Пурнăç Пурисĕ // 6133.7.6517
2013.01.28 13:08 | |
Ман шутпа И.Сайман хăй кăшт вулама пултарнине, вулав пÿлĕмĕнче ытларах ларнине кăтартасшăн. Эпир ĕçлетпĕр вĕт-ха, налук енчĕкне тултаратпăр. Но, впрочем ĕçлекен çынна Советсенче те, кайран для показухи кăна палăрткаланă. Пăх-ха мĕнлерех мăнаçлă тыткалаççĕ хăйсене "кантурсем", мĕнле тыткăна илет çан-çурăма вĕсен мăнаçлă пÿлĕмĕсене кĕрсен! | |
Пурнăç Пурисĕ // 6133.7.6517
2013.01.28 13:17 | |
Эх Agabazar,Agabazar. Эс мĕнле ăнланмастăн! Хуть кашни ача пахчипе шкул ятне тăван чĕлхепе парса хур. Ĕçĕ çавăнта-и вара, эс Алюша хирĕçлетĕн. Мĕн хирĕçлетĕн, ху та пĕлместĕн. Финанс юххисем( потокĕсем), политика рычакĕсем веçех турă çыннисен аллинче. Е эс вĕсем пирĕншĕн çав рычаксемпе лайăхрах усă кÿреç тесе шутлатна? Ан улталан!
| |
Agabazar // 6288.3.8349
2013.01.28 14:02 | |
Ача садне хăш чĕлхепе ят панин пĕлтерĕшĕ çук тесе малашне тек пĕр сăмах та ан калăр, тархасшăн Мĕншĕн тесен ят вăл ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ патне янă вăрттăн хыпар - вырăс пулса ÿс ачам тенине пĕлтерет. Месседж. | |
Пурнăç Пурисĕ // 6133.7.6517
2013.01.28 14:28 | |
Вăрттăн хыпар янă тени вăл черетлĕ теори. Хуть Патăрьелĕнче, Ельчĕкре, Тăвайра, Элĕкре тата Етĕрнере ял ачисем вырăсла çеç поплеççĕ. Пурнăç таппинчен кая юласшăн мар. Енчен те Наци республикинче чиновнике наци чĕлхине пĕлсен çеç, Çар ретĕнче службăра тăнă хыççăн çеç кĕртеппĕр тесе палăртсан ашшĕ-амăшĕ( учительсем мар) тăван чĕлхене вĕрентме тăрăшĕç! | |
Тимер // 4071.26.2366
2013.01.28 15:49 | |
Agabazar.Гениально каларăн.Чăвашлăхшăн пĕр май сьездсенче трибунăран кăшкăракансене ПРИГОВОР патăн!Вĕсем пĕри те ачисене чăваш ятне пама хал çитереймен. | |
Agabazar // 1861.83.2675
2013.01.28 16:10 | |
Финанс юхăмĕсене, Политика ричакĕсене кам аллине парасшăн вара эсир? Шупашкарта "Русский марш" ирттерекенсене-и? Е Интернетра "заскорузлый чуваш" тесе çыракан "пуртенккесене"? Е "Нам не нужен чувашский язык!" тесе çухăракансене! Мĕн пĕлетĕр-ши кун пирки? "Вертикаль" тенине илтнĕ-и хуть? | |
Игорь Сайман // 2982.74.8750
2013.01.28 21:13 | |
Якур
2013-01-27 14:12 "И.Сайман, чăвашăм. Инет-ра пурне те пăхмалла мар, кирлине çеç." ЭСИР МАР-ТăК, ĂНА ЫТТИСЕМ ПĂХАÇÇĔ. эСИР ПĂХМАННИ ВĂЛ-СТРАУСЛА ПУÇА ХĂЙĂР ĂШНЕ ЧИКНИ ÇЕÇ. | |
Игорь Сайман // 2982.74.8750
2013.01.28 21:17 | |
Пурнăç Пурисĕ:"Ман шутпа И.Сайман хăй кăшт вулама пултарнине, вулав пÿлĕмĕнче ытларах ларнине кăтартасшăн..."
Эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне пĕлместпĕр. Эппин пĕр-пĕрне нимĕн те кăтартма пултараймастпăр. | |
Тимер // 4673.1.3643
2013.01.29 10:26 | |
Пурнăç Пурисĕ калани Тутарстанра пурнăçа кĕрсе пырать.Тутарла пĕлмен чиновник çук вĕсен.Ачисене те тутарла ят хунă.Тутар ачин папа-мама çук.Халăх вăйлă вĕсен.Вăйлă халăхăн ертÿçи те вăйлă. | |
Игорь Сайман // 1802.43.4491
2013.01.29 16:52 | |
Шел пулин те, Тимер Тутарстан пирки тĕрĕс мар çав... Ак çакăнта мĕн каланине ăша хывса пăхăр http://zvezdapovolzhya.ru/obshestvo ... vost-12-03-2012.html |