«Пуласлăх çăлтăрĕ çутатĕ камшăн...»
Пуласлăх çăлтăрĕ çутатĕ камшăн,
Кама пуласлăх пиллĕ ăраскал?
Ку ыйтăва памастăп эпĕ хамшăн,
Тăван çĕршыв пирки ман шухăш халь.
Тăван çĕршывăма ытла çаратрĕç,
Вăл халь хупписĕр юлнă йывăç пек.
Пире мурсем çул йӳппинче тăратрĕç,
Пĕтетпĕр-шим çапла йăлт пĕтĕмпех.
Кама шанса, кампа утас-ха пирĕн,
Мĕнле пуçлăхсене юрамалла.
Кама каламалла: «Тасал эс, сирĕл!»
Кам ĕретне пĕр çын пек тăмалла.
Ытла та халăха йăлт пăтраштарчĕç,
Укçашăн сутрĕç хăйсене çынсем.
Тĕрĕслĕхрен те чăнлăхран йăлт тарчĕç
Вăр-хурах пек çаратаканнисем.
Тăван çĕршывшăн пур-ши вăл пуласлăх,
Тăван чăваш курайĕ-ши телей?
Пире текех ыталас çук хаваслăх,
Çутатас çук пире çӳлти хĕвел.
26.04.2007.
«Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр...»
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
Унтан пăхатăн — унтине куратăн,
Кунтан пăхатăн — кунтине куратăн.
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
Хăш çулĕпе паян утмаллине
Ăна эс, тусăм, хăв суйласа илĕн.
Ăçта çитсе телей тупмаллине
Пĕлсен, килне, тен, çаврăнса эс килĕн.
Хăш çулĕ кӳрĕ чăн телей сана,
Ăна пуласлах çеç пĕлеет пулĕ.
Хăш çулпала мĕн тĕрлĕ самана
Санран, йăнăшнине курсассăн, кулĕ.
Çулна пĕлсе эс тупайман пулсан,
Унпа телей хĕвел шевли пек анмĕ.
Хăш çулĕ кирлине пĕлсе утсан,
Сана телей кĕтсе илмешкĕн манмĕ.
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
Унтан пăхатăн — унтине куратăн,
Кунтан пăхатăн — кунтине куратăн.
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
16.03.07.
«Пуласлăх вăл — асамлă кайăк...»
Пуласлăх вăл — асамлă кайăк,
Ăна кучух тытмашкăн çук.
Пуласлăхпа чухне çеç лайах,
Анчах кашнин пуласлăх çук.
Пуласлăха тытмашкăн капкăн
Пĕри, тет, лартнă улăхра.
Мĕнле ăна тытас-ха манăн,
Сунарçă мар эп пурнăçра.
Кунта эп вăрлăх акаканĕ,
Уй-хир кĕтет акаканне.
Калча шăтса тухать васканăн,
Тырпул парасшăн çынсене.
Эппин, ман ĕç те питĕ кирлĕ
Чунтан юратнă çынсене.
Пĕлетĕп: пурте питĕ чирлĕ,
Ман вăрлăх сиплĕ вĕсене.
Пĕрре-пĕрре пăхса та илĕ
Асамлă кайăк ман енне.
Çунат сулса, тен, вĕçсе килĕ
Ман çутă кантăкăм умне.
31.03.2007
«Салам, пуласлăх!..»
Салам, пуласлăх!..
Эп сана куратăп,
Хуркайăк пек веçетĕн ман умра.
Хăваласа çитес тесе чупатăп,
Эс çухалан мĕлке пек сывлăшра.
Салам, пуласлăх!
Эс çаплах çӳретĕн
Çӳлтен ӳкен шур тĕк пек ман тавра.
Сана тытас тесе алла çĕклетĕп,
Эс çухалан мĕлке пек сывлăшра.
Салам, пуласлăх!
Эс кунтах, пĕлетĕп.
Мана йĕкĕлтесе тек ан çӳре.
Ман ĕç нумай, ялан ĕçлетĕп,
Эс халлĕхе çӳре-ха тӳпере.
Салам, пуласлăх!
Эс йăлтах куратăн,
Кашнин ĕçне виçетĕн эс пĕлсе.
Хăв аллуна мана тăсса паратăн,
Çакна эп тивĕç пултăм ĕçлесе.
12.07.2007
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...