Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Нужно быть терпеливым, чтобы научиться терпению.
(Е. Лец)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4814450 просмотров

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВНЕ кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/9.html

 

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн

ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

3-мӗш пунктра:

- ачасене чӑвашла воспитани пама пултаракан ӗҫченсене (воспитательсене) вӗрентме тата чӑвашла воспитани памалли меслетлӗхе хатӗрлеме

- вӗренӳ учрежденийӗсенче стендсемпе ытти кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма

3 е 4-мӗш пунктра:

- чӑваш чӗлхине аталанма йывӑрлатнӑран республикӑра сарӑлакан программӑсенче чӑвашла ҫӑмӑллӑн усӑ курмалли майсем туса парас, вӗсене чӑвашлатас тӗлӗшпе ӗҫлеме — Windows, Android операци системисене чӑваш раскладкине хушма производительсем умне сӗнӳсемпе тухма; тӗрлӗ программӑсен чӑвашла интерфейсне хушма

- чӑвашла программӑсене анлӑлатас тата аталантарас; компьютерпа чӑвашла ҫӑмӑллӑн ӗҫлеме майсем туса парас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме

5-мӗш пунктра:

- кулленхи ӗҫ хучӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине анлӑлатма

- чӑвашла воспитани паракан ача пахчисене, уйрӑмах хуласемпе район центрӗсенче, хута кӗртме

9-мӗш пунктра:

- сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма сӗнес

Уйрӑм пунктпа:

Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине халӑха турттаракан транспортра кӑтарту хатӗрӗсене икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума хистеме ыйтас

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 2572.40.3713
2013.10.28 07:54
Акапасар, Çыр чăвашла-вырăсла-никам та чармасть. Малтан туса пăх, кайран Кравул кăшкăр.
Agabazar // 3224.64.4584
2013.10.28 14:21
Agabazar
Мĕн мăшкалласа тăратăр, Якур. ЧНКри текстсем пирки калаççĕ вĕт кунта. Хушăр ЧНКна — çырса пăхтăр. Акапасар çырса пăхасси пирки ыттисем пăшăрханччăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 16:30
Аптрамĕ-ха çĕнĕ ЧНК,чăвашла штат пулать.Çитмесен Акасапара та чĕнме пултарĕç.Чĕнмесен те каяс пулать Акасапар конгреса, аттун пуш параппан çапни анчах пулать.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.28 19:39
Ахтунг,каллех Акапасар ухмаха переть.Мускав валли хăть французла çыр конгресс приказне.Кунта вара чăвашлине çыраймастăн пулсан ма вара парламентра мĕкĕрен чăвашлăх пирки.Спекуляци пĕтĕмпех конгресра.
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 21:17
Agabazar
Мĕн акапасарпа çапăçатăр ку ыйтупа, Атнер! ЧНК хуçисем птне кайăр та калăр. Пĕлтерÿсем çапаканни эп мар вĕт.

Пĕлтерĕве стена çинче чăвшала çырма пулĕ. Приказсен кĕнекинче пулать-и?
Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:28
Акасапар, ан пăтран.Хăв та кĕрсе кала Çĕнĕ конгреса мĕнпе килĕшменнине. Тутарсенчен, турккасенчен, еврейсенчен ыйтса пăх вĕсем мĕнле тунине. Ан вăтан, Акасапар, чăвашлăхшăн чунпах çунан пулсан. Çук пулсан, ан мĕкĕрлен, тĕтĕм ан кăлар.Луччă вырт та çывăр канлĕн.
Тимӗр // 1597.35.2835
2013.10.28 22:32
Хамăр конгресра та йĕркелесе яраймастпăр хамăра валли хăть чăвашла хут çырассине?.Ку принципла япала.Атя айăплар влаçе тата Чубайса.Архипофф 14 çулта çакна та тăвайман-и?
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 23:49
Agabazar
Тата тепĕр господин Хороший... Чăвашла çырнă япалана (Устав, тата ытти те) нимĕнле юридици органĕ те ПИЧЕТ ÇАПСА ÇИРĔПЛЕТЕС ÇУК! Пичет çапса çирĕплетмен текстран мĕн усси?
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.29 08:40
Хăвăн лармалли вырăнна пичет лартман-и эс,Акапасар?
Agabazar // 4212.02.2717
2013.10.29 08:56
Agabazar
Timer:"Архипофф 14 çулта çакна та тăвайман-и?" Çитет пулĕ Архипофпа аташса! Ну иртнĕ кун вăл! Халь Угасловпа Клементьев еннелле çаврăнса пăхас пулать.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики