Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Чем отомстить своему врагу?Старайся делать ему как можно больше добра.
(Эпиктет)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4814449 просмотров

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВНЕ кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/9.html

 

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн

ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

3-мӗш пунктра:

- ачасене чӑвашла воспитани пама пултаракан ӗҫченсене (воспитательсене) вӗрентме тата чӑвашла воспитани памалли меслетлӗхе хатӗрлеме

- вӗренӳ учрежденийӗсенче стендсемпе ытти кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма

3 е 4-мӗш пунктра:

- чӑваш чӗлхине аталанма йывӑрлатнӑран республикӑра сарӑлакан программӑсенче чӑвашла ҫӑмӑллӑн усӑ курмалли майсем туса парас, вӗсене чӑвашлатас тӗлӗшпе ӗҫлеме — Windows, Android операци системисене чӑваш раскладкине хушма производительсем умне сӗнӳсемпе тухма; тӗрлӗ программӑсен чӑвашла интерфейсне хушма

- чӑвашла программӑсене анлӑлатас тата аталантарас; компьютерпа чӑвашла ҫӑмӑллӑн ӗҫлеме майсем туса парас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме

5-мӗш пунктра:

- кулленхи ӗҫ хучӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине анлӑлатма

- чӑвашла воспитани паракан ача пахчисене, уйрӑмах хуласемпе район центрӗсенче, хута кӗртме

9-мӗш пунктра:

- сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма сӗнес

Уйрӑм пунктпа:

Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине халӑха турттаракан транспортра кӑтарту хатӗрӗсене икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума хистеме ыйтас

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимӗр // 5210-6943
2013.10.29 21:09
Угасловăн чылайччен тасатмалла-ха Архипофф хăварнă 'çылăхсене".
Agabazar // 2720.98.9610
2013.10.29 21:24
Agabazar
"Тасатасси" тĕлĕшпе эпир маçтăр :-) Конструктивлă ĕçлеме çеç пултараймаспăр. Курăпăр, мĕн тейĕ унта Сирĕн Угасловăр "Вырăс маршĕ" тĕлĕшпе.
Якур // 3702.33.0397
2013.10.29 21:30
Салам,Акасапар! Хастар комсомолсен кунĕ ячĕпе сана! Ман ятран комсомол хастарĕсене:Иллене, Ультияра, Г.максимова, М.Краснова, Ухтиярова уяпва хĕрÿллĕ салам! Вĕсене нимле кафере те тупимарăм хам куçпа курса саламласшăнччĕ.
Якур // 3702.33.0397
2013.10.29 21:36
Акасапара: Комсомолецсем хăюллă,комсомолецсем хастар! Харăс-харăс пултаруллă Çут пуласлăха утар! Коммунизм çут пуласлăхĕ хыçала юлчĕ, Архиппоф эпохи те кая юлчĕ. Малалла в незашоренную утопическими идеями приземленную ЖИЗНЬ. Атя, Акасапар, пĕрлех утар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 16:24
Акасапар:"Çитет пулĕ Архипофпа аташса! Ну иртнĕ кун вăл!". Çапла çырмалла пуль ĕнтĕ халь.Тимĕр темиçе çул Архипов камандипе çапăçнă,хирĕлнĕ чухне айкăран сире пăхса тăма питĕ меллĕ.Эп критикленĕ чухне те астăвап-ха Çаксем мĕнле Архипов командине тĕрек панине.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 16:29
Каçарăр, Акасапар, Аксар! Сире иртнĕ комсомол кунĕпе хĕрÿллĕ салам! Комсомолецсем пекех хăюллă та хастар пулăр! Анчах хут çинче анчах мар, сире конструктивлă ĕçлекен патриотсен малти ретĕнче курас килеть.
Agabazar // 3820.47.4094
2013.10.30 19:29
Agabazar
bor1959:"Архипов камандипе çапăçнă" Халь вара унта кам каманди? Çавсемех вĕт!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 09:04
Акасапар,эс Пухура пулса-и? Вара паянхи тата виçĕмкунхи(Куля вăхăчĕ)пухусен уйрăмлăхне чухлимарăнах-ши, е курман пек туса (страус пек)куçсене чаршав карса çÿрерĕн-и?Тавай конструктивлăрах калаçар.Çав конструктивлăх çук пиркиех Лукианов нумай сасă çухатрĕ.Эп каламас Угаслов лайăхрах тесе,анчах бизнес çыннин конкретика пур(каланă-тунă),унсăрăн бизнесна "Швах".
Чăваш Ашакĕ // 1751.89.7637
2013.10.31 11:28
Кашни чăваш хăй патша тенине Кашни Чăваш хăй ЧНК пулмалла тенипе улăштарма сĕнетĕп.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 11:39
Килĕшес Чăваш Ашакĕ каланипе. Анчах Ашак ятли патша е ЧНК пулият-ши?Вара Чăваш Ашакĕн ятне псевдонимпа улăштарма лекеть.

Страницăсем: [1], 2, 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики