Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Ссылаться на дурные поступки других - это умываться грязью.
(Ж. Пети-Сан)
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0522459 просмотров

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3504.11.6349
2019.11.07 21:46
Agabazar
Вырăсран вĕренмелле тени кулăшла илтĕнет ман шутпа. Атом хĕспăшалĕ, нуклонсар хĕçпăшалĕ пур-и чăвашăн? )) Миçе дивизи унăн? ))

Шел пулин те, чăваша сăпайлăх тени çитсех каймасть çав. А вăл вара питĕ кирлĕччĕ.... Ытларах каппайланма, кăкăр çапса хăпартланма юрататпăр.

"Эп — сăпайлă!" — тесе кăкăра сăрт-ту горилли пек шаккани хăйĕх сăпайлăх çителĕксĕррине пĕлтерет.

2019.11.07 21:51
Станислав Убасси

Хушса хӑварам.

Шкулсенче "иностранный язык" текеннине (язык иной страны) "ют чӗлхе" тесе куҫаратпӑр ("чужой язык", тесе) программӑна кӗртнӗ, ЕГЭне те кӗртесшӗн. Патшалӑх чӗлхенеҫав вӑхӑтрах пракӑҫланӑ, факультатив шайӗнче вӗренме пулать тесе...

Хисеплӗ чиновниксем ҫак паянхи пулӑм пирки ӑнлантарса патччӗр.
Районсенче-ялсенче эрнере пӗрре хуҫасем-чиновниксем "политкун" ятлӑ зомбиарча-телеещӗк каланине халӑх патне ҫитереҫҫӗ. Ма шӑппӑн ларатпӑр? Тавлашса илер!
Agabazar // 3504.11.6349
2019.11.07 22:01
Agabazar
Иностранный язык тенине чăвашла ют çĕршыв чĕлхи тесе куçармалла.

Чĕлхесене факультативла вĕрентесси пирки Путин каланă вĕт. Путина хирĕçле сăмах калама кам хăйтăр! Пулмасть ун пекки.

Тавлашу мĕн пирки пулма пултарать? "Тăван чĕлхе" ăнлав пирки. Унран ытла мар.

Вырăс ачи чăваш чĕлхине шкулта епле вĕренме пултарать? Хурав: енчен те вăл чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăнсан.

Паллах, чăваш ачи тĕлĕшпе те çавах вăл: чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăнмалла.

Ачан вара миçе тăван чĕлхе пулма пултарать? Пĕрре? Иккĕ? Виççĕ? ......Вуннă?
2019.11.07 22:04
Станислав Убасси

Agabazar: "Атом хĕспăшалĕ, нуклонсар хĕçпăшалĕ пур-и чăвашăн?"
Пур. Ҫеҫпӗлпе Хусанкай ҫеҫ мар.
Питӗ вӑрӑм списокне тума пулать. Вӗсен "ядерлӑ" хайлавӗсене шута илсен...
Agabazar // 3504.11.6349
2019.11.07 22:07
Agabazar
Ну-ну, вăл еннелле меллĕн çавăрса янипе эп килĕшетĕп. ))
2019.11.07 22:52
Станислав Убасси


ЧӐВАШЛА ФАКУЛЬТАТИВСЕНЧЕ ВӖРЕНТМЕ ЧАРАКАНСЕМ - ...ЧӐВАШ ШОВИНИСТЕМ, НАЦИОНАЛИСТСЕМ!

Agabazar: "Чĕлхесене факультативла вĕрентесси пирки Путин каланă вĕт". Путина итлемеллех. Минусран плюс тума пулать (еврей пек пулмалла).

Анчах та ҫав факультативне 100 процентпах вырӑс тата вырӑсланма пуҫланӑ ачасемпе тултарма тӑрӑшмалла.
Ун пек тума пӗлмесен, вӗрентӳ министӑрне тата шкул дирекорӗсене, Юрий Исаева та ҫывӑх вӑхӑтра айӑплама пулать: вӗсем ятарласа, юрри, тенӗ пекех, чӑвашла пӗлмен ачасене конкурентлӑ мар ҫынсем туса хучӗс, тесе...
Урӑхла каласан, ҫавсем чӑн-чӑн чӑваш шовинистсем пулса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн?
Чӑвавшла пӗлмен ачасене нумай ӗҫӗ илмӗҫ, чӑвашсене савӑнсах илӗҫ (библиотекарь, архивист, юрӑҫ, лесник, полицай, чиновник, депутат, тата вуншар ӗҫӗсем пирки калаҫу пырать).

Ҫакнашкал "шпаргалка" шкул директорӗсем валл тунӑччӗ ...
Кунта вырнаҫмасть, ҫитес кӑларӑма кӗртетӗп.


2019.11.07 22:59
Станислав Убасси
АГИТАЦИОННАЯ "ШПОРА" ДЛЯ ДИРЕКТОРОВ ШКОЛ

Начало в предыдущем выпуске
7. ВРАЧ — абсолютная необходимость знания чувашского. Особенно в райцентрах.
8. МЕДСЕСТРЫ — почти все чувашки («злые-презлые чувашки» ведь выживут человека, презирающего чувашский язык).
9. ПОКУПКИ НА РЫНКЕ. На 99% — чувашки; скажи пяток предложений на чувашском с ужасным акцентом, объясни, что учишь чувашский язык — уступят на все 20%. Некоторые сами чуваши так хитрят.
10. МУЗ/КУЛЬТУЧЛИЩЕ. Половина репертуара, который изучают студенты — чувашские песни.
11. Ученые многих стран доказали: БИЛИНГВИЗМ (знание 2 языков) полезен для мозга.
И т.д., и т.п.
Общий вывод
Увы, в большинстве коллективов, особенно у работяг — большинство чувашей. Хоть метлой ты их гони, но их будет больше. Постоянно, когда они впятером-вшестером перейдут на чувашский, будешь обязательно подозревать: а не о тебе ли они говорят. Состояние дискомфорта, как минимум. Будет казаться, что все от тебя отвернулись, именно о тебе сплетничают…
В общем, учи чувашский. Хуже не будет. Будет лучше! Будь ты в будущем депутат или простой водила…
2019.11.07 23:03
Станислав Убасси
"ШПАРГАЛКА" ДЛЯ ДИРЕКТОРОВ ШКОЛ

1. ЧИНОВНИК. Хочешь пойти в чиновники — несомненное преимущество при знании 2 государственных языков (а еще лучше + английский).
2. ЖУРНАЛИСТИКА — ПРЕИМУЩЕСТВО ЗНАЮЩЕГО 2 ЯЗЫКА. 1) Теле-радио (госканалы) выезды в деревни – 2 языка весьма желательно; оператору также надо бы знать чувашский (хотя бы на уровне понимания); 2) Газетная журналистика, даже в русскоязычных газетах — в командировках в чувашские деревни то же самое — ох, как не помешает находить контакт.
3. ПОЛИЦИЯ. Абсолютное преимущество при знании чувашского (приходится общаться с разными задержанными).
4. СУДЬИ. Ответчик по закону может суд заставить вести процесс исключительно на чувашском государственном языке. Процесс можно затянуть на месяцы при дискуссиях о деталях перевода. В лучшем положении судья, владеющий двумя государственными языками.
5. СЛЕДОВАТЕЛИ. Тут уж точно, без чувашского не обойдешься.
6. СТРОИТЕЛИ. Работяги — почти все чуваши (больше доверия прорабу-чувашу, легче решать конфликтные ситуации).
Микула // 9259.3.8429
2019.11.08 03:12
Кунта "тӑвӑл ҫӗклени" вӑл чиновнике култарать кӑна. Сирӗн ун ӗҫне хаклама "ПОЛНОМОЧИ" ҫук. Чиновник вӑл аслӑрах чиновнике кӑна итлӗ. Маслов каланине аса ильтерем, "чӑвашсем ют патшалӑх ҫыннисем" тенине. Кун пек шутлакансем паян та пур. Гражданство пур пулсан та
чӗлхене каллех "ют чӗлхе " шайне антарса пыраҫҫӗ ? Вокзалта пӗр хӗрарӑм чӑвашла калаҫнине ильтсен, ачине, хыттӑнах "послушай иностранную речь" тесе каланине курнӑ терӗҫ. Чиновниксен паян ытларах тӗллевӗ вырӑс чӗлхине пур ҫӗртре те хӳтӗлесси. Чӑвашсем кӑмӑлсӑр пулни вӗсемшӗн нимех те мар , унӑн ӗҫӗн шайне палӑртмаҫ? Киселев реформине хирӗҫлесе пухӑннӑ чӑвашсене ун чухнехи влаҫ мӗн тунӑ ? Мӗнле аргумент хатӗрленӗ ? Вунпилӗк хут "залпом" пӑшалсенчен пенӗ ? Паян "залпсем" ытларах чух тен сасӑсӑр ? Культура учрежденисен ячӗсене чӑвашла ҫырма "манни" вӗсен шутӗнче ?
Микула // 9259.3.8429
2019.11.08 03:32
Чеерех пулсан чиновникӑн паян мӗн тӑвас пулать "тӑвӑла " чарма. Пӗрремӗшӗ- нимӗн те тумалла мар,хӑйсемех лӑпланӗҫ,пӗчӗккӗн ятне икӗ чӗлхепе ҫырни ҫителӗклӗ. Ҫеҫпӗл ҫуралнине те вырӑслах ирттермелле,чӑвашла умсӑмах ҫителӗклӗ.
Иккӗмӗш -асӑрхануллӑ пулнисене "премӗк" , ырламалла,
мухтамалла,шантармалла, май пулсан хисеп хучӗ памалла.
Виҫҫӗмӗш- блокнота ҫырса хумалла,"кусене урӑх ниҫтата кӗртмелле мар" (шель паян 37 ҫул мар).

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики