Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Фактов всегда достаточно - не хватает фантазии.
(Д.Блохинцев)
 

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250360 просмотров
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Алюш // 2918-3898
2012.12.15 10:44
Пĕтереймест пулĕ. Россия-24 каналпа кăтартрĕç темиçе Вĕрентекен хăйсен Кăмăлсăрлăхне палăртма хăрамарĕç! Пурнатпăр-ха Тургай калашле! Шикленекеннисем Ельцинпа Чубайс теорипе-Проиграли!
Васса // 7088.1.3738
2012.12.15 14:07
Эп - хĕрарăм, мана ухмах пулсан та юрать,анчах та ку сайтри канашлури манран нумай хут ăслă хĕрарăмсене те - Синунпа Хĕвелпине - арçынсем тÿсме пултараймаççĕ, мĕнле арăмсем кирлĕ сире арçынсем -ухмаххисем е хăвăртан ăслисем?!Эсир хăвăр ăслă пулни те пирĕн çĕршыва пĕрре те мала ямасть тепĕр тесен...
Алюш // 2918-3898
2012.12.15 17:37
Пирĕн Çĕршыв малалла мĕнле кайĕ? Шутлаканни кам пулнине манса ан кай,Васса( шел, ашшĕ ятне тавçăраймастăп) - Л.Линника тĕртсех тăраç вĕт. Синупа Хĕвелпи Ăслă-Тăнлă пулсан, тавай вĕсене Çĕршыв тытăмне! Шел, вĕсене пĕррете илтмен, или вĕсем Мудрый Пескарь пек хупăнса пурнаççĕ-и? Халăх хушшине тухса чĕнсе каласан та вырăнлă пулмалла!

Якур // 2918-3898
2012.12.15 18:08
Тахçанах пулать çырманни. Вассапа Сайман, е Тимĕрпе Вихтăр тăнлă çынсене явăçтарасса шанса пурăнтăм та, кăлăхах. Таçти тем çинчен те çыратăр. Куç умĕнче, тĕп хула варринче арçын тата хĕрарăм монастырĕсем сарăлса пыраççĕ( хупăнакан предприятисем вырăнне). Вот ку пулăм-тăк пулăм. Тĕнчерен малта пыратпăр! Аçта пăхать Васса?
Алюш // 2918-3898
2012.12.15 18:29
Васса, Микуль сана чăваш хĕрарăмĕсен элитине кĕме сĕнчĕ, эсĕ шарламарăн. Сана наци Ялавне шанса парасшăн, килĕшместĕн. Пире иксĕмĕре кунта пакăçсем çыркаласан та çитет. Только пакăçсем эс кăмăллакан персонали çинчен ан пултăр.
Якур // 1039.8.4424
2012.12.16 10:33
Пире кунта арăмсем мар( вĕсем килте), йĕркеллĕ АР çумĕсем кирлĕ. Тимĕр, е Сайман яланах чăваш Амазонкисене яланах тĕслĕх илсе параççĕ вĕт,паянхи пурнăçра та чылай вĕсем. Хушаматсене каласан каллех Васса сиксе ÿкет, темскер АР хатĕрĕсем çине куçса кайĕ.
Тимер // 8800.3.3811
2012.12.17 14:21
Тĕн пирки асăрхансарах калаçăпăр.Хула варринче монастырьсем уçни халăха юрăхлă ĕç марри каламасăрах паллă.Анчах пире никам та чармасть хамăр турăсене аса илме.Хамăрăн асаттесен туррисене хисеп.
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 07:40
Васса:"...ку сайтри канашлури манран нумай хут ăслă хĕрарăмсене те - Синунпа Хĕвелпине -..."
"Синун" текенни ку сайтра Атăлçи пăлхарсем славянсем пулнă текен шухăша "аталантараканни" мар-и-ха?
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 07:44
Амазонкăсем тенĕрен, Агафия Гаврилова(1878-1918) аса килчĕ. Вăт ку çын чăнах та "Герой" ята тивĕçлĕ.
Васса // 1311.7.6603
2012.12.19 15:54
Хуть те мĕнле шухăш аталантараканни пултăр, ăна хăртмасăр хирĕçлеме çук-им?

Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики