Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Душа человека - лампа, у которой наука - пламя, а знания - масло.
(Ибн Сина)
 

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333697 просмотров

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.19 10:55
Акасапар хăта,Александров тенине халлĕхе лартма Мускаври Министерствăран ХУШУ килсе çитиман-ха.Пурпĕрех Унран ыйтмалли нумаях пулимĕ,леш хайхи "наследи" тенин "сăнĕ" унпа юнашарах( вăл кив камандăран вĕт),куна Акасапар пĕлет,анчах ăнланмана переть.Ăна чăваш элитине вĕрентес ыйтăвĕсенчен Украина элитин ыйтăвĕсем çывăхрах пулмалла.
Agabazar // 3237.07.0842
2013.12.19 14:57
Agabazar
Агакова катертнĕ пулин те Университетра пĕр секкундлăха та пурнăç чаранса ларман, анархи пуçланман. Унта ним те "хăй тĕллĕн" пулса пымасть. Ертсе пыракансем те , пурнăçлакансем те, тĕрĕслесе тăракансем те пур. Чăвашла сăмахсене урамри бомжсем мар илсе пăрахнă. Курăр-ха, епле пулса тухать: Кураков ик теçетке çул ларнă. Чăвашла сăмахсем ун чухне никама та чăрмантарман. Халь вара, Агакова катертнĕ хыççăн, темшĕн чăрмантарма пуçланă.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.19 15:20
Акасапар хăта! Ан вĕчĕрхен, может саспаллисене улăштарас тесе илнĕ.Унччен чăвашла кăна пулнă пуль те,кăшт вырăсла сăмахсем хушма шутланă пуль?
Agabazar // 4133.65.8389
2013.12.19 19:24
Agabazar
Пурне те çакна тата тепĕр хут пĕлтеретĕп: Эпĕ "бор" хоспочына "эс" тесе чĕнме ирĕк паман.
Якур // 2562.83.7069
2013.12.20 00:51
Акасапар хоспочын, чăваш гимнне çырнă чухне ăçта пулнă çак эсĕ? Е сан сан зажигани позднийрах-и?Хведоров президент чухне кăшт иментĕн пуль ĕнтĕ.Пурпĕрех çырса хумалла пулнă ĕнтĕ гимна про запас,ялав та ÿкерсе хумалла пулнă.
Agabazar // 2250.19.3678
2013.12.20 07:48
Agabazar
Якур:"Хведоров президент чухне кăшт иментĕн пуль ĕнтĕ"

Чăваш Республикин Гимнне Хвёдорăфченех йышăннă.
Якур // 3827.36.3373
2013.12.21 00:59
Акапасар Гимна улăштарма хăюлăх çитимар-и?
Agabazar // 1998.58.6518
2013.12.21 06:47
Agabazar
Гимна Акапасар та, Миккуль те, Якур та улăштарма пултараймасть. Ку тĕлĕшпе хăйĕн процедури пур.
Якур // 3904.07.7848
2013.12.21 08:10
"Гимна Акапасар та, Миккуль те, Якур та пултараймасть. Ку тĕлĕшпе хăйĕн процедури пур."-тесе калать те Акапасар хăйне пысăк ĕç тунă пек туять.Апла пулсан мĕн ăшталанан хохолсен гимнĕпе. Эпир(ыттисем те) те çаплах калатпăр(процедурă пирки), анчах эпир калани Акапасара тивĕçтерейместь пулас-ха.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.21 10:21
Акасапар хăта,вара Чăваш Республикин Гимнне Хвёдорăфченех йышăннă пулсан,эсĕ ăçта пулнă?.Тем более ун чухне пулнă анархия-демократия:хăтлан,мĕн тăвас килет çавна ту.Вара эп кăшт ăнланса пырап:Украинăри "анархия-безвластие" Акасапара питĕ килĕшет пулмалла,унăн çавна усă курса гимн йĕркисене шăрчаласа юлмалла.Хамăр Республикăра та тепĕр хут анархи пуласса кĕтет-ши?Вара хăйĕн 90-мĕш çулсенчи "бездействине" хÿтĕлесе халь те пулин йăнăша тÿрлетме пулĕ-ши тет ĕнтĕ?

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики