Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Кто осторожнее в своих обещаниях, тот точнее в их исполнении.
(Ж. Руссо)
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852398 просмотров
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Игорь Сайман // 2864.73.4118
2013.01.30 16:07
Пурнăç Пурисĕ:"...вĕсем Пурнăç урапине кустараймаççĕ..."
Шăпах çавсем кустараççĕ те ĕнтĕ паян.
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.30 17:45
Пирĕн регионра кам кустарать сан шутпа кустăрмана. Камсем вĕсем Çавсем, тĕплĕнтерех, тархасшăн. Г.Архиповпа К.Портнов тесе ан кала тата эсĕ. Хушаматсене калама вăтанатăн( пăх, шикленетĕн тесе çырмас)эсĕ паллах! Кама пĕлен "Марш" е "Заскорузлый" тăванĕсене.
Игорь Сайман // 2806.82.3147
2013.01.30 18:23
Чулпан Хаматова Хусанта çуралса ÿснĕ. http://ru.wikipedia.org/wiki/Хаматова,_Чулпан_Наилевна Ун пеккисем унта пинĕ-пинĕпе. Тархасшăн, урăхла тесе пуçа ан минретĕр. Пĕлетĕп эпĕ Хусан мĕн иккенне. 100% вырăс хули.
Игорь Сайман // 3951.00.5399
2013.01.31 01:29
Пурнăç Пурисĕ:"Пирĕн регионра кам кустарать сан шутпа кустăрмана..."
Акапасар каларĕ вĕт ВЕРТИКАЛЬ тесе. "Марш" текенни вăл, ахăртнех, массовка кăна. Режиссёрĕсем те, паллах, пур. Вертикаль вăл вертикаль, ун пирки ятарласа ăнлантарма кирлĕ мар.
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.31 09:09
И.Сайман! Эс ыттиисенчен ним енпе те уйрăм мар, ăнлан, Хусан 100% вырăс хули пулнă И. Грознăй хыççăн, Тутарстанра та 25% кăна тутарсем пулнă. Халĕ пачах урăхла. Тутарстан отатаривается, что естественно, Казань еще естественне становится татарским. Что еще тебе надо. Пуçа никам та минретмеç, это неоспоримые вещи. Так и должно быть.
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2013.01.31 09:22
Тĕрĕс çырать Якур, Ч.Хаматăвăпа пуçа ан минрет Сайман. Вăл заметная актриса çеç( при всем уважении к творчеству и общественной деятельности) и не она определяет будущее татарской нации. Ты о своей нации подумай, если это тебя интересует по-настоящему, если услышав чувашскую речь или песню у тебя появляется зуд в клетках конечностей твоего.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.31 09:38
Ку Ч.Хаматовăпа тăнран ярать ĕнтĕ Сайман. Юрать ачисене кампа, мĕнле майпа калăпланине тĕплĕн çырса кăтартмасть. Кунта вăл кирлĕ мар. Енчен те тутарла пĕлмен Чулпан Тутар Президенчĕ пулма ĕмĕтленеть пулсан ку темăна сÿтсе явма вăхăт тупма пулать. Шăнăрлăрах ыйтусем ларт Сайман,
эс пир пек хуçалăхра ĕçлеместĕн вĕт.
Тимер // 3959.82.4122
2013.02.01 11:37
Сайман ухмах мар ĕнтĕ.Ухмаха переть кăна тутарсем пирки.Шупашкарта пурте пĕлетпĕр:виçĕ тутар тĕл пулаç-пуплеççĕ тутарла.Чăваш ирттереть лару-пуху чăваш наци шăпи пирки,-паллах,вырăсла.
Agabazar // 3759.15.2537
2013.02.01 15:50
Agabazar
Пурнăç Пурисĕ: "Ч.Хаматăвăпа пуçа ан минрет Сайман. Вăл заметная актриса çеç( при всем уважении к творчеству и общественной деятельности)..."
Сăмах Хаматова пирки мар, Тутарстанри хуласенчи ТУТАР ТАТА ВЫРĂС ЧĔЛХИСЕН ВЫРĂНĔ тĕлĕшпе пырать.
Вихтăр // 2893.53.6953
2013.02.02 10:16
Пурис тĕрĕс çырать, Тимĕрпе те килĕшетĕп. Сайман ухмаха пени малтанласах паллă- ытти енĕсене пĕлместĕп. Эпир пĕлетпĕр ун пек ухмах сутса çÿрекенсем культура министерствинче те, наци юхăмĕнче те кăлăхах. Вĕсен пурнăç тытăмĕ çавăнта.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 16

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики