Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Нужда - это шестое наше чувство, заглушающее нередко все остальные.
(М. Сафир)
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0522450 просмотров

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2019.11.09 10:21
Микула хăш енчен вырăс чĕлхине сыхлаççĕ, аталантараççĕ? Управленец халĕ менеджер, уборщица - менеджер по клинингу. Çакă-и е вырăс чĕлхине упрани? Эй айван та эсир! Хăвăр мĕн çырнине те пĕлместĕр!!!! Иртнинче хут чăтать тетчĕç, халĕ интернет
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 10:41
Аха ҫав Аскольд. Путин чӑвашла пӗлмеҫ,ҫавӑнпа вырӑсла. </b>В последние годы по этим направлениям достаточно много сделано. Вопросы русского языка, литературы отражены в ключевых программных документах нашей страны, занимают одно из центральных мест в Основах государственной культурной политики и в Стратегии развития информационного общества. Также утверждены Концепция преподавания русского языка и литературы в России и Концепция господдержки и продвижения русского языка за рубежом.<b>
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 11:16
Мӗн хыҫса лараҫҫӗ пирӗн яваплӑ чиновниксем ? Ӑҫта пирӗн ӑсчахсем? Сӑмсана хӑш пӳрнепе чакалтама лайӑхрах тесе ученый степень валли ӗҫсем хатӗрлеҫ?
<br> Испанинче калӑпӑр баск чӗлхипе 4 канал кунӗ-ҫӗрӗпе ,пирӗн театр ятне чӑвашла та ҫыртарасси халӑх интеллигенцин чи хастар ӗҫӗ. ЧНТ тенине те чӑвашла тӑваймастпӑр. Тата пирӗн хыҫса ларнӑ хушӑра Чечня, Северная Осетия-Алания тата Татарстан республикисенче шкулсем</b> Поликульурный<b> программӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Топровольно тенинчен пачах урӑхла меслет. Темле шухӑша та, ӑслӑрах пулсан, майлӑ куҫарма пулать,анчах та пирӗн ертӳҫӗсен ӑслӑллӑх тюфцит пулмалла ? Маларах паравусран малта чупасси ?
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 11:27
Республикӑра миҫе ялти шкула хупнӑ, ялти ача пахчине тата клубсем ? Хӑш район тата хӑш министр вӑл ӗҫпе уйрӑмах палӑрса тӑнӑ,хӑшне ЧИШКУЛХУПАКАН титул памалла? Пурне те шута ильсен театр ятне чӑвашла ҫырманни ,ыттине асӑрхамасан , "норма". Сатту унта "чувашский тесе ҫырнӑ ? Сатту пирӗн кадет шкулӗсем пур,тата мӗн маннӑ,тата чиркӳсем чылайрах тата прихут шкулӗсем ?
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 11:35
Паянтан пуҫласа Поликультурный шкулсем ҫинчен ҫырас пулать ытларах.Халӑхӗ пӗлтӗр ,мӗншӗн пирӗн ҫук тесе калатӑр.
<br> Тепри, чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пирки хыпар анлӑрах сарӑлтармалла. Хусан опычӗпе паллашма унта кайса,документла фильм ӳкермелле. Олег Цыпленковӑн тӗп ӗҫӗ ҫавӑ пулмалла ? Хушса ларать тесе ан калар,маншӑн кӑна мар,халӑхшӑн,тӑван чӗлхешӗн.
Agabazar // 4071.56.6426
2019.11.09 15:44
Agabazar
Микула, çварна пустуй ан кар!
Ту, ту, ту, ту ĕçне! Сана ним та "ан ту" темест.

Хăвăн хăватлă ĕçне урлă выртан каскана тăрăх çавăрса хунинчен пуçлама пултаратăн.

Вăй патăр!
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 18:50
Пустуй ? Ҫапла пулӗ? Чиновниксем ӗҫҫӗр юлӗҫ тата . Вырӑс чӗлхине хирӗҫ вӑрҫӑ пырать текеннисене малтанхи сӑмахусене кала,мана мар. Паян чӑваш чӗлхине тата ытти халӑхсенне хирӗҫ тен вӑрҫи? Европӑри пек чӗлхене хӳтӗлекен Комиссар тен кирлӗ ? Тен Чӗлхене Хӳтӗлекен Канаш ,Программа ? Кремльтен мӗнле ҫиль вӗрет -ха ,сӑмсана ҫавӑнталла пӑрмалла тесе лармалла мар. Чи малта,яланхи пекех,ултав пырать,хыҫҫӑн сутӑнчӑклӑх. Начальник хушман тесе лармалла мар,халлӗхе саккунӗсем ачасене ача сатӗнче тата шкулсенче чӑвашла ӳстерме майне кӑна мар параҫҫӗ ,вырӑнти влаҫсен тата патшалӑхӑн тивӗҫӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм айӗпе ӗҫ тивӗҫне пурнӑҫлама пултарайман хӑшпӗр чиновникӗсенче. Унта тахҫанах сабботаж пырать, варинчи звенора ытларах .
Agabazar // 4071.56.6426
2019.11.09 21:17
Agabazar
Нумай павран, ĕçÿ-хĕлÿ вара курăнмасть.
vasilij.rozov.1944 // 4358.8.0720
2019.11.10 15:16
П а в р а к н н и к и кунта пĕртен -пĕр АКАПАСАР анчах!

Микула тĕрĕс ыйтусем лартать пĕтме хатĕрленнĕ халăх умне.

Пулас ăрăва чăвашлăха упраса хăварас тесен ачасене ЧĂВАШ чĕлхине пĕлни питĕ кирлĕ япала.

Чăвашла калаçма халăх мансан пĕтет чăваш халăхĕ çĕр çинче.

Чĕлхене ан амант Акапасар -"чиатăр" , " карчина" тата асар- писер сăмахсемпе арпаштарса.
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 17:24
Agabazar
Чиатăр темен. Чеаттăр тенĕ. Эс ху мĕнле калан? Уявхÿшĕ тетне?

Карчина темен. Карччын тенĕ. Эс ху мĕнле калан? Сÿрет тетĕн-и?

Ачасене чăвашла вĕрентмелли пирки тавçăрса илнĕшĕн — тавтапуç. Атту халиччен никам та пĕлменччĕ-ха. Тавçарса илнĕшĕн сана Нобель премийĕ парас пулать.

Юрать тĕнчере сан пек ăслă çынсем пур!

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики