Хĕн-хур айĕнче :: Улпут хресченĕсем патĕнче
Иван çĕкленсе пăхать вут енне.
Курать вăл — Косуль чунтан пикенсех
Туртать, пăркăчлать Чакка аллине.
Чаккийĕ вил нек выртать кукленсе.
— Ах, анчăк! Сухал!.. — теейчĕ Иван,
Хура чаппанпа пĕркенсе выртса...
Автан авăтни илтĕнет ялтан.
Арман енче шыв сикет шарлатса.
Уяр тӳпене килет шурăмпуç.
Нӳр улăх тăрăх сарăлать шур тĕтре.
Иванăн чăл-пар уçăлать пит-куç:
«Э-их, кăвак çут çиçет тӳпере!..»
Çӳçенчĕ Иван, пăхать таврана:
Косуль ӳпĕнсех туртать ыйăха,
Вăл хăй уринчен çыхнă Чаккана.
«Тăмпай çывăрни пире лайăх-ха!»
Шутларĕ Иван хуллен çĕкленсе;
Пырать вăл Чакка патне йăпшăнса.
— Чакка!.. Хатĕрлен! — тет ăна тĕксе.
Ак çыхăсене вăл пăрахрĕ салтса.
— Вĕçтер, ну, часрах!.. Ну, пире ан ман!
Пахом таврăнсан — тӳрех кунталла!
Ну, сыв пул! Вĕç!..— тет Чаккана Иван.
Чакка йăпшăнать — шăвать уялла.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...