Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Идея это не голая абстракция, а скорее побуждение к действию.
(Ален)
 

Статьи

Кирлӗ мар?

  22.05.2009 20:02 | 4710 просмотров
Мана яланах хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен ӗҫне ҫиелтен кӑна тума юратни тӗлӗнтерет. Хӑш-пӗр чӑваш хушшинче те ҫак йӗрке сарӑла пуҫланӑ...
Ак, «Тӑван Атӑл» сайтне илер. Вӑл нумай пулмасть «atal-volga.ru» домен ҫинче вырнаҫатчӗ. Паян пӑхас терӗм те — ҫук, ҫухалнӑ. Сӑлтавӗ — хӑйсен доменне вӑхӑтра тӑсманнинче пулас:
http://www.webnames.ru/scripts/whoi ... n_name=atal-volga.ru
created: 2008.04.28
paid-till: 2009.04.28
free-date: 2009.05.31
source: TC-RIPN

Доменӑн усӑ курмалли вӑхӑтне тӑсманни ман шутпа ҫак сайта вӗсем чунтан-чӗререн туманнипе ҫыхӑннӑ.

Далее...

 

Экскурсире

  19.05.2009 21:03 | Изменить | Удалить | 4024 просмотров
ӑ Паян эпир шкул ачисемпе экскурсине кайрӑмӑр.Майӑн 19-мӗшпе пионери кунне паллӑ тӑватчӗҫ. Эпир те яланах ҫак уява паллӑ тунӑ.Кӑҫал та кӑвайт чӗртсе "иккӗсене" ҫунтарса ятӑмӑр.Юрӑсем юрласа савӑнтӑмӑр.Кашни класс кӑвайт ҫинче яшка-нимӗр пӗҫерчӗ,тутлӑ чей вӗретрӗ.Унтан ӑмӑртусенче вӑй виҫрӗмӗр, вӗренекенсемпе танах учительсем те чупрӗҫ, сикрӗҫ, упаленчӗҫ, футбол вылярӗҫ.Вӗренекенсем мала тухрӗҫ пулин те, эпир кӑмӑллӑ!
 

Экспозици

  18.05.2009 21:01 | Изменить | Удалить | 3860 просмотров
Етӗрне район хыпарӗсемпе паллашрӑм.Етӗрнери тӗп библиотекӑра Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалласа "Земля и люди Ядринского края" экспозици уҫнӑ. Пирӗн атте, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович ( 20.05. 1929 - 05.10.2005) пурӑннӑ пулсан майӑн 20-мӗшпе хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑватчӗ.
Ӗмӗр тӑршшӗпе Етӗрне районӗнчи "Заветы Ильича" колхозра вӑй хучӗ, чунне парса агономра, колхоз ертӳҫинче тӑрӑшрӗ.
Фойере унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ,библиотекӑна пыракан аттен архивӗпе паллашма пултарать.
Экспозиципе хамӑн та май тупса паллашасчӗ-ха.

Далее...

 

Тӑван историе ген шайӗнче хисеплес мар патне ҫитрӗмӗр

  16.05.2009 14:15 | Изменить | Удалить | 3931 просмотров

cap.ru сайт ҫинче вырнаҫнӑ Муркаш районӗн страници ҫинче Акрам вӑрҫипе ҫыхӑннӑ дата ҫывхарса килни ҫинчен ҫырнӑ. Анчах та кунта "восставшими руководили опытные вояки" тени чуна мӑка ҫӗҫӗпе каснӑ пекех касать. Урӑхла каласан, слово "вояка" - негативно-ироничное. Про положительных героев обычно пишут "воин", "боец". А вояками чаще всего называют недоумка-неуча взявшего оружие.
 

Смертельно храбрые войска

  14.05.2009 19:29 | Изменить | Удалить | 3749 просмотров

cap.ru сайт интереслӗ сӑмах ҫаврӑнӑшсем усӑ курать. "Смертельно храбрые войска" тесе мӗн калас тенӗ-ши? Кулӑшла.
 

Октябрьскинчен Ҫӗрпӗве ҫити

  12.05.2009 11:26 | 6050 просмотров
Паян, ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче, Октябрьскинчен Ҫӗрпӗве утса тухрӑм. Ҫитме ҫул ҫывӑх мар пулсан та утса тухрӑмах. Халӗ ҫак ҫулҫӳревре курнӑ ӳкерчӗксемпе паллаштарасшӑн.
Октябрьскине эпӗ 7-ре ларса тухрӑм, автобусӗ Кугеевӑна (шел те чӑвашла ячӗсене пӗлместӗп — ятарлӑ кӗнеке ман ал айӗнче ҫук, интернечӗ те ҫук) каяканни пулчӗ — пӗрле ларса тухнӑ ҫынсенчен темле чӑваш сӑмахӗ илтес терӗм пулсан та илтеймерӗм — вырӑсла ҫеҫ пакӑлтатрӗҫ. Пӗр ача чӑвашла калаҫасса шантӑм — асламӑшӗпе пӗрле ларса пыратчӗ, хӑйне вара ялти пек тумлантарнӑ — ҫук, пӗр-пӗринпе вырӑсла ҫеҫ калаҫса пычӗҫ.

Далее...

 

«Тутимӗре» кӗртсе пӗтертӗм

  04.05.2009 23:52 | 4435 просмотров
Ҫак хайлав ман алла лексен эп ӑна чун-чӗререн юратса пӑрахрӑм! Яков Ухсай маншӑн чӑн-чӑн пултаруллӑ ҫын пек тухса тӑчӗ — вара вӑхӑта сая ярас мар тесе ӑна электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарас терӗм. Вулавӑш калӑпӑшӗпе кӑна мар, хӑйӗн пахалӑхӗпе те палӑрса тӑмалла — Яков Ухсайӑн «Тутимӗрӗ» вара ӑна чӑннипех те ӳстерессе шанатӑп.
Ку хайлава кӗртме пулӑшнӑшӑн ман хамӑн йӑмӑка, Еремеева Еленӑна, тата ун мӑшӑрне Володӑна тав сӑмахӗ калас килет. Кӗнеки пӗчӗк мар, унсӑр пуҫне 1975 ҫулта тухнӑ пирки ӑна сканерлама та йывӑр — FineReader текста тӗрӗс палласа илеймест, пичетре тӗл пулакан кӑлтӑксем чӑрмантараҫҫӗ.

Далее...

 

о себе

  04.05.2009 21:10 | Изменить | Удалить | 3282 просмотров
эпӗ чӑваш учителӗ:)
 

Интереслӗ пӗлтерӳ

  04.05.2009 16:47 | Изменить | Удалить | 4437 просмотров
Кукеҫ типографинче кӑсӑклӑ пӗлтерӳ асӑрхарӑм. Сисадмина 5 паллӑ!
 

Муркашра ӑнланмалла мар пулӑмсем

  04.05.2009 15:14 | Изменить | Удалить | 3751 просмотров
Кӑсӑклӑ япаласем пулса иртеҫҫӗ Мӑн Сӗнтӗр салинче. Ҫак салара пӗр ҫын пӗчӗк предпринимательство ҫулӗ ҫине тӑрасшӑн - автозаправка уҫма шут тытнӑ. Лайӑх япала. Салара заправка тавраш ҫук, машина бакне бензин яма таҫти хӑямата каймалла. Анчах та ҫак заправка экологие пӑсать тесе Сӗнтӗр халӑхне ҫак ҫын пуҫарӑвне хирӗҫ тӑратнӑ. Халӗ пулас предприниматель ҫынсен машинисене бензовозран бензин ярса парать.

Кама вӑл чӑрмантарнӑ? Мӗншӗн Муркашра пӗчӗк бизнеса аталнтарма чараҫҫӗ?
Тепӗр самант.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 311, 312, 313, 314, 315, [316], 317, 318, 319, 320, 321, ... 378
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)