Ан сивĕн, савни :: Иккĕмĕш пайĕ
Ваççа. Атя ĕнтĕ. (Çавăтса кĕрсе каять.)
Уçтук. Ай тур, инкем, пукане тус. Ак тĕнче. Микка пиччепе Альтук аппине кайса хавхалантарас-ха. Ха-ха, сăри сая каймарĕ.
Виççĕмĕш курăну
Петĕрсен килĕ. Типтерлĕ пӳлĕм, сĕтел çинче апат-çимĕç витсе хунă. Кутник çинче Микка выртать, чӳрече умĕнче Альтук ларать, час-часах урамалла пăхса илет.
Альтук. Шурăмпуç та килчĕ, автансем та виçĕ хутчен авăтрĕç, пирĕн çаплах çук. Мĕн шыраса çӳреççĕ-ши çак таранччен? Настя тата, Насти, хĕр пуçĕпе çак таранччен çӳренине кама курнă-ши?
Микка. Мăкăртатма пăрахмастăн-и эс паян, çывăрма паратăн-и? Е çук-и?
Альтук. Ăçтан çыврăн унта? Эй, эй-эй, яй-яй. Ма çапла пулчĕ-ши? Кама пăхнă-ши?
Микка. Сана пăхнă вăл, эс ху çавăн пек пуçтах пулнă.
Альтук. Эс, намăссăр, эп качча кайиччен чуптуса курман, вунçичче çитиччен улаха тухман.
Микка. Çапла, вунсаккăра кайсан качча тухрăн пулĕ.
Альтук. Ухмах пулнă çав, ухмах, сана курнă та, мĕн пулнă-ши сан çумăнта?
Микка. Эсĕ те ытлашши ялта пĕр хĕр пулман-ха.
Альтук. Эх, кукша пуç! Мана сан пеккисем мар, учительсем пăхнă, сехетлисем, шлепкеллисем.
Микка. Ну, çитĕ, çитĕ, карчăк, эпĕ сана йăлăхтарса çитертĕм пулсан тепĕр старик те тупса яма пултаран.
Альтук. Тупатпăр масар ялне кайсан.
Микка. Эпĕ те çапла пуль тетĕп çав... Ăçта, сăра юлнă-и çавăнта?
Альтук. Сĕтел çинчех ларать, пуçламан пичке те пур-ха.
Микка. Туй пулмасан ахалех сая каять ĕнтĕ.
Альтук. Мĕн чухлĕ сăра тунă, эреке хатĕрленĕ? Ах турă, намăс, намăс, пĕтĕм ял умĕнче намăс, намăс.
Микка. Çиччĕ виç те пĕрре кас теççĕ. Туй пуличчен уйрăлни авантарах вăл, судлашса çӳресси çук. Икĕ-виçĕ арăмпа пурăнма султан мар эпир.
Микка сĕтел патне пырса ĕçет. Петĕр кĕрет.
Петĕр. Эсир ирех тăнă-çке.
Альтук. Тăрататăр эсир, çывăрман эпир.
Петĕр сĕтел хушшине кĕрсе апат çиме пуçлать, сăра ĕçет.
Петĕр. Мĕн пулнă?
Альтук. Мĕн пулнă тет тата, ăш хыпписем. Сирĕн мĕн пулнă унта?
Петĕр. Нимен те.
Альтук. Çапла пулĕ. Пĕтĕм ял шавлать. Арăму ăçта, ачу ăçта?
Петĕр. Пĕлместĕп.
Альтук. Мăнука курасчĕ. Мĕн ятлă вăл? Маша, Мишша-и?
Петĕр. Пĕлместĕп.
Альтук. Ывăл-и, хĕр-и?
Петĕр. Пĕлместĕп.
Микка. Хăв ачуна пĕлместĕн-и?
Петĕр. Çук ман ача, нимĕнле арăм та çук.
Альтук. Ахалех алимент тӳлеттереççĕ-и?
Петĕр. Тӳлеттересçĕ çав.
Альтук. Намăс, намăс, ял умĕнче намăс.
Микка. Кун пекки пулманччĕ-ха пирĕн йăхра. Акă мĕн, ачам, капла юрамасть темле пулсан та. Амăшĕ тутар-и вăл, çармăс-и, вырăс-и, чикан-и — пурпĕрех ачуна пăрахма юрамасть, хăв юн.
Альтук. Çирĕм пилĕк çула çитрĕн, çитет суйласа. Кам чысне пăсрăн... Ак тамаша, тамаша. Эпир туй тăвас тесе хыпăнса сӳретпĕр, вăл авланнă иккен...
Петĕр. Авлантарчĕç çав.
Альтук. Эх-хе-хе-хе. Тамара питĕ аван хĕрччĕ те. Мĕн тăвас тен, нимĕн тумалли те çук.
Микка. Аван хĕрсем пулĕç вĕсем, арăм пулсан çеç путсĕрленеç... Салтакра чух авланса ятăн-и ĕнтĕ?
Петĕр. Эй, эсир те ĕненместĕр те. Эпĕ вăл хулара служить туман, пулса та курман.
Микка. Апла мĕншĕн санран алимент шыраççĕ?
Петĕр. Вот çавна хам та пĕлместĕп çав.
Микка. Кам пур вара пирĕн ялта Петр Николайчă урăх? Вăрман патĕнче Петр Петровчă, Çармăс кассинче Памар Петри, вăл Николайчă мар, Филипчă. Сантăр патĕнчи Петĕр, ашшĕ каллех Микулай мар, Мĕкĕтеччĕ пулас. Чиркӳ кассинчи — Петр мар, Федор Николайчă.
Альтук. Ара, леш сăмсах патĕнчи Улюн Петти.
Микка. Вăл Николаев мар, Ионов Петр.
Альтук. Ара, леш Петĕр ашшĕ Микулай марччĕ-и-ха?
Микка. Эх, карчăк, вăл Петр Николайчă вилни те вунă çул çитет.
Альтук. Эх-ха-ха-ха, туй-туй тесе миçе çĕр çывăрмарăмăр пулĕ.
Çав вăхăтра Уçтук чӳречерен пуçне кăтартать.
Уçтук. Пулать туй, пулать, тупата та туршăн пулать. Туй, туй, тесе çĕр çĕмĕрсе килтĕмĕр.
Тупата туршăн, туй пулать.
Тупата туршăн, туй пулать.
Альтук аппа хĕр парать.
Аяра-яр-ра-я-я.
Микка пичче хĕр парать.
Альтук. Ай тур-тур, шартах сиктертĕн. Çĕмĕрĕлсе çӳрет.
Петĕр. Сана кам чĕннĕ, сана мĕн ĕç.
Уçтук. Сана мĕн ĕç, мана мĕн ĕç, итле халĕ малтан. Сирĕн туй пулать.
Петĕр. Кай, кай, пăтраштарса ан çӳре.
Уçтук. Микка пичче, Альтук аппа, пĕтерчĕç, çаратрĕç. Сире хĕрсĕр хăварчĕç.
Альтук. Мĕн аташса çӳрен?
Уçтук. Сире хĕрсĕр хăварчĕç вĕт, Настьăна вăрласа кайрĕç.
Микка. Пулма пултараймасть.
Уçтук. Тупата туршăн.
Альтук. Ай туру.
Уçтук. Ваççа хăй патне илсе кĕрсе кайрĕ.
Альтук. Ай туру, тур, ай тур-тур, хурах та кăшкăрмарĕ-и?
Уçтук. Кăшкăрма терĕ. Ахăлтатсах кĕрсе кайрĕ. Халĕ кĕрслеттерсе ташлаççĕ.
Микка. Эх, ку хальхи ача-пăчана!
Альтук. Старик, кайса ил хĕре, халех кайса ил.
Микка. Ху кайса ил! (Кутник çине выртать.)
Альтук. Петя, кайса ил, çӳçĕнчен туртса сĕтĕрсе кил.
Петĕр. Хăвăр кайăр.
Альтук. Ай тур-тур, яла намăс кăтартрĕç. Пĕри çитмест — тата тепри. Хуйхă çине суйхă.
Уçтук (Петĕре). Сан урлах качча кайрĕ-и?
Петĕр. Юратса кайрĕ пулĕ. Акă сире туй.
Альтук. Кулса тăрать тата, чуп часрах, кайса ил, хăвăн ятна ан яр!
Петĕр. Уншăн ман ят ма кайтăр?
Альтук. Ах тур-тур, пире ватăскерсене пăрахса хăварчĕ. Кам тăвĕ ĕнтĕ килти ĕçсене? (Макăрать.)
Уçтук. Ара, ара,
Петĕр. Ан макăр халĕ, анне.
Альтук. Урайне эс çăватăн-и?
Петĕр. Çăвап.
Альтук. Кĕпе-йĕмне эс çăватăн-и, халех кайса ил! Эх-хе-хе, тĕнче, тĕнче çĕрчĕ, ял кулчĕ.
Мирун чӳрече умне пырать.
Мирун (Уçтука сирсе). Ну-ка, ты.
Уçтук. Ан тĕккелле ĕнтĕ.
Мирун. Пăрăн-ха.
Уçтук. У-у, куштан!
Мирун. Итле-ха, Петя, Петр Николаевич, турă пул, ĕнер, те ӳсĕрпе, шуç тимĕре урамах тăкса хăварнă, çутăличчен тасатасчĕ.
Уçтук. Эпĕ ăна тасатса хутăм.
Мирун. Тасаттарăп эпĕ сана.
Уçтук. Сарайне майласа питĕрсех хутăм.
Мирун. Майлаштарăп эп сана, пĕр парсан.
Уçтук. Паранкă укçишĕн пултăр терĕм.
Альтук. Паранкă укçине эсĕ пире те пурне тӳлесе татман вĕт-ха.
Петĕр. Колхозăнне, колхозниксенне хăçан парса тататăн? Асту, суда паратăп.
Мирун. Петр Николайч.
Петĕр. Хуть те ăçтан тупса пар, ыранах колхозниксемпе татăлас пулать.
Мирун. Мĕн ман, пĕртен-пĕр çурта сутас-и?
Петĕр. Хуть те мĕн ту, эсĕ мана пĕтĕм колхозниксем умĕнче ултавçа кăлартăн. Сан пирки...
Мирун. Ăçтан тупас ман ун чухлĕ укçа? Пĕтĕм колхозниксен укçине вăрларĕç. Çаратрĕç мана çул çинче, Петр Николаевич.
Альтук. Ӳсĕр пулнă пулĕ ĕнтĕ?
Мирун. Астумастăп. Петр Николайчă, кĕçĕрлĕхе çеç пар машина.
Петĕр. Эп санпа тек çыхланмастăп.
Мирун. Эпĕ сана ахаль тунă штолĕ.
Петĕр. Вăт çавă çав.
Мирун. Эп мĕн?
Петĕр. Сана завхозран кăларатăп.
Микка. Мĕн пулса иртнĕ сирĕн хушăра?
Мирун. Сана пĕлмелли мар вăл.
Микка. Мана пĕлмелли мар эппин. Эпĕ ун ашшĕ мар-и? Вăл ман ача пулĕ?
Альтук. Ан шавла-ха, ашшĕ.
Микка. Эсĕ ан чĕн!
Петĕр. Пĕлен ак, атте.
Мирун. Петя! Петр Николайчă!
Петĕр. Эпĕ сана ăнланмалла каларăм. Машина ман мар, хуçи эпĕ мар. Çитет.
Мирун. Кам-ха тата хуçи эсĕ пулмасан?
Петĕр. Колхоз. Вăл ыйтупа эс ман пата текех ан çыпăç. Шифера клуб тунă çĕре леçмелле. Ман пата илсе килмелле мар, илтрĕн-и?
Мирун. Эпĕ сана аван тăвасшăн.
Петĕр. Çапла. (Чăлана кĕрсе каять, кĕсйине укçа чикет.)
Альтук. Мĕн тума илен çавăн чухлĕ укçа?
Петĕр. Хулăм укçи пама. (Мируна.) Правленине пыратăн. (Тухса каять.)
Альтук. Ухмаха ернĕ-и вăл? Ăçта кайрĕ вăл çавăн чухлĕ укçа илсе? (Тумланать.)
Микка. Хулăм укçи пама кайрĕ вăл.
Альтук. Амăшĕпе килĕштерсен, тен...
Микка. Çамрăксем килĕшни кирлĕ, халĕ ĕлĕкхи мар вĕт, пурнăçран юлнă эсĕ, карчăк.
Альтук. Эсĕ питĕ малта.
Мирун. Шуç тимĕрне...
Уçтук. Шуç тимĕрне пурпĕрех памастăп.
Мирун. И-их, ялти тухатмăш.
Уçтук. Районти жулик, спекулянт, сан çинчен милицие пĕлтермелле.
Мирун, Малтан сăмакун аппарачĕсене пытар-ха.
Уçтук. Указ хыççăн пĕр тумлам та юхтарман. Аппаратне те кайса панă.
Альтук. Ия, ял култармăшсем. Атя, атя.
Микка. Атя, атя, атя тĕнче култарма.
Тăваттăмĕш курăну
Çĕнĕ керменте. Кунтах колхоз правленийĕ, бухгалтери, сылтăмра председатель пӳлĕмĕ. Кермене уçман-ха, комисси те йышăнман. Вăл çук та ку çук. Анчах правление куçарнă. Анук аппа пӳлĕм пуçтарать. Почта илсе кĕрет, аллинче телефонограмма.
Анук. Ак хайхи (вулать). «Выехала, встречай. Жена Нина...» Нина иккен.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...