Хĕн-хур айĕнче :: Ăнăçсăр хăтару
Çур каç тĕлĕсем. Çĕр çийĕ тăпах.
Йăлтраççĕ çӳлте хушка çăлтăрсем.
Лӳ-лӳ! сулхăн çил çапать тăтăшах.
Çывраççĕ ялсем, уйсем, ращасем.
Ак çак самантра раща çуммипе
Пырать пĕр-пĕччен Чакка юрттарса,
Пырать вăл çинçе сукмак ĕрешпе,
Кантур ялнелле тӳрĕ çул тытса...
Ак, хай ял умрах — раща хыçĕнчех.
Кунта ĕнтĕ вăл ларать çĕн кантур.
Каç хӳтлĕхĕпе, шикленмесĕрех,
Чакка ку яла çитет пит маттур.
Кантур — çĕнĕ çурт, кивви вырăнĕнчех, —
Ларать ĕлĕкхин кăмрăкĕ çинче.
Халь çеç тунăскер, — çурчĕ пĕчĕкрех,
Ик-виç хуралт çеç ун таврашĕнче.
Кантур çывăхне пырса çитсенех,
Чакка кăкарать çӳрен лашине;
Ак пĕчĕк тĕрме — ларать пĕчченрех!
Чакка йăпшăнать часрах ун патне.
«Кунта пуль Юксар... Энтри... ман
кил-йыш...» —
Çунать, хыпăнать ĕшеннĕ Чакка.
Тăпах-ха, чĕнмест ыйхăллă картиш,
Туймасть вăл шуса пыран таркăна.
Тăрать, ак, таркăн тĕрме хыçĕнче —
Пур пек сас-чĕвве сăнать тăнласа.
Ак, илтрĕ, хайхи — тĕрме ăшĕнчен
Пĕр сасă тухать çинçен антрашса.
«Тайпи ку!.. Тайпи!.. Мĕнле-ши çăлас?!» —
Хĕрӳллĕн сикет Чаккан вут чĕри.
Каллех, ак каллех... йынăшнă пек сас.
Паллах, ку хупнă çынсем тертленни!
Чакка ак тĕрме çуммĕн йăпшăнать.
Пĕр мăксăр хушăк тупать вăл аран;
Шаккать ерипен, шаккать те тăнлать:
— Тайпи!.. Ятарин! — тет хăй хушăкран.
Начар кив тĕрме, амбар майлăскер,
Чакка сăмахне хирĕç шарламасть;
Ун ăшĕ, малтан сас-чӳ панăскер,
Халь чунсăр пулса лăш та сывламасть.
Улт-çиччĕ чĕнсен, шалтан аранах;
Кам-ха вăл Тайпи? — тенĕ сас тухать.
Чакка пĕлтерет кĕске сăмахпах.
Шалти сас хуллен каласа парать:
Эс ыйтнă çынсем вĕсем кунта мар:
Пулас пать, анчах... подвалта пулас...
Асту, ерипен... сас-чӳ-мĕн ан яр,
Хуралçă салтак тултахчĕ, — тет сас.
Ма хупрĕç сире, тăван? — тет Чакка.
Сасă
Хĕлле, кантура çунтарнă чухне,
Пире те унта хутшăннă тесе,
Нумай арçынна, хĕрарăмсене
Хупрĕç ку ялтан... ларатпăр типсе.
Чакка
Май çук-ши сире çăлса кăларма?..
Нумай-и кунта хурал салтаксем?..
Сасă
Салтакĕ сахал. Çапах та çăлма
Ниçтан майĕ çук. Сыхă-çке вĕсем.
Чакка
Çыврать-тĕр хурал, — ăна эп кăнтам.
Унтан тĕрминне виттине ватам.
Сасă
Ай, çук! Май килмест. Эс вĕт пĕр-пĕччен.
Мĕскер тăвайăн вĕсем сисиччен?!.
Пирте айăп çук, пире ямалла...
Вĕтсен те вĕтĕç тепрер, чăтмалла...
Чакка
Апшурни комантă аллине лексен,
Каçарĕç тесе ан кĕт, ан ĕнен!..
Ну, килĕп çăлма çынсемпе, эппин,
Ик-виçĕ кунран...
Сасă
Ик-виç кунран тин?!
Чĕнмерĕ текех Чакка ку çынна.
Каçать те кĕрет кантур картишне.
Пăхать, йăпшăнать — курмасть никама.
Вăл хăвăрт утса кĕрет сарайне.
Курать ак кунта — тăррисĕр пура...
Пура ăшĕнче — çĕр подвал ани.
Подвал анийĕ уççине кура —
Шăнк хытрĕ Чакка, пулать сывлами.
Унччен те пулмасть, подвал тĕпĕнчен:
— Ах, кайсам... ан тив!..— тесе йынăшса,Хĕрарăм сасси илтĕнет хуллен.
Чакка шăм-шакки илет сăркаса.
Тинех вăл курать: подвал çийĕнче
Выртать пĕр пăшал тата йĕнлĕ хĕç!
Чухларĕ Чакка ку мĕн иккенне, —
Шăртланчĕ вăл пит, çурлас пек кĕç-вĕç.
Çӳхе çут хĕççе йĕнрен кăларса,
Чакка подвала ӳпĕнсе пăхать:
Пăч-тĕттĕм шăтăк тăрать хуралса...
— Эс-и ку, Тайпи?.. Кам санран кулать?
Тайпи... тух! — тет вăл подвал тĕпнелле.
Йыт вĕрчĕ таçта, хапха умнелле.
— Эй, ыр çын!
Çăлсам...
Çăлсам мăшкăлтан! —
Тет сас подвалтан.
Унччен те пулмасть, подвал анинчен
Ялт! çеç курăнать мундирлĕ салтак.
Чакка ăна ласт! сулать мăйĕнчен.
Салтак кăшкăрма хăтланчĕ пăртак,
Анчах çивĕч хĕç памасть кăшкăрма —
Тăл-пӳ çинчи пуç лачăр усăнать,
Лӳппер ӳт лӳч! çеç ӳкет подвала.
Хапха енчи йытă хыттăн хамлатать.
— Ну, тухăр часрах, хуралçă тек çук! —
Хаяррăн чĕнет шăртланнă Чакка.
Уй-хире ĕнтĕ çапнă кăвак çут,
Часрах тармалла çумри ращана!
Ялта автансем, ăмăртса майлах,
Автаççĕ хĕрсе — çунатсем çапсах.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...