Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Кто так часто обманывал тебя, как ты сам?
(Б. Франклин)
 

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333698 просмотров

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Анатолий Семенов // 4186.57.1361
2013.12.18 14:59
Кураков чухне пĕтем бюджетлă вырăн Патаръелсен пулнă. Ăна пурте пелеççĕ. Вăл вăхатри кооперации институчĕн ректарĕ -Николаев, судран хĕраса пашалпа перенсе вилчĕ. Институтан укçине нумай вăрланă-хваттер туяннă, общежитири пÿлĕмсене сутна...).
Agabazar // 1162.9.9000
2013.12.18 19:00
Agabazar
Анатолий Семёнов, çынна ан култарăр-ха тархасшăн: патăрьелсем, муркашсем, елчĕксем, вăрнарсем... Чăвашăн тата хăйĕнпе хăй çапăçмалла иккен!!!....

Мĕн уйăрмалли пур чăвашсен пĕр-пĕринпе? Эпир ытти халăхсемпе "çапăçни" аван мар тетпĕр. Анчах хамăр хушăра пĕр-пĕринпе "çапăçни" татах та пÿтсĕртерех япала!

Кураковăн çылăхĕсем пур пуль ĕнтĕ. Анчах та çав çылăхсем пачах та эсир палăртнинче мар.
Agabazar // 1162.9.9000
2013.12.18 19:04
Agabazar
Ав Университетăн тĕп корпусĕ çинчи чăвашла саспаллисене илсе пăрахаççĕ. http://www.irekle.org/news/i1559.html

Çавна курмастăр эсир!... Чăваш темерĕн...

Эх, мăнтарăнсем....
Agabazar // 1162.9.9000
2013.12.18 19:21
Agabazar
"БОР" ЮЛТАША Ыттисем "кандидатскисемпе" "докторскисене" еплерех çырнине ак çакăнта пăхăр: http://www.echo.msk.ru/blog/serguei ... omenko/1220729-echo/

Тата çавăн пекех ак çакăнта: http://chuvash.org/blogs/comments/1838.html (Темăри виçĕ комментарие пăхма та ан манăр!!!!!!!!!!!!!!!).
Якур // 3428.13.6436
2013.12.18 20:15
Эх,Акасапар!Те айван темелле сана,те мĕскĕн темелле,те Дон Кихот темелле.Аптрил!Кураков ЧПУра çавăн пек лару-тăру тунипе(ку куçкĕретех) ытларах тăнлисем веç тухса тарчĕç вĕт Питĕре,Хусана,Мускава(пач çавăншăн кăна теместĕп,анчах тĕрĕссин %-чĕ пурах,вара леш "Белокаменныйне" кайнисем каялла тем парсан та таврăнмĕç).Ара халь пирĕн КУРАКОВ-академик тесе ал çупса лармалла-ши?Тĕрĕс çырать Семенов хăта!Темăна шалтан пĕлет ĕнтĕ.
Agabazar // 2339.60.7806
2013.12.18 21:11
Agabazar
Кураковăн çылăхсем пайтах пуль-ха...

Анчах "патăрьелсем" (е тăвайсем-и унта...) пирки халлап çапмалла мар кунта.

Шел пулин те, ку шухăша тепĕр хут калама тиврĕ.

Университетăн тĕп корпусĕ çинчен чăвашла саспаллисене катертеççĕ.
Якур // 6095.5.0649
2013.12.19 01:07
Кураковăн наследийĕ,малалла китайла çырса хураç пуль. Чăваш патриочĕ О.Викторов ăçта пăхать? Акасапар тата ма айкиинче?
Agabazar // 1979.99.7519
2013.12.19 09:23
Agabazar
Мĕн халлапри пек "наследисемпе" "çапăçатăр"? Мĕн çынсене (тиексене) патриотсемпе патриот маррисем çине уйăратăр?

Университет çине чăвашла çырнисене хăйпăтаççĕ. КУ ВĂЛ ПАЯН (хальхи вăхăтра) ПУЛСА ИРТЕТ! Кун пирки Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче каланă-и?

Эсир "наследи", Викторов, Акапасар пирки ... "павратăр"....
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.19 09:33
Акасапар хăта!Кураков Çавăн пек "наследи" хăварассине эпир малтанах каланă, шел Протоколпа çырса хăварман.А хăçан калаçмалла "наследи" çинчен,çыннисем пĕлĕтелле уйрăлса кайсан-и? Все пушистые правильные, а Акасапар Кураков хушаматне те асăнма "вăтанать" имĕш( вăл общежитисенче мĕнле йĕрке туса хучĕ?).
Agabazar // 1979.99.7519
2013.12.19 09:53
Agabazar
Пăрахăр "наследисемпе" çапăçма! Халь Университетра çĕнĕ ректор. Александров хушаматлă. Ыйтăр çавăнтан! Вилнĕ арăслансене хырăмран тапса ан çÿрĕр!

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики