Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Зависть развязывает языки, тогда как восхищение их сковывает.
(О. Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4814448 просмотров

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВНЕ кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/9.html

 

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн

ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

3-мӗш пунктра:

- ачасене чӑвашла воспитани пама пултаракан ӗҫченсене (воспитательсене) вӗрентме тата чӑвашла воспитани памалли меслетлӗхе хатӗрлеме

- вӗренӳ учрежденийӗсенче стендсемпе ытти кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма

3 е 4-мӗш пунктра:

- чӑваш чӗлхине аталанма йывӑрлатнӑран республикӑра сарӑлакан программӑсенче чӑвашла ҫӑмӑллӑн усӑ курмалли майсем туса парас, вӗсене чӑвашлатас тӗлӗшпе ӗҫлеме — Windows, Android операци системисене чӑваш раскладкине хушма производительсем умне сӗнӳсемпе тухма; тӗрлӗ программӑсен чӑвашла интерфейсне хушма

- чӑвашла программӑсене анлӑлатас тата аталантарас; компьютерпа чӑвашла ҫӑмӑллӑн ӗҫлеме майсем туса парас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме

5-мӗш пунктра:

- кулленхи ӗҫ хучӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине анлӑлатма

- чӑвашла воспитани паракан ача пахчисене, уйрӑмах хуласемпе район центрӗсенче, хута кӗртме

9-мӗш пунктра:

- сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма сӗнес

Уйрӑм пунктпа:

Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине халӑха турттаракан транспортра кӑтарту хатӗрӗсене икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума хистеме ыйтас

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:23
12-мĕш пунктра.Халăх ĕçкĕ-çикĕпе аташса кайнăран, эрех –сăра кунĕн-çĕрĕн сутма пăрахтарма хистемелле. Ку енĕпе Чечня халăхĕн тĕслĕхĕпе усă курма пулать.
Agabazar // 3649.02.5584
2013.10.25 18:37
Agabazar
Володя:"...Ку енĕпе Чечня халăхĕн тĕслĕхĕпе усă курма пулать." Ку вара мĕскер, пирĕн патра ислам йĕркине туса хурассине пĕлтерет-и?
Владимир // 1860.54.1986
2013.10.25 21:24
Эп пĕлнĕ тăрăх, Чечняра эрех-сăра талăкра ик сехет кăна сутма ирĕк панă. Ислам е урăх тĕн йĕрки кунта вырăнлă мар.
Agabazar // 1271.68.2700
2013.10.25 21:38
Agabazar
Тĕрĕссипе каласан, эп хам та, ман çывăх тăвансем те ĕçкĕ-çикĕлле çынсем мар. Ыйту ку енĕпе татăлнă теме пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 10:08
Маттур, Акасапар. Ĕçкĕ-çикĕ пирки татăклăн каларăн. Тата ялсене, экономикăна аталантармалли пирки татăклăнрах каласан паха пулĕччĕ. Хăв та яла кайса аталантарсан вуççех-"5 с +". Ялта интернет пур, телевидени пур, телефон пур. Сана Пурпĕрех ăçта çырса ларма, хулара пулăмсене хутшăнмастăн,вирлĕ сăмахна илтимастпăр.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.27 20:28
Конгресра стена çинче приказ çакăнса тăрать.Мĕнле чĕлхепе тейĕр?Тĕрĕс!Паллах вырăсла!Мĕнле резолюци кирлĕ сире ЧНК на хăйĕн хучĕсене чăваш8ла туса пыма.Устав чăвашли çук!Намăс мар-и?
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 22:19
Agabazar
Атнер, халь вара эп каланисене тăнлама хатĕрленĕр.Ахтунг!
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 22:21
Agabazar
ЧНК — обществăлла организаци. Вăл Раççĕй Федерацийен юридици системинче тăрать.
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 22:23
Agabazar
Ку системăра вырăс чĕлхи çеç сумра. Мĕнпур документсем вырăсла пулма тивĕçлĕ.
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 22:28
Agabazar
Паллах Устава, Приказсене, ыттисене чăвашла çырса пыма пулать. Анчах та вĕсем юридици тĕлĕшпе çырăннă-çырăнман ниме тăман хут таткине çаврăнаççĕ. Чăвашла çырнă Устава никам та пичет çапса çирĕплетес çук. ЫЙТУ: Мĕнле тухмалла ку лару-тăруран???

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики