Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Вернуть детство можно только впав в него.
(Эмиль Кроткий)
 

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333699 просмотров

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 3076.0.0831
2013.12.13 00:05
Тимĕрпе килĕĕшеп, Акасапара никам та курман чĕлхешĕн çунса çÿренине, мĕнле те пулин пулăм ирттернине. Ахаль форумри пуш параппан("прикалываться заходит"- теç çамрăксем).
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.13 15:30
Питĕ тĕрĕс,Якурпа Тимĕр.Акасапара никам та курман,тем более унăн "оригиналне" халăх хушшинче сумлă утăмсем тунине. Виртуаллисем не в счет.
Тимӗр // 4108.77.3149
2013.12.14 06:23
Акапасар,сана никам та чарман чăвашла калаçма.Тымарлан шайне нихçан та çитеймĕн.Хавшакрах.Ан хăра.Сана хĕнемĕç.Троллейбусран та кăларса ямĕç.Чĕлхене çав таран хÿтĕлеме пурне те тÿр килмен.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.14 10:10
Тимĕр,ăнланмарăн-им эсĕ? Акасапаршăн чи малти вырăнта Ăна нумай хисепре чĕнни, ытти япала ăна кăсăклантармасть.Включай инстинкт Рыцарства,Акасаппар!,меньше думай о себе.Ав М.В.Игнатьев Амăшĕсен Уявĕнче чăвашла тетрадь çинчен вуламасăрах еплерех шăрантарчĕ, кайран çав сăмахсенех-вырăсла, каллех ниçта пăхмасăр.Вĕрен,Акасапар,таçта интернетра хăшкăлса лариччен. Игнатьев калани сана сигнал(Тимĕр те пĕрмаях калать сана):калаçас кăмăл пулсан чăвашла, никам та чармаç.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.14 16:00
Акасапар сехре хăптарать чăвашла калаçма чараççĕ тесе, ахăртнех хăй калаçас килменнине тÿрре кăларасшăн. Леш хаçатра çырни:"Они считают,что тот факт, что трудовые мигранты разговаривают на работе на родном языке «коренное население приводит в негодование»"-ку гастарбайтерсем пирки çырнă-няк?
2013.12.15 15:54
Аксар Чунтупай
Журналистсен ĕçне хакламалла, уйрăмах тăван чĕлхепе çыракан журналистсен ĕçне... Тĕрĕс ыйту хускатать Николай Коновалов. Çакăн синчен калаçмалла пирĕн кунта... Эпир вара пĕр-пĕрне çиетпĕр. Ĕмĕрĕ-ĕмĕрĕпех çапла эпир, чăвашсем...
Тимӗр // 1340.68.1570
2013.12.15 17:13
Пур халăх та çавăн пекех.Пăхăр:парламентсене хăш-пĕрисем мĕнле тÿпкелешеç."В споре рождается истина"-тенĕ вырăссем.
Agabazar // 1897.31.4978
2013.12.15 17:40
Agabazar
bor1959:"Леш хаçатра çырни:"Они считают,что тот факт, что трудовые мигранты разговаривают на работе на родном языке «коренное население приводит в негодование»"-ку гастарбайтерсем пирки çырнă-няк?"

Ай-яй-яй!
Ай-яй-яй-яй-яй-яй!
Гастарбайтерсене çеç вырăна лартасшăн имĕш! "Чурккăсене" çеç! Епле пысăк савăнăç! :-) Чăннипе вара нацистсемшĕн пурпĕрех: чăваш-и, таджик-и —пурне те вырăсла çеç калаçтарасшăн. Гастарбайтерта çÿрекен чăвашсенчен ыйтса пĕлĕр: вĕсем ĕçлекен вырăнта чăвашла çăвар туллин калаçма пултараяççĕ-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.16 09:07
Аксар Ч.,никам та никама та çимеç.Н.Коновалов çырнипе килĕшмелле,анчах эпир кашни çавăн çинчен калаçатпăр-çиратпăр пĕр 15 çул точно.Коновалов çырнисене пурнăçа кĕртме Патшалăх канашне В.П.Станьял пеккисене суйламалла.Вара улшăну пулма пултарĕ халăхра.Станьяла депутата укçасăр суйлас тесе мыскарсем курни çинчен çырас терĕм те,Акасапар(хăйне чăвашлăхшăн "çунакан" пек тесе позицинировать тăваканскер) кулма пуçларĕ форумра.Ку темăн историне пĕлмелле,Аксар.Пока Акасапар пек пуш параппансем "чĕриклетеççĕ", халăхра самаях улшăну кĕтсе илме йывăртарах пуль!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.16 12:48
Акасапар çырать:""Бор" хоспочына. Пăрахăр пăх хырасси пирки калаçма!". Мĕнле тискеррĕн çыран эс,Акасапар. Кăшт сăпайлăха ан çухат, сана кам хисеплет кун хыççăн. "Тислĕкпе юр" тата эс çыракан "каяш" хушшинче пысăк расна. Хăвăнтан хушса çыркаласа çынсене сивĕтен.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 14

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики