Хĕн-хур айĕнче :: Ăнăçсăр хăтару
Сарай çийĕнче чĕвĕл-чĕкеçсем
Пуçлаççĕ юрра, хавассăн вĕçсе.
Ак çак самантрах тĕттĕм подвалтан
Тухать васкаса хĕрарăм мĕлки.
— Чакка!..
— Эх, Тайпи!..—
Хурланчĕç чунтан.
Чĕлхе çаврăнмасть ăш кӳтнĕ пирки.
Чакка
Ăçта ыттисем?.. Ăçта Ятарин?..
Тайпи
Вĕлерчĕç персе... тарма тăнă чух...
Чакка
Ох!.. Тайпи!.. Тайпи!.. Хăçан ку, эппин?
Тайпи
Ялтан килнĕ чух... Ай, халь тăнăм çук...
Чакка
Айта хăвăртрах! Чуп ман хыçăмран...
Тайпи
Вăй-халăм-çке çук, ах... пулмасть манран.
Чакка ак çакать хĕçпе пăшала,
Тарма пикенет часрах уялла.
Ларать вăл хӳме çине улăхса,
Çĕклет Тайпине — уя каçарать.
Уя тухсанах, утне утланса
Лараççĕ; сиксех лаши ярăнать.
Раща еннелле хăвăрт ыткăнса
Çырма хĕррипе пырать юланут;
Çил пек пынă май, хытах такăнса,
Ӳкмех те пуçлать лаши пĕр-ик хут.
Анчах та çынни — Чакка — çирĕпскер,
Айри лашинчен хăпмасть, сухăр пек;
Умне Тайпине тытса ларнăскер,
Хыçал еннелле пăхкалать хăй тек.
Пĕр-ик çухрăма каять вăл тарса;
Раща инçе мар — умрах тĕмĕсем...
Сасартăк хыçра — шăлт та шалт! туса
Янратрĕç уя пăшал сассисем.
Чакка йăлт пăхать — курать: ял енчен
Улт-çпчĕ салтак, нăшалпа персех,
Чупаççĕ шскен вĕсен хыçĕнчен!
Ак, ак пульăсем шӳлеççĕ йĕрсех!..
Чакка, хăвăртрах пытанас тесе,
Çырма еннелле çаврать лашине.
Лаши пур вăйпа пырать сиктерсе.
Инçех те мар, ак, çырма хĕррине:
Шăй-шай! шăхăрчĕç каллех пульăсем,
Юнпа чĕрĕ ӳт шыраса вĕçсе.
Унччен те пулмасть: — Ух! Ай!.. лекрĕ тем...
Ы-ă-ăх! — терĕ çеç Тайпи ĕнтрешсе.
Чакка лашине хурĕ хытăрах.
Çырма хĕррине çитсе перĕнсен,
Палтăрт! такăнать çӳрен урхамах, —
Ӳкет, вăрăнать вăл хыса хĕрринчен;
Чакки ун çинчен Тайпи-мĕнĕпех
Вашт! çеç сирпĕнет çырма тĕпнелле.
«Пĕтерчĕç... ай ту-ур!.. Пĕтерчĕç тинех!..
Мĕн ку?! Чăнах-и е тĕлĕк, темле?!»
Минтренĕ Чакка, ăнкармасăрах,
Сикет те тăрать, тавра пăхкалать.
Курать арăмне: выртать вăл шăпах,
Тăнлав тĕлĕнчен юн тапса юхать.
Çӳрен урхамах унтан çӳлерех
Выртать месерле, пуçне тăратса.
Ун сылтăм ури сып тĕлĕнченех
Аманиă иккен, пуля çапăнса!
Тăн илнĕ Чакка тăмарĕ çĕтсе:
Хĕçне-пăшалне çакать хăй çумне,
Çĕклет Тайпине ик хулĕ çине,
Чăмать çыранти çӳçелĕх ăшне.
Анчах инçех те пулмасть тарасси:
Пĕр çирĕм утăм ярса пуссанах,
Илтет вăл — хыçрах салтаксен сасси.
«Ай!.. Мĕскер тăвам?.. Тавăрам
лайăхрах!..
Хĕмленнĕ Чакка тăрать чарăнса,
Хурать Тайпине çӳçе тĕм айне.
Хăвăрт пăшалне илет вăл хывса,
Вăрт-варт авăрлать те чупать мал енне.
Хăпарчĕ Чакка малти хысана,
Пĕр шĕшкĕ тĕми хыçне лăпчăнса
Пăхать кай енне, курăнать ăна:
Улт-çичĕ салтак пырать ыткăнса.
Чупаççĕ вĕсем тӳрем çеремпе —
Çӳçеллĕ çатра çырма хĕрнелле.
Чакка чĕтрекен вĕри алсемпе
Тĕллет пăшалне вĕсем çинелле.
Ак, ак салтаксем çырма хысинче, —
Пăхаççĕ тăрсах лаша выртнине.
Ват унтер-пуçлăх тăрать умĕнче,
Темскер вăл хистет хăй командине.
Шаталт! — тет пăшал малти хысаран.
Унччен те пулмасть, хăй унтер тӳнет.
Ытти салтаксем, сехри хăпнăран,
Тӳрех — çырмана... Çӳçелĕх чĕтрет.
Пĕр вăхăт шăпах. Шăп пулать çатрак.
Вилен лаша çех тепле ӳхĕрет.
Е пуля лекнĕ ват унтер-салтак
Хаяррăн, сиввĕн йынăшса илет.
Чакка куçĕсем, кăвар пек çунса,
Малти хысари хунав хушшинчен
Пăхаççĕ умри çӳçе-çатрана;
Кĕтет вăл салтак — çырма тĕпĕнчен.
Ак, кĕтмен çĕртен, çырма пуçĕнчен
Шăлт та шалт! пăшал сасси янăрать.
Кăвак сывлăшра, Чакка пуç çинчен,
Ик-виçĕ пуля вĕçсе шăхăрать.
Çĕкленчĕ Чакка. Пăхать тăвалла.
Курать вăл: инçе, васан хĕрринче,
Шур тĕтĕм тăрать пĕр тĕм тавралла.
Анчах çын мĕлки çук ун патĕнче.
— Эх... çырма тĕппе шăвăннă иккен!..
Чим, эпĕ сире!..— теейчĕ Чакка.
Тĕллет вăл тĕме хунав кăкĕнчен, —
Улт-çичĕ хутчен шăхăртать пулькка.
Улт-çиччĕ персен, пĕччен тĕмĕрен
Вĕлт те вĕлт! вĕçрĕç хайхи салтаксем;
Çырма тĕпнелле тапса сикнĕрен
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...