Хĕн-хур айĕнче :: Çирĕм çултан
Хĕрӳллĕ юрă вăй-хăватпала
Вĕçет янраса йĕри-тавралла.
Тăраççĕ çитсе малти баржăсем.
Ĕшеннĕ эртел канмашкăн ларать.
Канаççĕ, унтах çиеççĕ çынсем.
Выç çын — çăкăрпа тип пулă чăмлать.
— Каяр-ха леррех, курар çавсене.
Пит хĕн пуль пурнăç ку лаша-çынсен...
Ай-яй! — тет Текей çумри Итрене.
Утаççĕ вĕсем малалла хуллен.
Хĕвел хĕртнипе çуннă бурлаксем
Тĕксĕм, кăштăркка. Вĕсен çийĕнче —
Тар каснă, хура, çĕтĕк кĕпесем;
Кашнин пуçĕнче — çӳçпе сухал çеç.
Çыран хĕррипе эртеллĕн ларса
Каçхи апата вăрах çинĕ май
Чĕр вăй пуррисем сăмах çаптарса
Пуплеççĕ, кулаççĕ — хавас-мĕн самай!
Унтах теприсем, вăй-хал пĕтнĕрен
Хыт тăм çийĕнче выртаççĕ шăпах.
Таварлă, тулли баржăсем çинчен
Асли кăшкăрни янрать тăтăшах.
Итренпе Текей, Илюш та пĕрле,
Сăнаççĕ тăрсах умра мĕнпурне.
Кунтах ак пĕр çын, купца темелле,
Иртсе кайнă май витлет вĕсене...
Ак çак вăхăтрах, шыва пăлхатса,
Татах анатран çитет пĕр баржа.
Баржа çыранта тăрать чарăнса,
Бурлакĕсем ун тухаççĕ канма.
Баржи тăрсанах, унтан ик çынна
Йăтса тухрĕç те хучĕç çĕр çине.
— Чирлисен çуртне, çӳле, хулана
Леçетпĕр йăтса вара вĕсене...
Халь канăр пăртак! — кăшкăрчĕ асли.
Мĕнпур пек бурлак шăп пулать пĕр си:
Пĕтет çуйхашу — чĕр пурнăç палли.
Çут шыв çинче çеç чайкăсен сасси.
Хай виçĕ чăваш кăшт хăюлланать.
Утаççĕ вĕсем баржа патнерех.
Кунта — чирлисем... Пĕри ахлатать,
Теприн — сасси çук, анчах хăй чĕрех.
Ай-яй, мĕскĕнсем, вилеççĕ кусем!
Мĕскершĕн çапах пăхакан çын çук?!.
Шăна вырăнчех-çке ку чухăн этем...
Ĕçлен çав... мĕн тес?! — кулянчĕ Илюш.
Нумай эс пĕлен!.. Кам унта ахаль?
Канма вăхăт çук... куран!..— тет Итрен.
Сăмах май чĕтрет ун алса пек сухаль.
ÇаК хыт тăм çинчех мĕнле вĕлерен?
Хăйсем те çара! — харкашрĕ Илюш.
Кунта килти мар! — тет Текей пӳлсе.
Хирçӳллĕ сăмах лăпланчĕ пĕр хуш.
Илюш ăш-чикки йӳçет кӳренсе.
Ак çак вăхăтрах пĕр баржа енчен
Тумтир çĕклесе пырать ват бурлак.
Пирĕн чăвашсем сăмах тупиччен
Çитет вăл, кăнь-кань пăхкалать пăртак.
Унтан, хăй чирлĕ юлташĕсене
Çĕкле-çĕкле кăшт, сарать ашăксем;
Вĕсен çăмламас пуçĕсем айне
Пуçелĕк ятне — хурать тумтирсем.
Ĕçне пĕтерсен, ку çын юсанать.
Пăхать Текейсем çине тĕллесе,
Унтан пыр тĕппĕн чăвашла ыйтать:
— Чуаш булĕ-çке?.. Кăçтан-ха килссе?
Тĕлĕннĕ çынсем сикеççĕ кăртах:
— Чăваш-çке, чăваш... Юхма енчисем,
Эс те чăваш-им? — теççĕ йăлкăшсах.
— Çук, эпĕ туттар. Сӳве панчисем.
Ак ку вăт чуаш. Вилет-тĕр, мур-и! —
Кăтартать тутар пĕр çынĕ çине.
— Ну?!. Сирĕн кунта чăваш та пур-и? —
Теççĕ Текейсем тĕлĕннĕ енне.
— Булсаччĕ ик çын... ак, вилет пĕри.
Калам-ха ăна... тăн пур ун пăрттак...
Ав, леш вăт начар; кун ӳчĕ вĕри, —
Тесе пĕшкĕнет ват тутар бурлак.
— Иптеш!.. а, иптеш! Уç халĕ куçна...
Ав Юхма енчи чуашсем кунта.
Пăх-ха! — тет тутар шăп выртан çынна.
Чирленĕ старик, хуллен хусканса,
Аран çаврăнса выртать месерле.
Имшер куçсене аллипе шăлса
Пăхать вăл шăппăн çынсем çинелле.
Пĕр тапхăр пурте тăраççĕ хытса.
Шăп çав вăхăтра вĕсем тавралла
Унтан та кунтан бурлак пухăнать;
Тăпланнă Атăл тăрăх — тăвалла
Ик-виçĕ баржа хусканса каять.
Кăвак çӳç-сухаллă чирленĕ старик
Пуçне çĕклесе куçсене уçать.
— Ай-ай, ку шăм-шак... ах, хыпать
ăш-чик!..
Абдул, парччĕ шыв, — тет вăл, ахлатать.
Шывне ĕçнĕ май илет ӳсĕрсе.
— Чăваш-и эсир... Ăçти чăвашсем?.. —
Ыйтать вăл Текей çине тĕллесе.
— Эпир инçетри: Юхма леш енсем...
— Юхма енĕсем?!. Хумпуç патĕнчи-и?
Кĕтмен ыйтупа хумханчĕ Текей.
Итрэн те хытать, тăрать сикленми.
«Мĕнле ку пĕлет Хумпуçне... эккей!»
— Хумпуç патĕнчи çав, Кушлавăш уйсем.
Пĕлетне? — терĕ Текей чĕтренсе.
«Кушлавăш» тесен, хай чирлĕ этем
Хăрах аллипе хуплать куçсене.
Выртать вăл самант ăшра пăлханса.
Унтан ерипен: — Текей мар-и эс?!.
Ма килтĕр кунта-а-а? — тет вăл уçăлса.
— Текей-çке... эпĕ... анчах... кам-ха эс?!. —
Аптрарĕ Текей, хытать юпалла.
Итрен ун хăлхи патне лăпчăнса:
— Чакка мар-ши ку?.. Чакка пулмалла...
Эх тур, тамаша! — тет пăшăлтатса.
Илюш ăнланмасть, тăрать хыçалта.
Вилес пек старик темле хăватпа
Сикет те ларать: — Текей!.. Эс — Текей?!
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...