Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Философия - это способ восприятия жизни.
(Сергей Прокопенко)
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852404 просмотров
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Вихтăр // 2918-3898
2012.12.15 17:56
Тем тесен те, Сайман( Чĕлхе Ларăвне каймасть, сивлесе ирттерекен пухусенче сăмах тытмасть, хăй çав хушăрах авалхи Пăлхар территорийĕнчи пулăмсенче питĕ Осведомленный) провокатор пек хăтланать. Чун ыратăвĕпе килĕшÿллĕн хăтланать пулĕ.
Вихтăр // 1039.8.4424
2012.12.16 11:40

Шел пулин те, ни Чăваш патши, ни ЧНК та( тем более Г.Архипов,ни Чăваш интеллигенцийĕ те, ни уйрăм хастарсем никам та халăхра чăвашлăх туйăмне Мăнаçлăн,Уçăмлăн вăратса яма пултараймарĕç. А ведь такая потребность в этом миллионной титульной нации Республики. Дело даже не в том, что это выжигали каленным железом.
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.16 11:51
Йĕксĕксем чунсăрах тăваç пуль тетĕп хăйсен "хитре" ĕçĕсене. Е сана кунта тĕслĕхсем илсе кăтартмалла-ши? Пур халăхăн Аслă çыравçисем палăртаççĕ: Йĕксĕксен нет души, они бездуховны, они очень низки( ниже, чем животные), у них животный инстинкт тесе çыраççĕ. А кунта паллă Чăваш открыти тăвать: оказывается Йĕксĕксем те душевные люди, "хотя душевность их оспоримая".
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 07:25
Йăнăшатăр. Эп нимĕнле "паллă Чăваш" та мар. "открыти" тума та хĕрĕнсе çÿреместĕп."Душа" пирки ыйтăр пупсемпе мăчавăрсенчен:кашнийĕнех пур-и вăл е çук-и...
Игорь Сайман // 5097.3.3352
2012.12.18 08:57
Вихтăр:"...Дело даже не в том, что это выжигали каленным железом."
Хĕртнĕ тимĕрпе хĕртни ним те мар имĕш...
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.20 17:54
Эпĕ пупсем камсем пулнине пĕлетĕп-вĕсем халĕ Бизнесменсем. Эсĕ вĕсенчен мĕн ыйтасшăн? Вĕсем укçа тесен тăван амăшне сутса яма пултараççĕ. Праскье атте тăван Хуламăрăн черетлĕ çĕр лаптăкне ярса илнĕ терĕç те, ятарласа 2 сехет хушши мăнастырь çумпе пăхса çÿрерĕм.
Алюш // 2462.37.4643
2012.12.20 22:21
Сайман та инçетри çулçуреве юхнă пулас,сайра çырать. Ыттисем майпен хуравлама хăтланаççĕ. Эс хăв хуравлама кăмăл тумастăн пулсан, маха сутăнчăк пупсем патне хăвалатăн. Эпĕ пупсемпе калаçса курнă, нимех те душа пирки ĕнентермелле калаймаççĕ. Çавăнпа санран ыйтап.
Вихтăр // 1039.8.4424
2012.12.21 12:48
Тепĕр хут калатăп, Сайман, те тăванăм мемелле сана, те хурăнташăм.Ни Н.Федоровчен,ни ун хыççăн сана никам та Хĕртнĕ тимĕрпе хĕртнине илтмен. Çавах та эсир( эпир те теме те юрать)нимле сумлă ĕç те туса ирттернине илтмен эпĕ. Г Архипов пекех, укçа куçараççĕ-Ĕç тунă пек кăтартать, çук-гулянкăра.
Игорь Сайман // 2510.79.6859
2012.12.21 20:42
Алюш :"Праскье атте тăван Хуламăрăн черетлĕ çĕр лаптăкне ярса илнĕ терĕç те..."
Ма кирлĕ Праскье атте? Чăваш Енре "француз халăхĕ" пурăнать теме... Чăваш хăйĕн прависене аса илтерме хăтланать те, ăна:"хранццуссем пирки манса ан кай!" - теççĕ(е тата урăх халăха асăнĕç).
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.22 09:37
Сайман, эс те пулин еврей пек ан пул-ха: ыйту çине ыйтупа ан хуравлаха- вăл вĕсен привычки. Эсĕ мана пупсем патне яран, эпĕ сана пупсем мĕнле пулнине калап. Мĕн каласшăн пултăн раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче 20 сех.42 мин-ра çырнă çырупа, хăть персе вĕлер, ăнланмастăп.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 16

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики