Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Урхамах пур енĕпе те чипер иккен. Тикĕс юртать, хуçа кăмăлне чĕлпĕре мĕнле тыткаланинченех туйса тăрать Кĕлеткипе çинçе — çĕлен пек, çăмĕ пăрăнтăкăнни евĕр.
— Ну, янаварăм, — лашине пуçран шăлса ачашларĕ хĕр, — киле çитсен сана типĕтнĕ сĕлĕпе кăна тăрантарма пуçлатăп. Тарçăсене шанмасăр хам пăхатăп. Кăшт йăл илсен Асаматпа ăмăртăва тухма та юрать.
Çавал хĕрринчи Кив хула текен вырăнта вĕсен умне кĕтмен çĕртен Урасмет сиксе тухрĕ. Вăл Тукайпа хĕрĕ пасара кайни çинчен илтнĕ те кунта вĕсене хирĕç юри килнĕ иккен.
Пĕччен ашкăнкаласа пынă Нухрат малтанах ăна курсан савăннă пек те пулчĕ, анчах Урасмет мăрсапа пăртак калаçсанах лашине чарса Нухрата кĕтме тытăннине асăрхасан хĕр ача тутине усрĕ. «Мĕн кирлĕ-ха ку вĕçкĕне? Хăйне кăтартас тесен лашине çирĕм çухрăм хăвалама та ӳркенмест», — терĕ.
— Нухрат! Хăвăн ятна лаша илнĕ иккен — саламлатăп! — кăшкăрчĕ Урасмет аякранах. Нухрат унпа танлашсан вăл лашине вĕçĕмсĕр çаптарса ун йĕри-тавра çаврăнчĕ. — Улшуç пулса сан урхамахна тĕрĕс хак парас тетĕп-ха, вырăссем сире чавса тăршшĕ лартман-ши тетĕп.
— Хакла, хакла. Эпир, суккăрсем, путлĕ лаша илме пĕлетпĕр-и?
— Аван лаша туяннă, тупата туршăн аван лаша! — çав-çавах кăшкăрса калаçрĕ Урасмет. — Ырханрах ĕнтĕ, анчах вăл нимех те мар. Ырă ут пек туйăнать мана…
— Санăнни пек пушкăрт лаши мар ĕнтĕ! — касса татрĕ Нухрат. — Ну, ăмăртса пăхатпăр-и? — Нухратăн çак вăхăтра Урасмета ашшĕ умĕнче намăс кăтартасси килсе кайрĕ.
— Ăмăртма пулать, — хавхаланчĕ лешĕ. — Тапрантăмăр!
— Пĕрре, иккĕ… ав çав хурăн патне çитиччен! — чылай аякра ларакан пĕччен йывăçа кăтартрĕ Нухрат. — Виççĕ!
Вĕсем учĕсене сиккипе яма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, аллисемпе лаша çилхинчен çатăртаттарса тытнăччĕ, çав вăхăтра малта Тукай чышкипе юнани курăнса кайрĕ. Нухрат лашине тапах чарчĕ.
— Мĕскер, атте?
— Ăçта хăвалатăн лашана? Ӳксе вилтĕр тетĕн-и? Нухрата ашшĕ умĕнче лайăх мар пек пулчĕ: чăнах, ывăннă лашана ăçта хăвалать-ха вăл? Кун пек ун лаши киле çитиччен тăрăнса анма та пултарать.
— Тепĕр чух ăмăртса пăхăпăр, — шăппăн хуравларĕ хĕр ача Урасмета. — Сана пурпĕр хыçала пăрахса хăваратăп.
— Çак ырхан лашапа-и?
— Çавăнпа çав.
— Ăна халь виçĕ уйăх сĕлĕ кăна çитермелле! Ав аяк пĕрчисене шутлама пулать.
Лаша пирки сăмах çыпăçмарĕ. Вара Урасмет хăй часах Хусана тухса каясси, унтан таврăннă хыççăн авланса туй тăвасси çинчен сăмах сӳтме тытăнчĕ. Нухрат ăна пĕр шарламасăр итлесе пычĕ.
— Кала-ха, Нухрат, авланас-и ман, авланас мар-и? — куçа кĕчĕ каччă.
— Ула куракăн пĕр юрă, пирĕн Урасметăн пĕр шухăш, — кулса тавăрчĕ Нухрат. — Авланас, авланас… Ара, халь санăн пиччӳ те хусахла пурăнать, Патирек урлă сан килне мĕнле хĕр пырса кĕтĕр?
— Кăна эсĕ чăнласа калатăн-и? — терĕ Урасмет.
— Чăнласа пулмасăр. Чипер хĕр хăй аппăшĕ кайиччен нихçан та качча тухмасть, вăл тăвана мăшкăллани пулать. Эсĕ мĕншĕн пиччӳнтен маттур пуласшăн вара?
— Пиччене авлантарасси нимех те мар-çке…
— Авлантар çав, ун хыççăн тин хăвна валли арăм шырама пуçла.
— Манăн шырамалла мар пек-ха, эпĕ тупса хунă пек.
— Апла пирĕн сан туйна пырасси кăна юлать. Эпĕ акă туйна çак урхамахпа çĕмĕрттерсе пыратăп. Мана чĕнетĕн пулĕ?
— Чĕнмесĕр. Анчах пĕркенчĕкпе илсе пыма май çук-ши сана унта?
— Мĕскер терĕн? — тарăхса ыйтрĕ Нухрат. — Эс, эс… — вăл каçăхса кайнă пек пулчĕ, каласа пĕтереймерĕ, лашине икĕ урипелен пĕррех хырăмран тапрĕ те малалла ыткăнчĕ.
— Юрĕ, тарса пăх-ха эппин, — терĕ шăл витĕр Урасмет. — Курăпăр, ăçта тарса хăтăлăн…
Вăл, хĕр ача хăйне хăлха чикки парса хăварнă пек. хăрах аллипе питне шăлса илчĕ, такама çапма хатĕрленнĕ евĕр, саламатне çӳле çĕклерĕ, ăна сывлăшра çавăрса лашине Тукай еннелле хăваларĕ.
— Утсан — утма пултарап, чупсан — чупма пултарап, савни манран сивĕнсен тепре тупма пултарап, — чунне лăплантармалла такмакларĕ вăл. Анчах чунĕ лăпланма мар, ытларах та ытларах вĕчĕрхенчĕ, ăшра кӳренӳ, тарăхупа кĕвĕçӳ туйăмĕ вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ.
13. Юмăç карчăк
Урасмет килне таврăнсан та вĕçĕмсĕр Нухрат çинчен шухăшларĕ. Мăрса хĕрĕн хăюлăхĕпе чăрсăрлăхĕ ăна пĕр вырăнта ларса тăма та канлĕх памарĕ.
Мĕнле ăнланмалла хĕр ачан ку хăтланăвне — йĕкĕлтесшĕн пулчĕ-и Нухрат Урасмета е хăй ăна хисеплеменнине çапла тӳрккессĕн кăтартса пачĕ? Малтан чиперех калаçса пычĕ-çке, кăмăллăн шӳт турĕ, лашасемпе ăмăртса пăхма сĕнчĕ, унтан, сунарçăна курнă пăши пек, айккинелле тапса сикрĕ. Тен, кăна вăл Урасмета сивлесе те тумарĕ пулĕ? Çамрăк-çке, айван. Паллах, халлĕхе вăл никама та юратса курман-ха. Кам çине те пулин кăмăлĕ ӳксен ăна çавăрма нумай йывăртарах пулнă пулĕччĕ. Çук, вăхăта сая ямалла мар, ашшĕпе калаçса татăлмалла та ĕçе тытăнмалла…
Пӳлĕмре каялла-маялла утса çӳренĕ чух ăна Нухрат сăмахĕсем асне килчĕç: «Ара, сан халь пиччӳ те авланман. Патирек урлă сан килне мĕнле хĕр пырса кĕтĕр?» Апла уншăн Патирек чăрмав пулса тăчĕ иккен-ха. Вăл кансĕрлеми пулсан мĕн калăн эс, Нухрат?
Урасметăн пĕртен-пĕр тăванĕ Патирек кайри пӳртре никампа та хутшăнмасăр, ниçта та тухса çӳремесĕр пурăнать. Вăл икĕ çул каялла, шăп каччă пулса çитсен, шăнса пăсăлнипе аптраса ӳкрĕ те унтанпа вырăн çинчен те тăраймарĕ. Амăшĕ ăна пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхрĕ, темле курăкпа та сиплерĕ, çапах Патирек сывални пулмарĕ, типнĕçемĕн типсе пычĕ. Вăйран тайăлнă çӳллĕ арçын патак çине тĕрĕнсе пĕр-икĕ кун пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳрет те халтан кайса каллех вырăн çине кайса выртать, вара ик-виçĕ эрне пуçне те çĕклеймест.
Урасмет пиччĕш пӳлĕмне кĕме те пăрахнă ĕнтĕ, вăл Патиреке пĕтнĕ çын тесе шутлать. Нухрат сăмах тĕртсе чуна ыраттарнă хыççăн Урасмет шутласа хунă ĕç çинчен никампа та мар, Патирекпе хăйĕнпе калаçасшăнччĕ, анчах калаçу ырри патне илсе çитерес çуккине сиссе уçнă алăка каялла хупрĕ.
— Анне, — терĕ вăл шыв ăсма тесе витре йăтса тухнă амăшĕн çулне пӳлсе. — Тăхта-ха, ман санпа сăмах пур. Лар ак çакăнта. Ну, лар теççĕ сана!
— Ара, калаçма пӳрте кĕреççĕ пуль ăна, пушă витреллĕ çынна пусма çинче тытса чармаççĕ пуль? — ӳпкелешрĕ амăшĕ.
— Юрĕ-çке, — алă сулчĕ ывăлĕ. — Темех мар, эп васкатăп…
Вара Урасмет хăйĕн амăшне Патирек тĕлĕшĕнчен çуралнă вăрттăн шухăшне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
Çав каçхине вĕсен килне, Урасмет амăшĕ Нетӳç чĕннипе, ялти паллă юмăç чалăш çăвар Сахвине килсе кĕчĕ. Вăл алăка хупнă-хупманах пӳрт хуçи — пирĕшти валли кăмака çине çăкăр татки ывăтрĕ, темскер мăкăртатса илчĕ, унтан хăйне кайри пӳрте илсе кайма ыйтрĕ.
Сахвине юмăç ку таврара тухатмăш карчăк вырăннех шутланать. Ялта ача çуралнă-и, çын чирленĕ-и е вилнĕ-и, туй тумалла-и, чӳк ирттермелле-и — пур çĕре те чи малтан Сахвинене чĕнеççĕ. «Пӳлĕхçĕ чĕлхине пĕлекен» Сахвине куçа курăнман мĕн пур инкеке сирме, вĕрсе тата тухатса, телейлĕ çыннах наччас пĕтерсе хума пултарать имĕш. Ял çыннисем унпа урамра тĕл пулса калаçма та хăраççĕ, ăна курсан аякран пăрăнса иртсе каяççĕ. Вăл пĕр-пĕр киле хуçисем чĕнмесĕр пырса кайсан ун йӳтĕмне пĕлесшĕн пулса пуçа çĕмĕреççĕ, вăл тухатнине хăйсем чухланă пек сирме тăрăшаççĕ. Сахвине хăварнă пĕр-пĕр пăсташ япалана — вăл çĕтĕк татки е тăм кĕлетки кăна пултăр, — таçта çырмана кайса пăрахаççĕ.
Ваттисем каланă тăрăх, Сахвине хăй чăн-чăн тухатмăш пулнине ял кунта куçса килнĕ çул кăтартса панă. Пĕррехинче, çĕрле, виççĕн ун килне çаратма пынă пулать. Сахвине вĕсене курнă та аякранах: ан килĕр, сире хур кăтартатăп тесе кăшкăрнă. Анчах вăрă-хурахсем итлемен, ун алăкне çĕмĕрме пуçланă. Вара Сахвине хăйĕн ĕçне тунă: тухатнă та, ун пӳрчĕ умне виçĕ вăрă виçĕ тĕм йывăç пулса ларса юлнă.
Патирек амăшĕ Сахвинене ывăлĕ чирлесе ӳкнĕ çул та чĕнсе килнĕччĕ, анчах юмăç карчăк укçа сахал патăр тесе кутăнланчĕ те шăрт-март пулса пӳртрен тухса кайрĕ. Нетӳçĕн ун вырăнне кӳршĕ ялти çамрăк юмăçа чĕнсе килмелле пулчĕ.
Хальхинче Нетӳç Сахвинене юмăç пăхнăшăн мĕн парса парнелессине малтанах каласа хучĕ, лешĕ ку парнесемпе çырлахса ĕçе тытăнчĕ. Çапах та калас сăмахне каламасăр хăвармарĕ:
— Пӳлĕхçĕ тарават çынсене юратать, тусăм. Вăл хыт кукара пил памасть. Çийĕнчех, икĕ çул каялла, манпа ĕç пĕтермеллеччĕ, и-и, халиччен-и, халиччен Патирек тахçанах ура çине тăратчĕ. Кама кăна сиплемен эпĕ тĕнчере, эпĕ вĕрнĕ-сурнă çынсенчен сывалманни юлман. Çук, пулман ун пекки!
— Мĕнле, Патиреке те ура çине тăратма пулать пек туйăнать-и, Сахвине инке?
— И-и, тусăм, турă пулăшсан, ура çине тăратма пулмасăр!
— Нимĕн те хĕрхенмĕттĕм, пуçри хушпăва парăттăм, Сахвине инке. Тăрăшса пăх-ха, тархасшăн, тăрăшса пăх. Ĕмĕр-ĕмĕр тав тăвăп сана…
Паллă юмăç килнине курсан Патирекĕн те куçĕсем çуталса кайрĕç, чирлĕ çын таса кĕпе-йĕм ыйтса илсе вырăн çинчен тăчĕ.
Сахвине сĕтел çине пĕр чаплашка шыв лартрĕ, ун тавра укçа, çăкăр, кăмрăк, чул таткисем хурса тухрĕ, хĕврен юмăç пăхнă чухне тыткаламалли нухăт хулли кăларса унпа шыва тĕрлĕ еннелле çавăрчĕ. Ун хыççăн юмăç хăйă çунтарса пăхрĕ, ăвă чĕртсе тĕтĕм мăкăрлантарчĕ, сĕвем çиппе чылайччен аппаланчĕ, ăна таçта та карса пĕтерчĕ.
— И-и, чĕрĕлет ывăлу, чĕрĕлет! — терĕ вăл. — Мĕнле кăна юмăç ямарăм, пурте ун майлă тухать.
— Мĕнле чĕртмелле-ши? Арăмне, майне-шайне те хăвах тупаймăн-ши, Сахвине инке? — тилмĕрчĕ Нетӳç.
— Авлантармалла, — кĕтмен çĕртен пат татса хучĕ юмăç. — Ăна сиплемелли урăх мел çук. Кун пек чире эпĕ хам ĕмĕрте иккĕмĕш хут куратăп. Пĕрре çапла Нишерте вăй питти арçын хĕне кайнăччĕ. Икĕ кун асаплантăм, чир сăлтавне тупаймастăп та тупаймастăп. Хайхи мĕн пур хăвата пухса тепре пăхрăм. Йĕрĕх ман кĕлле илтрĕ пулас, вăрттăнлăхне каласа пачĕ. Авланма хуш эсĕ ку çынна, çап-çамрăк та пиçĕ хĕр илсе пар терĕ. Вара хĕр сывлăхĕ ун çине куçать терĕ. Илтетĕн-и эсĕ, Патирек?
Патирек хăйĕн ятне асăнсан шартах сикрĕ.
— Ах, турă çырлахах! — теме çеç пултарчĕ.
— Авлантарнипех сыватма тĕл килет-ши вара? — терĕ Нетӳç.
— Тьфу, тьфу, тьфу! — сурчĕ ун еннелле Сахвине. — Ун пек иккĕленме юрать-и? Патирек, эсĕ аннӳ сăмахне ан итле. Ĕненсе тăр. Турă чамасăр ĕненекен çынна çеç сиплĕх парать… Тата акă мĕн калам эп сана, — Нетӳç енне çаврăнчĕ Сахвине. — Патиреке хăй юратакан хĕре илсе парас пулать. Патирекĕн ӳт-шăмă чирĕ мар, чун хавал чирĕ. Ăнлантăн-и?
— Эс пĕлетĕн пулĕ ĕнтĕ, — терĕ Нетӳç. — Турă пил патăрах сана, Сахвипе.
Вĕсем мĕн пур хатĕр-хĕтĕре йăтса малти пӳлĕме иртрĕç. Тĕлĕнсе хытса кайнă Патирек ухмаха тухнă çын пек кулса вĕсен хыççăн çăварне карса пăхса юлчĕ. Халĕ çеç илтнĕ калаçу ăна тутлă тĕлĕк курнă евĕр туйăнчĕ. Вăл хĕп-хĕрлĕ те кăн-кăвак чечекпе тулнă улăх тăрăх утса пырать пек; ун тавра мана тыт та, мана тыт тесе хитре хĕрсем чупкаласа çӳреççĕ; Патирек вĕсенчен пĕрне ал вĕççĕн йăтать те чакăл сăрт тăрăх ялалла хăпарать. Унăн нимле чир те çук, вăл сывă, тĕреклĕ, савăнăçлă. Пулма пултарать-и ку Патирек пурнăçĕнче? Сахвине калани тĕле килсен мĕн кăна памĕччĕç-ши ăна Патирекпе амăшĕ. мĕнле кăна тав тумĕç-ши?
— Çапах та кама илсе парас-ха ăна, вăл чирлĕ-çке? — Сахвинене çӳпçерен темиçе тăрăх шурă пир кăларса тыттарчĕ Нетӳç. — Эс тĕлĕнтерсе пăрахрăн-ха, Сахвине. Паян çеç эпир Урасметпа сăмах хускатнăччĕ, эсĕ пирĕн шухăша пĕлнĕ пекех каларăн…
— Çын шухăшне витĕр курса тăмасан эп юмăç та мар! — чăртмахланса хуравларĕ Сахвине.
— Çапли çапла та-ха. Вăл вырăнпах выртни пĕтерет-çке?
— Çавăнпа авлантармалла та ăна, Нетӳç, юратнă çыннăн вĕри сывлăшĕпе сыватмалла.
— Кама юратать-ши вара хăй? Çавна пĕлеймĕн-ши?
— Ăна ан та ыйт. Патирек кама юратнине юмăç пăхмасăр никам та калаймасть.
— Хăйĕнчен ыйтас — мăшкăллатăр тейĕ. Пăхмаллаччĕ пĕрех хут хăвăнах.
— Э-э, Нетӳç, эсĕ пĕрре тӳлесе икĕ хут юмăç пăхтарасшăн мана! Апла юрать-и? Хĕрне тупса парасси вăл, ай-ай, чăрмавлă япала! Пĕлместĕп, кам тума пултарĕ вăл ĕçе?
Нетӳç Сахвинене тем вăхăтчен тархасларĕ, пĕр пикеннĕ ĕçе вĕçне çитерме хистерĕ, анчах Сахвине ӳкĕте кĕмерĕ, пир тăрăхĕсене илчĕ те шăппăн çеç тухса кайрĕ.
Тепĕр кунне Нетӳç темиçе кĕмĕл укçа кăларсан Сахвине пӳртри япаласене тепĕр хут айăн-çийĕн çавăрчĕ, юлашкинчен ăрăмăç тупсăмне тупса Нетӳç сĕтел çинчи чулсене шутлама хушрĕ.
— Ара, кунта сакăр чул, — терĕ лешĕ ăнланмасăр.
— Хĕрне сакăр кил урлă шырăр.
Нетӳç пӳрнисене хутлатса пырса шутласа кайрĕ.
— Эппин, Альтук хĕрĕсенчен пĕрне савать пуль-çке?
— Çавна, тусăм, çавна.
— Хăшне-ши ĕнтĕ? Альтукăн виçĕ хĕр-çке?
— Кĕçĕннине, тусăм, кĕçĕннине. Каларăм сана, Патирекĕн арăмĕ çамрăк та кервен пулмалла тесе. Çавăн пек пулсан тин ун сывлăхĕ Патиреке куçать.
— Ах тур-тур, Эрнепи вăл вун улттăра кăна пулас-ха? Арăм тумалăх çулĕ те çук…
— Турă пӳрнине çулне пăхса илмеççĕ, тусăм. Ну, ман ĕç пĕтрĕ. Чипер юлăр-ха эппин. Ман пулăшăвăм кирлĕ пулсан пыратăр вара. Калаçни-туни хамăр хушăмăрта пултăр. Эп сана курман, эс мана курман. Тьфу, тьфу, тьфу…
14. Урасмет хĕр çураçать
Урасмет ялти çынсем патне нихçан та ăçти çукшăн кĕрсе çӳремест. Вăл хăйне кӳршĕ-аршăпа мĕнле тытмаллине лайăх пĕлет. Пуянтараххисем ăна урампа иртнĕ чухне ĕçке-мĕне чĕнсе кĕртме пултараççĕ, юрлă пурăнакансен килне алманчă çулталăкне иккĕ кĕрет — кĕркунне тата çур-кунне — ясак ыйтма. Виççĕ пымалла пулсан вара — ырăпа мар, усалпа, пушă алăпа та мар, чĕн саламатпа.
Çавăнпа та чӳрече умĕпе Урасмет иртнине курсан Альтук инке йăпăр-япăр вырăнтан хускалчĕ те урине çăм чăлха тăхăнса ячĕ, амăшне кура хĕрĕсем те васкавлăн çи-пуçĕсене тирпейлерĕç.
— Эрнепи, часрах сĕтеле тасат-ха, — терĕ Альтук. Эрнепи сĕтеле шăлса тĕпелелле те иртейменччĕ, алăкран Урасметăн кăвак шлепки курăнса та кайрĕ.
— Ырлăх-сывлăх сунатăп сана, Альтук инке, — пуç тайрĕ алманчă. — Сире те телей пултăр, хĕрсем. Мĕнле пурăнатăр? Мĕн çĕмĕрттеретĕр?
— Аван-ха, хăвăр мĕнле? — вăл ларас çĕре часрах ашшалăк сарса хучĕ Альтук. Хăй хăна сисиччен хĕрĕсене куç хĕсрĕ, лешсем Урасмет шлепкине йăрхахран çакнă хушăра пӳртрен тухса та шăвăнчĕç.
— Ма тартрăн-ха эсĕ хăвăн хĕрӳсене? — кулма пăхрĕ Урасмет. — Эп шăп кăна вĕсене курма кĕнĕччĕ. Халь хăйсемпе пуплемесĕр мĕнле çураçас-ха манăн?
— Эс шăл йĕрсе ан лар-ха, Урасмет, — айăплăн тавăрчĕ кил хуçи. — Çав тери çын пирĕн пеккине илет-и? Чăн-и, чăн мар-и, эсĕ хĕр çураçма урăх çĕре çӳрет тет-ха…
— Сан хĕрӳсем мĕнрен начар вара, Альтук инке? Пĕринчен тепри хитре, пĕринчен тепри ĕçчен.
— Шĕкĕр турра, хĕрсем çынтан кая пулманнишĕн савăнатăп.
Каччă сĕтел çине пĕр кĕленче эрех кăларса лартнине курсан Альтук инкен куç-пуçĕ алчăраса кайрĕ.
— Эс чăнласах тем çăмăлпа килнĕ пулас? Ак тамаша! Апла сана черкке памалла пуль?
— Мана валли çеç мар, хăвна валли те ил, — терĕ Урасмет.
Сăлтавне ыйтма хăяймасăр кил хуçи хĕрарăмĕ Урасметпа шаккаса пӳрнеске пысăкăш черккепе эрех ĕçсе пачĕ, вăл ытлашши хăватлă мар пулин те сывлайми пек туса çăварне темĕнччен аллипе хупласа ларчĕ.
Урасмет сăмаха аякран пуçларĕ. Чи малтан Альтук инкене ку кил-çурта килсе кĕнĕ-кĕменех упăшкасăр юлнишĕн хĕрхенсе илчĕ, вăл ватă маррине, çитĕннĕ хĕрсемпе асапланса пурăниччен чипер çыннах киле кĕртме пултарнине систерчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...