Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
— Элчĕсем — виççĕн, хуралта — аллă иçник.
Тукай тек ыйтса тăмарĕ, ку сăмахсенчен вăл исадра мĕнле хăнасем тăнине питĕ лайăх ăнланчĕ.
— Ĕçме-çиме хатĕрле, — терĕ вăл хăйне тумланма тата хĕç-пăшал çакма пулăшакан арăмне. — Тарçăсем, халех виçĕ ут йĕнерлĕр!
Булат Ширин ăна кăмăллăн кĕтсе илчĕ.
— Акă пирĕн паттăр куназ, — терĕ вăл, «князь» сăмаха тутарла майлă çавăрттарса. — Шанса тăратăп, Хусан ханлăхĕнчи мĕн пур куназсемпе мăрсасене сапантуйри пек кĕрештерес пулсан Тукая пиртен пĕри те çĕнтерес çук. Вăл пире пурне те кĕлте купаланă пек купаласа хурать.
Булат Ширин Тукая кăчăк туртса хăйĕнпе юнашар кавир çине лартрĕ, ун хыççăн тин пĕрле килнĕ çынсемпе паллаштарчĕ.
— Бакшей Бозека эсĕ, паллах, лайăх пĕлетĕн, — терĕ вăл çав-çавах шӳтлеме тăрăшса. — Вăл сан патăнта шерпет нумай ĕçнĕ-тĕр, ыттисене паллаймастăн та пуль тетĕп. Ак ку (Булат Ширин хĕрлĕ сухаллă ватăрах çын çине кăтартрĕ) куназ-дипломат Айдулла, ак ку (вăл çамрăк çын çине пӳрнипе тĕллерĕ) — куназ Ибрагим, бакшей Бозекăн чи лайăх вĕренекенĕ. Ак çакă, сан çине сар хĕр пек пăхаканни, — мана сунара илсе çӳрекен Нисам. Манăн пĕчĕк ывăл Нуралей калать, вăл çав тери чаплă сунарçă тет. Анчах Нисам Хусантан кунта çитиччен пĕр мулкач та тытса параймарĕ-ха. Тăршшĕпе така какайĕ чăмласа килетпĕр. Пĕлместпĕр, Нисам хăй ăста сунарçă пулнине вырăс çĕр-шывĕ тăрăх пынă чухне кăтартса парайĕ-и ĕнтĕ.
Тукай Булат Ширин сăмахĕсене итлесе пĕтерчĕ те икĕ аллине кăкăрĕ çине хурса пурне те пуç тайрĕ.
— Хисеплĕрен те хисеплĕ пысăк карачи, — терĕ вăл майĕпен ура çине çĕкленсе, — хаклă княçсем! Эпĕ сире кил-çуртăма çитсе курма сĕннĕ пулăттăм. Чыс тăвăр, тархасшăн, ман çăкăр-тăвара тутанса пăхсамăр…
Ырă ут капанран тарман, ырă çын çăкăр-тăвартан тарман, — терĕ Булат Ширин. — Ывăннă çинчен кăшт куназ патĕнче кансан çылăх пулас çук пире.
Тепĕр çур сехетрен Тукай килĕ хăнасемпе кĕрлесе тăчĕ. Тарçăсем йышлă нӳхрепсенчен чĕресĕ-чĕресĕпе çимелли йăтрĕç. Тукайпа арăмĕ кĕмĕл черккесене, эрешлĕн тĕрлесе пĕтернĕ йывăç куркасене кăрчамапа сим пыл е хуларан турттарса килнĕ мальвази тултарса умлă-хыçлă ĕçтерсе çӳрерĕç.
Хăнасене эрехпе сăра та, кил хуçисем те кăмăла кайрĕç, часах вĕсем юрлама, шавлăн калаçма, пĕр-пĕрне мухтаса е йăпăлтатса сăмах каламассерен кил хуçисемпе ыталашса чуп тума тытăнчĕç. Тукай пуринчен ытла Булат Ширина сăйлама тăрăшса аллинчи куркапа ун умĕнчен пăрăнма пĕлмерĕ. Анчах пысăк карачи куркасене нумайăшне ячĕшĕн çеç тытса парать, эрехпе питех иртĕхмест.
— Ĕçме юрать, Тукай куназ, — терĕ вăл пĕр-ик курка ĕçнĕ хыççăнах, — пуçа çухатма юрамасть. Санăн ку, пылпа тунăскер, питĕ улталать пулас, эсĕ ăна мана мар, ав, Нисама сĕн. Вăл лавне тулли тиеме юратать. Пирĕн, хăвах пĕлетĕн, Мускава çитмелле. Ай-ай, мĕнле ĕç шанса панă пире! Пуçра пĕртте эрех шухăшĕ мар.
Унпа юнашар ларакан бакшей Бозек та черккесен тăррисене çеç татса парать. Булат Ширинпа Бозек, пăртак хĕрнĕ пулин те, ĕçлĕ калаçу тытаççĕ. Тукайăн ку калаçăва пĕр сăмах сиктермесĕр итлес килет, анчах аван мар, Булат Ширин сăмсуна чикмесен те юрĕ, эсĕ ху ĕçне ту, хăнасене пăх тесе калассăн туйăнать. Çапах та пысăк карачипе ватă дипломатăн уйрăм сăмахĕсем хăлхана пыра-пыра кĕреççех.
— Ман шутпала, Мускав Абдул Латифа пире парас çук, — тет Ширин кимĕ çинче пуçланнă калаçăва малалла тăсса. — III Василий ăна Касимовра пурăнма та чарнă, çурçĕрти Белоозера ссылкăна янă. Ку вăл, тем тесен те, ахальтен пулнă япала мар. Нумай пулмасть Крымран çапла çырса пĕлтерчĕç: Нур-Салтан III Василий патне Латифа ирĕке кăларасчĕ тесе тархасласа темиçе çыру та янă. Василий ăна Латифăн айăпне каçарма май çук тесе хыпарлать тет.
— Пирĕн Мускава ячĕшĕн çеç кайса килсе Крымран хан йышăнма хатĕрленмелле мар-и? — куçне-пуçне вылятать Бозек. — Бахчэ-Сарайри Гирейсем Хусана хăйсен çыннине лартасшăн çав тери çине тăраççĕ курăнать. Султан Сулейман, паллах, вĕсене хӳтĕленĕ пулĕччĕ.
— Магмет-Эминь чирленипе усă курма тăрăшаççех ĕнтĕ вĕсем. Тĕрĕс, пирĕн халĕ хăлхана çивĕч тытмалла. Çавăн пек пăтранчăк вăхăтра ĕçсем тĕрлĕ килсе тухма пултараççĕ…
— Эпĕ çапла шутлатăп: сунара тухнă çыннăн урăххисем мулкач хăваланине çеç пăхса çӳремелле мар, хăйĕн те кашкăра йĕрлемелле. Эпир ĕç Сулейманпа Василирен килессе кĕтсе ларма пултараймастпăр. Мускавпа Стамбул аллинче пичеври лашасен тилхепийĕ çеç, пирĕн алăра вара — тĕпе кӳлнĕ лаша тилхепийĕ. Пирĕн çавна вĕçертме юрамасть.
Тем пек аван мар пулсан та Тукай калаçакансем патĕнчен пăрăнма хал çитереймест. Апла иккен, çитес вăхăтра Хусанта чăнах та çĕнĕ хан пулмалла. Магмет-Эминь вилмен-ха, пулас хан тавра çапăçу пуçланнă та ĕнтĕ. Ав мĕншĕн каяççĕ вĕсем халь Мускава.
Тукай çак калаçăва Булат Ширинпа тата бакшей Бозекпа тан хутшăнса, вĕсене ун чĕрине те нумай вăхăт хушши канăç паман ыйтусем тăрăх хăйĕн шухăшне калĕччĕ — юрамасть. Ку вăл каçарма май çук чăрсăрлăх пулнă пулĕччĕ. Ун пек япаласем çинчен Хусан княçĕсемпе пĕрле сӳтсе явасси вăл чăваш мăрсисен ĕçĕ мар тейĕç. Чăваш мăрси ясак пуçтарма пултарать, хăйĕн хресченĕсене кирек те мĕнле ĕç хушма, хулăпа çаптарма, пăхăнман чухне — урине йывăç такан тăхăнтартса тытса хупма, ялсем тăрăх çар çынни пуçтарма тата тем те пĕр тума пултарать, — ку ирĕке нимле ярлăка та çырса вырнаçтарас çук. Анчах ăна çак Булат Ширинпа хан çинчен, хана вырăнтан кăларасси, ун вырăнне урăх хан лартасси çинчен калаçма никам та ирĕк паман. Калаçма мар ав, итлесе тăма та юрамасть.
Пултăрах ара, куншăн Тукай ытлашши ӳпкелешсех те каймасть. Хусанта мĕнле хан ларни Тукайшăн пур пĕрех мар-и? Кирек те мĕнле хан пултăр, Тукая хăйĕн ана-çаранне йышлăлатма, кĕлечĕсенчи пурлăхне ӳстерме çеç ан чартăр. Ăна çакă та çырлахтарать. Пурлăх пулсан, çĕр пулсан, ят пулсан Булат Ширинсем те хисеплеççĕ. Ав шалча пек çинçе те вăрăм Бозек Чураппа патне пынă та унăн кăпăк евĕр çемçе аллине чуп тăвать.
— Эпĕ сирĕн пата килсен упăшкăрпа иксĕр чăваш юрри юрланине итлемесĕр тухса каймастăпах ĕнтĕ, — тет вăл. Хăй Тукай арăмне тĕпелелле, ыттисем ларакан çĕрелле, сĕтĕрет. — Чунтан ыйтатăп, юрласа парăр. Маншăн мар, пысăк карачишĕн юрласа парăр…
Чураппа хĕрарăм йăлипе кăшт турткалашать, Бозека хăйне юрлама сĕнет. Лешĕ ӳкĕте кĕмест, вара Чураппа сăпайлăн тирпейленсе тăрса тата пырне тасатнă пек ӳсĕркелесе çинçе сасăпа юрласа ярать:
Çум пахчари улмуççи, улмуççи,
Кайăксем килсе ларсассăн, ларсассăн
Турачĕ тăрать савăнса, савăнса.
Кăна юрланă чухне Тукай, хăнасем пекех, Чураппан илемлĕ сассипе киленсе шарламасăр тăрать. Малалла вара кăкăр тулли сывлăш çавăрса илет те хăйĕн вăйлă сассипе арăмне пулăшма тытăнать.
Урам хушшинчи йăмрийĕ, йăмрийĕ,
Кайăксем тăрса кайсассăн, кайсассăн
Турачĕ юлать хумханса, хумханса.
Упăшки сасси, сĕрме купăсăн çинçен чĕвĕлтетекен хĕлĕхĕ çумне хулăнрах хĕлĕх янравĕ хутшăннă пек, юрра çĕклесе, вăйлăлатса ярать. Юрă пӳртре çеç мар, чӳречесем уççине пула тулта та хытă янăрать, тарçăсем каялла-маялла чупса çӳрекен картишĕнче, юлан утсемпе тата вĕсене курма пуçтарăннă çынсемпе тулнă урамра, кунтан кăн-кăваккăн курăнса выртакан Атăл çийĕнче илтĕнсе тăрать.
Хусан та хăни ыр хăна, ыр хăна,
Вĕсем те килсе кĕрсессĕн, кĕрсессĕн
Чунăм тăрать савăнса, савăнса.
Хусан та хăни ыр хăна, ыр хăна,
Вĕсем те тухса кайсассăн, кайсассăн
Чунăм юлать хурланса, хурланса.
Унччен те пулмасть, юрă тутарла янăраса каять, кил хуçисем ăна малтан пуçласа вĕçне çитичченех тутарла юрласа параççĕ.
Бакшей Бозек Чураппа аллине тепре пырса чуп тăвать. Булат Ширин, хăйсене кайма вăхăт çитнине систерсе хуçапа арăмне ĕçкĕ-çикĕшĕн тав тăвать.
— Юрăшăн уйрăммăнах пысăк рехмет, — тет вăл. — Асту, куназ, тепринче Хусана пĕччен пымастăн вара, Чураппа ханумпа пĕрле пыратăн. Ун сассине пирĕн ханумсемпе бикесем те илтме тивĕçлĕ.
Булат Шнрин урама тухнине курнă иçниксем, такам сасартăк хускатнă пек, хăйсен учĕсем патне ыткăнаççĕ. Юлан утсен тикĕс тĕкме çумĕпе йĕркеленсе тăрать.
Хапхаран пысăк карачин çӳрен утне çавăтса тухаççĕ. Çара пуçăн, кĕпе вĕççĕн тăракан Тукай карачи урхамахне хай пырса тытать.
Булат Ширин çывăхра пĕрене таврашĕ çуккă-и тесе каялла çаврăнса пăхать, ним те çуккине кура Тукай тарçине хăй патне чĕнет.
— Кил-ха, пĕшкĕн.
Тарçă мĕн тумаллине ăнланса тăват уран пĕшкĕнсе тăрать. Пысăк карачи хăрах урине унăн сарлака çурăмĕ çине пусать те майĕпен çеç лаши çине утланса ларать. Тарçăн шурă кĕпи çине атă йĕрри çаплипех йĕрленсе юлать.
Атăл хĕрринче элчĕсене кĕтсе çĕлен пуçлă пысăк кимĕ хумсемпе вылять. Ун малти вĕçне самаях çӳллĕ элем вырнаçтарнă. Элем тăрринче — çур уйăх кĕлетки, ун айĕнче лапсăркка лаша хӳри çилпе варкăшкаласа тăрать.
Хăма çине сарнă кавир тăрăх элчĕсем утса кĕнĕ-кĕменех çĕлен пуçлă кимĕ çунат хушнă пек пулать — ун çийĕн шап-шурă çилкĕç çĕкленет, кимĕ икĕ айккипе вăрăм кĕсменсем шыва шăмпăртаттарма тытăнаççĕ.
Кĕсменпе ĕçлекенсем чăвашсем иккен. Вĕсем, хăйсен йывăр ĕçне кăшт çăмăллатас тесе пулас, ишнĕ май васкамасăр, тăсса юрламалли юрă тапратса яраççĕ. Ку юррăн сăмахĕсене уйăрса илме те çук, кĕвви тăрăх çеç туятăп, ун сăмахĕсем те çав тери хурлăхлă пулма тивĕç — унта çак çынсен сирсе сирĕлми терчĕ туйăнса тăрать.
Кĕвĕ, çĕр çумĕпе хуллен çеç ярăнса вĕçекен кайăк пек, татăли-татăлми юхать, чĕрене кайса тивсе çынна ирĕксĕрех шухăша ярать. Пĕр юрри пĕтет те, ишекенсем сывлăш çавăрнă хыççăн тепри пуçланать. Вăл та çавăн евĕрлех, тимлĕ итлемесĕр ăна çĕнĕ юрă тесе шутлама та йывăр.
— Питĕ кичем те тунсăх иккен чăваш юррисем, — пуçне сулкалать бакшей Бозек хăйĕн çине ăшă тумтир ытларах купалама тăрăшса.
— Урăхла пулма та пултараймасть, — ун çине пăхмасăр калать Булат Ширин. — Ку вăл вилсе, пĕтсе пыракан халăх юрри. Систер унта, вăрăм тунасем пек сĕрлеме пăрахчăр, çывăрма кансĕрлеççĕ, — хушать вăл.
Пăртак тăрсан юрă чарăнать. Хумсем çеç çил вăйланнăран кимме хытăран хытăрах пыра-пыра çапаççĕ, тата кĕсменсем харăссăн ĕçлени илтĕнсе тăрать.
8. Каçхи калаçу
Юмансар ялĕ, ку тăрăхри ытти ялсем пекех, пысăк мар, икĕ катмар сăрт хушшине хĕсĕннĕ те аякран курăнсах та каймасть. Сăрчĕсене пĕрне тем тăршшĕ туйралăх, тепĕрне хыр вăрманĕ хупласа, хӳтĕлесе тăрать.
Ялăн çут тĕнчешĕн чи уçă енĕ — Атăл. Ун уçлăхне ытла çывăха килсе ларнăран вăл Атăлпа иртсе çӳрекенсенчен чăлăш-чалăш мăрьеллĕ, çĕтĕк çи виттиллĕ пӳрчĕсене çеç мар, ӳкме пуçланă картисене те, хуралса ларнă мунчисене те, çыран хĕррипе сапаланса тухнă вĕтĕ киммисене те, ним йĕркесĕр купаланса выртакан вут-шанкă шаршанĕсене те пытараймасть.
Ялăн нимле урам йĕрки те çук. Пӳртсем мĕнле май килнĕ, çапла ларса тухнă. Çын тĕп килтен уйрăлса тухать — аякка каймасть, юнашарах тепĕр пӳрт майлаштарать. Унпа кӳршĕллĕ е урам урлă тепĕр ывăл-хĕр килĕ вырнаçать. Вара касă пулса тăрать. Пĕр тĕпрен тухнă е тăванлашнă çынсен касси. Ку касăлăх, тăванлăх, ратнелĕх ана-çаран валеçнĕ чухне пит палăрать.
Юмансар — йывăçлă ял. Чăвашсем вăрман варринче пурăнаççĕ пулин те йывăç лартма юратаççĕ — йăмра, пилеш, хурăн, çĕмĕрт, çăка…
Çуртсен таврашĕнче пурин те тенĕ пекех сĕреке, атма, вача, юхă, тетел тата ытти пулă тытмалли хатĕр çакăнса тăрать — ял çыннисем вăрманти е улăхри кӳлĕсенче, унтан та ытларах Атăл çинче çăвĕн-хĕлĕн пулă тытаççĕ. Çавăнтах тата пĕр-пĕр хӳтлĕхре ака пуçĕпе сӳре выртнине курма пулать. Кашни пӳртпе кĕлет çумне, çиелтен хуппа витсе, татса çурнă вутă купаланă — пĕр çуллăх мар, темиçе çуллăх.
Пӳртсем кунта тĕрлĕрен. Чапли, эрешлесе пĕтернĕ хапхалли те, мунча пекки те, çĕр пӳртсемпе хура пӳртсем те пур.
Ял çывăхĕнче вăрман хăртса уçланкăсем туса пĕтернĕ. Вĕсене пурне те сухаласа тăкнă, анасем туса пайланă. Анисем çав тери пĕчĕк, валеçнĕ чух хăлаçпа мар, шитпе виçнĕ тейĕн. Таçтанах паллă, çĕр енчен кунта питĕ хĕсĕк пурăнаççĕ.
Ял пуянĕсем — Тукайпа Урасмет — вун пилĕк-çирĕм çухрăмра темиçе тĕлте анасем тытаççĕ. Тукайăн Çавал тăрăхĕнче те темиçе ят пур. Ăна вăл никамран та пытармасть кăна мар, тепĕр чухне вĕсемпе мухтанма та юратать. Юмансарсем унта тырă вырма, авăн çапма, ытти ал ĕçĕсене тума та кайкалаççĕ.
Тукай ашшĕ, çĕрпӳ, çак яла пуçласа яраканни пулнă. Ун пирки кунта çапла халап çӳрет. Тупай ашшĕ Атăл тăрăх чылай тăварах, Ар-Сĕнтĕр таврашĕнче пурăннă имĕш. Ăна Тукайран та тĕреклĕ, унран та пуян пулнă теççĕ. Унăн пилĕк ывăл, пилĕк хĕр пулнă. Анчах пурăна киле ачисем пĕрин хыççăн тепри вилме тапратнă. Пĕртен-пĕр ывăл, Тукай, çеç тăрса юлнă. Часах Ар-Сĕнтĕр çывăхĕнче кӳлĕре шыва кĕнĕ чух Тукай амăшĕ путса вилнĕ. Нумай та вăхăт иртмен, сунара кайсан темиçе çын куçĕ умĕнчех ашшĕне упа туртса çурнă. Çак пĕтĕм йăха вилĕм кӳрекен вырăна чунтан ылханса Тукай вара кил-çуртне урăх çĕре куçарнă. Унпа пĕрле мăрса тарçисемпе ăна пăхăнса тăракан çынсем те куçса килнĕ.
Патне пырса пăхсан Тукай кил-çуртне хула-крепость теме пулать. Ăна пур енчен те çĕр купаласа тунă карман (синкер) хупăрласа тăрать. Кунсăр пуçне тата картиш йĕри-тавра кайăк вĕçсе каçмалла мар хӳме тытса çаврăннă; хӳме юписем юманран, хăмисем темиçе вершук хулăнăш. Тукай картишĕ анкарти пек пысăк; унта темиçе кĕлет, темиçе вите, мунча, тарçăсем пурăнмалли çуртсем, хăмапа витсе тунă лупас, нӳхрепсем.
Тукай ку таврари çĕрме пуян çын кăна мар, тата чи аслă тӳре шутланать; вăл — чăваш княçĕ, тури чăвашсен мĕн пур мăрсисем ăна пăхăнса тăраççĕ.
Тукай несĕлĕ мĕнле пуйса кайни пирки çынсем тĕрлĕ каласа кăтартаççĕ. Хăш-пĕрисен сăмахĕ тăрăх, Тукай ашшĕ хăйĕн вăйĕпе паттăрлăхне пула пуйнă имĕш.
Хусан патĕнче пĕр мăрса ĕçкĕре ылтăнĕпе мухтаннă пулать. Акă манăн пĕр кăкшăм ылтăн пур тенĕ вăл, кам та кам çав ылтăна йăтма пултарать, çавă ăна пĕтĕмпех хăйĕн килне илсе каять. Темиçе çĕр çын йăтма хăтланса пăхнă кăкшăма — вырăнтан та тапратайман. Тукай ашшĕ вара ăна çăмăллăнах хул пуççи çине çĕклесе лартнă та пĕр çаврăнса пăхмасăр урампа утнă.
Теприсем Тукай ашшĕ такама çаратнă теççĕ, тата теприсем Чалăм патĕнче тăварпа сутă туса пуйнă теççĕ. Хăшĕ тĕрĕс ку сăмахсенчен, хăшĕ тĕрĕс мар — кăна Тукай çеç пĕлет-тĕр.
Урасмет мĕнле пуйнă тесе ыйтас пулсан кăна ял çыннисем лайăх каласа панă пулĕччĕç. Ялта куç хыçĕнче Урасмета лаша вăрри тесе чĕнеççĕ. Кунта куçса килсен-ха, Урасмет ашшĕне кӳршĕ ялта лаша вăрланăшăн çапса пăрахрĕç. Ывăлĕн те алли кукăр пулмалла. Ахаль мар Урасмет килĕнчен пасартан пасара çӳрекен улшуçсемпе лаша вăррисем татăлма пĕлмеççĕ.
Çапах та Урасмет вăйĕ лаша вăрланинче мар, урăххинче. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Урасмет Тукай валли ясак пуçтарать. Ун ячĕ ялта, ялта çеç мар, пĕтĕм таврара — чи хăрушă ят. Ăна илтсен пурин те сехре хăпса тăрать. Урасмета курсан çынсем çур çухрăмран çĕлĕк хываççĕ, хĕрарăмсем хăйсен ачисене Урас килет тесе хăратаççĕ. Çакна лайăх пĕлсе тăракан Урасмет хăйне ялта чăн-чăн хаким пекех тыткалать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...