Ан сивĕн, савни :: Иккĕмĕш пайĕ
Ваççа. Чăнах та, сăмси çех лапчăкрах!
Анук. Ашшĕнех пăхнă.
Альтук. Асламăшне пулĕ. Унăн сăмси лапчăкрах.
Микка. Чăнах-и, ăçта-ха, курас мăнукăма, и-и, кулать тата. Ă-а.
Настя. Мĕн пăхса тăран, тыт ачуна. (Петр Николайчăна ача тыттарать.)
Ваççа. Ярăнма юрататăн пулсан туртма та ан ӳркен.
Анук. Халех куратăн. (Телеграмма парать, председатель пӳлĕмне уçса.) Нина Ивановна! Сирĕн упăшку Петр Николайчă килчĕ.
Хĕрарăм сасси. Петя-и?
Альтук. Ак тамаша!
Микка. Эсĕ, мĕн, Петя, арăмна пытарса усратăн? Киле илсе пымастăн.
Настьăпа Ваççа хĕрарăма чечексем пырса тыттараççĕ, алă параççĕ.
Сантăр. Саламлатăп эпĕ, Петр Николайчă, каçар мана. (Алă пырса парать.)
Лена. Законным браком, Петр Николаичă. Саламлатăп.
Тамара. Саламлатăп. Ултавçă.
Хĕрарăм. Ăçта вăл Петя?
Ваççа. Акă вăл эсир шыракан Петр Николайчă.
Хĕрарăм. Курмастăп, ăçта вăл?
Петĕр. Петр Николайча шыратăр пулсан, эпĕ вăл.
Хĕрарăм. Петя, Петр Николайчă. (Петр Николайчă хыçĕнче тăракан Мирун çине ыткăнать, Мирун ним тума пĕлмест. Пурте тĕлĕнсе кайнă.) Эсĕ, мĕн, мана паллаймастăн-им? Эпĕ ку — Нина. Петя, Петр Николайчă.
Петĕр. Ах, эсĕ-и-ха Петр Николайчă? Эпĕ хам тесе. Хăçан улăштарма ĕлкĕртĕн хушаматна? Э?
Хĕрарăм. Акă унăн ДОСААФ билечĕ.
Петĕр. Ăçтан, мĕнле лекме пултарнă вăл сирĕн алла?
Хĕрарăм. Мана вăл панă.
Уçтук. Ак тĕнче, тĕнче кулли, ял кулли!
Микка. Пур вĕт-ха тĕнчере путсĕр этемсем!
Петĕр (Мируна). Тытса кур ĕнтĕ ачуна.
Хĕрарам. Кирлĕ мар, вăл мана йышăнмарĕ, ачине те юратас çук.
Хĕрарăм ачине илсе тухса каять.
Уçтук. Ух, Мирун, Мирун, хура юн.
Анук. Татăл, çынсемпе татăл. Суяпа аякках каяймăн. Хĕрĕсем те айăплă, пĕрре курсах качча тухаççĕ.
Ваççа. Авă кам пăтратнă.
Сантăр. Уçтук аппа, инке, темле чĕнмелле сана. Юрататăп эп Ленăна, пар эс ăна мана ĕмĕрлĕхех.
Альтук. Сапла, ывăлăм, çапла, çынсен ывăлĕсем епле, эсĕ каллех хĕрсĕр юлатăн.
Микка. Карчăк, ан чăрмантар-ха çынсене.
Сантăр. Уçтук аппа!
Уçтук. Хăйне кала, хăйĕнчен ыйт.
Сантăр. Эпĕ сансăр, эсĕ мансăр мĕнле апла?
Петĕр. Ĕненмерĕр.
Ваççа (юрласа).
Ан сивĕн, савни, ан сивĕн те,
Ан сивĕн, савни, ан сивĕн
Кăштах сăмах илтнипе те.
Тамара. Кăштах йăнăш тунипе. Ĕненменшĕн каçар мана, Петя.
Петĕр. Турă каçарать.
Микка. Тĕрĕслĕх вăл, ачасем, хĕвелтен те çутăрах.
Петĕр. Тĕрĕслĕх вăл питĕ аван, шанни тата лайăхрах.
Ваççа.
Ан сивен, савни, ан сивĕн те,
Ан сивĕн, савни, ан сивĕн
Кăштах сăмах илтнипе те.
Тамара. Кăштах йăнăш тунипе.
Пурте.
Кăмăлли те питĕ аван,
Юратсассăн аванрах.
Уйăх çути пит аван,
Хĕвел ăшши аванрах.
Юлташ пурри пит аван,
Мăшăр пулсан аванрах.
Вĕçĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...