Хĕн-хур айĕнче :: Улпут хресченĕсем патĕнче
Выртап ак çапла!
Мужик
Чăнах, эс Чакка-çке!.. Пĕлмен те!
Мĕнле?!.
Эп курнă сана леш, иртнĕ хĕлле,
Кантур çуннă чух! — теейрĕ мужик.
Сикет вăл ваштăрт! вут тепĕр енне.
Çыврать-ха çаплах хай Косуль старик.
Хускатрĕ мужик юлташĕсене.
Ак пурте шăппăн, пĕр сассăр утса,
Лараççĕ пырса Чакка пуç вĕçне.
Хĕрӳллĕ халап каять пуçланса.
Чакка пĕлтерет тӳсни-курнине.
— Эй, Филька, Коля, Егорка, —
тимлер.
Мĕнле те пулсан çăлар Чаккана...
Косуль килĕшсен, тăвар ак мĕскер:
Халех ак салтса яратпăр ăна.
Ирпе Карпыча калăпăр вара:
«Çур каç тĕлĕнче Пахомка шайкки
Сасартăк пырса хăтарчĕ вăрра;
Хăрарăмăр» тес. Ененĕ такки? —
Парать вĕрентсе хай çамрăк мужик.
— Аван, пит аван... пултаран, Иван...
— Аван ăс! — терĕ тепри аякран.
— Вăрат Косуле! — терĕç ыттисем.
Хĕрӳллĕ сассем ӳссех пынăран.
Косуль те вăранчĕ; ун сăнĕ кичем...
Косуль
Ну, туртрăм пĕр кас тутлă ыйăха!
Халь ĕнтĕ ирччен ларатăп хурал.
Иван
Тăрас пулать, тăр! Ăс пар-ха пухха.
Эс майлă пулсан, ĕç тухĕ кал-кал.
— Итле-ха, Косуль, — теççĕ мужиксем,
Чакка çинчен ак калаççĕ вĕсем.
Малтан чиперех тăнланă Косуль,
Иван шухăшне тавçăрса илсен,
Сасартăк урать: — Ай-ай аван пуль!
Мĕн пулĕ тетĕр, улпут хăй пĕлсен?
Чĕр пуççăн сĕвет вăл пирĕн тире!
Эп панă сăмах ăна тартмасса!
Эх, ухмах... сире-е-е...
Кăтартăп пĕрре!
Ларатăр ăссăр пуçпа шутласа! —
Юман пек патвар, кĕрнеклĕ мужик
Иван çинелле юнать, кăшкăрать.
Иван сăнĕнче кăшт палăрчĕ шик.
Никам та чĕнмест. Косуль çех янрать.
Ун йывăр сасси, чул пек йăванса,
Каять тĕттĕмри тӳлек улăхра.
Çывран ачасем карах вăранса,
Лараççĕ сиксе çунан вут тавра.
Хĕрӳ чун — Иван, чаппан пĕркенсе,
Кайса тĕршĕнет çӳçе тĕм айне,
Косуль çинелле аллипе сĕлтсе:
— Тăм пуç! — тет, шăлать сарă мăйăхне
Унтах вăл, хура тӳпене пăхса,
Тĕллет тинкерсе çут çăлтăрсене.
Çĕр пин çăлтăрсем, сиксе-вылянса,
Чĕнеççĕ хăйсен ытамĕ енне.
Тĕнче аслăхпе йăпаннă Иван
Ак хăй те туймасть, чĕри хуйхине
Пуçлать юхтарма капланнă ăшран,
Пуçлать вăл хăйĕн савнă юррине:
Не шуми, мати зеленая дубравушка,
Не мешай мне, доброму молодцу, думу
думати...
Как заутра мне, доброму молодцу, во
допрос идти
Перед грозного судью — самого царя.
………………………………………………..
……………………………………………….
Юрра пĕр çавра шăратнă тĕле
Выртма ачисем пĕри те тепри
Пыраççĕ шуса Иван патнелле.
— Айта, Иван, яр!..— Чĕрлет ун чĕри.
Еще станет меня сам судья
спрашивати:
«Да скажи, скажи, детинушка,
крестьянский сын...»
…………………………………………….
Хресчен таркăнсен юратнă юрри
Вĕçет, ярăнать хура сывлăша.
Ват юман ращин чăтлăхлă варри
Çăтать ку юрра, — хуллен йынăшать.
Ак юрă пĕтет. Ун вĕçĕ хуллен
Вăль-валь авăнать раща хĕрринче.
Чĕрлет чун-чĕре выртма ачисен;
Хаваслăх, йăслав вĕсен хушшинче.
— Иван!.. Эй, Иван!.. Пуçла-ха «Горе»...
— Çук, çук... ăна мар, урăхне юрлар...
«Уж как пал туман на сине море!»
— Çак юрă аван... — Чим халь, ăна мар...
Анчах тавлашу пымасть нумая.
Çĕнтерчĕ часах «Горе»... юрласси...
Иван пурне те çаврать пĕр мая,
Каллех ак янрать ун уçă сасси:
А и горе, горе, горева-аньице!
А и лыком горе подпоя-са-лось,
Мочалами ноги изопу-утаны!
А я от горя в темные леса-а-а...
………………………………….
………………………………….
Вĕçе-вĕç тăсан юрăсен кĕвви
Сĕм улăх тăрăх юхать шăранса;
Янравлă сассен пĕр çирĕп тĕвви
Тĕнче хĕрринех вĕçет ярăнса.
Ире хирĕçле. Сĕнкет вут хĕрри,
Кăвайтă вутти сӳнсе кĕлленет.
Хуллен çеç юмах çаптарать пĕри,
Нумайăшĕ çыврать е кăшт тĕлĕрет.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...