Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Неудача всегда дает нам чувствовать силу наших стремлений.
(Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0522452 просмотров

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2019.11.10 17:46
Пустуй калаçÿ. Чăваш ачисене килте вырăсла калаçтарсан, мĕншĕн вĕсем шкулта вĕренмелле чăваш чĕлхине? Çавна хуть тавçăратăр-и?
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 18:23
Agabazar
Ну, ан вĕрент эппин ачусене! "Вĕрент, вĕрент!" тесе сана кам пит тархаслать? Кам сан патна "хăтана" килчĕ ку ыйтупа?
Атнер // 1005.39.5422
2019.11.11 10:32
А килте мӗн ҫуралсан чӑвашла калаҫса ӳстерсен чӑваш аталанса каясси каламасӑрах паллӑ.Хӑрушла вӑйсем кӑна хирӗҫ.Шкул,шкул теетпӗр пурте юлашки ҫирӗм пилӗк ҫул,пӗлсе тӑрсах усси пулмассине.Тӗрӗс,Акапасар тете,тыт та вӗрент,кам чарать сана.
Микула // 9259.3.8429
2019.11.11 19:39
Ҫапла ҫав пирӗн ,хавшак вузсенче хавшак интеллигенци кӑна хатӗрлеме пултарнӑ ? Паян ютубра Пӗрлӗх Кунӗ ячӗпе Шупашкарта ӳкерне сюжета куртӑм. Мӗн тери намӑс пирӗн аслӑ чиновниксемшӗн. Тутарстанра кун пеккисене ун пек ӗҫсенче чылай тытмаҫҫӗ.Ҫавӑнпах унта халӑхӑн шалу укҫи те пысӑкрах тата халӑхӑн тӑван чӗлхи те хисепре.
<br> Аскольд,чи малтан сӑлтавӗсем ҫинчен уҫҫӑмӑн каламалла,каҫарӑр та эсӗ чиновник пулсан ,сире пӗр кун та ун пек ӗҫре тытмалла мар. Ыттисене те. Акапасарӗ тата мӗн пӗрмай кахал чиновник юррине юрлать.Сӑлтавӗ халӑхра мар кабинесенче ларакан сӑтӑрҫӗсенче.
Agabazar // 4202.63.5329
2019.11.12 00:23
Agabazar
Эс ху хавшак мар вĕт? Эпин ту ĕçне! Яра пар!
2019.11.12 04:57
Станислав Убасси
САДИКСЕНЕ ЧӐВАШЛАТМАЛЛА
Садикре ачана чӑвашла шухӑшлама-калаҫма-вулама вӗрентмесен, вӑл 1 класа вӗренме кайсан, вырӑс ачи пулать. Чӑваш чӗлхи уншӑн тӑван чӗлхе пулмасть - райцентр ялӗсенче ачасем вырӑсла кӑна калаҫаҫӗ (Лапсар, Нурӑс, Патӑрел, Комсомольски, Элӗк...)
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.12 05:50
Садиксем пирки, Станислав, тӗрӗс калатӑн!
Ку темӑпа, тӗрӗссипе, ЧНКан ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Ку - унӑн Тӗп тивӗҫӗ! Анчах...
Икӗ ҫул каярах, черетлӗ Ҫӗнтерӳ Кунӗ хыҫҫӑн, ҫав кун хулара чӑвашла ҫырнӑ ПӖР ПЛАКАТ-ТРАНСПОРАНТ ТА курманран, хула пуҫлӑхӗсем патне ҫыру ҫыртӑм (копийӗ пур), вӗсенчен хурав илтӗм (хуравӗ пур). УССИ пулчӗ - Республика Кунӗнче чӑвашла ҫырни нумай пулчӗ. Анчах ЧНК ҫак процеса ПАЧ ХУТШӐНМАРӖ, эп ӑна малашне Тӑван Чӗлхемӗршӗн пӗрле кӗрешме сӗнсен те... Апла ку кантурта шанчӑк ҫук. Шел!..
Ӑнӑҫу сунса, Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Атнер // 5017.1.9436
2019.11.12 07:50
Упасси,эсӗ гени!.А эпир шутланӑ мӗн ҫуралсан атте-анне чӗлхине итлесе ӳснӗ тӑван чӗлхе пулать тесе.Ачан садике мар,яслине пымалла тап-таса тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫса.Сан Патӑрелюнче вара ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе вырӑсла калаҫса ӳстересси ҫирӗм ҫл каяллах пуланнӑ.
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.12 08:13
В. Туркайӑн Кун кӗнекинчен: 1989. Февраль, 21.

Кӑнтӑрла 10-мӗш шкулта 1-мӗш тата 2-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӗл пултӑм. Чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле чӗрӗ те маттур ачасем! Чун ӑшӑнса таврӑнчӗ.
Вӗрентсен, вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха!.. Калаҫаяҫҫӗ те, юрлаяҫҫӗ те, ЧӐВАШ та пулаяҫҫӗ. Анчах ҪАКНА ТА паман-ҫке пире ку таранччен...
ПӖТЕРСЕХ тенӗ ӗнтӗ! Пӗтересех тенӗ!..




Agabazar // 1255.02.4149
2019.11.12 08:56
Agabazar
Элĕк — вырăсланман-ха. Патăрьел те вырăслансах пĕтмен. Комсомольски пирки пĕлсех каймастăп. Лапсар тесе Аçтахар ялне калатăр-и?
Нурăс кунта леш хайхи Калинино пулас. Унта мĕн пур вырăсланма пит хистекенни?

Хĕрлĕ Чутая темшĕн кунта асăнман. Чутайсене "чеченсем" тесе "мухтатчĕç" такамсем. Чăннипе вара Хĕрлĕ Чутайра вырăсланасси самай тарăна кайнă пулас.

Район центрĕсен ку тĕлешпе пĕр вăйсăрлăх палли пур — тĕрлĕрен наччальниксен ачисем. Калăпăр, вĕсен хушшиче таçтан ярса панă "варягсен" тăхăмĕсем.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики