Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.
(Петр I)
 

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250350 просмотров
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 2602.07.8201
2013.01.19 21:31
Васса ун пек тума килĕшмест, унăн вăхăт та çук. Ан тĕкĕн ăна.
Васса // 1758.11.8996
2013.01.20 15:12
Мана тĕкĕнмесĕр кама тĕкĕнетĕр ĕнтĕ эсир кунта,эп сире шăл çемми.Мĕн тусан мĕн пуласса пăхмасăр пĕлетĕр вĕт-ха эсир, ача усрава илнĕ-аван пулнă, эп илмен те -эп начар сирĕн шутпа.Хамăр ачасене йĕркеллĕ ÿстересчĕ-ха малтан.Кайран куç курĕ.
Якур // 4068.21.9222
2013.01.20 18:05
Сана, Васса, начар тесе никам та каламасть вĕт. Кунта темă: Хальхи Герой- хăйĕн ĕçне кал-кал туса пыракан шăппăн-шăппăн паттăр ĕçсем тума пултаракан Ар çумĕсем( Ама, амазонкăсем) пирки сăмах. Çавă çеç. Пурте Герой пулма тивĕç, анчах пурте пулаймаççĕ-ăшри туйăмсем пурин те "вĕри" мар.
Тимер // 1617.27.6013
2013.01.22 10:24
Мочалов-ГЕРОЙ.Халăх ирĕклĕхĕшĕн Шурча вăрçинче пуçĕсене хунă чăвашсене асăну мероприятине анлă туса ирттерме пултарчĕ.Патшалăхран укçа ыйтмасăр-халăх пулăшнипе.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.22 10:59
А.П.Айдака та хальхи вăхăтри Герой теме пулать, унăн шалти çитменлĕхсене пăхмасăрах. Пилĕк ача ашшĕ, паллă колхоз ертÿçи 1991 çулхи вырма( август- çапла пуль?)уйăхĕнче çĕрле Шупашкара килсе çитнĕ хастарсене хавхалантарма( хам пырса калаçрăм). Киле таврăннă чухне ăна пăшалран та пенĕ терĕç. Пирĕн кармаçăварсем ăшă хваттертен тухаймарĕç!
Тимер // 3605.03.6248
2013.01.24 16:40
Хăй вăхăтĕнче конгрсăн тĕп идеологĕ Станьял-герой.Вĕрентÿ министерстви ăна хисеп хучĕ панă халăх умĕнче.Вăл вара тепĕр кунне çав грамотине каялла кайса панă.Вырăсла çырнăшăн.Çавăнпек çынна конгресс"ертÿçи"конгрессран сивĕтме пултарнă.
Agabazar // 1744.00.8632
2013.01.24 21:30
Agabazar
Станьял пурнăç тăршшĕпех геройла ĕçсем тунă. Унăн геройла мар ĕçсем пачах та çук. Пĕтĕм пурнăç - геройлăх. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунар ăна.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.26 14:26
ГЕРОЙ сăмах питĕ тарăн шухăшлă пулмалла пек. Ун пек сăмахпа унталла-кунталла вĕлкĕштерме кирлĕ мар пуль. В.П.Станьял пирки килĕшмелле, анчах та 40 çула( ку çулти яш хăй мĕн тунине пĕлнĕ ĕнтĕ) çитиччен "урăхларах" пурнăçпа пурăннă яшсене ГЕРОЙ теме хăват çитерейместĕп. Иртнĕ çулсемшĕн ÿкĕнни паха, парăмсене халăха тавăрса пама тăрăшни пархатарлă ĕç.
Вихтăр // 3667.5.1399
2013.02.02 11:02
Герой теми путланчĕ пулмалла, шель пулин те вĕсем сахалрах халăхра.Вара темăна хупмалла. АнтиГерой темине уçас. Кун пеккисем пайтах пуль чиновниксем хушшинче. Ку темăпа пĕр-ик сăмас калаçса илес.
Тимер // 1904.31.6795
2013.02.04 11:13
Чĕмпĕрти маттур чăваш скульптăр Виктор Аванмарт чăвашлăхшăн сăтăрла ĕçсем тунăшăн АВАНМАР премийĕсене парать кашни çулах.Пÿтсĕрсем чĕтресе тăраç хăйсене "чыс"тăвасран.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики