Шăпчăк


Попугай тĕлĕнет


— Мĕн-ма мухтаççĕ Шăпчăка?

Юрлать вăл, теççĕ, пит хитре. —

Пит тĕлĕнет пĕр Попугай

Ун юррине илтсе пӳртре. —

Юрлатăп эп апла-капла.

Унăн юрри пĕрре çеç, — тет.

Попугая хуçи калать:

— Хăй юррине вăл кĕвелет.

Шăпчăк юрри


(Г.Х. Андерсенран)

 

Ах, тĕрмере тĕттĕм-çке...

Сsdлама та пит пăчă;

Çан-çурăм та шăнаnь-çке,

Пĕтĕм чуна хăрушă...

Çемçе тӳшек вырăнне

Йĕпе улăм сараççĕ;

Тутлă çимĕç вырăнне

Шывпа çăкăр параççĕ.

Эх, алăмсем, урамсем!

Эсир тимĕр аллинче.

Ах, чунăмçăм, айван чун,

Çунан тĕрмен вутĕнче.

Эп çакăнтах пĕтеп пуль,

Киле çитсе ӳкес çук;

Ак тĕрмере вăтăр çул...

Ачамсене курас çук...

Ыр ачамсем, пепкемсем,

Эп таврăнасса кĕтетри?

Ыр тванăмсем, тантăшсем,

Эп вилменне пĕлетри?..

Эп, чунăмсем, вилмен-ха,

Сывлăш пур-ха кăкăрта.

Анчах сире курмашкăн

Парĕ-и-ха вăл мана...

Пирĕн тĕрме пит çӳллĕ;

Чӳречисем тимĕрлĕ;

Вĕçен кайăксем вĕçеççĕ,

Чӳрече панчен иртеççĕ.

«Амăрт кайăк, ăçта каян?

Чӳрече çине лар халĕ,

Ирĕкри çынсен пурнăçне

Юрă юрласа кăтарт халĕ!..»

«Чӳречӳ çине лармастăп,

Сан чӳречӳ пит кĕçĕн:

Юрă юрласа памастăп,

Малалла

«Çурхи сад ларать шап-шурă...»


Çурхи сад ларать шап-шурă,

Тин çураçнă хĕр майлах,

Сивĕ çеç ан ятăр Турă,

Тăм ан ӳктĕр аяла.

 

Пĕр ирпе пӳртрех илтетĕп

Хӳхĕм шăпчăк юррине.

Чăнахах садрах-ши тетĕп,

Яр уçап чӳречене.

 

Шăпчăках иккен, чăнах та

Шăратать — сирень енче,

Хушăнса ларать çунатăм

Чун-чĕремçĕм çумĕнче.

 

Пĕчĕк садăм, ешĕл садăм,

Эс илемлĕ, эс паха.

Шăпчăк ĕмĕрех юрлатăр,

Сиртĕр манăн тунсăха.

Манăн ешĕл сад пурччĕ...


Манăн ешĕл сад пурччĕ,

Садра шăпчăк юрлатчĕ,

Нумай юрă пĕлетчĕ,

Пĕри питрех лайăхчĕ.

Ах, çав юрра илтсессĕн,

Чĕрем хытă сикетчĕ.

Халь илтĕттĕм çав юрра!

Пĕрмай итлес килетчĕ.

Çурçĕр енчен сасартăк

Сив çил вĕре пуçларĕ,

Манăн садăн ăшне лăк

Шур юр çуса тултарчĕ.

Çав юр çусан, ман садран

Хайхи шăпчăк çухалчĕ.

Тĕрлĕ кайăк сасси пур,

Анчах шăпчăк сивĕнчĕ.

Илтместĕр-и, юлташсем,

Манăн садăн ăшĕнче

Юрламасть-ши ман шăпчăк

Çĕрле çур çĕр тĕлĕнче?

Катаран илтетĕп


Ĕнтĕ шăпчăк юррине

Катаран илтетĕп.

Шăпчăк саслă савнине

Чунтанах кĕтетĕп.

 

Юратусăр пурнăç çук —

Пĕтĕмпех ăнлантăм;

Анчах иккĕн утнă чух

Калама вăтантăм.

 

Çавăнпа-шим урама

Кĕçĕр эс тухмарăн?

Манăн тунсăх юррăма

Итлесе пăхмарăн.

 

Юрату вăл — сăмах мар,

Юрату вăл — çулăм.

Санпа ĕмĕр юнашар

Ман утасчĕ, чунăм!..