Ытла та вăрттăн юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
Çăва çинче
Герман, юта каяс умĕн тăван ялне таврăннăскер, çĕр варринче темиçе хут та ыйхăран вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер пулчĕ ăна — тăнлавра юн хыттăн тапрĕ те хăлха хыçĕнче капланса пĕтĕм пуçа çĕрĕпе канăç памарĕ. Тухтăр, сывлăхĕ чиперех пулмаллине шанаканскер, аптăранă енне пуçне минтер айккине те, айне те хурса пăхрĕ — çук, ниçта та чиксе вырнаçтараймарĕ. Юлашкинчен вăл ыратакан вырăна аллипе икĕ енчен те тытса выртрĕ. Çакă ыратăва кăшт лăш панă пек пулчĕ. Çапла майлашса арçын çур ыйхă çывăрса илчĕ-ши, çук-ши — тепĕр авăкран пуçĕ паçăрхинчен те ытларах ыратнипе вăранса кайрĕ те самантрах аллине вĕçертрĕ, анчах ĕшеннĕ чун хăйĕнне турĕ: пыр типсе кайрĕ, çăвар маччине тем мурĕ çилĕм пек çыпçăнчĕ.
Герман, пахчара ĕçленĕ тумтирĕпех выртнăскер, тăрса хывăнчĕ, пушаннă талстукне салтса пукан çине çакрĕ те çывăракан амăшĕпе чи кĕçĕн йăмăкне тутлă ыйхăран вăратмасăр, шăппăн çенĕке тухрĕ, алă сĕмĕпе витре шырарĕ. Вăл вара, çурри ытла шывпа тултарнăскер, куркана перĕнсе çĕрлехи шăплăхра хыттăн чăнкăртатса илчĕ. Арçын шарт сикрĕ те пăшт пулса кăшт тăхтаса тăчĕ — çуртра никам та вăранмарĕ: кăнтăрла пахчара ĕçлесе ĕшеннĕскерсем, халь вĕсем хăйсене йăтса тухса кайсан та вырăнтан сикмĕç... Герман умлăн-хыçлăн темиçе курка сивĕ шыв ĕçрĕ. Пурĕ пĕрех ăшĕ канмарĕ. Вара вăл асăрхануллăн алăк сăлăпне илчĕ те çенĕке тухрĕ.
Мĕн вăхăт-ши халĕ? Тул çутăличчен тата миçе сехет-ши? Тухăçа кăшт çеç кăвак сăн çапни те сисĕнет. Автансем шăпланнă, авăтмаççĕ. Пӳртре çеç шăрчăксен тавлашуллă чăрăлтатăвĕ хуçаланатчĕ.
Куç умне пуç тăрринчи ялтăркка çăлтăрсем тухса тăчĕç. Тӳпе те, тавралăх та таса; çак тасалăха куруçăн чĕре те тикĕссĕн тапрĕ, пуçри тымарсем якалса юна тасатаççĕ, çĕнĕ вăй-халпа тулаççĕ...
Акă ăçта иккен вăл ирĕклĕх тата чун канăвĕ! Арçын хавассăн картлашкасем çинчен картиш варринчи симĕс курăк çине анса тăчĕ те аллисене тӳпенелле тăсса çӳлтен, тĕнче уçлăхĕнчен, çĕнĕ вăй ыйтрĕ.
Мĕн вăхăт çапла тăчĕ-ши? Герман шухăшĕнчен хăпса халь мĕн вăхăтне ăнкартма тăрăшрĕ.
Кĕвенте çăлтăр пуçчиккĕн тăрать, Хуркайăк Çулĕ те чылаях çаврăннă, шупка сăнпа хупланнă. Тухăçра пĕлĕт хĕрри кăвакарма тытăннă.
Çур Çĕр иртни пĕр-икĕ сехет урлă каçнах ĕнтĕ.
Тепре выртас — кайран тăма татах та хĕн, мĕншĕн тесен кăтăш пулма та ĕлкĕреймĕн. Аса илӳ те, пулас çул та чуна вăркаттарса пуçа тепĕр хут ватма тытăнчĕç.
Арçын чĕлĕмне чĕртсе ячĕ те кĕпине туртса юсарĕ, пĕрене хушăкне тирĕнтерсе хĕстернĕ пуртта кăларса илсе хул хушшине хĕстерчĕ, пушă аллипе тимĕр кĕреçе йăтса урама тухрĕ.
Курăк çинче çутă сывлăм йăлтăртатать. Юханшыв çийĕн йăс хăпарать. Ниçта та пĕр чĕрĕ чун курăнмасть. Пĕр сас-чĕвĕ те çук. Ял çийĕн хура каç хуçаланать-ха хальлĕхе.
Ачалăхĕпе яшлăхне çак таврара ирттернĕ çын урам урлă каçса çырмана анчĕ те пĕве пуçĕпе иртсе ял вĕçнелле пăрăнчĕ. Уя тухсан укăлча хĕррипе сăрталла хăпарчĕ, кĕçех вара ансăр сукмакпа утса пĕчĕк вăрмана çитсе кĕчĕ.
Ку каталăх, — е вăрманах темелле-ши ăна, — йĕри-тавра утса çаврăнсан та çухрăмран ытла пулас çук. Вăл кунта сарăлса выртакан вăрманпа тахçан ĕлĕкех ялăн кăнтăр-хĕвеланăçĕнчен пуçласа Çавал таран пĕрлешсе тăнă пулмалла.
Ката урлă каçсанах Волина пытарнă çăва пулма кирлĕ, унран аякрах та мар Мăн Çавала юхса кĕрекен ятсăр юханшыв шăнкăртатса выртать.
Герман пĕчĕк вăрмана кĕрес умĕн хăй сисмесĕрех çӳçенсе илчĕ, уттине чакарчĕ. Çитменнине, шăп та лăп çак самантра çывăхрах тăмана ихĕрсе ячĕ.
— Тĕ-в-в-в-ик!..
Юрать-ха çумра пуртăпа кĕреçе пурри чуна харсăрлăхпа хăюлăх хушрĕç, тата тавралăх та çуталма тытăнчĕ ĕнтĕ. Арçын чунне хытарса шĕшкĕлĕхе кĕчĕ.. Кăнтăрла çакăнти тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ иккенне пĕлмест мар вăл, анчах та халĕ вара пачах урăхла: чуна çӳçентерет.
Вăл утнăçемĕн малалла утрĕ. Çуталакан шурăмпуç чуна çапах та хаваслăх кĕртрĕ. Чăн та, çутçанталăкпа Марков хирург пек калаçакан татах пур-ши çакă çутă тĕнчере?..
Чи малтан вăл çак илемлĕ катана хăйĕн шухăш-ĕмĕтне, пĕтĕм хуйхи-суйхине ютран, НАТОн Вăтаçĕр тинĕс хĕрринчи варттăн лабораторийĕнчен, таврăнсан каласа пачĕ. Унтан тăван тавралăх ăна Гюзельпе, — хĕрӳ те хастар хĕрпе, — пĕрлештерчĕ.
Халĕ вара ăнланма та, калама та йывăр: Герман тăван тавралăхран уйрăлса вăхăтлăха та пулсан юта кайма ирĕк илесшĕн...
Мĕн астарать-ха ăна, аллăран иртнĕ арçынна? Мĕншĕн вăл Энтрипе Гюзельрен уйрăлса тинĕс леш енне, Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем текен çĕршыва, васкать? Мĕншĕн?
Çак ыйтăва хуравлама ăна, чăн та, çăмăл мар, мĕншĕн тесен Афтанистанра сусăрланнă ывăлĕн шăпи ытла та телейсĕр: сурана сиплеме кирлĕ эмеле таврари чи чаплă хирург хăй те çаплах тупаймасть пулсан, мĕн ыррине кĕтмелли пур-ха ĕнтĕ унăн? Чир-суран хăйĕн киревсĕр ĕçне малалла тăвать: хавшанă çамрăка хытăран та хытăрах кăшласа вырăн çине ӳкерме тăрăшать.
Арăмĕ те, саманан йывăрлăхне самаях астивнĕскер, упăшки хăйĕнчен сивĕннине сиссе ытла та улшăнчĕ, унăн пит-куçĕ тĕксĕмленчĕ, çан-çурăмĕ ырханланса хытрĕ.
Марков тус-тантăшĕпе çывăх пĕлĕшне хăй Анăçа кайма хатĕрленнине пĕлтерсен пурте чаплă чĕре тухтăрĕ вăрăм та янтă укçана хапсăнать тесе шутларĕç. Тĕп сăлтава никам та тавçăрмарĕ-ха, мĕншĕн тесен Герман хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕн, Мэрин, инкекĕ çинчен тата çакă çутă тĕнчере ăна унсăр пуçне урăх никам та çăлса хăварма пултарайманнине Арлановсăр пуçне пĕр чун та пĕлмест-ха.
Вăрман та, ун пекех, хăйĕн хуйхи-суйхине, каçхи илем-не ăна йăлтах кăтартмасть. Йывăç тăрри кашлани тата çулçăсем шĕлтĕртетни çеç чуна Йăпатса лăплантарать, пуçри йывăр шухăшсене айккинелле сирет.
Чăнах та, пур иккен вăрманăн асамлă вăй — çутăлнăçемĕн вăл хуйха-суйха мантарса, пурнăçри инкек çине алă султарса тĕнчере илем пуррине аса илтерчĕ. Умра — сип-симĕс уçланкă, чечек-курăкпа, ирхи çутă сывлăмпа çăвăнса тап-таса тасалнă таврари çăка тата шĕшкĕ çулçисем йăлтăртатса кăна лараççĕ. Марков ерипен вăрман варринелле кĕчĕ. Ĕнтĕркенĕ йывăç сулхăнĕ айĕнчн симĕс курăк пусса илнĕ çул, кăшт нӳрĕскер, урана çăмăллăн таптарса пычĕ.
Çак çутă ир тата вăрманти сип-симĕс йывăçсемпе ӳсен-тăран кирек кама та: ял е хула çынине — ачалăхри ырă самантсене аса илтереççĕ, чуна ăшăтса йăпатаççĕ.
Автомашина тĕтĕм-сĕрĕмĕпе тулнă хулари тусанлă урам хыççăн çакăн пек таса сывлăшпа сывласа утма мĕн терй кăмăллă, хаваслă!.. Анчах куçа курăнман шухăш-туйăм темле илеме те тĕп тума хатĕр. Телей те çаплах-тăр. Этем хăйĕн телейĕпе кăна нихăçан та килĕшсе ларма пултараймасть, мĕншĕн тесен кашни çыннăн шăпи общество пурнăçĕпе те, çутçанталăкпа та нумай енлĕн çыхăннă.
Герман телейĕ вара самантлăха ялтлатса илет те сасартăк чылайлăха куçран çухалать. Çакна вăл çамрăк чухне пит ăнлансах çитместчĕ, анчах пурнăç ăна нуша кулачне çителеклех çитерчĕ, çавăнпа та юлашки вăхăтра вăл хăйĕн кашни утăмне лайăххăн виçсе, темиçе хут шутласа тума тытăичĕ. Çак пĕчĕк вăрмана, хăйĕн тăван кĕтесне, юта тухса каяс умĕн тепĕр хут килни пачах та ăнсăртран мар çавăнпа та.
* * *
Тул çутăлчĕ. Герман ерипен утса вăрмантан тухрĕ, Çавал хĕррине анчĕ. Тасалса пыракан тӳпере лăпкă, анчах юханшыв хĕрриле варкăш çил тапранчĕ. Шыв çийĕ вĕтĕ хумсем çапнипе кăнăкланма тытăнчĕ, çыран хĕрринчи çамрăк йăмрасемпе тирексем авкаланса илчĕç.
Арçын чул катăкĕ çине тăрса питне çурĕ. Çынна туйса çывăхри шапасем тем самантра шыв варринелле чăмрĕç. Ирхи хĕвел вара хăйĕн пайăркисемпе вĕтĕ хумсем çийĕн выляса ун тавра ылтăн чĕнтĕр çыхрĕ, анчах та шухăша кайнă çын хальхинче çак илеме асăрхамарĕ. Сĕлкĕшленнĕ куçĕпе вăл малалла, çыран леш енчи çăва çине, тимлесе пăхрĕ, Волин вил тăприне шырарĕ. Акă кĕçех палланă пилеше асăрхарĕ. Йывăç айĕнче — шурă палăк, ветеранăн вил тăприйĕ.
Герман пушмакне хывса шăлаварне чĕркуççи таран хăпартрĕ те кĕреçепе ăшăхрах вырăн шыраса çулерех, çынсем чул тавраш тата пĕрене пăрахнă вырăна, пырса тухрĕ. Çак вăхăтра вăл Андрей Ильича Шупашкарта тĕл пулнине аса илчĕ.
Шăмăсем шатăртатичченех ыталаса илчĕ те ун чухне Волин ăна, çывăхра çынсем пуррине мансах, пĕрне-пĕри пӳле-пӳлех калаçма тытăнчĕç вĕсем.
— Мĕнле пурăнатăр Шупашкарта? — ыйтрĕ чи малтан Мускав хăни.
— Аванах, — хуравларĕ хирург ветеран сисĕнмеллех ырханланнине асăрхаса. Вăл ирĕксĕрех Заид Казанбаевăн аманнă чĕрине Каир хулинчи сишкнĕ чухне çак çын патвар та вăйпитти пулнине Волинăн кашни сăмахĕнче, хусканăвĕнче туйнине аса илчĕ те чăтаймарĕ, чĕлхе вĕçне капланнă сăмахне пăшăрханса каларĕ: — Чирлеместĕр пулĕ те, Андрей Ильич?
— Чирлетĕп. Сываласси пирки калама та йывăр, мĕншĕн тесен чир ытла та тарăна кайнă, — терĕ тусĕ.
Умра ĕнтĕ — сип-симĕс улăх, аякрах та мар, сĕт пек шурă тĕтре ăшĕнче вара — çăва.
Çаран çинчи чечексем çийĕн хальлĕхе нимĕнле хурт-кăпшанкă та вĕçмест-ха. Шурă тĕтре çуталса куçран çĕтсе çеç пырать. Таса сывлăм ахах пек ялкăшать, çара ура çине ӳксе чуна уçăлтарать.
Ирхи шăплăх ахаль чух хăлхана илтĕнмен юхакан шыв сассине те, аякри машина кĕрлевне те çак илемлĕ тавралăха илсе килсе вăхăтлăха вăйлатать.
* * *
Ирхи хĕвелĕн ăшă шевли тавралăха çутатса ялкăштарма тытăннă вăхăтра Герман çăва патне утса çитрĕ.
Курăк пуснă тĕмескесем çийĕн кас-кассăн ĕшенчĕк çил пĕр тĕмĕ çинчен теприн çине куçса лăпланса çывăрма вырăн шырарĕ. Сăмсана шаннă курăк шăрши çапрĕ. Ялта автансем авăтма тытăнчĕç. Шыв хĕрринче темĕнле кайăк пюй-пюй! тесе кăшкăра-кăшкăра илчĕ.
Герман Марков Волинăн вил тăприне майласа самаях вăхăт ирттерчĕ. Малтан вăл алхасса кайнă çум курăкĕсене кĕреçепе тымарĕ-мĕнĕ кăкласа çăва картишĕнчен кăларса ывăтрĕ, унтан вăхăтлăх лартнă палăка хуллен силлесе тăпра ăшĕнчен кăларчĕ, Гюзель парса янă чечек тымарĕсене кĕсйинчен кăларса сак çине хучĕ те такам пăрахса хăварнă пĕчĕк витрене илсе шыв хĕрринелле утрĕ.
Унта вăрах чăрманса тăмарĕ. Чечек тымарне тăпрапа витрĕ, аллипе пусса хытарчĕ. Çирĕп лартăр, парка ӳстер. Унтан çак ӳсен-тăран çĕр айĕнче лайăх хĕл каçма, çитес çуркунне хăйĕн илемĕпе килен-каяна савăнтарма пултарасса ĕненсен çăва варринелле, Арланов «тăпри» еннелле, утрĕ. Шăп та лăп çак самантра Çерпӳ енчен автобус ярăнса тухрĕ те ял еннелле васкаса чупрĕ, анчах хирург ăна асăрхамарĕ. Ветеран тăприне вăл, Хĕветле 1942 çулта лартнăскерне, васкамасăр тата тирпейлĕн тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатрĕ.
«— Мĕн амакĕ сиксе тухрĕ-шй? Эпĕ астăвасса кирек ăçта та, уйрăмах пирамидăсем таврашĕнче, Эсир ура айĕнче çĕр пуррине туймастăрччĕ-çке. Çăмăллăн утаттăр-чупаттăр.
— Хăрушă чир алхасать ман тавра.
— Чĕре-и? Ку енĕпе эпĕ пулăшма пултарăттăм.
— Çук. Унтан та хăрушăрах. Уран тăприне тасатас енĕпе темиçе çул тăрăшма тиврĕ, çав хушăра радиоактивлă япаласен каяшĕ манăн кĕлеткере çителĕклех пухăннă иккен.
— Шел, ку енĕпе ăнкармастăп.
— Çăлтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, мана кирлĕ эмеле çĕнĕ ĕмĕр пуçланнă тапхăрта тин, шурă тата сарă халăх пĕр-пĕринпе çапăçма тытăнсан, тупаççĕ. Эпĕ вилмеллех сиенленнĕ, çавăнпа та унччен пурăнаймăп.
— Çине тăрсан, тен, çăлăнăç тупăнĕ? — парăнмарĕ-ха хирург
— Ăнланатăп сана, хаклă тусăм. Тавах кăмăлушăн. Эсĕ мана тамăкран çăласшăн, анчах та мана тăватçĕр рентген тивни темиçе хут та пулнă. Тăватçĕр ренттен вара вăл — вилĕм виçи...
— Апла Эсир пайăркасем айне лекнĕ пулса тухать?
— Çапла. Темиçе хут та тӳссе ирттернĕ. Çитменнине, хамăр мĕнле ĕçпе çыхăннине ăнланайман, çавăнпа каярах та пурнăçра йăнăш хыççăн йăнăш пайтах тунă.
— Шел, хальлĕхе эпир çак кăткăс чиртен сыватаймастпăр, — терĕ те Герман Марков пăшăрханса пуçне çĕрелле усрĕ,
Пулăшаймарĕ хирург ветерана — вăхăт нумай та иртмерĕ, Волин вĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ».
Шухăша кайнăскер, Герман шыв сулхăнĕ хăйне çӳçентерме тытăнсан, сывлăш çавăрмалла тенешкел, самантлăха чарăнса тăчĕ. Автобус Çавал кĕперĕ тĕлне çитнĕ те иккен. Хыçа юлнă вăрман лăпкăн курăнать, уçă çил юхăмĕпе вăхăт-вăхăтпа ăвăс тăррисем шăпăртатса илеççĕ унта. Кайăк-кĕшĕк шăп. Ирхи хĕвел пайăркисем хăйсем çине ӳкессе кĕтеççĕ тейĕн.
Автобус çырма урлă каçса тимĕр карта умне пырса тăрсан тин вăл Шупашкар хăнисене хирĕç утрĕ.
— Эпĕ çанă тавăрсах унăн «тăприне» майлатăп. Вăл пур, çамрăк йĕкĕт пек, ман умра тăрать. Паян тесен паян авланма хатĕр, — шӳтлерĕ Марков симĕс курăк çине анса тăма ĕлкĕрнĕ Арлановăн аллине хыттăн чăмăртаса.
— Пирĕн ăрăвăн шăпи çапла пулчĕ. Юрать-ха чăнласах выртмастăп тупăкра, — терĕ те ватă çын Германа ыталаса патвар утăмсемпе хăйĕн палăкĕ еннелле утрĕ.
— Ан васкăр, тархасшăн. Малтан Волин палăкне лартар, — чарчĕ вĕсене Заил Казанбаевăн уçă сасси.
— Тĕрĕс. Малтан палăртнă ĕçе тумалла, — тесе Арлановпа Марков автобусăн хыçалти алăкĕ умне пырса тăчĕç. Чул палăка асăрханса çĕр çине антарса лартрĕç те ушкăнпа тăпра çине йăтса кайрĕç. Йăлтăркка шурă чула хăйĕн вырăнне яланлăха вырнаçтарнă хыççăн Эльвирăпа Энтри авалхи йăлапа тăпра çине апат-çимĕç хучĕç. Арланов вара хула мэрĕпе хирурга хăйĕн «вил тăприйĕ» умне илсе пычĕ.
— Мĕнле кăна паттăр çуралса ӳсмен-ши çак таврара? — терĕ те вăл тĕмеске çине хăпарса ларчĕ. Унăн тарăн та вичкĕн куçĕнче хурланни е мĕн-тĕр çинчен шутлани питех палăрмарĕ. Таçта инçетелле тинкерсе çапла каларĕ: — Чи пысăк паттăр вăл — халăх. Çавă тытса тăрать пĕтĕм пурнăçа, çавă тăвать çĕр çинчи улшăнăва. Унтан вăйли, чăн та, тĕнчере урăх никам та çук. Анчах юлашки вăхăтра темшĕн ытла та арпашăнса кайрĕ-ха вăл. Мĕншĕн? Мĕн çитмест ăна? Мĕн канăçсăрлантарать?
— Ытла та кăткăс ыйту, — хуравларĕ Марков кăккăвак таса куçĕпе Казанбаев çине шăтарасла тинкерсе. Вăл юлташĕ мĕн каласса кĕтрĕ.
— Ку сăмахăн çăмхи ытла та вăрăм пулĕ. Тен, малтан апатланар, палăртнă ĕçе вĕçлер, — лăпкăн хуравларĕ хула мэрĕ аллинчи сехечĕ çине пăхса.
— Килĕшмесен? — терĕ ветеран ыйтуллăн çăра курăкпа витĕннĕ тĕмеске çине меллĕрех ларса.
— Апла калаçăва малалла тăсма тивет, — полковник хăй шухăшĕнчен пăрăнма шутламаннине тӳрех сисрĕ Заил. Çав вăхăтрах вăл Марковпа пĕр чĕлхе тупма май пуррине те манмарĕ, ун еннелле çаврăнса çапла ыйтрĕ: — Эсĕ мĕнле шутлатăн, хаклă тусăм?
— Павел Иванычпа килĕшме тивет. Тен, пĕр-пĕр ыйтăва халех татса парăпăр, — хăй килĕшнине пйлтерчĕ хирург.
Калаçу хĕрсе кайнине сисмерĕç те арçынсем. Ытла та нумай Пухăннă пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли.
— Мĕн пулса пыни пирĕншĕн паллă: эпир паянхинчен авантарах общество тăвасшăн. Ман шутпа, эсир манпала килĕшетĕр пулĕ тетĕп.
— Паллах, — терĕ Герман, вăл ĕнтĕ Заил вĕсенчен кăшт пăрăнса арăмне пулăшма тытăннине асăрхарĕ.
— Анчах та мĕнле общество тума хатĕрленетпĕр-ха эпир?
— Ку вара, чăн та, кăткăс япала.
— Чи малтан манăн сан шухăшна пĕлес килет.
— Эпĕ хирург, çавăнпа та политикăпа интересленместĕп, анчах та тепĕр чухне сирешкелех пурнăç çинчен, уйрăмах малалла епле çулпа каясси пирки хытах шутлама тивет пулсан та, хальлĕхе уçăмлăн нимĕн те калама пĕлейместĕп-ха.
— Шел.
— Ытларах медицинăра пулса пыракан ĕçсене, тĕрлĕ наука тĕпчевĕсене тимлĕн сăнама тăрăшатăп-çке.
— Ку çапла-ха, анчах та санăн ĕç укçи те, апат-çимĕçпе ытти кирлĕ япаласем туянасси те пĕтĕмпех пурнăç шайĕпе çыхăннă-çке. Çакăн çинчен шутлатăнах эсĕ, çапла-и?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...