Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Высочайшее искусство состоит в том, чтобы скрывать его.
(Д. Дидро)
 

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250359 просмотров
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 1039.8.4424
2013.01.05 17:43
Васса, эс мĕнле шкулта вĕреннĕ? Америкăра пуль, вĕсен логика енчен катăкрах. Мана И.Сайман кирлĕ мар. Мана кирлĕ унăн шăнăрлăхĕ. Разве йĕркеллĕ çын: Ма ыйтмарăн ГАИшникран укçа инкеке лекнĕ Ар çумĕ валли тесе калать. В.Яклычева куна пĕлсен çĕр тĕпне анса кайĕ. Шел çавăн пек çынсене тавăç çырса вăхăт ирттермелле!
Якур // 1039.8.4424
2013.01.05 18:31
Васса, сана та е И.Саймана никам та тылламаç. Эсир ăна тивĕç мар. Эпĕ шухăшлатăп та, эсĕ ĕлĕк лекци вăхĕтĕнче çывăрса кайнă студента вăратсан: темăпа мар тем персе яракан пекех туйăнатăн. Кунта Хальхи Герой пирки калаçу пырать: И.Сайман ГАИшниксене Герой тăвасшăн, эсĕ те кая юлмастăн.
Васса // 1752.63.9563
2013.01.06 11:45
Эс вара ,Якур -пакур,çынсене яланах хăвăнтан айван тесе шутлатăн, 60 çула çитнипе çапла пуль ĕнтĕ вăл,ялан хирĕçес шухăш кăна сан,çынсем çинчен гадость каламасăр çыраймастăн пĕр сăмах та , кирлине те çырни курăнмасть...
Тимер // 6350.9.3499
2013.01.06 13:57

Хальхи герой Пăлхар пики Валентина Яклычева.Аварине лекнĕ хыççăн ăйывăрлăха лекни пирки пĕлтерчĕç.Эпĕ тата юлташсем пиншер тенкĕ пухса патăмăр.Якур та машинăпа пулăшни пирки пĕлтерчĕ.Чăвашлăх пирки пит нумай çыракан Сайманпа Васса Гаишникран укçа ыйттарасшăн.
Тимер // 6350.9.3499
2013.01.06 14:01
Мĕнле пурăнмалла кун пек чăвашсемпе?ХĂРУШĂ.Çавăнпа çамрăксем хăйсене "чуваш"тетересшĕн мар.Нумайĕшĕ вăн тарăхнипе сувара тухаççĕ.
Васса // 1150.12.4966
2013.01.06 18:23
Хальхи геройсем эсир ĕнтĕ Тимĕрпе Якур, лăпланăр,эсир,урăх никам та мар.
Васса // 1150.12.4966
2013.01.06 18:26
Ташлама пĕлмен çынна мĕн чăрмантарать тет-ха? "Чăваш" сăмах та çавăн пеккисен кăмăлĕсене каймасть пулмалла.
Тимер // 3361.81.6784
2013.01.07 10:14
Хĕрарăмсемпе тата ухмахсемпе тупăшма хушман ваттисем.
Игорь Сайман // 3384.35.5767
2013.01.08 20:14
Якур:"Мĕнле чунпа çырма пултартăн çав ГАИсен шăршлă укçи пирки..."

Укçан шăрши çук теççĕ вĕт.
Игорь Сайман // 3384.35.5767
2013.01.08 20:19
Тимер:"Нумайĕшĕ вăн тарăхнипе сувара тухаççĕ."

Лешхйхи ГАИшниксем те сувара тухнă-и?

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики