Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
4. Упа
Пикпав старик Урасмет патне кайма пуçтарăннă Альпие нумай вĕрентрĕ: ан вăрç алманчăна, чĕрре ан кăр, ытлашши сăмах персе ан яр, кирлĕ пулсан тилĕ е хăнтăр тирĕ пама пул — пĕр сăмахпа каласан, кăмăлне çемçетме тăрăш терĕ. Альпи: — Юрĕ-çке, калаçма пĕлĕп вăл усалпа, — тесе васкаса тухса кайрĕ те каçчен те киле таврăнмарĕ.
— Хамăн каймаллаччĕ, ăс çитереймерĕм, — терĕ старик мăнукĕ курăнмасть-и тесе урама темиçе хут та тухса кĕнĕ хыççăн. — Ун пек çĕре çамрăка яма юрать-и? Вĕсен турти кĕске-çке, çăтăр-патăр каларĕ те тăкрĕ пуль чĕлхе вĕçне килнине. Лешĕ вăл тарăхнă вăхăтра Альпие мар, çур яла тытса хупма хатĕр…
Анчах старик Альпи тĕлĕшĕнчен ахалех иккĕленчĕ. Хĕр ача алманчăпа питĕ йĕркеллĕ калаçрĕ, Урасмета хăйне çеç мар, ун куштан амăшне те юрама тăрăшрĕ. Алманчăна Ахтупай кăçал хăнтăр нумай тытни пирки шахвăртса каларĕ, амăшне чирлĕ выртакан Патирек ятлă аслă ывăлĕ валли, ăна сыватма, амăшĕнчен сиплĕ курăксем килсе пама пулчĕ.
— Юрĕ-çке, хĕрĕм, аçуна Урасмет нӳхрепе хăратмалла çеç хупнă пулĕ-ха, ан шиклен, нумаях тытмасть пулĕ-ха, — терĕ ывăлĕ пӳртрен тухсан Нетӳç инке. — Хам та пăртак систерĕп, Пинеç тусăмпа уншăнах урлă пулас мар.
Урасмет, пусма вĕçĕнче Элентейпе калаçса тăраканскер, Альпие ашшĕ çинчен тепре ыйтсан кулса çеç тавăрчĕ:
— Çавăн пек хитре хĕр ачан ашшĕне епле нӳхрепре усрас-ха, кăлармалла пуль çав, — терĕ.
Ун сăмахĕсем ĕненмелле тухмарĕç, мĕншĕн тесен Урасметпа Элентей пĕр-пĕрне куç хĕссе илнинчен Альпи вĕсем темле усал шухăш тытнине сисрĕ.
— Эсир мĕн куç хĕсетĕр? Ку хĕр ача-ха, унран кулма та юрать тетĕр-и? — кунта хăраса тăма юраманнине пĕлсе хăюллăн калаçрĕ Альпи. — Мĕнле, Урасмет, кăларатни паян ман аттене е çук-и?
— Каларăм-çке-ха, кăларатăп терĕм. Анчах эс ытлашши ан çуйăх-ха, Альпи. Элентей санпа пĕр ĕç çинчен калаçас тет. Калаç ĕнтĕ, Элентей, мĕн çăварна шыв сыпнă пек пăхса тăратăн?
— Ман Элентейпе ним çинчен калаçмалли те çук, калаçас кăмăлăм та çук, — вĕсем пăрăнманнине пăхмасăр пусма тăрăх анма тăчĕ Альпи.
— Эс ун пекех эрленсе ан кай-ха, хĕрĕм, — Альпие алăран тытасшăн пулчĕ Урасмет, — эпир Элентейпе сан аçу-аннӳ патне тахçанах пырасшăнччĕ. Тата усал хыпарпа та мар, ырă хыпарпа…
— Чăнах ара, Альпи, чăнах, — сăмах хушасшăн пулчĕ Элентей те.
— Ак халь хăвах килтĕн, малтан хăвăнпа калаçса пăхас эппин.
— Ан мăшкăлласа тăрăр, намăссăрсем! — терĕ Альпи. — Аттене, ним айăпсăр çынна, тытса хупрăр иккен те, халь манран кулас тетĕр-и? Эп ун йышши хĕр ача мар, хамран кулма памăп. Ак халех Тукай мăрса патне каятăп.
— Ай-ай, паттăр эсĕ, Альпи, — хĕр ача çулне пӳлчĕ Урасмет. — Санăн Тукай патне кайма тĕл килмест, мĕншĕн тесен эпир сана кунтан кăларса яма пултараймастпăр. Ниçта кайса кĕрейменнипе хăвăн сарă çӳçне тăпăлтармалла ан пултăр тесе сăлтавне те каласах хурам: сан аçу нӳхрепрен тухса тарнă, çавăнпа ашшĕ вырăнне унăн юратнă хĕрне хупмалла пулать.
Кăна илтсен Альпи пĕтĕм шăм-шакĕпе чĕтресе илчĕ, унăн ура вăйĕсем пĕтнĕ пек пулчĕç, хăраса ӳкнипе хĕр ача пĕр-ик утăм каялла чакрĕ. Тинех курчĕ вăл: Элентей паçăртанпах аллинче пăяв тытса тăрать, Урасмет аллинче те хутлатса тытнă чĕн пур.
Тытăçу нумая пымарĕ, икĕ арçын хĕр ачана вăл темле вăйлă пулсан та наччасах парăнтарчĕç те аллисене çыхса сарайне хупса лартрĕç.
Каçкӳлĕм яла Ахтупайпа Иливан таврăнчĕç. Ахтупай усал хыпара лаши çинчен аннă-анман илтрĕ те апат çимесĕр-тумасăр ял вĕçнелле — Урасмет килне чупрĕ. Шанчăклăрах пултăр тесе унăн, паллах, хăйĕн юлташне чĕнмеллеччĕ, анчах хыçалти касса çӳреме вăхăт пулмарĕ, — часрах çитмелле, ашшĕпе йăмăкне çав куштан çын аллинчен часрах хăтармалла.
Алманчă патне мĕнле чупса çитнине, кĕçĕн алăка яри уçса ярса пӳрте мĕнле вăркăнса кĕнине Ахтупай тĕлĕкри пек çеç астурĕ.
— Ăçта Урасмет? — хыттăн ыйтрĕ вăл кайри пӳлĕмре чирлĕ ывăлĕ умĕнче тăракан Нетӳç инкерен.
— Эс ан кăшкăр! — терĕ лешĕ. — Чирлĕ çын пур çĕрте кăшкăрмаççĕ. Урасмет çук, вăл кӳршĕ яла тухса кайрĕ.
Нетӳç инке Ахтупай çине тĕлĕнсе пăхрĕ. «Çак каччă пирки калаççĕ пулĕ-ха ялта акăш-макăш паттăр тесе. Ку Альпи пиччĕшĕ пулчĕ курăнать». Вăл каччă шăмшакне сăнаса пăхрĕ. Чăнах, çак тăпчам ачан кĕлетки пĕрре те ыттисенни пек мар. Вăл пĕвĕпе лутрарах пулсан та юман кĕрешĕ пек тĕреклĕ. Икĕ ури — икĕ вăта юпа, икĕ алли — икĕ кисĕп, кăкăрĕ вара темиçе шит те пулĕ. Турă ан хуштăрах Урасмета унпа çыхланма.
Карчăкпа калаçни усăсăррине туйса Ахтупай картишне тухрĕ.
— Альпи! Ăçта эс! — кăшкăрчĕ вăл пĕтĕм вăйран. Таçта — мунчаран-и, сарайĕнче-и — йынăшнă сасă илтĕнчĕ.
Лупас айĕнчен пичĕ-куçĕсене ал тупанĕпе сăтăркаласа каччă патне Элентейпе Мăрсук йăраланса тухрĕç, вĕсем хуçа çуккине кура унта ыйха тăснă пулас.
— Ăçта ман йăмăк? — хаяррăн ыйтрĕ вĕсенчен Ахтупай.
— Курман, пĕлместпĕр, — терĕ Элентей.
— Килтех пуль, их-хи-хик! — кулчĕ Мăрсукĕ.
Ахтупайăн тек ыйтса тăма кирлĕ пулмарĕ, сарайĕнчен Альпи хăй сасă пачĕ.
— Ахтупай! Эп кунта, Ахтупай!
Элентейпе Мăрсук каччă çулне пӳлсе сарай патне ыткăнчĕç. Ахтупай вĕсенчен хăраса тăмарĕ, лешсем иккĕшĕ те хулсенчен çакăннине пăхмасăр сарай алăкне урапа пĕрре тапсах çĕмĕрсе пăрахрĕ. Ахтупая çара аллăн çĕнтерме çуккине кура Элентейĕ кӳсек илме чупрĕ. Кун пек ĕç шала каяссине пĕлсе Ахтупай ăна алла кӳсек тытиччен хăваласа çитрĕ те пĕр-икĕ хут хыттăн тапса ыткăнтарса ячĕ. Сарайĕнче Альпипе кĕрешекен Мăрсукне тăнран тухмалла хăлха чиккинчен янлаттарчĕ. Урасмет тарçисем тек çыхланмарĕç, Нетуç инке вара картишĕнче мĕн пулса иртнине чӳречерен кăна пăхса тăчĕ.
— Ай тур, пичче, сана мĕнле тав тума пĕлем-ши? — терĕ çул çинче Альпи Ахтупая аллинчен чăмăртаса. — Анчах асту, кăна Урасмет ахалех каçарас çук, вăл хăйĕн эшкерĕпе тепре пырасса кĕтсех тăр.
— Пытăр ара, унăнне те аяк пĕрчисене хуçса яратăп, — кулчĕ Ахтупай.
Киле çитсен вара хăй, ывăннăскер, ним пулман пекех çывăрма выртрĕ.
Çук, Урасмет вăл каçхине Ахтупайсен килне пыма шутламарĕ. Киле таврăнсан вăл сарай çĕмрĕккине курчĕ те тарçисене пӳрте чĕнсе кĕртрĕ.
— Акă мĕн, тăрпалтайсем, — терĕ вăл юриех куштанланса. — Ахтупай сире çапла вĕрентсе хăварни начар мар-ха вăл. Ман шутпа, унăн сире тата лайăхрах памалла пулнă. Анчах мана акă çĕмрĕк сарайпа тăратса хăвартăр. Тата эсир, икĕ çуламан пăру, çав йĕпе сăмса умĕнче алманчă чысне те хӳтĕлеймерĕр. Халь эпĕ çапла хушатăп: Ахтупая шыраса тупăр та кунта илсе килĕр. Мĕнле илсе килетĕр — уттарса-и, чуптарса-и, сĕтĕрсе-и — ку ман ĕç мар, сирĕн ĕç. Ухмахсем пек пăхса ан тăрăр, вĕçтерĕр!
Элентейпе Мăрсук хăйсен яланхи хатĕрĕсене — сӳсрен ятне явса тунă пăяв татăкĕсене илчĕç те кукăр-макăр урампа анса кайрĕç.
Альпи, чӳречерен пăхсах лараканскер, вĕсем çывхарнине аякранах асăрхарĕ. Вăл часрах пиччĕшне вăратма пикенчĕ.
— Миçен килеççĕ? — терĕ Ахтупай ыйхă тĕлĕшпе.
— Иккĕн, Элентейпе Мăрсук.
— Урасмечĕ çук-и?
— Çук.
— Апла ан чăрмантар, çав тери ыйхă килет.
Çапах та çĕнĕрен çывăрса каяймарĕ, пăртак выртнă хыççăн витĕннĕ чаппанне кăшт сирсе Альпирен хăех ыйтрĕ:
— Мĕншĕн кĕмеççĕ тата?
— Кам пĕлет, темшĕн кĕмеççĕ.
— Эс итле, мĕн калаçаççĕ вĕсем унта.
Альпи чӳречине кăшт уçса урамра мĕн калаçнине итлеме пуçларĕ.
— Мĕн сăмахлаççĕ?
— Ара, пĕр-пĕрне ӳкĕтлеççĕ. Элентейĕ калать: эс кĕрсе чĕн тет, Мăрсукĕ калать: эс кĕрсе чĕн тет.
— Эх, çӳреççĕ ман ыйхăма татса! — терĕ Ахтупай тепĕр енне çаврăнса выртса. Тек вара вăл йăмăкĕнчен нимĕн çинчен те ыйтмарĕ.
Урасмет Ахтупай вăйĕпе чăрсăрлăхĕ çинчен халиччен пĕрре çеç мар илтнĕ, анчах çапах та вун çич çулхи качча икĕ вăйпитти çын илсе килейми паттăр тесе шутлама пултарайман. Çавăнпа та вăл сӳс пăявĕсене çаплипех илсе килнĕ тарçисене тем те пĕр каласа вăрçрĕ, кӳрентерчĕ, юлашкинчен, эсир картиш шăлма та тислĕк тăкма çеç юрăхлă тесе пӳртрен хăваласа кăларса ячĕ.
— Ахтупайĕ чăнах та вăйлă вара, — терĕ Нетӳç инке ывăлне тарçисем тухса кайсан. — Элентейпе Мăрсука пĕчĕк ачасене ывăтнă пек ывăтать. Ай-ай, ӳссен вăл Тукай мăрса евĕр тĕреклĕ арçын пулать-тăр.
— Ытла тата — Тукай мăрса евĕр! — мăкăртатрĕ Урасмет. — Тукай пекки таврара та çук теççĕ. Ку шăхлич кăна-ха…
— Çук, эп паçăр сăнасах пăхрăм. Вăкăр ĕнтĕ, чăн-чăн вăкăр. Ан çыхлан эс унпа, Урасмет.
Ывăлĕ унпа тавлашмарĕ, анчах Ахтупай ун пек паттăр пулнипе те хăйĕн ăшĕнче килĕшме пултараймарĕ.
Урасмет астăвасса Ахтупай пĕве кĕмен ача кăначчĕ. Вăл хăйĕн пек чарусăр ачасемпе лав хыççăн е юлан ут хыççăн ăмăртмалла чупатчĕ, çытма йĕмне тин çеç пăрахнăскер, пӳскелле е пытанмалла вылятчĕ. Пĕр уявра урама упа тирĕ тăхăнса тухса хĕрарăмсен сехрине хăпартнăран ăна пурте упа çури тесе йĕкĕлтетчĕç. Урасмет ăна ăçта та пулин тĕл пулсан, «ашкăнтарăп сана!» тенĕ пек, хулăпа хăмсарса çеç иртсе каятчĕ. Акă çав упа çури каччă пулса тăнă, çитĕннĕ çынсене хăратма пăхать.
— Кур-ха эс ăна, вăл упана ăс кĕртес пулать! — терĕ сасăпах Урасмет. — Кайса пăхам-ха, Тукай килмен-и унта. Мăрса ăна ашшĕпе пĕрле сив нӳхрепе хупса ларттăр.
— Ашкăнма ан пар эс ăна, ашкăнма ан пар, — терĕ амăшĕ те.
— Ăна-и? Чĕнтереп, хуптарап халех. Унсăрăн вăл мана хирĕç тăрас тейĕ.
— Тупата çапла ту, ывăлăм, чĕнтер эс ăна, хуптар.
Ахтупай хăйне мăрса чĕнтерессе кĕтсе тăмарĕ, ыйхăран тăраннă хыççăн мăрса патне хăех кайма шут тытрĕ. Кăна тума ăна аслашшĕ ăс пачĕ.
— Ман шутпа, халь саншăн Тукай мăрса патне кайса пĕр эрнене яхăн ĕçленинчен ырри ним те пулас çук, — терĕ вăл. — Кала ăна, хăй çук пулсан арăмне кала: эпĕ тихашăн ĕçлесе татайманччĕ те. Халь килте ĕç çук, пушă вăхăтра сирĕн тарçăсене кăштах пулăшам-ха те.
— Юрать, асатте, — терĕ Ахтупай.
— Кай, кай часрах, сана вĕрентме кирлĕ мар.
Тукай арăмĕ, хитре Чураппа, Ахтупай чеелĕхне çийĕнчех сисрĕ курăнать, вăл качча темшĕн халичченхи пек мар тинкерсе пăхрĕ, çапах та сăмахпа ăшшăн йышăнчĕ.
— Кăна тĕрĕс турăн, Ахтупай! — терĕ вăл хавассăн. — Пирĕн Нухрат тин илнĕ лашана çӳреме вĕрентет, анчах ăна валли юлташ кирлĕ. Ак çӳрĕр иксĕр, хĕрпе каччă. Эс ман хĕр ачана ан кӳрентер вара! — Чураппа Ахтупая пӳрнепе юнам пекки турĕ те кайри пӳртрен хăйĕн хĕрне чĕнчĕ.
Нухрат амăшĕпе Ахтупай калаçнине илтнĕ пулмалла вĕсем патне тутарла çĕлетнĕ вăрăм кĕпепе, пуçне йăлтăр-ялтăр тухья тăхăнса тухрĕ.
— Кала, Ахтупай, килĕшет-и мана çак кĕпе?
— Килĕшет-çке.
— Чăнах-и?
— Чăнах ара.
— Апла хывмастăп паян, юлан утпа пынă чух вăл илемлĕн курăнмалла.
— Ан ухмахлан! — терĕ амăшĕ. — Юлан утпа çӳремелли кĕпе пулать-и вăл? Кĕрсе тумлан часрах, ав Ахтупай сана чĕнме килнĕ.
— Чăнласах-и, Ахтупай? — пĕлмĕш пулчĕ Нухрат. — Ай, мĕнле лайăх! Эс пирĕн патăртан кайнăранпа ман никампа çӳреме çукчĕ-ха. Тарçă хĕрсем юлан утпа çӳреме вăтанаççĕ, пĕри те пырасшăн мар. Ну, халь иккĕн таçта та çитетпĕр ĕнтĕ!
Ахтупай каялла килнĕшĕн мăрса арăмĕпе Нухрат çеç мар, тарçăсем те чунтанах савăнчĕç. Тарçă хĕрсем тархасланипе унăн килне кайса хăйĕн шăпăрне те илсе пымалла пулчĕ, каçхине вара пахчари çĕр пӳртре чылайччен шăпăр макăрни тата хĕрсем хурлăхлăн юрлани илтĕнсе тăчĕ.
5. Ырă сунни
Ханăн хĕç-пăшаллă эшкерĕ Юмансар ялне сайра хутра çеç кĕрсе тухать, кĕрсен те ясак пуçтарма мар, ывăннă утсене кантарма тата типнĕ пыра кăштах сим пылпа йĕпетме. Ясак пуçтарасси ку таврара, Çавал шывĕнчен пуçласа Энĕш шывĕ патне çитиччен, Атăл хĕрринчен пуçласа Çĕрпӳ леш енчи Тукайкасси ялне çитиччен, пĕтĕмпех Тукай мăрса аллинче. Вăл çак таранччен, вăрçă пулман çулсенче, куланая темиçе алманчă вăйĕпех пуçтарса тăрать, хăех ăна кимĕпе е лавсемпе Хусана леçет. Юлашки çулсенче Тукая ку ĕçре хан эшкерĕ пулăшни кирлĕ пулманччĕ-ха. Çавăнпа çирĕм юлан ут яла сиккипе килсе кĕни Тукай мăрса алманчине — Урасмета самаях шиклентерсе пăрахрĕ. Тукай Сăр шывĕ таврашне кайнăшăн тата вăл унтан час таврăнайманнишĕн хĕпĕртесе пурăнаканскер, халь вăл пĕрремĕш хут мăрса мĕншĕн хăвăртрах килмест-ши тесе шутласа илчĕ. Тем тесен те, Хусан хăнисене йышăнасси чăрмавлă япала.
Урасмет тутар мăрсисене хăналаман мар, вăл лайăх пĕлет: хан эшкерне илсе çӳрекен улансене юрама питех те кансĕр, ялан тенĕ пекех вĕсем çăткăн та çав тери мăн кăмăллă пулаççĕ, хăйсене хăналанăшăн вĕсем тепĕр чух тухса каяс умĕн хуçана кӳрентернипе е сĕтел çинчи ĕçме-çимене урайне шăлса тăкнипе тав тăваççĕ.
Тем пулсан та паян Урасметăн хан эшкерне йышăнассинчен хăтăлма нимле май та çук, лапсăркка мулаххайлă иçниксем кунта килсе тухаççех, çавăнпа алманчă хăйĕн ватă амăшне апат хатĕрлеме хушрĕ.
Вăл шутлани тĕрĕс пулчĕ, Тукай килте çуккине пĕлсенех юлан утсем Урасмет патне вĕçтерсе çитрĕç.
Хальхинче çар эшкерне ку таврара нихçан пулса курман çап-çамрăк улан ертсе килнĕ иккен.
— Уразмат абзы эсĕ пулатăн пуль? — лаши çинчен яшт çеç сиксе анса хуçана алă пачĕ вăл. — Палламастăп сана, пĕрле ĕçсе-çиме тӳрĕ килмен те…
— Эпĕ те паллаймарăм-ха, — терĕ Урасмет сиввĕнрех. — Кам таврашĕ пулатăн эс?
— Эпĕ паллă çын таврашĕ мар, — хĕсĕкрех куçне тата ытларах хĕссе кулчĕ улан. — Урак ывăлĕ. Илтмен-и ун пек çынна?
Урасмет хăй мĕнле йăнăш тунине тинех ăнланчĕ. Ун умĕнче Хусан ханлăхĕнчи питех те паллă çыннăн тĕпкĕчĕ тăрать иккен. Вăл вырнаçусăр каласа хунă сăмахне тӳрлетме васкарĕ.
— Питĕ хавас ун пек чаплă çын ывăлĕпе паллашма. Питĕ хавас. Урак тесен — пĕлмесĕр! Мĕн пур княçсен княçĕ ĕнтĕ, хамăрăн мухтавлă ханăн шанчăклă çынни! Кунтан кăшт тăварах Ураккасси ялĕ те пур-ха пирĕн. Унта чаплă князь час-часах килкелесе каять теççĕ. Пирĕн Тукай мăрсапа çав тери туслă вĕсем…
— Тукай килте çук-ха, çавăнпа, Уразмат айзы, сана чăрмантармалла пулать пуль, — канăçсăррăн тăпăртатса тăракан учĕн çăварлăхне вĕçертсе илчĕ çамрăк улан.
— Мĕн чăрмавĕ! — терĕ Урасмет. — Тархасшăн, пӳртелле кĕрсемĕр. Кăшт та пулин хăна пулăр. Элентей! — кăшкăрчĕ вăл хăйĕн тарçине. — Элентей тетĕп! Илсе кай часрах Князь лашине!
Анчах, инкеке, картишĕнчен никам та тухмарĕ. Тарçа кăшкăрса намăс та курмалла пулман иккен, вăл ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ те кĕлет умĕнче вăратса вăранмалла мар харлаттарса çывăрать. Алманчă ăна улан умĕнчех мĕн пур вăйран урапа тапрĕ. Лешĕ пур пĕрех вăранмарĕ, вара улан лашине кил хуçи хăех витене çавăтса кайрĕ.
Сĕтел хушшинче улан алманчăпа ытлашши шăл йĕрсе хуçана хисеплемен пек тăрăхласа калаçрĕ. Лайăх эрехе хаклама пĕлменрен-и е ĕçме вĕренейменрен умри черккене тытса та пăхмарĕ темелле. Тăм тирĕкпе лартса панă какая çиес умĕн, Урасмета мăшкăлланă евĕр, сăмси патне илсе пырса шăршласа пăхрĕ.
— Ак кĕркунне çитрĕ, Уразмат абзы, — терĕ вăл. — Мĕн тăваççĕ ĕнтĕ халь кунти чăваш ялĕсенче?
— Пурăнатпăр çапла пĕр майлă, — ун вăрттăн шухăшне ăнланаймарĕ-ха алманчă. — Сăра тăватпăр, ĕçкĕ ĕçетпĕр…
— Ăна куртăм-ха, кĕлет умĕнче унта пĕри шапа пекех саркаланса выртатчĕ. Тата мĕн тăватăр?
— Сунара çӳретпĕр, тир хатĕрлетпĕр. Кашнин хăйĕн ĕçĕ.
— Тата мĕн тăватăр?
— Хутран-ситрен туйпа çĕн хăтасем ирттеретпĕр. Кĕр мăнтăрĕпе пирĕн мăшăрланакансем нумай. Ак паян мана туя килсе чĕнчĕç-ха.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...