юлнисем
Пуçне хума хатĕр, — мăшкăл куриччен.
Çинçе, кукăр-макăр, йăштак çулпала
Пăлхавçăсен йышĕ инçе тăсăлса,
Шур уй тăрăх вăрăм, хура лентăлла
Лавпа та, çуран та шăвать васкаса.
Умра сĕнксе ларнă хура ращана
Чĕр лентăн хӳрийĕ кĕрсе те пĕтмен, —
Ик тупăран пенĕ кĕрлев таврана
Пит хыттăн янратрĕ хула хушшинчен.
Кисревлĕ мăн сасă хула халăхне
Систерчĕ — чарусăр пăлхав вырăна
Çӳлтен патша çарĕ килсе çитнине.
Мăнаç мăнастир те çапать мăн чана...
Чакка приказ пачĕ:
«Çитет! Чарăнар!
Пире кĕç хăвалĕç, — тарма юрамасть.
Тарсан — çул çинче йăлт аркатĕç чăл-пар!
Тăратпăр каçчен те, — унта куç курать...»
Чакка йĕркелерĕ шуйханнă йышне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...