Çавал сарăлсан :: 9. Çуркунне
1
... Марье хăй сăмахне тытрĕ.
Çенĕкри ура сассинченех пĕлчĕ Павел кам кĕнине. Çутă çутмасăрах хирĕç тухрĕ.
Уртăнчĕ Марье унăн мăйĕнчен. Хĕрарăм пуçласа чуп тунине Павел курман. Кушăркаса типнĕ тути Павел тутине пĕçертет.
— Тусăм, — пăшăлтатрĕ Марье. — Салука вăрманĕнче кун каçрăм. Пĕлесчĕ сан эпĕ епле тунсăхланине?! Аран каçа кĕтсе илтĕм.
— Трофим Матвеевич килтех-çке.
— Эп çĕр выртмаллах семинара кайнă. Пĕлесчĕ сан çĕркаçхине... Иккĕшĕ те ĕçсе ӳсĕрĕлчĕç. Пăхма халăм пĕтрĕ. Сан пата пыма тесе те тухрăм, шаккасан ял илтет пуль тесе çеç хăрарăм. Тусăм, Павлик, — чуп тăвать те чуп тăвать Марье, — ма эпир маларах тĕл пулман-ши? Мĕнле телейлĕ пулнă пулăттăмăр иксĕмĕр.
Марьепе тĕл пулсанах хирĕçӳллĕ шухăшсем таçта кайса çухалаççĕ. Каччăна пĕтĕм пурнăç çитнĕн, çав хитре хĕрарăмпах тулса ларнăн туйăнать. Пăчăртанать ун çумне Марье, аллисем епле тата илĕртӳллĕ. Вĕсем е пĕрре каччăн çӳçе ăшне чăмса кĕрсе ачашлаççĕ, питне, çурăмне. Чечен тути, урăх сăмах тупаймаи евĕрлех тăтăшах çак сăмахсене калать:
— Тусăм, мĕншĕн эпир маларах тĕл пулман-ши? Мĕнле телейлĕ пулнă пулăттăмăр. Ăçта çӳренĕ эсĕ, тусăм?
Павел шартах сикет: çын арăмĕ! Çак сăмахсем ăна пăрлă шывпа сапнăнах туйăнççĕ. Унăн Марьене юратма нимĕнле тивĕçлĕх те çук, вăл этемлĕх моральне пăсать. Мĕнле кăмăлпа юнашар ĕçлекен упăшки куçĕнчен тӳррĕн пăхатăн. Икĕ питленни пулать вăл. Çăмăл шухăшлисем çеç ют çын арăмĕ патне кайнипе мухтанаççĕ.
— Тăнран тухатăн эс, Марье. Çынсем сисме пултараççĕ. Кĕçĕр сана Трофим Матвеевич та шырама пултарать.
— Сисчĕр, пурте сисчĕр. Трофим та шыратăр. Эп хăрамастăп. Çĕр çинче телейсĕр мĕншĕн пурăнас? Эп ăна тупрăм. Тусăм, эсĕ манăн телей. Эс ман телей, — ыталать вăл качча. — Санпа пулсан, темĕнле ют вырăн та тăван кĕтес пек пулмалла. Каяр хăть кирек ăçта. Çавалкаса ĕмĕр таврăнмăпăр. Каяр-и эс пурăннă çĕре? Ĕçлемесĕр пурăн эс, ман сана вунă çул усрамалăх укçа çитет.
— Мĕн тăвас ман унта? Эп анчах таврăннă, — шӳтлет каччă.
Марье кӳренет, кĕвĕçет.
— Унта сан чун савни е арăму юлнă пулĕ-ха.
— Çавăнпа каймастăп, — кулать Павел.
Каллех Марьен акăш тĕкĕ пек çемçе аллисем ыталаççĕ, пиçĕ кĕлетки ун çумнех сĕртĕнет, вĕри тути чуп тăвать. Каллех çухалаççĕ шухăшсем, туйăм хуçаланма тытăнать...
— Тусăм, эпĕ кайрăм...
— Ăçта?
— Салукана. Паян поселока çитсех кĕнекесем илсе килетĕп.
Павел пĕчченех тăрса юлать. Марье анкартисем хыçĕпе, шаннă çĕр тăрăх Салукана васкать.
2
Им-çам тиенĕ машинăпа Павел хире тухрĕ.
Каçхине хытах шăнтнă иккен. Йывăр тиенĕ^ машинă та кĕрсе лармарĕ. Шыв кӳлленчĕкĕсем çухалнă, вĕсене çиелтен кăчăр пăр кăна хупласа тăрать.
Çитсе чарăнсассăнах колхозниксем машинăна хупăрласа илчĕç. Кузов çине хăпарса та кайнă Нина çынсене витрепе аммиак селитрине ăса-ăса пачĕ. Пĕр машинă мĕн хушăра пушанса юлни те сисĕнмерĕ. Хăшĕсем тыр акмалли кунтăксемпе тухнă, хăшĕсем витресемпе. Хур кайăксем пек карталанса, пĕрин хыççăн тепри, ĕлĕк алпа тырă акнă пек, пӳрне хушши витĕр сапрĕç имçама.
— Хытса ларнă чăмăрккисене çĕмĕрĕр, — вĕрентрĕ Павел.
Калчасем лайăх хĕл каçнă. Тавралăх сарăлса выртакан симĕс тĕс куçа лапкать, чуна савăнтарать.
Каччă шофертан кĕреçе илсе, айлăмри калчана, пĕр пĕчĕк ывăс пек тăприпех касса кăларса, кабинăна кĕртсе хучĕ.
— Кунпа мĕн тăватăн? — тĕлĕнчĕ шофер.
— Ăшă пӳртре чĕрĕлнине тĕрĕслесе пăхатăп.
Сапса пĕтернĕ халăх хумхана пуçларĕ: ытти машинăсем темшĕн часах çитмерĕç.
— Вĕсем тӳрĕрен кайса лекрĕç пулас, — терĕ шофер.
Чăнах та, Алтан çырминче виçĕ автомашинă тăрать. Малти кĕрсе ларнă. Шоферсем аптракан халăх мар, вĕсем Элекçие чĕннĕ, лешĕ вĕсене Павел çитнĕ çĕре пĕрин хыççăн тепĕрне каçара-каçара ячĕ.
Павел, хăй плугне «туса пĕтĕртĕмех-ши?» — тенĕ пек, ăна тепĕр хут пăхма тимĕрçĕ лаççи патне утрĕ. Çитеймерĕ унта: хăй тракторĕ патĕнче темĕнле ача хĕрсех çунашка тапса туртни кăсăклантарчĕ ăна. Çывхарсан, кĕпе çуса çакмалли шап-шурă кантрапа гусеницăн икĕ трактне сĕтĕрнине асăрхарĕ. Трактчĕсене улăштарнă хыççăн, вĕсене вăл арман кĕлетне кайса пăрахма мансах кайнă.
— Кусемпе мĕн тăватăн? — ыйтрĕ Павел.
Каччă çине машăр симĕс куç тĕлĕнсе тата хăраса пăхса илчĕç. Шкул ачи çăм алсишпе сăмсине шăлчĕ, чĕлхине çăтса янă пек, каллех Павел çине тинкерчĕ.
— Кам хушрĕ-ха сана кусене сĕтĕрме? — çине тăчĕ Павел.
Ача куçĕпе çĕрелле пăхса хуравларĕ:
— Шкултан хушнă. Тимĕр пухатпăр.
— Ыйтса илмелле. Кам пухтарать сире?
Елена Егоровна. Ав, тимĕрçĕ лаççи патĕнче тăрать вăл, — тĕллесе кăтартрĕ ача.
— Кам вăл Елена Егоровна?
— Вожатăй.
Трактчĕсем кивĕ ĕнтĕ, парса яма та юрать, анчах чармасан, вĕсем кирлĕ детальсене те илсе кайма пултараççĕ. Тата плугшăн хăйсен те тимĕр пухса памалла.
— Кам ачи эс?
— Элекçин.
— Мĕнле Элекçин?
— Тракторист Элекçин, — хăюланчĕ ача.
Апла эппин, — куллине пытарчĕ Павел. — Ну, кӳр, сана пулăшам. Малашне ыйтмасăр ан ил, Ку вăл колхоз япали, — тесе, çĕклерĕ Павел трактсене.
Тимĕрçĕ лаççи патĕнче, хурт çăвăр янăпа пĕрех шавлă: шкул ачисем пĕр çĕре тĕрлĕрен тимĕр татăкĕсем купалаççĕ. Кунта кивĕ витресем те, хуçăк сенĕкпе татăк кĕреçесем, плуг тĕренĕсемпе сӳре шăлĕсем, куса тăран шинисем, тутăхса кайнă пичке кăшăлĕсем, тĕрлĕрен ăпăр-тапăр. Тимĕр кăшăлĕ тавра шкул ачисем кĕпĕрленнĕ, варринче Петĕрпе темĕнле çӳллĕ хĕрарăм тăраççĕ.
— Сӳре шăлĕ тетĕн эс. Эп унран фермăсем валли вăрам пăта тăватăп. Кĕреçи сашулка тума каять. Сенĕкне илĕр, тарама. Кĕске татăк кĕсĕкĕсене илĕр, харама, ыттисем хама кирлĕ. Атту куç кĕрет çарататăр, — янрать Петĕр.
— Хыт кукар эс, Петĕр. Тимĕр-тăмăрĕ тепловоз тума каять, — тавăрать Павел еннелле çурăмпа тăракан хĕрарăм шăнкăрав пек уçă сассипе. — Ну-и Плюшкин эс, Петĕр.
Сассине Павел таçта илтнĕ, анчах çийĕнчех аса илеймест.
— Какой такой плюшкă? — янрать Петĕр. Вăл Павела асăрхать, вара çăмăллăн сывласа ярать. — Ак, парторг та çитрĕ. Павел, кала-ха çаксене витĕмлĕ сăмах. Куç кĕретех çаратаççĕ вĕт!
Хĕрарăм вăштах çаврăнчĕ.
Павел каллех кăвак куçсене асăрхарĕ.
— Павел? — тĕлĕнсе пăхрĕ Лена, унтан хăвăрттăн калаçма пикенчĕ.
— Кур-ха эс, Павел, çак хыт кукара. Тăн пар та эс ăна, хăвăн шкул умĕнчи парăмна ан манса кай. Кислородпа ацетилен илнине мантăр-и? Илсе тухса кайрăр та, пырса пăхмастăр? Володя пĕр суеç, хăйне валли япала кивçен илес тесен, Çавалкаса Казбек тăвне илсе килсе лартма шантарать, парторгĕ те тусĕнчен ӳксе юлмасть.
— Здравствуйте, — нимĕн пулман пекех сывлăх сунчĕ те хĕре Павел, ун çине тинкерчĕ. Икĕ куç харши варринче кантăр вăрри пысăкăш тур палли пур иккен унăн. Вăр çаврака та илемлĕ янах. Куçĕсем кăна мар хӳхĕм иккен Ленăн.
— Судья мар та, татса парăпăр, — терĕ Павел. — Петĕр хăйне кирлине илсе юлтăр, ыттисене илсе кайăр.
— Во! — савăнчĕ Петĕр. — Тĕрĕс решени.
Вăл васкасах тимĕрсене суйла-суйла ачасен пуçĕ урлă ывăта пуçларĕ.
— Сирĕн критикăна, Елена Егоровна, йышăнатăп, хам айăпа каçарма хатĕр. Ачасене халех тракторпа паллаштарма пултаратăп. Пыратăр-и, ачасем? — ыйтрĕ Павел.
Шăпăрт тăракан вĕлле кĕрлесе кайрĕ. Тимĕр купи патĕнче тăракан ачасем Павела сырса илчĕç.
— Сводить туса кăтарт!
— Кабинăра ярăнтар, — кĕрлеççĕ вĕсем.
Павел хăйне сырса илнĕ ачасене трактор çинчен каласа пачĕ, моторне тапратса кăтартрĕ, анчах радиатора шыв яман пирки нумай ĕçлеттермерĕ. Ыйту хыççăн ыйту тăкрĕç ачасем:
— Лачакана путать-и?
— Миçе сеялкă, миçе тĕренлĕ плуга туртать?
— Сакăр вунă лашана харăс кăкарса турттарсан, лашасем е трактор вăйлăрах?
Павел каласа панине Лена та тимлесех итлерĕ.
— Паянлăха çитет. Сирĕн халь каникул, ыран татах каласа парăп. Тăхăр сехетре килĕр, — пĕтерчĕ Павел.
— Чăнласах килетпĕр, — тавăрчĕ Лена. Унтан вăл ачасене тимĕр-хăмăра шкула йăтма хушрĕ. Пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр тăрсан, йĕкĕте çапла каларĕ:
— Санран, Павел, начар мар пионервожатăй пулма пултарать.
Каларĕ те кулса ячĕ.
«Е ниçта кайса кĕми çамрăклăх вăйĕ вĕрет, е шухăшсăрскер», — шухăшларĕ Павел, ачасем хыççăн утакан Ленăна сăнаса.
Кăнтăрлахи апата вăл каллех фермăсем патĕнчек турĕрен кайма тухрĕ. Пĕве урлă каçса çӳле хăпарчĕ, типсе çитнĕ çеремпе килнелле утрĕ. Тем çĕклентерчĕ пуçа. Çурхи шывпа тулса шавлакан çырма леш енче Марье ăна хирĕçех утать. Аллинчи сеткине кĕнекесем тултарнă. Çӳхе косынки вĕçне çил хăмпăçлантарса вĕçтерет. Вăл Павела малтанах асăрханă пулас, аллине çĕклесех тем кăшкăрать. Илтĕнмест ун сасси, шыв сиккин шавĕнче çухалать. Каччă та самантлăха тăчĕ. Марье çыран хĕрнех пычĕ те аллипе ун енне сĕлтрĕ.
Фермăран тухнă лав тăпах чарăнчĕ, лавçи урапа çинчен ансах пĕр хушă вĕсем енне тинкерчĕ.
— Хăрамасть, арçури, — шухăшларĕ Павел, малалла утса.
Вăл çыран хĕррине пымарĕ.
Павел асне тулли шывпа кĕрлекен фермă патĕнчи çырма Марьерен ĕмĕрлĕхех уйăракан çырма пек кĕрсе юлчĕ.
3
Çуркунне...
Çак сăмаха Лена иккĕмĕш хут чунпа туять. Пĕр вăрман варринчи поселокра ӳссе çитĕннĕскер иккĕмеш хут вăл ял ĕçченĕсен сывлăшĕпе сывлать, вĕсен пурнăçĕпе пурăнать. Амăшĕ ăна çаплипех вăтам шкулта пионервожатăйра ĕçлет тесе шухăшлать, хĕрĕ икĕ çул хушшинче пĕр эрнене кăна канма килсе кайнăшăн пăшăрханать. Дояркăра ĕçленине те, хăй ирĕкĕпех колхоза килнине те пĕлмест вăл. Тата кирлех-ши пĕлтерме? Лена аслашшĕ Константин Васильевич Ивановпа пĕр вăхăтра Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ, учителе тухнă. Ăшшĕ врачра ĕçленĕ. Анчах Лена ăна ас тумасть. Амăшĕ каласа панă тăрăх кăна пĕлет. Вăл çие юлнăскер кăна пулнă. 1938 çулта илсе кайнă та, таврăнман урăх. Упрать амăшĕ унăн виçе çырăвне, сайра хутра вуласа кăтартать.
Юрать, 1956 çулта ашшĕн ырă ятне тавăрчĕç. Çавăнтанпа Лена çын куçĕнчен вăтанмасăр пăхать, хăйне те ыттисемпе танах шутлать. Пулнă вăхăт — юлташсемех ăна «эсерка» тесе те кӳрентеретчĕç. Унăн амăшĕ, Çĕрпӳ çывăхĕнчи пĕр салара ӳссе çитеннĕ вырăс хĕрарăмĕ, чăваша качча тухнă врач, хăй те чавашла таса калаçаканскер, нихăçан та кĕçĕн хĕрне пуç усма вĕрентмен. Тен, çавăнпах савăнăçлă ӳснĕ Лена?
Çуркунне...
Кам малтан вăранать-ши? Дояркă е автан? Е иккĕшĕ те пĕр харăсах вăранаççĕ-ши?
Васкасах питне çăвать те Лена, фермăна васкать. Шăнтман чухне çурхи пылчăка çăрса, шăнтсан, тумках тăрăх кăчăр-кăчăр пăрлă кӳлленчĕксем урлă сике-сике чупать. Фермăри ĕçе пĕтерсе шкула хыпаланать. Тĕлĕнеççĕ тантăшĕсем:
— Лена, санăн икĕ чĕре пулĕ?
Чĕри ун пĕрре кăна, анчах ывăнманскер. Каçсерен вăл тĕксĕмрех çутă лампă умĕнче чаваланать: çуллахи семестрта виççĕмĕш курсшăн виçĕ экзамен памалла.
Çуркунне...
Лена чĕрине кăçал тем пулчĕ. Итлесшĕн мар вăл ăса. Тепре чухне уçса хунă страницă çинчех пĕр сехет иртсе каять. Шухăшлать, шухашлать хĕр.
Çур çĕрте хваттер умĕнчи пĕве хĕррине çамрăк юлан утçă лашасене шăварма хăваласа килет. Юрлать, юрлать хăй юррине. Час-часах сăмахĕсене те илтме пулать, кĕвви те чунă хумхантараканскер. Тепĕр чухне сăмахĕсене те ăнланма хĕн, кĕвви те халиччен илтменскер. Илюш сăмахне те, кеввине хăех хурать, теççĕ. Çакна çеç туять Лена: çав юрă-кĕвĕре çăмăл тунсăхпа каччă йыхравĕ пур. Чĕнет юрă чун савнине, чĕнет чечек шăршисемпе тулнă пахчана, симĕсленекен уя, Çавал çыранне тухма чĕнет.
Ленăн пӳртрен тухса юрă чĕнекен асамлă вырăнсене васкас килет. Кăларать вара вăл альбомне. Педучилищĕре вĕреннĕ юлташĕсем. Епле ун чухне нумайччĕ уншăн çунакансем, хăй çеç тахăшне кăмăлламаллине, тахăшне юратмаллине пĕлме иккĕленетчĕ. Парнеленĕ сăн ӳкерчĕксем. Пĕр ăльбомĕнче парнеленĕ сăвăсем. Хăшне-пĕрне хăйсемех те çырнă пулĕ, нумайăшĕсем — поэтсен сăввисем. Уçать страницăсене Лена, тĕлли-паллисер уçать...
«Да, мне нравилась девушка в белом,
А теперь я люблю в голубом...»
Кăна Алеша, Лена шапах вун çичĕ çул тултарнă кунхине çырса панăччĕ. Кулăшла пулса тухрĕ ун чухне. Амăшĕн парнине, çутă кăвак платйине тăхăннăччĕ Лена. Алешăпа Таня килнĕччĕ. Алеша вара парне вырăнне альбом çине çак сăвва çырса панăччĕ. Вуласа пама ыйтнăччĕ унран хĕрсем. Юлашки йĕркисене илтсенех, Таня пӳлĕмрен тухса тарнăччĕ. Каярахпа вăл Ленăна икĕ эрнене яхăн çилленсе çӳрерĕ. Иртнĕ çул кăна Лена Алеша çырса панă сăвă Есенин сăвви пулнине пĕлчĕ. Ытла та айван пулнă çав, сăвăшăн та кĕвĕçнĕ. Халь Алешăпа Таня мăшăрлă ĕнтĕ, иккĕшĕ те шкулта ĕçлеççĕ.
— Çуркунне...
Нумай улшăнчĕ Лена Çавалкаса килнĕренпе. Хăйне те ирĕклĕрех, пĕр шухăшсăртарах кăтартма: тăрăшрĕ, анчах ăшри çирĕплĕх пĕтме мар татах та вăйланса пычĕ. Çуркунне.
Анна ăна Павел çинчен каласа кăтартрĕ. Вăрттăн сăна пуçларĕ Лена йĕкĕте. Йăрăс та çӳллĕ кĕлетке. Тыткалама хăйне ял каччисем пек тыткалать. Анна каласа панă тăрăх, вăл темĕнле уйрăмрах, лайăхрах пулмалла пек. Клубран пĕрле хăпарнăччĕ. Ун чухне Лена ун пирки çапла шухăшларĕ: тӳрккесрех. Акă фермăна Завьяловпа пĕрле пынă кун. Лена куçĕсем пирки калани асрах. Уçăмлă, ăшра мĕн пуррине пытарма пĕлмест, тесе шухăшларĕ. Акă, паянхи тĕл пулу. Ачасемшĕн каçсах кайрĕ. Хăй ĕçне аван пĕлет, хăй ĕçне тата юратать. Тата... Тата куçĕсем ытти каччăсеннинчен урăхларах: пысăк та хура вĕсем. Фермăра тĕл пулнă чух ăшшăн пăхнăн туйăнатчĕç, паян темĕнле çирĕпрех...
Çуркунне...
Чӳрече хушăкĕсенчен кĕрекен вăш-вăш çил сĕтел çинчи лампă çутине вылятать. Сиксе ташласах çунать хăю. Кашта çинчи автан шарлаттарсах авăтса ярать. Конюх Илюш лашисене шăварма çитрĕ, юрă юрлать — сăмахĕсене уйăрма çук. Чĕнет юрă чун савнине, чĕнет чечек шăршисемпе тулнă пахчана, симĕсленекен уя, шап-шурă çĕмĕртлĕ Çавал çыранне тухма чĕнет. Анчах халлĕхе пахча та чечексĕр, уй та хура, çĕмĕртсем те папаккисене çеç кăлараççĕ.
Хаш сывлать Лена.
Умра çав-çавах малалла уçăлман кĕнеке страници.
4
Каçалапа Павел пăтне Володя пырса кĕчĕ.
— Бригадира, агронома лартнă ятпа саламлатăп, — алă тытрĕ вăл.
— Тавах. Ларура ма пулмарăн?
— Завьялов чĕнсе илчĕ. Кăштах калаçмаллисем тупăнчĕç...
Володя Павел кĕнекисене ухтарма тытăнчĕ. Пĕр хушă чĕнмерĕç.
— Кичем сан патра, Павел. Улах сезонне хупрăмăр ĕнтĕ, вăййа тухайман-ха, каяр мар-и клуба? — тет Володя. — Тен, хĕр тупса, авланса ярăпăр...
— Авлан, — кĕскен ответлет ăна Павел.
— Парторг тапранмасть-çке...
— Эп ватăлнă ĕнтĕ. Кам хĕр патăр мана?
— Эп çитĕнсех çитеймен, — шӳтлет Володя. — Иксĕмĕр те эпир пĕр каткари шыв. Хĕрарăма мĕнрен тунине-пĕлетпĕр. Макар Нагульнов калашле, хĕрарăм арçынсемшĕн опиумпа пĕрех.
— Мĕншĕн опиум? — тĕпчет Павел. Вăл Володя мĕнле те пулсан çĕнĕ хыпар пĕлтерессе кĕтет, — хăй пирки мĕн те пулин каламĕ-ши?
— Малтанах ман юмаха итле, вара çавнашкал ăссăр ыйтусем пама пăрахăн. Так... Итле... Арçынна тĕнче пуçланса кайсанах пĕччен кичем пулнă, тет. Вара вăл турă патне каять. Турă шухăшлать-шухăшлать те хĕрарăм туса пама шут тытать. Анчах мĕнрен тумалла? Пĕтĕм япалине арçынна тунă чух пĕтернĕ. Ирĕксĕрех туррăн пур çĕртен те тĕрлĕ япала илме лекет. Хайхискер хĕвелĕн виçĕ пайăркине, уçăлтарса яракан шыв хăватне, мамăк çемçелĕхне, пыл шерпетне, хур акăшсен тăпăлккалăхне, кăвакарчăнăн йăвашлăхне, хир качаки куçĕсен илĕртĕвне, пăшин хумханăвне илет те пăтратать. Ытла те шерпет пек пылак ан пултăр тесе, тилĕн чеелĕхне, мулкач хăравçăлăхне, чакакăн сӳпĕлтилĕхне, вăрман кушакĕн хаярлăхне, çилĕн улшăнăвне, çумăр пĕлĕчĕсен макравлăхне хушать те пĕтĕм çутçанталăкăн хăрушлăхне вĕрсе кĕртсе чун парать. Çапла майлаштарать вăл хĕрарăма. Илсе тухса парать вара ăна арçынна, унтан çапла калать: — Лайăх упра, лайăх усра, кунашкаллине урăх кураймăн, тет. Тĕрĕс мар-и юмах? — пĕтерет юмахне Володя, вара иккĕшĕ те харăç ахăлтатса кулма тапратаççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...