Çавал сарăлсан :: 9. Çуркунне
Анна термометр лартрĕ, фонэндоскоппа чĕрине, ӳпкине, каярахпа хырăмлăха итле пуçларĕ.
Выльăх калаçмасть, хăйĕн мĕн ыратнине те пĕлтермест. Çавăнпа унăн чирне пĕлме питех те хĕн. Анна ĕнене кикен курăкĕн настойкине кĕленчепе ĕçтерчĕ, çур литр хĕвел çаврăнăш çăвĕ пачĕ.
— Халь йĕтĕн вăрри шывне ĕçтермелле.
— Ăçтан тупас ăна? — ыйтрĕ Санька амăшĕ.
— Чăнах та тулма çук. Колхоз акмаст, çынсем çапах Трофим Матвеевичсенчен кайса илетчĕç. Марье ашшĕ ăна пĕр пăт еннех хăтĕрлесе хунă.
— Урăх мĕн тумалла?
— Тепрер сехетрен çур литр хĕвел çаврăнăш çăвĕ парăпăр. Ыранччен сывалма кирлĕ, — хуравларĕ хĕр. — Тата шыв ăшăтма лекет. Клизмă лартăпăр.
Йĕтĕн вăрри шырама Санькăна чуптарчĕç. Хыпăнса ӳкнĕ карчăк нимĕн тĕлне те пĕлмерĕ. Вучах чĕртсе ячĕ те пушă хуранах çакса хучĕ. Аллисене çунă хыççăн Анна ăна пулăшса пычĕ: шыв та ăсса кĕчĕ, хуранне те ячĕ, урайне те шăлса пачĕ. Санька амăшĕ хĕр çине, систерес мар тесе, час-часах куç хӳрипе пăхрĕ. Акă ĕнтĕ вăл: кин пуласси. Ассăр мар çав карчăк: хуранне те юриех шыв ямарĕ, хĕре тĕрĕслесе пăхма шут тытрĕ. Вĕреннĕ çынсем вĕсем килти ĕç тĕлне пĕлсех каймаççĕ. Çавнашкал кин лексен, мĕн çăмăлăхĕ пултăр? Кин тени пĕçернине çеç ларса çиекенни ан пултăр, хăй те пĕçертĕр, хăй кил-çурт тирпейлетĕр. Ара, ку хулара ӳсмен-иç, кин аллинче пур ĕç те вăр-вар, — савăнчĕ карчăк.
Кĕçех Санька çитрĕ йĕтĕн вăрри тупайман хăй.
Анна ĕнене çу тухса пачĕ. Санька амăшĕ сĕтел çине апат пуçтарчĕ. Кăмакаран хăпартнă çăмарта, ăшаланă чăкăт, вĕретнĕ сĕт кăларчĕ, сакайне анса тирĕкпе сăра ăсрĕ.
Ваттисен йăлипе карчăк çурта çутма та пăхрĕ, анчах Санька ăна ирĕк памарĕ:
— Тупăннă ăрăмçă, асăнатăн пулсан, эпир кайсан асăн. Анна лар, — чĕнчĕ вăл хĕре. — Апай, эс ху та лар.
Хĕр турткаланса тăмарĕ, Санькăпа юнашарах кĕрсе ларчĕ. Амăшне ку килешмерĕ. «Хăюллă, ытла та хăюллă. Ку манăн сăмахсене итлес çук, Санька айне те пулмĕ», — шухăшларĕ вăл, анчах каласса йăлтах урăхла каларĕ:
— Ларах, Анна, лар. Эсир çийĕр-ха, сăрине те ĕçĕр, эп мункун кĕпи çĕлеме панăччĕ те, çавна кайса илем, — тесе, тухса кайрĕ.
Клуба кайма иккĕшĕ пĕрлех тухрĕç. Вĕсем çитнĕ çĕре пуху пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Хăмăр сăрпа сăрланă трибунă умĕнче пĕр хĕрĕх пиллĕк-аллă çулсене çитнĕ арçын тăрать. Хура çӳçнĕ вăл каялла тураса вырттарнă, сухалне те, мăйăхне те таса хырнă. Шап-шурă кĕпе тăхăннă, хăмăр галстук çыхнă. Президиумра хĕрлĕ пусмапа витнĕ сĕтел хушшинче Павелпа Володя, Трофим Матвеевич лараççĕ. Халăх туллиех. Çавăнпа Санькăпа Аннан чи хыçалти рете кайса ларма тиврĕ. Вĕсене вуншар çын куçĕ пăхса ăсатрĕ.
Калаçаканнин сасси хулăн, çынсем ăна шавламасăр шăпăрт итлесе лараççĕ.
— Сăхсăхни мĕне тата кама кирлĕ? Турра-и? Çук. Ан тив, ĕненекенсем турă пур, тетчĕр. Эпир ăна ырă кăмăллă, хăй ывăлне çынсене çăлма панă тетпĕр пулсан, мĕншĕн ăна кĕл тумалла? Вăл вĕт, саккун тăрăх, хăйне пуç çаптарма юратмасть, вăл хăйне хăй юратакан çеç мар. Эпир çылăх каçарма чиркĕве пырса кĕл тăватпăр, чи çепĕç сăмахсем калатпăр, чиркӳрен тухсан вара, каллех пĕр-пĕринпе ятлаçатпăр. Усал сăмахсем калатпăр. Турă пулас пулсан, вăл сире икĕ питленнĕшĕн йăлтах вĕлерсе пĕтермеллĕ. Çавăнпа çук япалана ниепле те пур тесе калама пултараймастăп... — васкамасăр та сулмаклăн калаçать оратор. Кашни сăмахне ĕнентерме тăрăшать вăл. — Е турăшсене сăнасарах пăхăр-ха эсир! Вĕсене, сăрланă чухне чаплă ăстасем пысăк шухăш пама тарăшнă, мĕншĕн тесен авалхи ăстасем çав сăхсенче хăйсен ĕмĕтне, çынлăхне кăтартасшăн çуннă. Çынсем турра ырлассине хăйсем майлă, хăйсем евĕр ăнланнă, çав вилĕмсĕр художник произведенийĕсене ылтăнпа та кĕмĕлпе сăрланă, мещен хваттерĕсенчи пек вĕсем тавра ал шăллисем çакнă, курăс е хут чечексемпе илемлетнĕ. Пуç çапать ăна мĕскĕн, пуç таять, ăста художник ӳкерчĕкне турă тесе ĕненет. Хăçанччен эпир вĕсене пӳртре лартăпăр? Хĕрĕх виçĕ çул ĕнтĕ совет саманинче пурăнатпăр. Çавах та хамăрăн вăйсăрлăха тӳрре кăларса, ваттисем çине йăвантаратпăр: вĕсем турра ĕненеççĕ, вĕсене кирлĕ-мĕн. Ку пирĕн çемçелĕх, ку пирĕн çитменлĕх.
«Тĕрĕс, — шухăшлать Санька, — пирĕп те турăшсем лараççĕ, атте чиркĕве ура та ярса пусмасть, апай вара кашни уяврах çурта çутать. Эпир кайсанах çутса ячĕ пуль ĕнтĕ. Çитет турăшу-масарупа, ыранах илсе пăрахатăп».
— Анчихрист, — терĕ малти ретре ларакан пĕр хĕрарам. — Сана усал ернĕ, сана шуйттан турăран сивĕтнĕ.
— Çирĕммĕш ĕмĕрте шуйттан çинчен чиркӳ кăна ĕнентерме тăрăшать. Эс ăна та ĕмĕрне те курман, мĕншĕн тесен тĕнчере турă та, шуйттан та çук, — нимĕн пулман пекех малалла калама пуçларĕ трибунă умĕнчи çын.
Нумай калаçрĕ оратор: хăй турра мĕнле ĕненме пăрахни çинчен те, хăйне чиркӳ çыннисем хĕсĕрлеме, хăратма пăхнине те каласа пачĕ. Санька урăх итлемерĕ, нумайăшне вăл ăнланаймарĕ.
Пуп пулнă çын хăй сăмахне пĕтерсен, ыйту паракансем нумай тупăнчĕç. Мĕншĕн малтан ĕненнĕ, мĕншĕн пупа вĕренме кайнă, пупсем укçа нумай илеççĕ-и — тем тĕрлĕ ыйту та пулчĕ унта. Васкамасăр, йĕркеллĕ хуравларĕ вăл.
Кино умĕн тăхтав пулчĕ. Сценă çинчен аннă Володя хăй тавра пĕр кĕтӳ çамрăк пуçтарса тăнă.
— Илтрĕр-и, — хăлаçланать вăл пурне те илтĕнмелле. — Комсомолецсене турăшсенчен тасалма виçĕ кун срок паратăп. Тĕслĕх хамран илĕр: пирĕн пӳрт тап-тасах — нимĕнле турăш та çук. Çапах çынсем пекех пурăнатпăр.
— Атте илтермесен? — ыйтать тахăшĕ.
— Илтермесен турăш вырăнне Хапăс Петĕрĕн сăнне çапса хур. Аçу самантранах ĕненме пăрахать, — ахăрать Володя ытти çамрăксемпе пĕрле.
— Атя, — сасартăк чĕнчĕ Анна Санькăна — Темшĕн чĕре вырăнта мар. Ĕне хавшамарĕ пулĕ те.
Вĕсем, клубран тухса, васкасах килелле утрĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...