Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Тен, халăх чухăнланса, энченленсе кайрĕ пуль, темиçе çул тырă пулмарĕ-çке-ха.
— Çук, халăх чухăн мар. Çынсене вăрман тăрантать. Çапах та пурте ирĕксĕртен тӳлеççĕ хырçă-марçа. Манăн вара пуриншĕн те сăмах илтме тивет. Сăмах илтни мĕн-ха вăл, хăш-пĕрисем вĕлерессипе хăратаççĕ! Ак Чалăма кайса килтĕм. Асăрханса çеç пыратăп çав тупата. Хыçалтан пĕр-пĕр тĕкĕрçи ухăпа çатлаттарассăнах туйăнать.
— Ун пекех мар пулĕ те? — тĕлĕнсе пăхрĕ алманчă çине Чураппа.
— Çавăн пек. Никама та каламанччĕ кăна, пĕр сана çеç калатăп, Чураппа инке. Хăратăп эпĕ хамăр ял çыннисенчен, кӳршĕ ял этеммисенчен те хăратăп. Хан эшкерĕ килни питĕ лайăх-ха вăл. Ак темиçе кунта пуçтарса пĕтеретĕп юлнă пек ясака.
— Тăрăш, тăрăш, — терĕ Чураппа. — Тукай мăрса сана ахаль тумĕ. Ав мĕнле чăрмавлă ĕç тупса панă Хусан ханĕ пирĕн арçынна. Халь ĕнтĕ унăн куланайпа чăрманма вăхăчĕ те пулмасть. Калама кăна çăмăл — çĕр çухрăм каймалла Чалăма çитиччен! Кунталла тата çĕр çухрăм!
— Çапла, ман ĕç йывăрланать, — куляннă евĕр каларĕ Урасмет. — Тукай мăрса Чалăмра ларĕ, эпĕ кунĕн-çĕрĕн çынсемпе çапăçăп. Пĕр-пĕччен, никам пулăшăвĕсĕр. Эх, Чураппа инке!..
— Санăн та ĕç çăмăл мар çав, — терĕ мăрса арăмĕ. — Çапах та ан кулян, ытла йывăр пулсан пирĕн пата кил. Эпир, Нухратпа иксĕмĕр, вăй çитнĕ таран сан чунна пусарма тăрăшăпăр.
— Тавах ыр сăмахшăн, Чураппа инке. Эпĕ ĕнтĕ ахаль те сирĕн пата тăвансем патне килнĕ пекех килетĕп.
— Ӳлĕмрен те çӳре.
— Ăçта кайăп ĕнтĕ эп сирĕн патăртан? Мана никамах та кĕтмест пулсан та яланах шаккатăп тулти алăка.
— Кам кĕтмест вара сана? — кулăпа ыйтрĕ Чураппа. — Пурте хапăлласах йышăнаççĕ пек-çке?
— Пĕлместĕп çав, — терĕ Урасмет. — Тахçанхи сăмаха тепре хускатас килмест.
— Сисетĕп эсĕ мĕн каласшăн пулнине, — ытарлăн тавăрчĕ мăрса арăмĕ. — Ху çырмара ылтăн пулă тытасшăн, анчах та çыран хĕрринче вăлтапа кăштах та кĕтсе ларасшăн мар. Ытла çăмăла вĕреннĕ-çке эсир, арçынсем!
— Ара, пулли ман куç умĕнчех ишсе çӳрет, пур пĕр хыпмасть-çке вăлтана!
— Апла сан унта ăманĕ çук пуль?
— Ăманĕ пур, хыпмасть. Анккипе çеç йĕкĕлтесе çӳрет.
— Эс çăкăрпа тытса пăх, тен, хыпать, — терĕ Чураппа. Пӳрте каллех Нухрат килсе кĕчĕ. Ун сăн-питĕнче паçăрхи вылянчăк кăмăл туйăнмарĕ ĕнтĕ. Хăйсен калаçăвне хутшăнтарма тăрăшса амăшĕ хĕрне ăçти çук япаласем çинчен темиçе ыйту пачĕ, Нухрат, амăшĕпе алманчăна кӳрентерес тенĕ пекех, ку ыйтусем çине сиввĕн çеç тавăркаласа пычĕ. Юлашкинчен, Урасмет кайма хатĕрленсен амăшĕ ăна уçăлмалла алманчăна ăсатса яма хушрĕ. Кунпа та килĕшмерĕ хĕр ача, ман пуç ыратать терĕ те хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕ. Кăна илтсен каччăн каллех чунĕ вĕчĕрхенсе илчĕ, хăй çилленнине кăтартас мар тесе алманчă часрах Чураппапа сыв пуллашма тапратрĕ.
…Яхутене тĕкĕрçĕсем хăйĕн килĕ умнех антарса хăварчĕç. Пӳртрен ăна хирĕç пĕр кĕтӳ ача-пăча сиксе тухрĕ.
— Атте таврăннă, атте таврăннă! — савăнăçлăн сиккелерĕç вĕсем хапхана уçасшăн пулса.
Ашшĕ вĕсене курчĕ те макăрса ячĕ. Картиш енчен арăмĕ ӳленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ — хĕрарăмăн кирек мĕнле инкеке те час туякан чĕри кил-йыш пурнăçĕнче темле пысăк инкек пулнине сиссе илчĕ.
Амăшĕ ачисене урамалла хăваласа кăларчĕ те упăшкине пӳрте çавăтса кĕчĕ. Яхуте килессине пĕлнĕ пекех, Укçук паян сĕт вĕретнĕччĕ, ăна пĕр чашăк вĕри сĕт тултарса пачĕ. Лаша пирки пĕр сăмах та ыйтмарĕ вăл, упăшки хăй каласа парасса кĕтрĕ. Яхуте хăй хуйхине сыхланса, арăмне йăпатса, эс кăмăлтан çав териех ан хуçăл тесе каласа парасшăн пулчĕ, анчах çавăрса калама сăмах çитереймерĕ. Курчĕ Укçук: упăшки куçĕсенчен куççуль пăчăртатса тухрĕ, пĕр тумламĕ пит тăрăх юхса анчĕ те янах вĕçĕнче кăшт чарăнса тăчĕ, унтан чашăкри сĕт çине тумларĕ.
— Юрĕ-çке, сывлăх пулсан вилмĕпĕр, мĕнле те пулин пурнăпăр, ашшĕ, — терĕ Укçук упăшки умне ăшă çăкăр касса хурса.
— Темле тӳссе ирттерĕпĕр çав, — йывăррăн сывларĕ Яхуте. — Ачасене шел-çке питĕ. Пĕчĕк-ха вĕсем, нимĕн те ăнланмаççĕ…
Пăртак тăрсан вĕсем патне кунтан икĕ кил урлă çеç пурăнакан Пикментей кăштăртатса каçрĕ. Яхуте вара вăл пулăшнипе аякри крепоçре пулса иртнĕ инкек çинчен каласа пама вăй çитерчĕ.
— Мĕн тăвать-ши ĕнтĕ пирĕн лашапа Тукай? — терĕ Укçук. — Пĕр кĕтӳ ут хăйĕн, Çавал таврашĕнчи ялта та выльăх нумай теççĕ унăнне, тата пирĕн лашана хапсăнчĕ иккен. Пуйнăçемĕн юнсĕсленсе пырать-çке эсремет мăрси! Мĕншĕн вăл таранах эслепсĕр пулмалла-ши ĕнтĕ çавăн чухлĕ лаша выльăх пур çинче?
— Эп хам та малтан хăратмалла кăна илчĕ пуль тесе шутланăччĕ, киле каяс умĕн парать-ха ку тесе тăраттăм, — майĕпен, анчах тарăхса калаçрĕ Пикментей. — Парать сана çав тăранма пĕлмен çын! Вăл айăплипе айăпсăррине пăхмасăрах çири юлашки сăхмана хывса илме хатĕр. Ĕлĕк, эп астăвасса, ун пек марччĕ Тукай, ял çыннисене хĕрхенме пĕлетчĕ.
— Темĕн-çке, эп асăрхаман, — терĕ Яхуте.
— Тен, хама тивменрен çапла туйăннă-тăр. Ун чухне пире мар, ыттисене макăртнă-тăр вăл.
— Ну, эп каям-ха, — ура çине тăчĕ кӳршĕ. — Ĕнтĕ кăнтăр кунĕнче кăшт выртса канмалла пулать пуль. Эй, ĕçсем нумай килте, çав мăрсапа лаша кутне шĕветсе çӳренипе пĕтĕм кил-çурт юхăнса кайрĕ.
— Эс çав уйран çӳпçи пирки килмерĕн пулĕ те, Пикментей? — вăл ывăннă хыççăн мĕн çăмăлпа килнине ниепле те чухласа илеймерĕ Укçук.
— Эп урăх ĕçпе килнĕччĕ, — терĕ Пикментей. — Сана лаша чунĕсĕр йывăр пулать, Яхуте. Халь, таврăнсан калаçкаласа пăхрăмăр та килтисемпе кăçалхи тихана сире парас терĕмĕр. Пĕчĕккĕн ӳстерĕн, лаши пулмасан та картишĕнче лаша йĕрри пулĕ.
— Ним калама та пĕлместĕп ĕнтĕ, — терĕ Яхуте. — Турă пулăштăр çав сана йывăр вăхăтра пире манманшăн. Хам та çавăн çинчен шутласа килтĕм çул тăршшĕпе. Пĕр тиха туянса ямалла пуль, унсăрăн кăçалах лаша илме вăй çитерес çук тенĕччĕ.
— Лашасăр йывăр пулать, — хăйĕн сăмахне тепре çирĕплетрĕ Пикментей. — Çĕр ĕçлекен çын лашасăр мĕнле пурăнайтăр? Вăрмантан тип шанкă турттарса килес пулсан та лаша кирлĕ. Тихи вăл пирĕн ир хăмланăскер, сана ăна пăхма çăмăлтарах пулать. Амăшĕнчен сивĕтнĕ ăна, ав Чалăма та илсе каймарăм. Ӳсет ним те мар, выльăх та, этем пекех, теме те хăнăхать.
— Сире укçи çийĕнчех кирлĕ пулĕ-ха? — сăмах хушмасăр чăтаймарĕ Укçук.
— Эх, çав хĕрарăм чĕлхи! — кăмăлсăр пулса пуçне сулкаларĕ Пикментей. — Укçи халех кирлĕ пулсан килсе каламастăмччĕ те паян çакăнта! Эп сире çапла сĕнесшĕн: кайран пире тиха вырăнне тиха паратăр ку янаварĕ лаша пулса çитсен.
— Ку пирĕншĕн калама çук лайăх пулĕччĕ! — терĕ Укçук, хăй Пикментей сăмахĕсемшĕн нимĕн чухлĕ те кӳренменнине систерчĕ.
— Тихине парăттăмăр-ха ăна, — терĕ упăшки те. — Кăшт уралансан пĕр-ик сурăх е пăру та хушса пама пултарăттăмăр. Халь кĕтмен çĕртен çапса хуçрĕ-ха пире инкек. Малтанлăха йывăр пулать.
Пикментей каласа хăварнă ăшă сăмах Яхуте килĕнчи хуйха кăшт çăмăллатрĕ. Ытти кӳршĕсемпе пĕлĕшсем те вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшрĕç вĕсене, утă турттарма е ытти çĕре кайма хăйсен лашисене сĕнчĕç.
Çын ыр кăмăлĕпе ăшă сăмахĕ чĕре суранне услам çу пекех çемçетет-çке. Яхутепе арăмĕ те вĕçĕмсĕр макăрма тата хăйсен шăпине ылханма пăрахнăччĕ ĕнтĕ, анчах кĕтмен çĕртен тепĕр инкек сиксе тухрĕ те вĕсен пурнăçне. Та-та ытларах хуçса хăварчĕ.
Яла таврăннă хыççăн икĕ кунран Яхуте патне Урасметпа пĕрле темиçе иçник пырса çитрĕç. Кил хуçи, арăмĕ çулса хунă утта пуçтарма Атăл леш енне кайма хатĕрленнĕскер, хапха умĕнче тăратчĕ.
— Эс мĕн, тарса хăтăлма шутланăччĕ-им пиртен? — куç айĕн пăхрĕ ăна Урасмет. — Малтан ясак тӳлесе хăвар, вара мур тĕпне кайма пултаратăн!
— Эпĕ Чалăмра мĕнле шар курнине ху пĕлетĕн-çке, Урасмет? — терĕ Яхуте.
— Нимĕн те пĕлместĕп. Манран ясак ыйтаççĕ, апла пулсан санăн та тӳлемелле.
— Эп ясакне татнă, халех тăмха илсе тухатăп, — терĕ Яхуте аллинчи япалисене çерем çине хурса. — Выльăхшăн çеç пăртак куланай юлнăччĕ. Вăл та нумай мар, кăшт сывлăш çавăрсан тӳлесе тататăп. Лашашăн ĕнтĕ, паллах, ху пĕлен…
— Лашашăн та тӳлетĕн! — касса татрĕ алманчă.
— Мĕнле-ха апла?
— Çаплах. Эс сахалтарах калаç. Кашни килте çапла юмах ярса тăрас пулсан эпир каçчен вунă киле те кĕрсе тухма ĕлкĕрейместпĕр. Чуп часрах укçа илме!
— Чăнах, эс, çĕмрĕк пит-куç, сахалтарах пупле, — пуç пӳрнипе Яхутене кăкăрĕнчен тĕртрĕ пĕр иçникĕ. — Алманча калать пулсан ăна итлес пулать.
— Урасмет, тăнла-ха, — йăлăнчĕ Яхуте. — Тукай мăрса килтĕр ĕнтĕ, ман лаша пирки ĕç татăлтăр. Тен, тӳлемелле те мар вăл лашашăн куланай?
— Куланай хунă чухне сан лаша килте пулнă. Халь пур пĕр тӳлеме лекет.
— Турă пул, Урасмет, ман пĕр алтын укçа пулсан çакăнтах аçа çаптăр. Тăхта кĕркуннеччен, ĕмĕр асăнăп сана, турă пул…
— Э-э, алманчă, эс пире нумай тытатăн! — карта алăкне яриех уçса ячĕ иçник. — Мĕн чул тӳлемелле унăн?
— Вунă алтын.
— Апла уç часрах кĕлетне!
Урасметпа иçниксен ушкăнĕ çавăнтах кĕлет патне пырса тăчĕ.
Пĕр иçникĕ алăк янаххи хыçĕнчен çăра уççи илчĕ те унпа кĕлете хăех уçрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, алăкран тĕрлĕ тир-сăранпа çĕтĕк-çурăк ыткăнма тытăнчĕ. Урасмет тусанлă тир-сăрана шакка-шакка купа туса хурса тăчĕ.
— Пĕр путлĕ япала та çук, — терĕ кĕлетрен тухнă иçник.
— Ку тирсем ясак вырăнне каймаççĕ. Кама кирлĕ çав çĕтĕк тирсем?
— Укçа тӳле, унсăрăн ĕнӳпе çавăтса каятпăр!
— Турă умĕнче çылăха пĕлĕр, хĕрхенĕр пăртак, ачасене те пулин хĕрхенĕр! — халь-халь макăрса ярасла тархасларĕ Укçук. — Тин кăна лашасăр тăрса юлтăмăр, халĕ ĕнтĕ юлашки ĕнене илсе каясшăн-и эсир? Урасмет, вĕсем пирĕн нушана пĕлмеççĕ, эс хамăр ял çынни-çке-ха, хĕрхен пăртак!
— Хĕрхен, Урасмет, ĕнене илсе кайма ан хуш, — ун умне чĕркуçленчĕ Яхуте.
Урасмет чĕнмерĕ.
Иçниксем пахчана вĕренленĕ ĕнене çавăтса кĕчĕç те тӳрех урама илсе тухрĕç. Укçук инке, ĕнине тытса илес пек, вĕсем хыççăн çухăрашса чупрĕ. Яхуте çаплах тусан çинче, алманчă умĕнче йăраланчĕ. Йĕри-тавра кӳршĕ çыннисем кĕпĕрленсе тăчĕç. Вĕсем алманчă Яхутене хӳтĕлесе пĕр сăмах та пулин каласса кĕтрĕç.
Урасмет чĕнмерĕ, аллинчи саламачĕпе атă кунчине çапкаласа иçниксем хыççăн утрĕ.
Иртен пуçласа каçчен çӳрерĕç иçниксем Юмансарăн кукăр-макăр урамĕсем тăрăх. Вăл вăхăтра улансем сулхăнта эрех ĕçсе ларчĕç. Каçхине вилес пек ывăнса киле таврăнсан алманчă урамранах илтрĕ — пӳртре ӳсĕр улансем шавлаççĕ, пĕринчен тепри хытăрах кăшкăрма тăрăшса вĕсем темле юрă юрлаççĕ.
Картишĕнче унта та кунта çăнăх-кĕрпе сапаланса выртать, урапа çинче пыл чĕрессисемпе çу чӳлмекĕсем лараççĕ. Кусене улансене пăхма юлнă иçниксем кӳршĕри килсенчен хăйсем тĕллĕн йăтнă ĕнтĕ.
Нияз Урасмета асăрхасан юрлама чарăнчĕ те ясак пуçтарас ĕç мĕнле пыни çинчен ыйтрĕ.
— Чылай пухрăмăр, нумай юлмарĕ, — терĕ алманчă.
— Нумай юлмарĕ! — йĕкĕлтерĕ князь ывăлĕ. — Каллех пĕтереймерĕр апла? Ăна пуçтарма хамăн каймалла пулать-и ĕнтĕ? Мĕнле шутлатăн эсĕ, алманчă?
— Хамăрах пухатпăр. Йывăр-çке халь ясак пуçтарма. Пĕлтĕрхи тырă пĕтнĕ, кăçалхине вырма тухман-ха…
— Эс укçан илме тăрăш. Ханлăха укçа нумай кирлĕ!
— Халăх укçаллă мар кăçал. Иртнĕ çул тырă сутаймарĕç. Пыл та пулмарĕ. Сутмалли пĕртен-пĕр япала та тир анчах.
Урасмет князь ывăлне Хусанта тир ытла йӳнĕ пулни çинчен, тĕкĕрçĕре тăнăран ял çыннисем пасарсене çӳрейменни çинчен каласшăнччĕ, анчах кирлĕ мар тесе шутларĕ. Мĕн ăнлантăр Урак ывăлĕ ял нушине? Мĕн тума кирлĕ ăна Урасмета ясак пуçтарма çăмăл е йывăр пулни? Унăн пĕр сăмах: пар, тӳле, леç. Тепĕр тесен, Урасмет ял çыннисемпе хăй те çавăн пек пуплет-çке. Çилленме те кирлĕ мар пуль Урак ывăлне. Вăл та, Урасмет пекех, хушнă ĕçе тăвать, ханшăн тата, паллах, хăйĕншĕн тăрăшать.
— Кĕркунне ак укçан тӳлетпĕр, — ăнлантарчĕ вăл ӳсĕр Нияза. — Тырă çеç ăнса пултăрччĕ. Пирĕн ял ытларах çĕр ĕçĕпе пурăнать-çке вăл. Тĕрлĕ кесеп ĕçĕ пирĕн çукпа пĕрех, çавăнпа эпир кĕркунне çине ытларах шанатпăр — тырă пулнă çул ясак пухма та çăмăлтарах.
— Тырăпа кăна тутă пулса лараймăн!
— Вăл çапла ĕнтĕ…
— Тыррине те хĕрхенсе, ирĕксĕртен çеç тӳлетĕр эсир, гяурсем, аллах ылханнă çынсем! — вăрçрĕ Нияз кил хуçи йăпăлтатнине пăхмасăр. — Вăрман варринче пурăнаççĕ, утă-улăм, хаклă тир кĕлет тулли вĕсен, ханлăха ясак тӳлемеççĕ. Эсир вырăссем патне ăсатмастăр пуль-çке мĕн пур тырăпа хаклă тирсене? Тен, эсир гяурсем, тахçанах вырăс патшалăхне куçнă?
— Ун пек мар ĕнтĕ, чаплă княçăмăр, — ун çиллине кăшт та пулин йăвашлатасшăн пулчĕ алманчă, — йĕркеллех тӳлесе тăратпăр-çке мĕн пур пек хырçă-тăрçăна. Кăçалхи тыр-пултан пуçтарма тытăнман-ха эпир, хăвах пĕлен, иртерех кăштах.
— Мĕнле вăл иртерех? Кам каларĕ сана ир тесе?
— Тырă вырма тухман-çке-ха. Утă çулма та тин пуçлатпăр ав. Ял çыннисем тыр-пула тирпейлесе пĕтерсен ясак пуçтарма тытăнатпăр. Хăвах пĕлен, Тукай мăрса Хусан умĕнче, аслă хан умĕнче парăмлă пулман…
— Ырла хăвăн мăрсуна! — терĕ князь ывăлĕ. — Пĕлетпĕр эпир Тукая! Ав катăнĕ, йĕксĕк чăваш хĕрарăмĕ, сĕврĕлнĕ сăра ĕçтерсе кăларса ячĕ пире.
— Ăна чăваш теме çук, вĕсем упăшкипе иккĕш те мусульмансем шутланаççĕ, — сăмах хушрĕ алманчă.
— Мусульмансем мар вĕсем, чăн-чăн гяурсем! Арăмĕ те мусульман хĕрарăмĕ мар. Хыт кукар вăл, Тукай арăмĕ, кала ăна ман сăмаха. Урак ывăлĕ хăйне начар пăхнăшăн пит çиленнĕ те. Хĕрне, хăйĕн чипер хĕрне кăтартасшăн та пулмарĕ пире, часрах тепĕр пӳлĕме хăваласа кĕртрĕ! Эс мусульман çынни тетĕн!
Урасмет ку пуçтах Нияза килтен мĕнле кăларса ямаллине те пĕлмерĕ. Вăл ăна хăватлă сим пыл ĕçтерчĕ, ăшă сăмахсем каларĕ, мухтанса Чалăмри сапантуй çинчен каласа кăтартрĕ, хăй ăшра князь ывăлне чунтан тарăхса ларчĕ. Юлашкинчен тӳсеймерĕ, ку выçă эшкере хăвăртрах кăларса ярас тесе кĕлетрен пĕр тĕрке хăнтăр тирĕ илсе кĕчĕ.
— Йышăнсамăр çакна манран, ырă князь, — терĕ вăл шăл витĕр.
Урак ывăлĕн кăмăлĕ çемçелнĕ пек пулчĕ. Ара, алманчă ăна ашшĕнче чĕннĕ пекех князь тесе чĕнет-çке. Хăна чăваш мăрсисемпе алманчăсен пуянлăхĕ çинчен сăмахлама тытăнчĕ, унтан, алманчă парнине пĕр иçнике тыттарса, каллех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Пĕр тирĕкрен какай татăкĕ илсе хыпрĕ, тепĕр тирĕкрен чăкăт хуçса илчĕ, ытти ĕçме-çимесене тĕрĕслесе тухрĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Часрах урхамаха йĕнерлĕр, çĕрлеччен Ураккассине çитсе ӳкетпĕр! — терĕ.
Хăйсем килĕрен пуçтарнă «ясака» пĕр-пĕрне кăтартма çеç тытăннă иçниксем мĕн пур ăпăр-тапăра хутаçсемпе михĕсене чиксе утсем патне ыткăнчĕç. Князь ывăлĕ алманчăна ясак пирки ячĕшĕн тепре асăрхаттарчĕ.
— Асту ĕнтĕ, Уразмат тусăм, кăçалхи çулшăн мĕн пурне вăхăтра леçĕр, тек килсе çӳремелле ан пултăр.
— Ан пăшăрхан, ырă князь, эпир хамăр памаллине вăхăтра парăпăр, — терĕ Урасмет. — Çулу телейлĕ пултăр ĕнтĕ санăн, пурнăçра бехмет пултăр.
Урак ывăлĕ тухса кайсан алманчă çерем çине лачлаттарса сурчĕ те хăйне хăй вăрçса лупас айнелле утрĕ.
«Çав вĕçкĕн Нияза пĕр тĕрке хăнтăр тирĕ патăм, ну, ухмах та эпĕ! — терĕ вăл. — Ун усал чĕлхинчен хăрарăм пулать ĕнтĕ. Çук, кун пек санран пуясси пулмасть, алманчă…»
Вăл паян ĕçтернĕшĕн-çитернĕшĕн тата парне парса тăкакланнăшăн князь ывăлне ӳлĕмрен, пуçтарнă япалана исада леçнĕ чухне, тавăрма шутларĕ. Нумай хаклă тир кĕчĕ паян мăрса кĕлетне, нумай выльăх хăваласа пычĕç иçниксем ун пысăк витисене. Ку пурлăхăн хуçи халь алманчă мар-и вара, ясакшăн илнĕ выльăха мĕнле хакпа сутасси Урасметран килмест-и вара?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...