Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Пирĕн енче хурамалăх,
Хурамалăхра хурт сырать,
Хурт сырать те пыл тăвать;
Пырсам, пырсам, пиччеçĕм,
Пыллă сăра ĕçмешкĕн.
Пирĕн енче çăкалăх,
Çăкалăхра пушăтлăх;
Пырсам, пырсам, шăллăмсем,
Çав пушăта касмашкăн.
Пирĕн енче çаранлăх,
Çаранлăхра çырлалăх;
Пырсам, пырсам, йăмăксем,
Çав çырлана пуçтарма.
1. Çунакан уха йĕппи
Çĕлен эрни хыççăн çанталăк тепре юсанса кайрĕ, ку таврара кашни кĕркуннех пулакан тӳлек кунсем пуçланчĕç. Малтанхи хĕрӳлĕхĕ çук пулсан та ялан хĕвел пăхрĕ.
Çак ватăлăх ăшши текен хăтлă вăхăт нумая пымасть, анчах унăн, кая юлса килекен юратăвăнни евĕр, хăйĕн илемĕ, хăйĕн евĕклĕхĕ, ĕрехетлĕхĕ пур. Кĕрхи тĕнче чун-чĕрене пусмасть, ывăнтармасть — кантарать, уçăлтарать, çынна ырă шухăш-кăмăлпа хăпартлантарса тăрать.
Уй-хир йăлтах пушанса юлнă ĕнтĕ, унта халь пĕр çĕ-мел-сурат та çук, улăхра та утă капанĕсем сайра тĕл пу-лаççĕ. Çак вăхăтра сарă хăмăллă уй-хирпе тин шăтнă ешĕл калча пек курăнакан çаран çине çу каçиччен пĕр канма-çăр тăрăшнă ĕçченсем çине пăхнă пек пăхатăн.
Вăрман тесен вара, вăл çуллахинчен те капăр. Халĕ вăл вĕçĕмсĕр тăсăлса каякан симĕс хӳме пек курăнмасть ĕнтĕ, унти кашни йывăç, çитĕннĕ хĕр евĕр, хăйĕн сăнĕпе, хăйĕн кĕлеткипе палăрса тăрать. Аякранах уйăрса иле-тĕн — кунта ав сап-сарă хурăнлăх, юманлăх, унта — хĕп-хĕрлĕ ăвăслăх, вĕренелĕх, лере — çуллахи пекех симĕс чăрăшсемпе ылтăн тĕслĕ хырсем. Атăл хĕрринчи чăтлăхра пилешпе палан тата шăлан çырлипе кĕтмел шĕл-кăваррăн çунаççĕ, вĕсем туй арăмĕ пек тумланнă вăрмана çӳлтен те, аялтан та вут тивретме ĕмĕтленеççĕ тейĕн.
Ура айĕнче тин çеç тăкăнма пуçланă тап-таса çулçă чăштăртатать.
Ахтупай утать-утать те ыттисенчен чипертерех туйăнакан çулçа алла илсе çавăркаласа пăхать е, такама пама хатĕрленнĕ пек, ăна кĕсйине чикет; тата пăртак кайсан ăна паçăрхинчен те илĕртӳллĕрех çулçă курăнса каять, вăл чăтаймасăр ăна та илсе чикет.
Вăрмана пĕрремĕш хут килнĕ çын евĕр, Ахтупай ытти нумай япалана та ытараймасть. Акă вăл çултан инçе мар хитре шĕшкĕ тĕмĕ ларнине асăрхарĕ те ун çывăхне пырса тăчĕ. Йĕри-тавра утса çаврăнса каччă шĕшкĕ тĕмне пан улми йывăççине силленĕ пек силлерĕ. Çук, шĕшкĕ çинче мăйăр юлман ĕнтĕ, çĕре нимĕн те тăкăнмарĕ. Вара Ахтупай юнашар ларакан палан йывăççи патне куçрĕ, пиçсе çитнĕ-и тесе пĕр çырлине тутанса пăхрĕ. Палана татма иртерех-ха, Ахтупай çăвара хыпнă çырла йӳçекне тӳсеймесĕр хыттăн сурса кăларчĕ те васкамасăр хырлăха кĕрсе кайрĕ. Часах вăл кунта та ухă пĕкечипе чаваласа темскер шырама пикенчĕ. Хыр лăссипе типĕ çулçăсем айĕнчен сĕт пек шурă, йĕрĕлче пек çаврака кăмпа курăнса кайрĕ. Каччă ăна та татса илчĕ. Çитменнине, вĕсем кунта картипех иккен, Ахтупайăн вара ирĕксĕрех пуçĕнчи ялккасне хывмалла пулчĕ.
Ахтупай паян вăрмана хăйĕн кăмăлĕпе килмен, амăшĕ ăна Упа варне хăмла татма янă. Хăй тĕллĕн килес пулсан, паллах, вăл çапла кăмпа е мăйăр шыраса çӳрес çукчĕ, тӳрех сунара каймаллаччĕ. Мĕн тăвас тетĕн, анне ирĕкĕнчен тухма юрамасть-çке!
Йĕкĕт амăшĕ валли пĕр хутаç хăмла татнă ĕнтĕ, халĕ вăл Атăл çумĕнчи сукмакпа килнелле таврăнать.
Ял патне çитеспе каччă Атăл хĕррине анса çăвăнса тасалма шутланăччĕ, анчах кăна тума ĕлкĕреймерĕ, кăшт çеç шатраланса юхакан шыв çине пăхрĕ те тĕлĕнсе хытсах кайрĕ. Атăл леш енчен кунталла виçĕ пăши ишсе килеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем ишсе каçнăпа пĕрех ĕнтĕ, ывăннăскерсем пĕтĕм вăя пуçтарса çыран патнелле, Ахтупай тăракан тĕлелле, талпăнаççĕ.
Пăшисене хăратас мар тесе каччă хăй вырăнĕнчен хускалчĕ те кимĕсенчен инçе мар ларакан тирек йывăççи хыçне кайса тăчĕ.
Пăшисем хăйсен йышĕпе каçаççĕ иккен — вăкăрĕ, ĕни тата вĕсен кăçалхи пăрушĕ. Вăкăрĕ шывран маларах тухрĕ те хыттăн кăна силленчĕ. Унăн çинçе урисем тин çеç йывăçа пырса тăрăннă ухă йĕппи пек чĕтренсе илчĕç. Кун хыççăн йĕри-таврана хаяррăн пăхса çаврăнса пăши вăкăрĕ тӳрех Ахтупай тăракан тирек йывăççи еннелле пăрăнчĕ. Вăл мĕкĕрнĕ пек сасă кăларчĕ, мăйракипе сĕкме хатĕрленсе тирек йывăççи тавра Ахтупай хыççăн çаврăнма тапратрĕ. Каччă кăна кĕтменччĕ, çавăнпа пăши ăна самаях сехĕрлентерсе пăрахрĕ.
— Ан аташ эсĕ, айван! — терĕ вăл ухă пĕкечипе хăмсарса. — Эп сана нимĕн те тумарăм-çке? Тасал, тасал кунтан!
Çак вăхăтра вăл нимшĕн те мар, шăмă вĕçлĕ ухă йĕпписем илсе тухманшăн тата, яланхи пек, кĕсьене çĕçĕ чикменшĕн ӳкĕнчĕ. Миçе пăт какай вĕçерĕнет ун аллинчен!
Пăши вăкăрĕ пĕр-икĕ хут хăваласа çаврăнчĕ те йăлăхрĕ; илемлĕ, вăрăм тата çăп-çăмăл урисемпе çĕре чаваласа каялла, хăйне кĕтсе тăракан пăши ĕнипе пăрушĕ патне, чупрĕ.
Тепĕр самантран пăшисем çул айккинчи чăтлăхра курăнми пулчĕç.
Вĕсем хыççăн Ахтупай та килнелле çул тытрĕ.
«Халех аттене чĕнсе тухатăп та, юлан утпа йĕрлесе каятпăр, — терĕ вăл. — Çынсем куриччен шыраса тупмалла вĕсене, майлă вырăна хăваласа кĕртсе укрăкламалла».
Укăлча хапхи умне çитеспе ялта нимле сас-хура та илтĕнмест-и тесе чарăнса итлесе тăчĕ. Урамра шăпах пек, анчах — сунарçă лайăхах илтрĕ — вăрманта çывăхрах такамсем калаçаççĕ. Акă пĕри, çар çыннилле тумланнăскер, тĕмсем хушшинчен тухрĕ те Ахтупая кăчăк туртрĕ. Хăраса ӳкнĕ каччă, аллинчи мĕн пур япалине халь-халь пăрахас пек, ун умне пырса тăчĕ.
— Эс çак ял çынни пулатăн-и? — ыйтрĕ вăл вырăсла.
Ахтупай вăл мĕн каланине ăнланчĕ, анчах тавăрса калама пултараймарĕ. Ун вырăнне вăл, «çак ял çынни» тенĕ евĕр, пуçне çеç сулчĕ.
Çар тумĕ тăхăнни каялла çаврăнчĕ те пытанса тăракан юлташĕсене кунталла тухма паллă пачĕ, вара çул çине тата виçĕ çын, пĕвĕпе питĕ çӳллĕскерсем, тухса тăчĕç.
— Северьян, калаç, эс тутарла пĕлетĕн, — терĕ паçăрхи дружинник. (Ахтупай курчĕ ĕнтĕ, кусем вырăс дружинникĕсем пулчĕç.)
Северьян текенни, çĕмĕрт пек хура куçлă, кĕске мăйăхлă йĕкĕт, малтан Ахтупай çине куç шуррипе çеç пăхса илчĕ, унтан кăмăлне çемçетсе йăл кулчĕ, вара ун еннелле пĕр утăм туса тутарла:
— Ялта иçниксем çук-и? — терĕ.
— Ирхине çуккăччĕ, — тавăрчĕ Ахтупай хăйне кăштах чун кĕнĕ хыççăн.
— Эс иртенпе килте пулман апла?
— Пулман.
Кун хыççăн Северьян Ахтупайăн хăмла миххине аллипе тĕксе пăхрĕ те татах темскер пĕлесшĕн пулчĕ:
— Кала-ха, сирĕн ялта пĕр вырăс та пулин пурăнать-и хуть?
— Çук.
— Çук эппин. Тата çакна кала-ха, ырă çыннăм: кунтан Сăр шывĕ инçетре-и?
— Çывăх мар теççĕ.
— Мĕнле тухма пулать унта — Атăлпа çаврăнса каймалла-и е вăрманпа та тӳрĕ çул пур сирĕн?
— Кăрмăш çулĕ пур, пирĕн ялтан пĕр пилĕк çухрăмран иртет, — хĕвел анăç еннелле кăтартрĕ Ахтупай. Сăмах-юмах пĕтрĕ пулĕ тесе вăл ăнсăртран тĕл пулнă çынсенчен пăрăнса кайма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, анчах Северьян текенни, ун шухăшне пĕлнĕ пекех, качча хул хушшинчен çатăртаттарса тытрĕ те:
— Ан васка, килне çитме ĕлкĕрĕн, тата ыйтмалли пур, — терĕ. Вăл, аллине каччă хул хушшинчен илмесĕр, тепĕр дружинникпа тем çинчен калаçрĕ. Ахтупай сисрĕ: ĕç чĕрре кĕрет, вырăссем ăна тем тесен те Кăрмăш çулне кăтартма илсе каяççĕ. Ун хул пуççийĕ çинче тулли михĕ пуррине те пăхса тăмĕç.
— Кăрмăш çулĕ ак çак енче, — тепре тĕллесе кăтартрĕ вăл. — Тӳрех çавăнталла утăр.
— Çук, апла мар ĕнтĕ. Эс пире пăртак ăсат, — хирĕçлерĕ Северьян. — Миххӳне килне кĕртсе хур та каялла тух. Куратăп: эс ху та çар йĕкĕчĕ пулас çын, пулăш ĕнтĕ пире. Кăрмăш çулĕ патне çеç çитерсе хăвар.
Ахтупай ним калама пĕлмерĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь тулли михĕпе вăрмантан таврăнакан çыннăн кун пек чухне? Вырăссене пулăшас та килет, вĕсемпе вăрмана кĕрсе кайма та хăрамалла. Аслă çул таврашĕнче унта ялан иçниксем явкаланса çӳреççĕ-çке. Вăл урăх сăлтав тупрĕ.
— Çук, пыраймастăп. Сире ăсатма кайнине пĕлсен мана Тукай кутăн çакать, — тесе хучĕ.
— Кам вăл Тукай?
— Пирĕн мăрса. Эпĕ ун çынни.
Северьян текенни Ахтупай сăмахĕсене аслăрах дружинника куçарса парасшăн пулчĕ.
— Эп ахалех чухласа илтĕм, — терĕ лешĕ. — Ку йĕкĕт мăрса çынни, вăл ирĕк памасăр ăсатма килĕшмест.
Дружинниксем мăкăр-мăкăр туса хăйсем хушшинче тем çинчен тавлашкаласа илчĕç. Вара Северьян татах тĕпчерĕ:
— Тукай вырăссене йышăнкалать-и, эсĕ курман-и? — терĕ.
— Йышăнать. Хăй те вырăссем патне çӳрет. Кăрмăшра унăн вырăс туссем те пур, — пĕлтерчĕ Ахтупай хăмла миххине çĕре лартса. Курчĕ вăл: дружинниксем сăн-питрен кăшт хавасланчĕç. Асли (каччă кайран пĕлчĕ, ăна Иван Дормидонтович тесе чĕнеççĕ иккен) Ахтупая çапла хушрĕ:
— Эс, шăллăм, халь мăрса патне чуп. Ăна пирĕн çинчен каласа кăтарт. Тутарсен аллине çакланасран шикленеççĕ те. Кăрмăша çитсе ӳкесшĕн те. Çывăхра иçниксем пуррипе çуккине те пĕлме тăрăш.
Ахтупай хальхинче турткалашса тăма шутламарĕ. Тукай патне кайса килме пулать, мăрсапа калаçма унăн хăйĕн те йӳтĕм çук мар. Тата ун патне халь пырса кĕме те кăсăклă: ялта вырăссем пур, вĕсем мана сан патна ячĕç тесен мĕн калать-ха, вăрçса тăкать-и е вĕсене хăй патне чĕнтерет.
Анчах каччă кайма тесе вырăнтан та хускалаймарĕ, çав вăхăтра уншăн та, дружинниксемшĕн те кĕтмен япала сиксе тухрĕ. Урамра темле хĕр ача чуна кайса тивмелле çари! çухăрса ячĕ.
— Çунатпăр! Пахчара авăн çунать!
Вырăссем вăл çухăрашнине илтсе çавăнтах куçран çухалчĕç. Ахтупай хăмла миххине шĕшкĕ тĕмĕсем хушшине ывăтрĕ те ялалла ыткăнчĕ. Хăйсен пахчине çитсен çакна курчĕ: унта авăн çулăмпах ялкăшать, юнашарах улăм витнĕ кĕлет те тĕтĕмпе йăсăрланать. Ахтупай хăй пырса тăрăннă ват çынран аллинчи сенĕкне туртса илчĕ те куç хупса иличчен кĕлет тăррине хăпарса кайрĕ, çунакан çивиттине çĕклемĕ-çĕклемĕпе çĕре ывăтма тапратрĕ. Часах пахчана ял çыннисем те пуçтарăнма пуçларĕç. Сывлăш çавăрма пĕр авăк чарăнса тăнă хушăра каччă асăрхама ĕлкĕрчĕ: ял çыннисем хушшинче паçăрхи вырăссем те пур иккен. Вĕсем те (пĕр-иккĕшĕ кĕпе вĕççĕнех) алла мĕн лекнĕ çавăнпа вутпа кĕрешеççĕ. Ĕнтĕ вута шыв сапса сӳнтерме витресемпе чĕрессем те тупăнчĕç. Анчах кăшт тăхтасан вĕсем кирлĕ пулмарĕç ĕнтĕ — авăнпа утă капанĕ йăлтах çунса кайнă, кĕлет пури çаплипех ларать, ун тăрринчи кив улăм çеç çерем çинче унта та кунта йăсăрланса выртать.
Хыçалти хапха патĕнче ашшĕпе аслашшĕ тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ. Аслашшĕ, сакăрвунă çулхи старик, пӳртрен йӳле пилĕкĕнех тухнă, çийĕнчи шурă кĕпи чĕркуççи таран усăнса тăрать. Вăл ват çын тивĕçĕпе килтисене ятлама пăхать.
— Каланă сире: авăна, утă капанĕсене хуралтă çывăхне ан лартăр тенĕ. Итлемеççĕ. Çĕрле пулсан пӳрчĕ-кĕлечĕ пĕтĕмпех çунса каятчĕ мар-и? Тен, унран та ытларах шар кураттăмăр. Эх, çав арçынсене…
— Çапах та вучĕ мĕнрен тухнă вара? — вĕсен умне пырса тăчĕ паçăр Ахтупайпа калаçнă вырăс, Северьян текенни.
— Мĕнрен тухнă? — терĕ аслашшĕ. — Паçăр тăкăрлăкпа юланутсем иртрĕç. Çавсем темшĕн тарăхнă та ăвă тирнĕ ухă йĕппи вăркăнтарса хăварнă ĕнтĕ. Ăвă мĕнне пĕлетĕр, вăл йăсăрланать-йăсăрланать те утă-улăма хыпса илет.
— Темле йăла вăл çав йĕçник тенисен çунакан ухă йĕппи персе хăварасси, — сăмах тĕртрĕ кӳршĕ çынни Пикментей. — Ăмсаннă япалана илеймесен ялан çапла хăтланаççĕ çĕр çăтмансем.
— Эрне каялла вăрманти уçланкăра Тукайăн виçĕ капан çунса кайнă тет.
— Иçниксен ĕçĕ ĕнтĕ. Вĕсем мăрсаран та хăраса тăмаççĕ. Лешĕ хăй те парăнаканскер мар. Иçниксене килĕнчен хăваласах кăларса ячĕ тет ун чух.
Ахтупай ваттисен калаçăвне тек итлесе тăмарĕ. Хăйĕн вăрман хĕррине пăрахса хăварнă миххине аса илчĕ те ăна йăтса килме васкарĕ.
Каччă ялти пăтăрмаха курса тăрса вырăс дружинникĕсен пуçлăхĕ вăрмана шаларах кĕрсе кайнă пулĕ тесе сĕмленнĕччĕ, çук иккен, вăл ăна кунтах кĕтсе тăрать (тавах ăна, çапах та вăл хăйĕн çыннисене вут алхаснине ахаль пăхса тăма паман).
— Сӳнтертĕр-и? — ыйтрĕ Дормидонтович вăл пырса çитсен.
— Сӳнтертĕмĕр. Пирĕн авăн тата пĕлтĕрхи утă капанĕ çунса кайрĕ.
— Кам тĕртнĕ тесе шутлаççĕ?
— Иçниксем ашкăннă пулĕ теççĕ.
— Пирĕн çине ямаççĕ-и?
— Куннинче — çук. Иртнинче вырăссем тĕртсе хăварнă терĕç.
— Ун пеккп те пулкалать-и?
— Пулкалать. Ара, хăвăрах пĕлетĕр, эпир икĕ вут хушшинче пурăнатпăр-çке.
Дормидонтович Ахтупая мăрса патне каясси çинчен аса илтерчĕ.
— Каясах-и вара? — вырăссен кăмăлне тепĕр хут тĕрĕслесшĕн пулчĕ каччă.
— Калаçса пăх ĕнтĕ. Пирĕн пата Кăрмăшри воевода çыннисем кĕчĕç-ха, вĕсем сана лайăх пĕлеççĕ тесе ăнлантар. Лупин-Горбатый воевода сире, Саррипе иксĕре, Кăрмăшра пĕрре кăна мар йышăннă те. Манмастни — Лупин-Горбатый. Дружинниксене ун ĕсенкĕçи ертсе килнĕ те. Эпир тăваттăн. Пирĕн мĕнле те пулин Кăрмăша çитсе ӳкмелле. Эс пулăшмасан вĕсем иçниксен аллине çакланма пултараççĕ те. Ăнлантăн-и ĕнтĕ?
— Ăнлантăм пек те… Пĕр хăлхаран кĕрсе тепĕр хăлхаран тухса каймасан…
— Эпир сирĕн картишĕнче кĕтетпĕр вара. Вĕçтер ĕнтĕ. Атту тем пулса тухасси пур.
Ахтупай дружинниксене хуралтăсем хушшипе хăйсен кил картине илсе кĕчĕ. Килтисем çар çыннисене курсан хăраса ӳкрĕç, анчах Ахтупай каласа ăнлантарсан кăштах лăпланчĕç. Пинеç инке вĕсене темиçе хутчен туха-туха пăхрĕ, юлашкинчен вара чăтаймарĕ, Пикпав старике вырăссене пӳрте илсе кĕме хушрĕ.
— Ывăлăмăра мăрсапа калаçма ячĕç пулсан, йĕркеллĕ çынсемех-тăр-ха, инкек тени вăл кирек камăн та сиксе тухма пултарать, — кĕнĕ çынсен çĕлĕкĕсене хăех йăрхахсенчен çакса тухрĕ вăл.
— Инкекĕ вăл паян хамăрăн та пулчĕ, — терĕ Пикпав старик. Унтан вăл дружинниксемпе юнашар ларса хăйне кура çыпăçуллах вырăсла калаçрĕ. Ватă сунарçă Пикпав çут тĕнчене сахал мар тухса çӳренĕ. Спаскавпа Кăрмăш пасарĕсене те çиткеленĕ, çавăнпа вырăсла чиперех перкелешет.
— Тутарсем хăйсен çыннисене те хĕрхенсех тăмаççĕ иккен, вĕсен уххисенчен вырăс ялĕсем çеç мар, тутар ялĕсем те шар кураççĕ, — терĕ Иван Дормидонтович ятли.
— Çапла, тăнăç пурнăçпа пурăнма памаççĕ, — тарăхса хуравларĕ старик.
— Мĕнле, ясырь хăваласа кайнă чухне те çавăн пек хăтланаççĕ-и е тутар тутара тыткăна илсе каймасть-и?
— Тепĕр чух, асăрхамасан, выльăх кĕтĕвĕ пекех хăваласа каяççĕ, ниме те уяса тăмаççĕ, — сĕтел çине пĕр чашăк тăварланă кăмпа лартса пачĕ старик. — Анчах, эп сисетĕп, эсир пире йăнăшпа тутарсем вырăнне хутăр пулас. Çапла-и?
Иван Дормидонтович ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Камсем пулатăр вара эсир?
— Эпир тутарсем мар, чăвашсем, — кăшт куларах каларĕ Пикпав. — Илтнĕ-и ун пек халăха?
— Чăвашсем? Илтмесĕр! Вĕсем пирĕнпе юнашарах пурăнаççĕ. Сăр ку енче. Эпир сире чăнах та тутарсем тесе.
— Эпĕ чăвашсене пит лайăх пĕлетĕп, — калаçăва хутшăнчĕ Северьян текенни. — Вĕсем мана Чалăм патĕнче кăшт çеç тыткăна илмерĕç. Эсир тутарсем маррине эпĕ паçăрах асăрхарăм, мĕншĕн тесен инке пĕрре те тутар пек пуплемест, темле урăхларах калаçать. Тата тумтир таврашĕ те раснарах сирĕн. Кил-çуртри йăла-йĕрке те вĕсенни пек мар. Ав хĕрарăмсем пичĕсене арçынсенчен пытармаççĕ. — Ку сăмахсене каласан Северьян тĕпелте кăмпа тасатса ларакан Альпи еннелле ăшшăн пăхса илчĕ, Ахтупай йăмăкĕ сăмах хăйĕн çинчен пынине ăнланчĕ те питрен хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайса аллинчи чашăкне йăтса тулалла сирпĕнчĕ. — Ав камсем патне çаклантăмăр эпир, Иван Дормидонтович, чăвашсем патне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...